Комментари хушас

22 Раштав, 2021

«Пирĕшти неонатолог» Чăваш Енре пурăнать

Пушкăрт патшалăх оперăпа балет театрĕнче «Ал лаппи çинчи телей» преми çĕнтерӳçисене палăртнă. Федерацин Атăлçи тăрăхĕнчи чи лайăх неонатолог Чăваш Енрен.

Ĕпхӳ хулине 7 регионри 49 специалист çитнĕ. Çĕнтерӳçĕсене 7 номинацире палăртнă. Чăваш Республикин Президент перинаталь центрĕн тин çуралнă ачасен паталогийĕн тата вăхăтран маларах çуралнисен 1-мĕш уйрăмĕнче тăрăшакан Лидия Горячкина «Пирĕшти неонатолог» номинацире мала тухнă.

Лидия Алексеевна 40 çул неонатологра ĕçлет. Вăл медицинăн çĕнĕ технологийĕсене алла илет, пĕчĕк виçепе çурланă пепкесене сыватассишĕн тăрăшать. Пултаруллă тухтăр ăслăлăхра та тимлет. Регион тата федераци шайĕнчи пичет кăларăмĕсенче унăн 20 ытла ĕçĕ пичетленнĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: