Комментари хушас

11 Авăн, 2014

"Хыпар", 177 /26583/ №, 11. 09. 2014

Чăваш наци музейĕн курав центрĕнче "Культурăпа чăмлăх вăйĕн тĕнгчи" курав уçăлнă. Ăна сăвар-пăлхар / чăваш/ халăхĕн авалхи культурине халалланă. Ĕçсенче мăн асаттесен тĕнче курăмне анлăн уçса панă. Вĕсен шухăшĕпе çут тĕнче виçĕ пайран тăрать. Тĕплĕнрех - Р.Ивановăн "Куравра - мăн асаттесен тĕнче курăмĕ" материалта.

"Пĕр ял вун-вун спортсмена çитĕнтернине ĕненме йывăр, çапах та ку чăнлăх. Вырăнти тавра пĕлÿçĕсен, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕн Иван Криковăн 2006 çулта кун çути курнă "Шоркистры спортивные" кĕнеки те çак шухăша çирĕплетет",- çырать Андрей Михайлов журналист. Тĕплĕнрех "Энĕшпуçсем кашни кун стадиона васкаççĕ" статьяра вуласа пĕлме пулать.

Авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче чăваш халăхĕ писателĕ Александр Артемьев çуралнăранпа 90 çул çитет. Çавна май Василий Сипет çыравçă Артемьева аса илни, çырса кăтартни питех те вырăнлă. "Ĕç читлĕхне çеç хупăнса" пурăнман вăл. Яланах таса та хăтлă çи-пуçпа çÿретчĕ, хăйне лăпкă, сăпайлă тытатчĕ, сăмах арпи вĕçтерсе, тăкса çÿреместчĕ",- тет Василий Сипет. "Ăна Хорнуй телей кÿчĕ" материал кашни ваулаканах килĕшессĕн туйăнать.

"Афанасьевсен пахчинчи 28 килограмм таякан кавăн çитĕннĕ. Венера Сергеева вара ял-йыша хăй çитĕнтернĕ арпуспа, дыньăпа сăйланă. Кураковсем вара хăйсен садĕнчи иçĕм çырлине сĕннĕ. Мăнтăрах çав кĕр, тăрăшсан, вăй хурсан чăваш ялĕнче те темĕн те пĕр çитĕнтерме пулать",- тет Р.Иванова журналист. Тĕплĕнрех - "Кăмпалсем арпус та, дыня та... çитĕнтереççĕ" материалта.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.