Комментари хушас

9 Раштав, 2021

ТСКн çĕнĕ йышĕ ĕçе кӳлĕнет

Кăçал пысăк пĕлтерĕшлĕ суйлавсем иртнĕ май сасăлав йĕкелĕвĕ тĕлĕшпе кандидатсен енчен те, партисенчен те çăхавсем пулманни, ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн шухăшĕпе, Тĕп суйлав комиссийĕн ĕçне хакламалли чи лайăх кăтарту. Çакăн пирки вăл юнкун Правительство çуртĕнче ТСКн хăйĕн ĕçне вĕçленĕ йышĕпе тата ĕçе кӳлĕнекен çĕнĕ йышĕпе ирттернĕ тĕлпулура каларĕ.

Çывăх вăхăтра пысăк суйлавсем иртмелле мар пулин те ТСКн çĕнĕ йышĕ ĕçсĕр лармĕ. Суйлавсенче те халь цифровизаци вăй илсе пырĕ – электрон сасăлавне Чăваш Ен тĕрĕслесе пăхрĕ ĕнтĕ. Суйлав участокĕсенчи сасăлав граждансене пĕр вырăна «çыхса хурать», цифровизаци вара ку енĕпе чăрмавсене сирет. Кирек ăçта та сасăлама май пур. Çав шутра, шӳтлерĕ Олег Алексеевич, «юратнă диван çинчен тăмасăрах суйлава хутшăнма та пулать».

Полномочийĕсене вĕçленĕ Тĕп суйлав комиссийĕн ĕçне унăн председателĕ Александр Цветков пĕтĕмлетрĕ. Пилĕк çулта чăннипех пысăк ĕç пурнăçланă. 208 лару ирттерсе 1,2 пине яхăн ыйтупа йышăну тунă — «вĕсенчен пĕрне те пăрахăçлама тивмен». Çак тапхăрта суйлавсене хутшăннă кандидатсен йышĕ 10 пинрен те иртнĕ: «Хăшĕсем, паллах, çĕнтерймен, анчах суйлав кĕрешĕвне хутшăнни вĕсемшĕн чăннипех пысăк опыт пулни иккĕлентермест». Тĕрлĕ шайри 4367 депутата, республикăн пĕр Пуçлăхне суйланă. Конституцие кĕртмелли тӳрлетӳсемпе пирвайхи хут сасăлав ирттернĕ: «Пĕтĕмпех йĕркеллĕ иртрĕ. Йăнăшсемсĕр мар, анчах çав кăлтăксем сасăлавсен пĕтĕмĕшле кăтартăвне витĕм кӳмен».

Александр Иванович Чăваш Енĕн Тĕп суйлав комиссийĕ РФ Тĕп суйлав комиссийĕнче ырă ят-сум çĕнсе илнине палăртрĕ, çĕнĕ йыша çак авторитета упрама, малалла çирĕплетме сунчĕ. Çĕнĕ ТСКн хăйĕн ĕçĕнче çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртме тивĕ. Çав шутра — цифровизаци. Ку енĕпе Чăваш Енре опыт пур ĕнтĕ. Партисемшĕн алă пусассине Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен порталĕ урлă ăнăçлă йĕркеленĕ. Александр Цветков шучĕпе, республика сасăлавсене дистанци мелĕпе ирттерме хатĕр.

Вăл çак тапхăрта территорисен тата участоксен суйлав комиссийĕсен çĕнĕ йышĕсене йĕркеленине пысăка хурса хакларĕ. Кадрсем хатĕрлес енĕпе ТСК аван ĕçлени куçкĕрет. Ахальтен мар ĕнтĕ территорисен комиссийĕсен виçĕ членĕ ТСКн çĕнĕ йышне кĕнĕ. Вĕсен опычĕ Тĕп суйлав комиссийĕшĕн усăллă пулĕ.

Обществăпа политика пĕрлĕхĕсемпе тачă çыхăну тытса ĕçленине те палăртмалла. Алесандр Иванович массăллă информаци хатĕрĕсен ячĕпе те ăшă сăмахсем каларĕ, журналистсемпе тачă çыхăну йĕркеленине палăртрĕ. Пĕлтĕрхи тата кăçалхи суйлавсенче общество сăнав штабне йĕркеленине, унăн ăнăçлă ĕçне вара Раççей шайĕнче те асăрханă — çак опытпа ытти регион та усă курать. ТСК председателĕ ĕçĕн ырă çак мелĕсене упраса хăварма сунчĕ.

Комиссин çĕнĕ йышĕн, ун шучĕпе, çамрăксем тĕлĕшпе тимлĕ пулмалла. Вĕсемпе ĕçлесси малашне кăткăсланасси куç кĕрет. «Пирĕн атте-аннесен ăрăвĕ влаç тĕлĕшпе çураçуллă пулнă, суйлавсенче сасăлама хăнăхнă. Çамрăксем вара урăхларах, мĕнле калаççĕ — çапла сасăламĕç», — терĕ Александр Цветков. Вăл çĕнĕ йыша хăй енчен пулăшма хатĕррине те палăртрĕ: «Эпир кунтах — ниçта та тухса каймастпăр…»

ТСКн çĕнĕ йышне йĕркеленипе комисси председателĕн заместителĕ Игорь Михайлов паллаштарчĕ. ТСК 12 çынран тăрать. Çак йышăн çуррине Патшалăх Канашне сĕнеççĕ, тепĕр çуррине — республика Пуçлăхне. Саккунпа килĕшӳллĕн вĕсем суйласа илекен çынсен çурринчен кая мар пайĕ партисенчен пулмалла. Чăваш Ен парламентĕнче халь ултă парти представителĕсем пулнине кура çакă, паллах, ТСК йĕркелĕвне те витĕм кӳнĕ. Унăн йышĕ паллă. Çĕнĕ йыша киввинчен пиллĕкĕн куçнă. Александр Цветков хăй списокра çук. Раççей Тĕп суйлав комиссийĕ ЧР Пуçлăхне регионăн Тĕп суйлав комиссине кĕртмешкĕн Геннадий Федорова, хальччен федерацин республикăри тĕп инспекторĕ пулнăскере, сĕннĕ — Олег Николаев çапла тунă та.

www.hypar.ru