Комментари хушас

6 Раштав, 2021

Пултаруллă çамрăксене шыраççĕ

Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин çамрăксен патшалăх премийĕсене илмешкĕн документсем йышăнма тытăннă.

Ĕçсене 2022 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн çумĕнчи ЧР çамрăксен патшалăх премийĕсемпе ĕçлекен комиссие çак адреспа илсе çитермелле: Шупашкар, Ленинград урамĕ, 33-мĕш çурт, 30-мĕш пӳлĕм. Преми илме сĕнекен ĕçсем пичетленĕскерсем, 2021 çулта пурнăçланăскерсем пулмалла. Вĕсемшĕн унччен Чăваш Республикин е Раççей Федерацийĕн наградисемпе премийĕсене тивĕçнĕ пулсан тепĕр хут йышăнмĕç.

www.hypar.ru

Рубрика: