Комментари хушас

15 Раштав, 2021

«Хресчен сасси» 48 (2886) № 15.12.2021

Тухăçлăха, тупăшлăха ÿстерĕ

«Фермер шкулĕнче» иккĕмĕш тапхăрпа вĕреннисем çĕнĕ технологипе сыр хатĕрлес, аквакультура вăрттăнлăхĕсене алла илчĕç. Çав шутра Красноармейски районĕнчи Денис Посадский фермер та.

Фермер хуçалăхне вунă çул каяллах кил хуçи Леонид Посадский йĕркелесе янă. Вăл ĕлĕкех вырăнти колхозра тăрăшнă. Именкассинче ферма хупăнсан сурăх ĕрчетме тытăннă. Кил хуçалăхĕнче выльăх йышне 100 пуçа çитернĕ. «Романовская» тата «куйбышевская» ăратсем ĕрчетнĕ вăл. Кил хуçалăхĕнче кĕçех тăвăрланнă. Пысăк ферма çĕклеме вара укçа-тенкĕ çитсе пыман. Çемье фермине аталантарма патшалăх пулăшăвне панине пĕлсен конкурса хутшăнма документсем тăратнă. Пысăк балл пуçтарса 1 млн та 85 пин тенкĕ гранта тивĕçнĕ. Вăл районти фермерсенчен пĕрремĕшĕ çемье фермине аталантарма грант илме пултарнă. Укçа-тенкĕпе ăратлă сурăхсем, трактор, оборудовани туяннă. Колхозăн кивĕ фермине арендăна илсе юсанă, кил хуçалăхĕнчи кĕтĕве унта куçарнă. Фермер каланă тăрăх, ĕнепе танлаштарсан сурăха пăхма çăмăлрах, ĕçлекен те нумай кирлĕ мар. Чи кирли — выльăх апатне çителĕклĕ хатĕрлесси.

Вăхăт иртнĕçемĕн кĕтӳ пысăкланнă. Хальхи вăхăтра фермăра 200 ытла сурăх. Усă куракан çĕрсем те самай. Ашшĕпе пĕрле ĕçлесе ӳснĕ ывăлĕ Денис та умри çулне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Чăваш патшалăх аграри университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн сурăх ферминче зоотехникра ĕçленĕ. «Пирĕн тĕллев — ялсенче фермăсем ĕçлеччĕр, тупăш паччăр, ялта пурнăç кĕрлесе тăтăр», — тет çамрăк.
Унăн ĕмĕтсем пысăк. Денис Леонидович качакасем ĕрчетме палăртать. Чĕр тавара вара вырăнтах тирпейлесшĕн. Ĕмĕте пурнăçа кĕртме тытăннă ĕнтĕ. Ăшă та çутă ферма çĕкленĕ, качакасем туяннă. Кĕтӳре 50 пуç ытла ĕнтĕ. Ытларах «Зааненская» ăрат. Талăкра 3 л таран сĕт антараççĕ. Фермер ăратлăха лайăхлатмашкăн иртнĕ çул «нубийская» текеннине те илсе килнĕ. Вăрăм хăлхаллăскерсене çĕнĕ вырăнта килĕшнĕ пулас, лайăх ĕрчеççĕ. Вĕсен йышĕ те 20 пуçран иртнĕ. Денис Леонидович каланă тăрăх, ку ăратăн сĕтĕнчен сыр ытларах тухать-мĕн. Выльăхĕ те шултра, чăтăмлă. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   


Çут çанталăк пуянлăхне упрамасан

Пулăхлă тăпрана сиенленĕ

Çĕрĕн çиелти сийĕ — пулăхлă тăпра. Вăл ӳсен-тăрана тутлăхлă япаласемпе, шывпа, сывлăшпа, ăшăпа тивĕçтерет. Тăпра ял хуçалăх культурисен тухăçне витĕм кӳрет. РФ Çĕр саккунĕпе килĕшӳллĕн ирĕк памасăр çĕрĕн çиелти сийне вырăнтан куçарма, касса илме юрамасть.

Раççей ял хуçалăх надзорĕ пĕлтернĕ тăрăх, çĕршывра, республикăра çĕр саккунне пăснă тĕслĕхсем тăпрана вырăнтан куçарнипе, пулăхлă сийне тĕп тунипе е пахалăхне япăхлатнипе çыхăннă. Кун пек чухне айăплисене йĕркесĕрлĕхе пĕтерме хушса вăхăт параççĕ. Асăннă тапхăрта ыйтнине пурнăçламасан административлă явап тыттараççĕ. Патшалăх инспекторĕ Геннадий Румянцев каланă тăрăх, август уйăхĕнче Çĕмĕрле районĕнче ирттернĕ административлă тĕпчевре çĕрĕн пулăхлă сийне илсе /21600 тăваткал метр/ урăх вырăна купалани палăрнă. 2,5 метр çӳллĕш купа самай пысăк лаптăк йышăннă /2250 тăваткал метр/.

Кунта выльăх-чĕрлĕх комплексĕ валли силос управĕ тума пуçланă иккен. Строительство ĕçĕсене пуçăнма ирĕк паракан документсем те пулнă. Строительсем 65,88 тăваткал метр çĕре бетонпа хуплама та ĕлкĕрнĕ. Анчах документсем тăрăх силос управĕ валли пач урăх лаптăк уйăрнă иккен. Апла кам ирĕкĕпе е хушнипе унăн вырăнне улăштарнă?

Строительство ĕçĕсем вĕçленсен рекультиваци ирттермелле, çĕре йĕркене кĕртмелле, тăпрана сапаласа тикĕслемелле. Общество вара рекультивации проектне ниепле тăратайман. Асăннă документра çĕрĕн çиелти пайне упраса хăварассипе тума палăртнă ĕç-хĕле кăтартмалла. Çĕр — пурнăç никĕсĕ, çут çанталăк пуянлăхĕ. Унăн пахалăхĕ чакасран типтерлĕ усă курмалла, пулăхне упраса хăварассипе ятарлă ĕçсем туса ирттермелле. Анчах строительство обществи кун пирки илтмен пулас.

РФ Çĕр саккунне пăснăшăн обществăна 30 пин тенкĕлĕх штраф панă. Çĕре кӳнĕ тăкака /52 пин те 704 тенкĕ/ та саплаштарма тивĕ унăн. <...>

Надежда ВАСИЛЬЕВА,
Раççей ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.

♦   ♦   ♦


Вăрăсен çăкăрне çинĕ

1932-1933 çулсенче Атăлçи тăрăхĕнче шăрăх çанталăка пула акнă вăрлăх шăтайман. Халăх выçлăхпа нушаланнă.

1930-мĕш çулсенче çĕршывра пĕрлешӳллĕ хуçалăхсем йĕркеленме тытăннă. Йывăр тапхăрта колхозсене аталанма çăмăл пулман. Унта кĕнĕ чухăнсем ĕç хатĕрĕсемпе, выльăх-чĕрлĕхĕпе пĕрле усă курнă. Анчах çакă çителĕксĕр пулнă. Уй-хире акма вăрлăхĕ, выльăхĕсене çитерме апачĕ çитмен. Çĕрме пуянсем вĕсене пулăшма тăрăшман, час-часах ура хунă, йĕркеллĕ ĕçлеме чăрмантарнă.

Çынсем выçăпа вилесрен хăраса аякка тухса кайнă, çĕршывĕпех саланнă. Яла юлнисен вара çичĕ хут тар тăкма, нушаланма тивнĕ. Çитменнине, выçлăх пуç çĕклеме паман. Çынсем мăян вăррине çăнăхпа хутăштарса çăкăр пĕçернĕ. Çуркунне ана çинче çĕрнĕ çĕр улми пуçтарнă. Ăна пылчăк тăрăх шыраса утнăран çăпатисем ана çинчех лара-лара юлнă. Хырăм выççи тем те тутарнă çав. Çак тапхăрта ял-ял тăрăх ыйткаласа çӳрекен нумай пулнă. Выçлăх çулĕсем çамрăксене те, аслăрах ӳсĕмрисене те авса хуçнă.

Пĕр çулхине колхоз тыррине пахча хыçĕнчи йĕтем çине хăварнă. Тырă кăшăлне шăналăкпа, çитеймен вырăна улăмпа хупланă. Халăх пурлăхне хураллама ялти пĕр арçын килĕшнĕ. Çемйи чухăн пурăннă. Кил хуçи туберкулезпа чирленĕрен çулла та кĕрĕкпе çӳренĕ, йывăр ĕçлеймен. Арăмĕ вара артритпа аптăранă. Вĕсен кĕçĕн çулхи ывăлĕ пулнă. Çемьене выçă лартасран арçын йĕтем çине тухса утнă. Выçлăх тапхăрĕнче тырă сыхласси яваплă та хăрушă пулнине аван ăнланнă вăл. Колхоз бригадирĕ, кладовщикĕ, тарасапа тырă виçекенĕ хастар та харсăр коммунистсемпе комсомолецсем шутланнă. Апла халăх пурлăхĕ шанчăклă çынсен аллинче темелле. Анчах хырăм выççи шанчăклисене те тӳрĕ çултан пăрнă иккен. Хайхисем сĕм çĕрле йĕтем çине тырă вăрлама пынă. Хуралçă вĕсене хирĕç тăрайман. Лешсем ăна та килĕнчен михĕ илсе килме хушнă, тырă турттарса пама шантарнă. Вăйлăскерсем халăх пурлăхне лавпах тиесе кайнă. <...>

В.МАКСИМОВ. Элĕк районĕ.

♦   ♦   ♦


Интернета шанса чире шала яраççĕ

Икĕ çул каялла Анастасия Беловăн пурнăçĕнче çĕнĕ тапхăр пуçланнă: унччен 10 çул хулари тĕрлĕ больницăра ĕçлесе опыт пухнăскер Сĕнтĕрвăрринчи Н.А.Геркен ячĕллĕ район больницине ĕçлеме килнĕ.

Ăна «Земство тухтăрĕ» программăпа усă курма май пурри илĕртнĕ. Унччен ку пулăшăва 35 çулчченхи çамрăк специалистсем кăна тивĕçетчĕç. Халĕ çав ӳсĕме 50 çулччен ӳстерчĕç. Унсăрăн Анастасия Николаевна 1 млн тенке илеймĕччĕ, мĕншĕн тесен вăл 35-рен иртнĕ. Килнĕ те вăл кунта… хăйне шыври пулă пек туйма тытăннă, коллектива питĕ килĕштернĕ. Çăмăл машинăпа çӳреме хăнăхнăскере Шупашкартан çӳреме йывăр мар. Çулсем аван, «пăкă» сахал, çур сехетрех ĕçе çитет.

«Халăха тухтăрсем патне туртăннине кунсерен асăрхатăп, эпир кунта вĕсене питĕ кирлине туятпăр. Пурте хулана тухса çӳреймеççĕ-çке. Неврологи чирĕсемпе вĕсем терапи уйрăмĕнче сипленеймеççĕ. Шарко-Мари-Тута диагнозлисем пур кунта сăмахран. Вырăнтах специалист кирлĕ. Тем тĕрлĕ чирпе нушаланакан та пур, кашнин диагноз расна. Хăш-пĕр райбольницăра невролог патне лекме йывăр, укçа тӳлесе те кĕреççĕ е черет çитессе 2 эрнене яхăн кĕтеççĕ. Ку енĕпе пирĕн больницăра ансатрах, эпĕ тӳлевсĕрех йышăнатăп», — палăртрĕ ĕçе чунтан парăннă тухтăр.

Кунта вăл клиника тĕлĕшĕнчен тишкермелли кăсăклă пулăмсем асăрханă. Пĕр пациент лайăхах калаçайман. Сăлтавне йĕркеллĕн палăртайманран ăна «санăн инсульт» тесе хăратнă. Вăл нумай сипленнĕ. Чирличчен вăл чиперех калаçнă. Тĕрĕслевсем витĕр тухнă хыççăн щит евĕрлĕ пар шыçни палăрнă. Пациент эндокринолог патĕнче сипленме тытăннă. Тепĕр çын вара гриппа чирленĕ хыççăн утайми пулнă, алли-ури ĕçлеме, туйма пăрахнă. Ăна республикăри больницăна сипленме янă. Гормонсем ĕçсен, иммунотерапи витĕр тухсан çын сывалнă, паянхи кун чиперех çӳрет. «Шăнса пăсăлсан, вируслă чирсем çаклатсан тухтăр патне каймалла. Пуç ыратнине те чăтса ирттермелле мар. Анчах хальхи пациентсем больницăна мар, интернета кĕреççĕ. Хăйсене хăйсем диагноз лартса эмел ĕçме тытăнаççĕ. Манăн пĕр пациент пилĕк ыратнипе аптăраса ӳкнĕ. Интернетра çырнă тăрăх сипленме тытăннă, 5 кун антибиотик ĕçнĕ. Анчах ку пулăшманран ман пата килчĕ. Ăна стационара вырттарма тиврĕ, мĕншĕн тесен чир шала кайнă. Çĕнĕ технологисем пурри лайăх-ха, анчах сывлăх пирки тухтăрпах канашламалла. Ман пата килеççĕ те: «Эпĕ интернетпа консультаци турăм та…» — теççĕ, анчах усси пулман», — пациентсем халĕ питĕ ăсланнине палăртрĕ тухтăр.

Эрех-сăрапа ашкăнакансем поликлиникăна терапевт е невролог патне килменпе пĕрех-мĕн, вĕсене ытларах экстренно мелпе йышăну уйрăмне васкавлă медпулăшу машинипе илсе çитереççĕ. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Çĕрле те пулăшу пама хатĕр

Етĕрнери К.В. Волков ячĕллĕ тĕп больницăн педиатрĕ Екатерина Степанова «Земство тухтăрĕ» программăпа усă куриччен Шупашкар хулин 2-мĕш больницинче ĕçленĕ.

«Атте-анне çумра çукчĕ, ачасене садике леçме, кайса илме йывăрччĕ. Упăшка — полицейски. Вăл та, эпĕ те пĕрмай дежурствăра. Çынна ялан ыйтма тиветчĕ. Çемьепе тăван тăрăха Етĕрнене куçса килме шухăшларăмăр. Ипотекăпа хваттер туянтăмăр, патшалăхран тивĕçнĕ 1 миллион тенке ăна тӳлесе татма хыврăмăр. Упăшка та Етĕрнере ĕç тупрĕ, аслă ача — шкула, кĕçĕнни садике кайрĕ», — терĕ çамрăк специалист. Екатеринăн йăхĕнче медицинăна суйланисем сахал мар: амăшĕ санэпидемстанцире тăрăшать, ашшĕ — васкавлă медпулăшу машинин водителĕ.

Катя ача чухне больницăлла выляма юратнă, унăн аптечка пулнă. Унта пенициллин кĕленчисем, тĕрлĕ тĕслĕ шыв тултарнăскерсем, чиксе çӳренĕ. Аслă класра вĕреннĕ чухне хĕрача ӳпке шыçнипе чирленĕ те больницăра выртнă. Професси суйламалли вăхăт çитсе пынă. «Пире камăн та пулин улăштармалла-çке, тухтăра вĕренме кай», — сĕннĕ ăна сиплекен врач. Татăклă йышăну тумашкăн унăн сăмахĕ те витĕм кӳнĕ. Çапла вара Екатерина шкул хыççăн медицина институтне кайнă. Ача-пăча тухтăрĕ пуласса вăл тӳрех палăртнă, кун пирки нимĕнле иккĕленӳ те пулман, урăх специальноç шыраман.

Екатерина Владимировнăн телефонĕ кунĕн-çĕрĕн шăнкăртатать. Çĕрле те ăна сӳнтерме юрамасть. Дежурство чухне килтен чĕнсе илеççĕ. Кирек хăш вăхăтра та пĕчĕк пациентсене пулăшмашкăн тухса чупнине унăн ачисем хăнăхнă ĕнтĕ. Дежурство хыççăн та тухтăрăн канмалли кун çук. «Çĕрле 12-ре чĕнсе илчĕç, ирхи 5-ччен ачана пулăшу патăм. 8 сехет валли ĕçе килтĕм», — каласа кăтартрĕ вăл.

Унăн участокĕнче те ăнăçсăр çемьесем пур, çулталăк тултарман ачаллисем те. Тухтăр палăртнă тăрăх, амăшĕсем ĕç çук тесе эрех енне сулăнаççĕ. Ун патне вар-хырăмĕпе аптăранă арçын ачана илсе килнĕ. Вăл хăснă. Хайхискер хулара кукамăшĕ патĕнче пурăннă иккен. Мăнукне юрас тесе чипс, газировка, пылак çимĕçсем илсе панă. Вĕсене çинĕ хыççăн ача хăйне япăх туйма тытăннă. «Кĕсье тулли канфетчĕ, ачана тĕрĕсленĕ чухне туха-туха ӳкрĕç. Хăснă хыççăн вăл хăйне аван туйма тытăнчĕ. Газлă шыв ĕçтериччен улма-çырларан вĕретнĕ компот усăллăрах», — терĕ тухтăр.

Вăл дежурствăра чухне 2 уйăхри пепкене васкавлă медпулăшу машинипе илсе килнĕ. Ача мĕн сăлтавпа макăрнине ашшĕ-амăшĕ тавçăрайман. Тухтăр тӳрех ăнланнă: ача «пысăккипе» тула каяйман. Ăна 6 уйăхри ачасем валли туса кăларнă хутăш çитернĕ иккен. Тухтăрсем пепкене май пур таран кăкăр сĕчĕпе тăрантарма сĕнеççĕ. Хутăш çине куçма тиврĕ тĕк вăл мĕнле ӳсĕмрисем валли пулнине яланах тимлемелле. <...>

Алина ИЛЬИНА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.