Комментари хушас

24 Раштав, 2021

Энергетиксем ачасен ĕмĕчĕсене пурнăçлаççĕ

Чăваш энергосбыт компанийĕ /Трансэнергопром компанисен ушкăнĕ/ экологи акцийĕсем, социаллă акцисем йĕркелесси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Çав шутра — тимлĕх кирлĕ ачасене пулăшасси. Вĕсем, ачасем, Çĕнĕ çула пушшех чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Çак уявра чи пысăк ĕмĕтсем пурнăçланаççĕ вĕт. Çĕнĕ çул умĕн ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнă ачасен Çĕмĕрлери, Пăрачкаври тата Шупашкарти центрĕсенчи ачасем парнесем илчĕç, унсăр пуçне Çĕмĕрлери центрта Çĕнĕ çул уявĕ иртрĕ.

Трансэнергопромăн генеральнăй директорĕ Елена Климашевская тата ТЭП генеральнăй директорĕн пулăшуçи Александр Гончаров ачасем патĕнче хăнара пулчĕç, вĕсен ĕмĕчĕсене пурнăçласа чун-чĕре ăшшине парнелерĕç.

Кунта 31 ача воспитани илет. Центр администрацийĕ ыйтнипе энергетиксем парнесем илсе килнĕ: çĕнĕ йышши проектор, ытти парне, улма-çырла. Хĕл мучи, Юрпике тата çӳлевĕç çури ЧЭСИК — вĕсене кунта питĕ-питĕ кĕтнĕ. Ачасен уявĕ валли ятарласа Çĕнĕ çул программи хатĕрленĕ.

— Умра — каникул, нумай-нумай парне, асамлăхпа тĕлĕнтермĕш! Телейлу те сывлăхлă пулма сунатăп, сирĕнтен кашнин çутă ĕмĕт пултăр, эпир вара ăна пурнăçлама пулăшăпăр. Шкулти вĕренӳ яланах савăнăç кӳтĕр, малашлăхра çитĕнӳсем кăна пулччăр. Эпир сире юрататпăр, яланах сирĕнпе юнашар пулăпăр, — ырă сунчĕ ачасене Елена Климашевская.

Вăл ачасен ĕмĕтне — вĕсем хĕллехи вăрманта унпа пĕрле йĕлтĕрпе ярăнас тенине — 2022 çулта пурнăçлама шантарчĕ. Паянах ярăнма пулатчĕ — ытла та сивĕ…«Ачасене юратмалла кăна - çак туслăх вара вăрахлăха тата питĕ çирĕп пулĕ. Эпир вĕсене уяв парнелес терĕмĕр — парнесемпе, савăнăçлă программăпа. Çамрăк тусăмăрсенчен пĕри те тимлĕхсĕр, юратусăр ан юлтăр - çакна тимлĕ сăнаса тăратпăр, çакна тӳрре кăларма тăрăшатпăр, — терĕ Александр Гончаров.

Çĕмĕрлери Центр директорĕ Татьяна Цапина палăртнă тăрăх, ачасем кирек мĕнле парнене те хапăл. «Эпир энергетиксене, пирĕн туссене, чунтан тав тăватпăр, вĕсем тăрăшнипе, акă, питĕ илемлĕ праçник пулчĕ. Çĕнĕ йышши проектор вара пире Центрти тĕрлĕ мероприятие интереслĕ ирттерме пулăшĕ», — терĕ вăл.

Энегетиксем иккĕленмеççĕ: кашниех ырă ĕçсем тума пултарать, Çĕнĕ çул умĕн — пушшех. Палăртни вырăнлă: Трансэнергопром компанисен ушкăнĕ ыр кăмăллăх енĕпе çине тăрса ĕçленĕ май вĕрентĕве, экологие, спорта, социаллă учрежденисемпе организацисене пулăшассине тĕпе хурать.

www.hypar.ru Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ӳкерчĕкĕсем