Сывлăх çăл куçĕ
Паянхи кун чупу – чĕре ĕçне ла-йăхлатакан чи ăнăçлă мелсенчен пĕри. Вăл юн пусăмне те йĕркелет. Ку ĕçре çанталăк хăратаймасть: хуть те хăçан тата кирек ăçта чупма юрать. Ытлашши хыпаланмалла мар çеç, вара чупни этемшĕн эмел пекех пулĕ.
Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç шку- лĕнче вуннăмĕш класра вĕренекен Аня Лубашкина спортăн çак тĕсĕпе туслашнăранпа хăйне сывлăх енчен питĕ аван туять. Малтан вăхăт ирттермелле, вырăнта ларас килменнипе çеç чупма кăмăлланă пулсан, халĕ вăл шкулти, районти тата республикăри ăмăртусене те хаваспах хутшăнать.
Кĕçĕн класранпах спортпа кăсăк-ланать Аня. Пуçламăш çитĕнĕвĕ ăна çиччĕмĕш класра савăнтарнă. Районта пин метр чупса финиша вăл иккĕмĕш çитнĕ. Çавăн чухне тивĕçнĕ медальпе Хисеп хучĕшĕн мĕн тери савăннă-çке! Пурнăçра кашни пулăм пĕр-пĕрне витĕм кÿрет темелле пуль. Паян эпир ĕнерхинчен ăслăрах, ыран вара паянхинчен ăстарах пулма ĕмĕтленетпĕр. Çак маттур хĕр ачан та çавăн пекех. Спортра ăнăçу хыççăн ăнăçу тăвасси шăпах пĕррехинче ăмăртура иккĕмĕш вырăн йышăннăранпа пуçланса кайнă та. Малашне тата пысăкраххи патне ăнтăлатăн-çке, пĕрремĕш картлашкана куç хыватăн. Часах Аня Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 67 çул çитнине халалланă кросра пĕр çухрăм чупса районта пĕрремĕш вырăна тухнă. Пĕтĕм тĕнчери чупмалли кун пин метра парăнтарса каллех мала тухнă. Çавăн пеку çитĕнÿсем питĕ нумай.
Аня спортăн ытти тĕсĕпе те туслă. Хĕр ачасен командинче баскетболла выляса сахал мар çитĕнÿ тунă. Хисеп хучĕпе медальне шутлама тытăнсан арпашăнсах кайăн.
– Паллă спортсменсем хушшинче мана шăчăпа сикекен, икĕ хутчен Олимп чемпионĕ ята тивĕçнĕ Елена Исинбаева килĕшет. Вăл яланах çĕнтерÿ патне ăнтăлать. Аманнине пула пĕрре спорт-ран кайрĕ пулин те кайран пур пĕрех таврăнчĕ, – тет çирĕплĕхе кăмăллакан хĕр ача.
Кăçал çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче вăл Çамрăксен кунне халалланă ăмăртăва хутшăннă. Çав кун çумăрĕ чăрмантарас тенĕ-ши? Е çамрăк спортсменсен чăтăмлăхне тĕрĕслесшĕн пулнă-ши? Чупнă чухне Аня йывăрлăха пĕрех парăнман, хăвăртлăха ним чухлĕ те чакарман, финиша иккĕмĕш çитнĕ.
Нумай хускану тăваканăн хастарлăхĕ ÿсет, вăл пур çĕре те ĕлкĕрет. Пуç мими те лайăхрах ĕçлеме тытăнать. Çакна ахальтен каламастăп. Аня шкулта «4» тата «5» паллăсемпе çеç вĕренет, малашне те малта ĕлкĕрсе пыракансен йышĕнчех пулма ĕмĕтленет. Эппин, чупни ăна ырă витĕм çеç кÿрет.
Ял çыннин укçа-тенкĕ нихăçан та ытлашши пулмĕ. Ăна çитеркелесе пыма ахаль те йывăртарах. Хĕр ача ашшĕ-амăшне питĕ аван ăнланать. Çавăнпа вăл шкулта тăрăшса вĕренсе, лайăх пĕлÿ илсе аслă шкула тÿлевсĕр вĕренме кĕресшĕн.
– Малашне те çитĕнÿ тăвасса шанатăп. Спорт – сывлăх çăл куçĕ. Пур ачана та çакăн çинчен физкультурăра çеç мар, уроксем хыççăн та ас тума сĕнетĕп, – тет Аня Лубашкина каллех чупма хатĕрленнĕ май.