«Хресчен сасси» 47 (2885) № 08.12.2021
Чун туртăмĕ ял бизнесне куçнă
Иртнĕ эрнере «Фермер шкулĕнчен» вĕренсе тухнисене дипломсем пачĕç. Паллă саманта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ.
Çиччĕ виç те пĕрре кас
«Фермер шкулĕнче» вĕренекенсемшĕн вăхăт сисĕнмесĕр иртрĕ. Икĕ уйăхра теорие ăса хывнипе пĕрлех бизнеса çул хывакансем республикăри, регион тулашĕнчи паллă предприятисенче, фермер хуçлăхĕсенче пулса ĕç-хĕлпе паллашнă. Çакă вĕсене умри çул-йĕре лайăхрах ăнланса илме пулăшнă. Кашниех бизнес-проект хатĕрлесе ăна сумлă комисси умĕнче хӳтĕлерĕç.
«Фермер шкулĕнче» иккĕмĕш тапхăрпа вĕренекенсем çĕнĕ технологипе сыр хатĕрлессине, аквакультурăна аталантарас ĕçе алла илчĕç. Çакна палăртмалла: шкулта пĕлӳ илнисенчен нумайăшĕ рынока тахçанах çул хывнă. Акă Ольга Кошелева пайтаçă бизнесра хăй вырăнне тупнă ĕнтĕ. Унăн качака сырĕнчен пĕçернĕ сырĕ республика, çĕршыв шайĕнчи конкурссенче çĕнтерсе ылтăн медале тивĕçнĕ. Сĕтрен хатĕрленĕ ытти продукцине те хаваспах туянаççĕ. Çапах опыт пуррине пăхмасăр вăл «Фермер шкулĕнче» вĕренме кăмăл тунă.
— Сыр хатĕрлеме темиçе çул каяллах тытăннă. Унччен тутлă çимĕçе килте, тĕпелтех, пĕçереттĕм. Майĕпен çак ĕçпе ытларах кăсăкланма тытăнтăм, ăна аталантарма пикентĕм. Кĕçех вăл тĕп тупăш çăл куçĕ пулса тăчĕ. «Фермер шкулĕнче» вĕренни тавра курăма аталантарма пулăшрĕ. Тутлă сыр пĕçерес, пысăк мар бизнеса тухăçлă тытса пырас, продукцие тупăшлă вырнаçтарас вăрттăнлăхсене ăса хыврăм. Ку енĕпе манăн вĕренмелли пайтах-ха. Малашне шкулта мĕн курни-илтнине тĕпе хурса ĕç-хĕле аталантарасшăн, — терĕ пайтаçă.
Малашне грант илмешкĕн конкурса хутшăнма, бизнесне сарма палăртать вăл. Продукцине республикăра кăна мар, ытти региона та сутассине пĕлтерчĕ.
— Фермерсем ыйтнипе «Фермер шкулĕн» иккĕмĕш тапхăрĕнче тепĕр çĕнĕлĕх — аквакультура — кĕртрĕмĕр. Шкулта опытлă бизнесменсем те, ĕçе тин пуçăнакансем те пур. Вĕсем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç, çĕнĕлĕхе алла илчĕç, бизнес-план хатĕрлерĕç. Умри тĕллеве пурнăçа кĕртмешкĕн патшалăх пулăшăвĕпе усă курма пултараççĕ. Паллах, грант илес тесен вĕсен бизнес-плана комисси умĕнче хӳтĕлеме тивĕ. «Фермер шкулĕнчен» пĕрремĕш тапхăрпа вĕренсе тухнă 20 çынран 13-шĕ ĕçне аталантарма грантпа усă курчĕç ĕнтĕ. Ыттисем вăй-хал çитереймессе ăнланса е ытти сăлтавпа программăна хутшăнма тăхтарĕç. Грант патшалăх умĕнчи яваплăха ӳстерет, укçапа тĕллевлĕ усă курмалла, мĕн палăртнине пурнăçа кĕртмелле. Пурте çакна тума пултараймасть. Çавăнпа татăклă утăм тăвиччен тĕплĕ шухăшламалла, — терĕ Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕн ертӳçи Ирина Письменская.
— «Фермер шкулĕ» пĕлĕве ӳстерме, ĕç-хĕл опычĕпе, отрасльти çĕнĕлĕхпе паллашма пулăшать. Вĕсене вĕрентмешкĕн эпир пысăк квалификациллĕ специалистсене явăçтаратпăр. Çав шутра университет преподавателĕсене кăна мар, экспертсене те. Çакă фермерсене тĕрĕс çул-йĕр суйласа илме пулăшĕ. Бизнесра вăй хуракансен вăхăчĕ сахаллине шута илсе теори пайне дистанци мелĕпе вĕрентессине йĕркеленĕ, — терĕ Чăваш патшалăх аграри университечĕн проректорĕ Людмила Корнилова. <...>
Лариса НИКИТИНА.
♦ ♦ ♦
Çĕр ĕçченне ‒ грант
Хресчен-фермер хуçалăхне уçма, аталантарма патшалăх курăмлă пулăшу парать. Унпа çамрăксем те усă курма пултараççĕ. Кун пирки тĕплĕнрех «АгроИнновацисем» унитари предприятийĕн ял хуçалăх кооперацийĕсен аталанăвĕн тата фермерсене пулăшас енĕпе ĕçлекен компетенци центрĕн специалисчĕ Ольга МИХАЙЛОВА хуравлать.
Хальхи вăхăтра патшалăх фермерсене курăмлă пулăшу пама тăрăшать. Вĕсем ĕç-хĕлне аталантарма тĕрлĕ субсидипе, грантпа, ытти çăмăллăхпа усă курма пултараççĕ. Тĕрлĕ министерствăпа ведомствăсенчен пулăшусем илме май пур. Ял хуçалăх министерстви кӳрекен пулăшусем пирки тĕплĕнрех чарăнса тăрасшăн эпĕ. «Агростартап», «Перспектива» программăсемпе çамрăксем те, аслăраххисем те усă курма пултараççĕ.
«Агростартап». Ку программăпа усă курас текенĕн ял тăрăхĕнче пурăнмалла, Раççей гражданинĕ пулмалла. Конкурса хутшăнаканăн юлашки 3 çулта уйрăм пайтаçăра ĕçлеме юрамасть. Патшалăх пулăшăвне хресчен-фермер хуçалăхне çĕр лаптăкĕ, техника, выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк туянма, кредитăн тĕп парăмне татма, производство обћектне тума тата çĕнетме, ĕç-хĕлпе çыхăннă ытти тĕллевпе параççĕ. Чăваш Енри грант укçин виçи — 4 млн тенкĕ.
«Агростартап» программăпа ӳсен-тăран отраслĕпе ĕçлекенсен, выльăх-чĕрлĕх, пулă ĕрчетекенсен те усă курма пулать. Сăмах май, конкурса фермерсем кăна мар, кил хуçалăхне аталантаракансем те хутшăнма пултараççĕ. Конкурсра çĕнтерсе грант илнĕ хыççăн вĕсен палăртнă вăхăтра фермер хуçалăхне уçмалла.
Грант ял хуçалăх продукцине туса илекеншĕн пĕрремĕш патшалăх пулăшăвĕ пулĕ.
«Перспектива». Çĕнĕ программăпа грант хресчен-фермер хуçалăхĕсене, уйрăм пайтаçăсене, ял хуçалăх потребитель кооперативĕсене республикăра çĕнĕ технологипе сыр хатĕрлесе кăларассине, çырла туса илессине, теплицăра пахча çимĕç çитĕнтерессине аталантарма уйăраççĕ. Грант виçи — 10 млн тенкĕ таран.
Укçапа ял хуçалăх продукцине упрама, тирпейлеме склад, производство обћекчĕсем, управсем туянма, тума, юсама вăрах вăхăт арендăна илме тăкакланма юрать. Анчах «Перспектива» проект хакĕнчен 20% ытла мар.
Инфратытăма аталантарма, ял хуçалăх техники, выльăх-чĕрлĕх /ĕне/, çырла калчи, пахча çимĕç вăрлăхĕ туянма, тĕп парăма татма, ял хуçалăх производствипе çыхăннă ытти тĕллевпе усă курма юрать.
Гранта тĕллевлĕ параççĕ. Çавăнпа ăна тĕлли-паллисĕр тăкакланаймăн. Енчен укçапа кивĕ пурлăх туянсан унăн рынокри хакне палăртнă документ тăратмалла. Укçапа çывăх тăвансен тата патшалăх пулăшăвĕпе маларах илнĕ пурлăха туянма юрамасть. <...>
Страницăна Лариса НИКИТИНА хатĕрленĕ.
♦ ♦ ♦
«Ял-йыша чун апачĕ те кирлĕ»
«Эпĕ хамăн ĕçе питĕ юрататăп, — тет Елена Петрова библиотекарь. — Кĕнекесен хушшинче куна ирттеретĕп, алăран ямастăп вĕсене. Çĕннипе малтанах хам паллашатăп, унтан çынсене вулама сĕнетĕп».
Ку ĕçе Елена Федоровнăна амăшĕ сĕннĕ. Çавна май вăл Çĕрпӳри культурăпа çут ĕç училищине çул тытнă. Унтан ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн тĕрлĕ çĕрте вулавăшра ĕçленĕ. Çапла майпа вăл 25 çула яхăн çынсене чун апачĕпе тивĕçтерет. Халĕ Çĕрпӳ районĕнчи Виçикасси ялĕнчи библиотекăра тăрăшать. Виçикасси — пĕчĕк ял. 60 ытла кил-çуртра çын пурăнать, ытларах ватăсем. Икĕ шкул ачи. Хăй вăхăтĕнче çак ял та кĕрлесе тăнă. Унта вăтам шкул та пулнă. Пĕчĕк ялшăн вулавăш çурчĕ пурри питĕ пĕлтерĕшлĕ: уяв ирттерес пулсан та, хăна-вĕрле пуçтарăнсан та тӳрех библиотекăна пыраççĕ. Ара, вырăнта культура çурчĕ çукран унта пухăнма тивет.
«Çуллахи вăхăтра ял тулать: ача-пăча тăванĕ-пĕтенĕ патне килет. Çавна май библиотекăна çӳрекен те чылай. Ачасемпе тĕрлĕ мероприяти ирттеретĕп. Вĕсемпе ĕçлеме кăмăллатăп эпĕ», — малалла сӳтĕлет калаçу çăмхи.
Аслă ăру та кĕнеке вулама юратнине пĕлтерчĕ Елена Федоровна. Вырăсла та, чăвашла та вулаççĕ. Акă Василий Ананьев сакăр теçетке çула çывхарать пулсан та кĕнекене «шĕкĕлчет» анчах. Людмила Алексеева, Гаролина Геннадьева, Фаина Малышева пенсионерсем те вулама юратаççĕ. Халĕ библиотека фондĕнче 4 пин ытла кĕнеке. «2007 çултанпа пирĕн пата çĕнĕ кĕнекесем килме пăрахрĕç. Эпĕ вĕсене Апакассинчи вулавăшран илсе килетĕп. Ял халăхĕ вуласа тухнă хыççăн каялла кайса паратăп. Çăкăр черетне тăнă евĕр ял-йыш та çĕнĕ кĕнекесемпе паллашма васкать. Çакăншăн савăнатăп. Апла пулсан манăн ĕç те хисепре. Çынсене чун апачĕ те кирлĕ», — ăшшăн сăмахлать хĕрарăм. <...>
Валентина ПЕТРОВА. Çĕрпӳ районĕ.
♦ ♦ ♦
Пурнăç çăмăлланĕ-ши?
Çуркунне çитсен хула çыннисем кайăксем пек яла «вĕçсе килеççĕ» те çу каçипе пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Кĕркунне ăна пуçтарса илнĕ хыççăн каллех хулана таврăнаççĕ.
Пирĕн ялта 90 ытла кил пулсан та хĕлле 28 çуртра çеç çутă çунать. Çын шучĕ 40 ытларах çеç, çав шутран 10 çамрăк Шупашкара ĕçлеме çӳрет, çул çитмен 5 ача пур. Ялта кичемлĕх хуçаланать, ларса калаçма та çын çук. Кăнтăрла урам тăрăх çын утнине те курма çук.
Иртнĕ çул ял лавккине хупрĕç. Хăш-пĕр тавара халĕ автолавкăсемпе килсе сутаççĕ. Кăçал та, иртнĕ çулхи пекех, шăннă çăкăр-батон, типсе хытнă пĕремĕккĕлентĕр çимелле пулать. Хĕллехи вăхăтра сутма килнĕ сĕтпе турăх ăшăннă хыççăн шыва куçать. Çавна май сĕткенпе, напитокпа ĕçсе çиме тивет. Шăннă апат-çимĕçе камăн туянас килтĕр? Хĕллехи сивĕ, çил-тăманлă кунсенче ватăсен автолавка килессе урам варринче сехечĕ-сехечĕпе кĕтсе тăма тивет. Çав вăхăтрах вара хăтлă лавка çурчĕн алăкĕ çинче çăра çакăнса тăрать. Кун пек тĕслĕх районта татах та пур.
Кӳршĕри Красноармейски районĕнчи Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕнче Анаткасра, Пăрăнтăкра, Мăн Шетмĕре, Кушар Юнтапара, Йĕпремре лавккасем пур. Вĕсем пирĕн пек пĕчĕк ялсемех. Паянхи пурнăç аваллăха каялла куçса пынăн туйăнать.
Лавкка хупăннине сутуçă çуккипе сăлтавлаççĕ. Ял халăхĕ каланă тăрăх, ĕçлес текенсене вара шалу тивĕçтермест. Ара, тавар хакĕ ӳссех пырать, ĕç укçи çав-çавах юлать. Ял çыннине пенси укçи те калаçтарать.
Аякри ялсенче ФАПсенче фельдшерсем, шкулсенче вĕрентекенсем, клубсенче культура ĕçченĕсем те çитмеççĕ. Çавăн пекех почтальонсем те. Маларах пирĕн тăрăхри пилĕк яла икĕ почтальон хаçат-журнал салататчĕ. Халĕ виççĕмĕш çул пĕри те çук. Вĕсен ĕçне клуб ертӳçи туса пырать. Унăн хаçат çырăнтармалла, валеçмелле, килĕрен пенсии укçи памалла. Енчен те вăл хăйĕн ĕçне пăрахсан ун вырăнне çын тупма çук. <...>
Вениамин АРХИПОВ. Элĕк районĕ, Мартынкасси ялĕ.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...