Комментари хушас

29 Раштав, 2021

«Хресчен сасси» 50 (2888) № 29.12.2021

«Лайăх кăтартусемпе вĕçлетпĕр»

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Коминтерн» ЯХПК ĕçченĕсем Çĕнĕ çула çĕкленӳллĕ кăмăлпа, хавхаланупа кĕтсе илеççĕ. Ĕмĕтсем пурнăçланни, хуçалăх ура çинче çирĕп тăни шанăç кӳрет, малашлăха хăюллăн пăхма хавхалантарать. Çитĕнӳсем РФ тата ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Альбина Новикова предприятие пĕлсе ертсе пынипе тата коллектив тăрăшса вăй хунипе çыхăннă. Палăртмалла: районта ял хуçалăхĕн продукцине туса илнĕ çĕрте «Коминтерн» ЯХПК тӳпи 80 процента яхăн.

Çĕнĕ вите — çĕнĕ шанăç

Альбина Борисовна хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма хаваспах килĕшрĕ:

— Çулталăк вĕçленсе пынă май кăтартусене пĕтĕмлетме те вăхăт. Кăçал палăртнине пурнăçлама пултарни савăнтарать. Сĕт, аш-какай иртнĕ çулхинчен ытларах туса илтĕмĕр, выльăх апачĕ çителĕклех хатĕрленĕ, техника паркне çĕнетрĕмĕр.

Хальхи вăхăтра шкултан вĕренсе тухакансем ялта юласшăн мар, хулана туртăнаççĕ. Çавна май ĕçлекенсем сахаллансах пыраççĕ. Ял хуçалăхĕнче кăна-и, медицина, вĕрентӳ культура сферисенче те специалистсем çителĕксĕр. Акă çывăх çулсенче пирĕн пилĕк механизатор тивĕçлĕ канăва тухмалла. Вĕсен вырăнне кама йышăнмалла? Çавăнпа кăçал энерги ресурсне перекетлекен хăватлă техника ытларах туянма тăрăшрăмăр. Тырă акма çĕнĕ комплекс — «Амазони» сеялкăпа 420 лаша вăйлă «Бюлер» трактор — илтĕмĕр. Унпа кĕрхи культурăсене 618 гектар акрăмăр. Çакна виçĕ механизатор 6 кунра пурнăçларĕ. Унччен вара çак лаптăка 3-4 трактор акнă, хире вăрлăх, удобрени турттарнă… Ăна «шуратса хăварма» 15 çынна явăçтарнă. Халĕ пĕчĕк ушкăнпах пысăк ĕç тума пултартăмăр. Кун пек ĕçлесен чĕр таварăн хăй хаклăхĕ те чакать. Çĕр хатĕрлеме, тырă вырма та çĕнĕ йышши техникăпа усă куратпăр. МТЗ тракторсем, комплекс валли пысăк тата пĕчĕк JCB погрузчиксем туянтăмăр. Кăçал техника паркне çĕнетме 70 млн тенкĕ тăкаклантăмăр.

Тăкакăн 40 процентне вара бюджетран саплаштарчĕç. Ку пирĕншĕн курăмлă пулăшу. Манăн Чăваш Ен Пуçлăхне Олег Николаева, ял хуçалăх министрне Сергей Артамонова аграрисене пулăшнăшăн, чаплă техника, оборудовани илме майсем туса панăшăн уйрăмах тав тăвас килет.

Тăваттăмĕш çул ĕнтĕ выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче инвестици проектне хута кĕртетпĕр. Фермăра вăй хуракансен ĕç, кану условийĕсене лайăхлатма, тухăçлăха ӳстерме çĕнĕ икĕ вите 600-шер ĕне вырнаçмалăх турăмăр. Сĕт сумалли залра — «Карусель» оборудовани. Унпа харăсах 36 ĕне сума май пур. Малашне кĕтĕве 1200 пуçа çитересшĕн.

Проекта пурнăçа кĕртме 242 млн тенкĕ тухса кайрĕ. Çав шутра кредит укçине те самай хыврăмăр. Тăкакăн 40 процентне федераци /25%/ тата республика /15%/ бюджечĕсенчен саплаштарчĕç. Çапла майпа пире 80 млн тенкĕ тавăрса пачĕç. Патшалăх ял хуçалăхне аталантарма курăмлă пулăшу парать. Анчах унпа усă курас тесен хамăрăн та тăрăшмалла, çĕнĕ технологие пурнăçа кĕртсе пымалла.

Пăрусен витинче условисем тивĕçтерменрен унта та çĕнетме тăрăшрăмăр. Пĕчĕк пăрусене сивĕ çанталăкра усрамалла турăмăр: вĕсем валли 150 пластик «çуртсем» илтĕмĕр. Икĕ уйăхран пăрусене урăх витене куçаратпăр. Кивĕ витене юсаса 375 пăру вырнаçмалăх виçшер уйрăм турăмăр. Витери ĕçсене пĕчĕк трактор пурнăçлать: утă-улăм турттарать, ай сарăмне тасатса кăларать. Пăрусем валли сĕте те «такси» турттарать. Вĕсене Людмила Башкировăпа Наталья Федорова пăхаççĕ. Унччен хĕрарăмсем 150-200 пуçшăн яваплă пулнă. Халĕ, ĕçе механизациленĕ хыççăн, кăтарту 500-е çитнĕ. Вĕсен уйăхри шалăвĕ те виçĕ хутчен ӳсрĕ. Хуçалăхăн усă куракан çĕрсем 3 пин гектар, çав шутра тырă 1600 гектар йышăнать. Юлашки вăхăтра «сарă ылтăнăн» хакĕ палăрмаллах ӳсрĕ. Çав хушăрах техника, удобрени, вăрлăх, ăратлă выльăх хакланни тупăшлăха чакарать. Ытлашши тырра кĕркунне 1 килограмне 16 тенкĕпе сутрăмăр. Чăн та, кăçал çанталăк условисене пула иртнĕ çулхинчен 1 пин тонна тырă сахалрах илтĕмĕр. Пирĕн тĕп тупăш сĕтрен кĕрет. Хальхи вăхăтра 1 литр чĕр тавара 35 тенкĕпе сутатпăр. Лайăх пахалăхлă пулнăран пысăк сортпа туянаççĕ. Сĕтри çу шайĕ 4% ытла, белок вара 3,2-пе танлашать. Унсăр пуçне вăкăрсем те самăртатпăр. Ĕне выльăх ашĕ те аван сутăнать. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   ♦


Йывăр вăхăтра çемьесене те пулăшнă

Декабрĕн 23-мĕшĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин 17-мĕш хут пресс-конференци ирттерчĕ. Çĕршыври массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсемпе, вĕсем 507-ĕн, Раççей Президенчĕ Мускаври Манежра тĕл пулчĕ. Пресс-конференци 3 сехет те 55 минут тăсăлчĕ. Çĕршыв ертӳçи çак вăхăтра 55 ыйтăва хуравларĕ.

ЭКОНОМИКА. Владимир Путин тӳрех ыйтусене хуравлама пуçларĕ. Чи малтан «Интерфакс» ертӳçи Вячеслав Терехов сăмах илчĕ. Вăл коронавирус «вăрçи» çĕршыв экономикине мĕнле витĕм кӳнипе кăсăкланчĕ. Президент палăртнă тăрăх, Раççей экономики, аталаннă ытти çĕршывпа танлаштарсан, коронавируспа кĕрешме чылай енчен хатĕр пулнă. Экономика хăвачĕ çак тапхăрта 3 процент çеç чакнă, ку тĕнчери ытти экономикăпа танлаштарсан чылай пĕчĕкрех. Çавна май та Раççей хăвăртах вăй илнĕ. ВВП ӳсĕмĕ, сăмахран, 4,5 процент пуласси паллă, промышленноç производствин кăтартăвĕсем 5 процент, тирпейлекен промышленноçăн 5,2 процент хăпараççĕ. Тыр-пул пухса илесси, паллах, иртнĕ çулхинчен чакнă. Çакă чи малтан çут çанталăк условийĕсемпе çыхăннă.

Çапах 123 миллион тонна — сахал мар. Кун чухлĕ тупăш хамăра тăрантарма çеç мар, экспорт валли те çителĕклĕ. Стройкăра вара рекорд лартнă: çулталăкра 90 миллион тăваткал метр çурт-йĕр хута янă. Кунашкалли, Путин палăртнă тăрăх, çĕнĕ Раççей историйĕнче те пулман-ха.

Влаç ĕçсĕрлĕх шайне пандемичченхи кăтартусем патне çитерме тĕллев лартнă. Анчах ĕçсĕррисен шутне пĕчĕклетеймен. Пандеми çын пурнăçĕн тăршшĕне те япăх витĕм кӳнĕ. Унччен çак кăтарту 71,5 çулпа танлашнă пулсан, халĕ 71 çул. Демографи сферинче те çивĕчлĕхсем пур. Вăл ĕç алли çителĕксĕррине палăртнă: «146 миллион çын — çакăн пек пысăк территоришĕн питĕ сахал. Ĕçлекенсем çитмеççĕ».

ТАСС представителĕ патшалăхăн социаллă тăкакĕсемпе кăсăкланчĕ. Малашне вĕсене ӳстерсе пырассине тĕпе хунă-и? Владимир Путин çирĕплетнĕ тăрăх, Раççей бюджечĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ. Килес çул социаллă сфера тăкакĕсем валли тĕрлĕ шайри бюджетран 4 триллион тенкĕ уйăрма палăртнă. «Анчах кунран та ытларах пулĕ», — терĕ Президент.

Социаллă расхутсен калăпăшне ӳстересси — макроэкономика тăнăçлăхне упраса хăварассипе çыхăннă тĕп ыйтусенчен пĕри. Бюджет дефицичĕ АПШра та, Еврозонăра та ӳссех пырать. Укçа-тенкĕпе кредит политикине çемçетни макроэкономикăна тӳррĕн витĕм кӳрет, ырă мĕн пур пуçарăва пĕтерсе хума пултарать. Çавна май Путин Раççейре инфляцие 4 процентран ирттермелле маррине каларĕ. Тĕп Банк политикăна хытармасан пирĕн çĕршывра та Турцири пек лару-тăру сиксе тухма пултарасси çинчен асăрхаттарчĕ.

Юлашки вăхăтра тĕнчери МИХсенче Раççей Украинăна тапăнма хатĕрленни пирки шавлаççĕ.

«Пирĕн мĕн кĕтмелле? Вăрçă тухас хăрушлăх çук-и?» — кăсăкланчĕ Ирада Зейналова. «Лару-тăру 2014 çулта çивĕчленме пуçларĕ, — терĕ Владимир Путин. — Влаçа сирпĕтрĕç. Юнлă пулчĕ вăл. Çынсене вĕлерчĕç, çунтарчĕç. Эпир çакнашкал вăхăтра Севастопольпе Крыма хамăр хӳтте, хамăрăн çунат айне илмесĕр пултараймарăмăр. Порошенкăна ыйтăва вăрçăсăр татса пама хам темиçе те ӳкĕтлерĕм». <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Чи сумлă вырăна лартатпăр питĕ капăр чăрăша

Çĕнĕ çул — пысăк уяв. Ăна ватти-вĕтти кĕтет. Лайăх хатĕрленсе тивĕçлипе ирттерсе яма тăрăшаççĕ. Çавна май чылайăшĕ çемьери йăла-йĕркене пăхăнать. Ырă йăла çултан-çул тăсăлать. Çакăн пирки ентешсемпе сăмах хускатрăмăр.

Альбина ЮРАТУ, сăвăç:

— Çĕнĕ çула кашни çулах Мускавра кĕтсе илеттĕмĕр эпир. Хĕрĕм Оля çемье çавăрса унтах тĕпленчĕ. Çавна май эпир мăшăрпа уяв умĕн инçе çула тухаттăмăр. Машинăпа кайнăран хамăр çитĕнтернĕ пахча çимĕç, ытти кучченеç те илсе каяттăмăр. Ывăлпа кин те унтах пыратчĕç. Çĕнĕ çула кĕтсе илнĕ хыççăн Хĕрлĕ тӳреме каяттăмăр, Мускаври туссемпе тĕл пулаттăмăр. Кăçал вара йĕркене кăштах улăштарма шут тытрăмăр. Ачасемпе мăнуксем Кăвак тигр çулне Шупашкарта кĕтсе илме шухăшларĕç.

Мăнук Данил юмах шухăшласа кăларма ăста. Вăл 7 çул тултарать. Хальлĕхе йĕркеллех çыраймасть-ха. Çавăнпа та вĕсене эпĕ çырса пыратăп. Чăвашла та куçартăм. Çавна май кĕнеке кăлартăм, юмахсене чăвашла-вырăсла хатĕрлерĕм. Çĕнĕ çул каçхине эпĕ ăна мăнука парнелесшĕн.

Эльвира СИМАКОВА, Муркаш районĕнчи АПК ветеранĕсен союзĕн пайташĕ: 

— Пирĕн çемьери ырă йăла — Çĕнĕ çула пĕрле кĕтсе илесси. Ачасем, мăнуксем тăван киле пуçтарăнаççĕ. Эпир, мăшăрпа иксĕмĕр, вĕсене кĕтсе илме маларах хатĕрленетпĕр: елка капăрлатса лартатпăр, апат-çимĕç хатĕрлетпĕр, пельмень туса хуратпăр. Ачасене тутлă, экологи тĕлĕшĕнчен таса çимĕçпе савăнтарас килет. Çавăн пекех Çĕнĕ çул умĕн мунчара çăвăнса тасалатпăр, авалхи йăлапа кăвакалтан хуплу пĕçеретпĕр, тепĕр кăвакала вара духовкăра хатĕрлетпĕр. Ырă çак йăлана упраса хăварма манăн çуралнă кун та пулăшать пулас. Çĕнĕ çула кĕтсе илнĕ хыççăн, январĕн 1-мĕшĕнче, тӳрех мана саламлама пуçлаççĕ. Каллех кĕрекене пухăнатпăр. Çак йăлана тытса пынăшăн ачасене те тав тăвас килет. Ара, инçе çула пăхмасăр тăван киле васкаççĕ вĕсем. <...>

Валентина МАКСИМОВА ыйтса пĕлнĕ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.