Комментари хушас

23 Раштав, 2021

Тантӑш № 49 (4768) 23.12.2021

«Республика ятне çÿле çĕклесчĕ»

Пĕтĕм Раççейри «Çулталăк вĕренекенĕ» конкурс — Раççей шкул ачисен хушшинчи хăйне евĕр пысăк ăмăрту. Унăн тĕп тĕллевĕ – шкул ачисене ăнăçу çулĕ çине тăма пулăшасси, пĕр-пĕринпе хутшăнма, лидер енĕсене, шухăшлава аталантарма хăнăхтарасси, 9-11-мĕш класс вĕренекенĕсене пĕр-пĕрин ăсталăхĕпе паллашма майсем туса парасси. Кăçалхи конкурс Чĕмпĕр хулинче иртнĕ. Ăна йĕркелекенĕсем: РФ çут ĕç министерстви, Ульяновск облаçĕн правительстви, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чĕмпĕрти патшалăх педагогика университечĕ, Пĕтĕм Раççейри «Раççей çамрăкĕсен союзĕ» общество организацийĕ.

Шупашкарти 57-мĕш шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Варвара Еремеева тата Елчĕк районĕнчи Елчĕк шкулĕнче пĕлӳ пухакан Юлия Воронцова — «Çулталăк вĕренекенĕ» конкурс çĕнтерӳçисем. Республикăра иртнĕ çурма финалта мала тухнă хыççăн вĕсем Чăваш Ен чысне Чĕмпĕр хулинче хӳтĕленĕ. Унта Раççейĕн 38 регионĕнчен 100 ытла ача хутшăннă.

«Чи çутă сăнар»

Юлия Воронцова — Чăваш Республикин ача-пăча общество канашĕн пайташĕ, ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн стипендиачĕ. «Пур енчен те пултаруллă. Пирĕн шкулта çавăн пек ачасем пурришĕн савăнатпăр. Юлия Воронцовăна кирек мĕнле ĕç те шанма пулать, ăна вăл пахалăхлă тата тĕплĕ пурнăçлать», — ырласа каларĕ шкул директорĕ Лариса Васильева.

Чăн та, мĕнпе кăна кăсăкланмасть-ши Юля? Вăл ачаран спортпа туслă, баскетболла вылять, бассейна ишме çӳрет. Районти предмет олимпиадисенче — физикăпа, ОБЖпа, историпе — пĕрре мар çĕнтернĕ. Сцена çинче юрласси-ташласси, ӳкересси Юльăна киленӳ çеç кӳрет. Шкулти уявсене, мероприятисене ирттерме те ăна шанаççĕ.

«Республикăра иртнĕ çурма финалта «Чи çутă сăнар» номинацире çĕнтертĕм. Ăмăртура хам çинчен каласа кăтартрăм, «Сарлака та анлă ман тăван çĕршыв» тавра пĕлӳçĕсен конкурсне, тупăшăва хутшăнтăм. Юлашкинчен мана Чĕмпĕре, Пĕтĕм Раççей конкурсне кайма ыйту çырма сĕнчĕç. Кăштахран йыхрав хучĕ килчĕ.

Паллах, пăлхантăм. Чĕмпĕрте Варвара Еремеевăпа иккĕн пĕрле пултăмăр, пĕр-пĕринчен пачах та уйрăлмарăмăр. Хамăр ума пысăк тĕллев лартрăмăр: эпир кунта ячĕшĕн килмен, пирĕн республика чысне хӳтĕлемелле, Чăваш Ене, тăван шкула çĕнтерӳпе таврăнмалла. Мĕнех, ир те каç тăрăшни сая каймарĕ. Мĕн пур йывăрлăх витĕр тухрăмăр.

Пирĕн умра пурĕ пилĕк ĕçчĕ, пĕри тепринчен кăткăсрах. Тĕслĕхрен, кейс ыйтăвĕсем, пĕр-пĕр сăнара ĕненмелле те туллин уçса пани, тупăшусем… Унсăр пуçне презентацие тивĕçлĕн хӳтĕлемеллеччĕ, регион çинчен тĕплĕн те хитрен каласа кăтартмаллаччĕ. Çавăрттарса та шахвăртса пĕр вĕçĕм ыйту пани те шиклентермерĕ. Эпир вĕсене туллин, тивĕçлĕ тата хăвăрт хурав пама пултартăмăр», — паллаштарчĕ 11-мĕш класра вĕренекен.

Юля Воронцова Елчĕк шкулне Патреккел ялĕнчен çӳрет. Пĕрремĕш класран пуçласа мĕн пур «5» паллăпа ĕлкĕрсе пырать. 11 çул хушшинче нихăш чĕрĕкре те «4» тухса курманни пирки пĕлтерчĕ. Ачаран учитель пулма ĕмĕтленсе пурăннăскерĕн халĕ шухăшĕ улшăннă. «11-мĕш класс хыççăн Мускаври аслă шкула вĕренме кĕрес тĕллевлĕ. Çар çынни пулас килет, ман валли пек туйăнать. Аттепе аннене те çамрăк чухне çак професси илĕртнĕ, анчах та вĕсен çутă ĕмĕчĕ пурнăçланайман», — палăртрĕ Юля. <...>

Елена АТАМАНОВА.

♦   ♦   ♦


В числе стипендиатов – юные музыканты

Более 80 одаренных детей и представителей молодежи в 2022 году получат именную стипендию главы администрации города Чебоксары за достигнутые успехи в учебе, творчестве и спорте. Среди 13 учащихся-стипендиатов музыкальных, художественных школ и школ искусств города Чебоксары есть и воспитанники нашей школы: баянист Елисей Кармалов, скрипачки Кира Филимоненко и Саша Николаева.

Учащийся класса баяна Елисей Кармалов проявляет яркие музыкальные способности в исполнительстве на баяне, большое трудолюбие, целеустремленность. Эти качества позволили ему добиться высоких результатов в фестивально-конкурсной деятельности. В 2019 году Елисей получил приглашение к участию в XVII благотворительной акции «Стань первым!», где успешно продемонстрировал свои творческие достижения.

Воспитанницы класса скрипки Кира Филимоненко и Александра Николаева – лауреаты многочисленных престижных профессиональных конкурсов, участницы мастер-классов, городских и республиканских культурно-массовых, благотворительных и концертных мероприятий. Обладая большим творческим потенциалом, Кира органично влилась в состав самобытного творческого коллектива «Нестройные», представив концертную программу в сентябре 2021 года на сцене «Майленького театра» города Чебоксары. Она успешно ведет волонтерскую деятельность под эгидой Федерации спортивного туризма Чувашской Республики, оказывая помощь при проведении фестивальных мероприятий. <...>

Елена ХРИСАНОВА, заместитель директора по УВР.

Чебоксарская детско-музыкальная школа №2 имени В.П. Воробьева.

♦   ♦   ♦


Тавтапуç сире, тухтăрсем!

Тухтăр профессийĕ — чи пархатарли, чи хисепли, çав вăхăтрах чи кирлисенчен пĕри. Çакна уйрăмах халĕ, пĕтĕм тĕнчипех коронавирус алхаснă вăхăтра, çынсем лайăх ăнланса илчĕç. Ку усал чирпе кĕрешекенсем — тухтăрсем. Вĕсем кулленех пирĕн сывлăхшăн тăрăшаççĕ, амака малалла алхасма памаççĕ. Çак усал чиртен хамăрăн та сыхланмалла, вăл ан сарăлтăр тесе тăрăшмалла. Сывлăхран хакли нимĕн те çук. Çакна ваттисем ахальтен каламан çав.

Нумаях пулмасть эпир шкулта «Тавах сире, тухтăрсем!» акци йĕркелерĕмĕр. Ачасем шур халатлисем валли саламлă открыткăсем хатĕрлерĕç, унта ăшă сăмахсем çырчĕç, телей тата çирĕп сывлăх сунчĕç. Çак акцие 1-11-мĕш классем пурте хастар хутшăнчĕç. <...>

Софья ИГНАТЬЕВА, 7-мĕш класс.

Муркаш районĕ, Чуманкасси шкулĕ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.