Çĕнĕ çул уявне килте кĕтсе илме тивĕ
Çĕнĕ çул умĕн общество апатланăвĕн предприятийĕсенче хушма чару мерисем çирĕплетеççĕ: раштав уйăхĕн 30-мĕшĕнчи 23 сехетрен пуçласа кăрлачăн 1-мĕшĕнчи 12 сехетчен кафе-столовăйсем ĕçлемеççĕ. Çĕнĕ çула килте, çемьепе пĕрле кĕтсе илме сĕнчĕç коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче.
Хăш-пĕр район-хулара лару-тăру япăхлансан чару мерисем çирĕпрех пулассине пĕлтерчĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев. Çавăн пекех ларура апат-çимĕçпе тивĕçтерекен пысăк лавккасене те куар-кодпа кĕртессипе çыхăннă ыйтăва та пăхса тухрĕç. 60 çултан аслăрах, анчах прививка тутарман сотрудниксене дистанци мелĕпе ĕçлеме куçармалла. «Раççейре коронавирусăн çĕнĕ штамĕпе — омикронпа — чирленĕ тĕслĕхсем тупса палăртнă май уйрăмах тимлĕхе çухатмалла мар. Вăл Чăваш Ене те çитме пултарать»,— терĕ Олег Алексеевич. Пирĕн республикăра хальлĕхе 581 пин çын /65 процент/ вакцинациленнĕ, 150 çын ревакцинаци тунă. Вакцинаци тăвакансене канмалли икĕ кун çирĕплетсе хавхалантармалла. Аслă тата вăтам пĕлӳ паракан вĕренӳ учрежденийĕсенче вакцинаци пункчĕсем уçма сĕнчĕ.
Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов каланă тăрăх, юлашки вăхăтра республикăра лару-тăру самайланнă пулин те чирлекен сахалах мар-ха. Стационарта — 1396, килте 2139 çын сипленет. Чылайăшĕн чир тапхăрĕ çăмăллăн иртет, анчах аслă ӳсĕмрисемшĕн ку чир хăрушлăх кӳрсе тăрать. Вĕсен хушшинче чирлекен те, вилекен те нумай. Калăпăр, хальхи вăхăтра 500 ытла ватă чирленĕ, вĕсенчен 34-шĕ ИВЛ аппаратпа сывлать.
Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертӳçин çумĕ Вера Головач пĕлтернĕ тăрăх, Шупашкарсем нумаййăн чирлеççĕ. Ялтисене те инфекци ерет. Елчĕк, Элĕк, Шăмăршă, Тăвай, Улатăр районĕсенче чирлекен нумай, çав вăхăтра вĕсенче вакцинациленекенсен шучĕ сахал.
Андрей МИХАЙЛОВ.