Комментари хушас

6 Раштав, 2021

Тĕрĕре – халăх пуянлăхĕ

Ленинград облаçĕнчи Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче «Чăваш тĕрри — халăх пуянлăхĕ» регионсен хушшинчи онлайн çавра сĕтел иртнĕ.

Мероприятие видеоконференцçыхăну мелĕпе Иркутск, Свердловск облаçĕсенчи тата Ханты-Манси автономи округĕнчи чăваш культурин общество организацийĕсен çыннисем те хутшăннă. Çавра сĕтелте чăваш тĕррин иртнипе пуласлăхĕ çинчен калаçнă. Тĕп ыйту халăхăн çакнашкал пуянлăхне упраса хăварасси, çамрăксене ăна хаклама хăнăхтарасси тата аталантарасси пулнă.

www.hypar.ru Vk.com сайтран илнĕ сăн ÿкерчĕк

Рубрика: