Комментари хушас

11 Авăн, 2014

Куравра - мăн асаттесен тĕнче курăмĕ

Чăваш наци музейĕн курав центрĕнче "Культурăпа чĕмлĕх вăйĕн тĕнчи" курав уçăлнă. Ăна сăвар-пăлхар ?чăваш% халăхĕн авалхи культурине халалланă. Выставка юпа уйăхĕн вĕçĕчченех куракана савăнтарĕ.

Ĕçсенче мăн асаттесен тĕнче курăмне анлăн уçса панă. Вĕсен шухăшĕпе çут тĕнче виçĕ пайран тăрать. Çÿлти тĕнчере - турăсем, пăхаттирсем. Варринчи тĕнчере - çынсен, чĕр чунсен, ÿсен-тăранăн çĕр çинчи пурнăçĕ. Аялти тĕнчере - вăрттăн, паллах мар, çав вăхăтрах ырах мар чунсем. Шăпах çак принциппа йĕркеленĕ Атăлăн сулахай енче вырнаçнă "Сувар" этно-культура паркне. Унта - республикăри ăстасем йывăçран хатĕрленĕ 130 скульптура ĕçĕ. Эскизне пурнăçлаканĕ - ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Николай Балтаев. Скульптура композицийĕсенче - мифсенчи тата юмахсенчи сăнарсем, ырă тата хаяр чунсем. Курава уçма скульпторăн ĕçтешĕсемпе тусĕсем, "Сувар" фондăн вице-президенчĕ Тимĕр Тяпкин, Чĕмпĕр облаçĕнчи чăвашсен "Еткер" ыр кăмăллăх фончĕн президенчĕ Олег Мустаев тележурналист, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн кафедра пуçлăхĕ Наталья Баскакова хутшăннă. Николай Балтаева тата унăн вĕренекенĕсене пултарулăхра тата та пысăк çитĕнÿсем суннă.

Р.ИВАНОВА.

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.