Комментари хушас

3 Раштав, 2021

«Хыпар» 134-135 (27867-27868) № 3.12.2021

Рашид ТИХИЛОВ: Пациентăн савăнăçлă куçне курсан кăмăл тулать

Вăл ĕçе карап çинчи тухтăртан пуçланă та пурăна киле çар кафедрин профессорĕ пулса тăнă. Сăмахăм – Санкт-Петербургри травматологипе ортопедин тĕпчев центрĕн директорĕ, медицина наукисен докторĕ, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тухтăрĕ Рашид Тихилов профессор çинчен. Вăл çак кунсенче федерацин Шупашкарти травматологипе ортопеди тата эндопротезировани центрĕнче пулчĕ. «Ортопедипе травматологире нимĕн те пытараймастăн: операцие начар ирттерни рентгенра курăнать, маттурри те пĕрре пăхсах палăрать. Ку — яваплă тивĕç, чăн-чăн арçын ĕçĕ», — текен ăста тухтăра операцирен пушансанах ыйтусем патăмăр.

Тулли çынсен шăммисем шар кураççĕ

— Рашид Муртузалиевич, «Хыпар» вулаканĕсене хăвăр çинчен тĕплĕнрех каласа кăтартăр-ха.

— Эпĕ 1957 çулхи раштавăн 8-мĕшĕнче Азербайджанри Ленкорань хулинче çуралнă. Манăн атте çар тухтăрĕ пулнă, çавăнпа эпир нумай çĕре çитнĕ. 1980 çулта çар-медицина академийĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухрăм. Службăра 26 çул тăнă хыççăн «гражданкăри» сывлăх сыхлавĕн тытăмне куçрăм. Вун сакăр çул ĕнтĕ ертӳçĕре вăй хуратăп.

— Халĕ шăпа сире Шупашкара илсе çитернĕ…

— Тĕрĕссипе, Чăваш Республикин тĕп хулинче эпĕ 60-мĕш хут пултăм. 15 çул каялла Чăваш Енре федерацин травматологипе ортопеди тата эндопротезировани центрне тума пуçласан Санкт-Петербургри тĕпчев центрĕ Шупашкарсене хăйĕн хӳттине илчĕ. Вăт çавăнтанпах туслă çыхăну тытатпăр. Федераци центрне çĕклеме пикенсен Шупашкарта ку енĕпе ĕçлекен пур тухтăр та, медсестрасем те пирĕн центрта пĕлĕвне ӳстерчĕç. Кĕçех Чăваш Енри центр хăй тĕллĕн ĕçлеме пуçăнчĕ, хăвăрт аталанчĕ, мĕн пур технологие тĕрĕслесе пăхрĕ. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть — çĕнни яланах вăй илет, çавăнпа туслă çыхăнăва паянхи кун та татмастпăр. Ĕçтешĕмсем патне килсе çӳретпĕр, операцисене пĕрле тăватпăр, çĕнĕлĕхсене те хире- хирĕç ларсах сӳтсе яватпăр. Хальхинче ав икĕ кунра кăткăс ултă операци ирттертĕмĕр. Çавăн пекех поликлиникăра та йывăр чирлĕ пациентсене йышăнтăм, сĕнӳ-канаш патăм. Эпир ку хутĕнче тунă операцисенчен ытларахăшĕ купарчапа пĕçĕ шăммисене улăштарассипе çыхăннă.

— Кунашкал амак нумай çыннăн пулать-и?

— Çак чирпе нушаланакансем маларах та пулнă. Халĕ 10 пин çын пуçне 23-25-ĕн аптăраççĕ. Çын ĕмĕрĕ вăрăмланнă май ку чир малашне тата нумайрах çынна асаплантарма пултарĕ. Çивĕч тепĕр ыйту та пур: па-янхи кун тулли кĕлеткеллисем йышлă. Самăр çынсен, паллă ĕнтĕ, шăммисем шар кураççĕ. Шăмă чирĕсем те чылай чухне çын мăнтăрланнăран амаланаççĕ. Эрех нумайрах ĕçекен регионсенче вара пĕçĕ некрозĕпе /асептический некроз/ аптăракансен йышĕ самай пысăк.

— Федерацин Шупашкарта вырнаçнă травматологипе ортопеди тата эндопротезировани центрне мĕнле хак паратăр?

— Раççейре чи лайăххисен йышĕнче вăл. Кунта пысăк профессионалсем ĕçлеççĕ. «Ылтăн кадрсем» теме пулать вĕсем пирки. Сирĕн центра Санкт-Петербургри тĕпчев центрĕ çумне çирĕплетнĕрен, çӳлерех асăн-тăм ĕнтĕ, Шупашкарсемпе тачă çыхăну тытатпăр. Операцисене пĕрле ирттерессине те йĕркеленĕ ав. Çакă тухтăрсене аталанма, ăсталăхне ӳстерме пулăшать. Хам кунта миçе операци тунине шутламан, çавăнпа хисепне тӳрех калаймастăп та. Килмессерен 6-8 операци тăватăп.

— Санкт-Петербургри центр пирки те ытларах пĕлес килет.

— Пирĕн центр — çĕршывра чи малта пыракансенчен пĕри. Вăл революцичченех, 1906 çулта, йĕркеленнĕ. Сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕнче пĕр харăс 750 çын сипленме пултарать. Унта ертсе пыракан специ-алистсем ĕçлеççĕ, вĕсен професси шайĕ пысăк. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   


Тĕнче курăм кăна мар, психика та улшăнать

Коронавируспа чирленисенчен чылайăшĕ пуç япăх ĕçленине палăртать

«Сана килте кĕтетпĕр»

Юрий Ивановичăн больницăра чылай вăхăт сипленме тивнĕ. Унăн ӳпкин 80 процентĕнчен те ытларах пайĕ сиенленнĕ. Паянхи кунчченех шурă халатлисене тав тăвать вăл. «Тухтăрсем питĕ лайăх пăхрĕç», — тет çине-çинех. Сиплев учрежденийĕнчен тухсан та пуçĕ ыратнипе аптăранă вăл. «Сăмах чĕлхе вĕçĕнчех пулсан та вăхăтра каласа яраймастăм. Кайран аса илеттĕм-ха ăна. Кислород çитменнипе чылай вăхăт нушаланни хăйĕн сиенне кӳчех ĕнтĕ. Пуçа вăйлăрах ĕçлеттерес тесе ытларах вулама, пуçватмăшсен тупсăмĕсене шырама тытăнтăм», — пытармарĕ ултă теçетке çула хыçа хăварнă арçын.

Химиксен хулинче пурăнакан Алексей Ивановăн та усал çак вируспа чылай кĕрешме тивнĕ. Больницăра хĕрĕх кун выртнă вăл. Унăн та ӳпкин 80 процентĕнчен ытларах пайĕ сиенленнĕ, сиплев учрежденийĕнчен тухсан вăл хăйне иккĕмĕш хут çуралнă пекех туйнă… «Коронавирус çавăн пек усал чир пулнине шухăшламан та. Астăватăп-ха: виçĕ кун уйрăмах йывăр пулчĕ. Кĕлĕ вуласчĕ тетĕп — сăмахĕсене калаймастăп, вăй çук. Куçа хупатăп та — вилнĕ аттепе аннене куратăп. Темиçе çул каялла пурнăçран уйрăлнă шăллăмпа йăмăкăм кăчăк туртаççĕ пек… Куçа уçатăп та — пуç ниçта кайса кĕрейми, çурăлса каясла ыратать. «Нивушлĕ вилетĕп? Ах, пĕрре те вилес килмест. Нивушлĕ ку чир манран вăйлăрах?» — ыйтаттăм хамран.

Эпĕ кĕрешрĕм, мĕн пур вăйран тапаçлантăм. Вăйăм пĕтсех çитсен: «Вилетĕп те çăмăлрах пулать», — йышши шухăш патне çаврăнса тухатăп. Куçа уçатăп та арăмăн çырăвĕ куç тĕлне пулать. «Мăшăрăм, сана килте питĕ кĕтетпĕр», — тенĕ унта. Эпĕ ăна медсестрасенчен стена çумнех çыпăçтарса хума ыйтнăччĕ. «Ай, намăс, эпĕ мăшăрăма вилместĕп тесе сăмах патăм-çке», — шухăш вăй-хала пухма хистет. «Килте кĕтекен пурри мĕн тери аван», — хавхалантарма тăрăшатчĕ кашнинчех тухтăр та», — чуне уçрĕ 50 çул урлă каçнă арçын.

Вăл та больницăран тухсан пуç ыратнипе, сывлăш çитменнипе темиçе уйăх нушаланнă. «Халĕ те эпĕ йĕркеллĕн тăна кĕрсе пĕтмен-ха. Больницăра йывăр выртнине аса илсен çӳç-пуç вирелле тăрать. Хама пачах урăх çын пек туятăп. Пуç мимин пĕр пайне кăларса илнĕн туйăнать. Малтанхи пек тарăннăн шухăшлаймастăп. Ĕçри ыйтусене татса пама та çăмăлах мар. Манасси пур, кирлĕ шухăшсемпе ыйтусемех пуçран тухса ӳкеççĕ», — тунмарĕ Алексей Николаевич.

Вулаканăм асăрхарĕ-тĕр, паян эпир коронавирус инфекцийĕ çыннăн пуç мимине мĕнле витĕм кӳни çинчен сăмах пуçартăмăр. Чирлесе ирттернĕ нумай çын ытти улшăнупа пĕрлех пуç начар ĕçлеме пуçланине асăнать. Шупашкарти Васкавлă медицина пулăшăвĕн больницинче «хĕрлĕ зонăра» ĕçлекен Ирина Журавлева терапевт пĕлтернĕ тăрăх, нумайăшĕ чир ерсен пăшăрханма, хуйхăрма тытăнать, япăх шухăшсен авăрне кĕрсе ӳкет, хăшĕ-пĕри вăйлă стресс пулнине кура больницăра выртнă чухнех манма пуçлать, вĕсен чĕлхи çыхланать. Йывăр чирлисен йышĕнче ăс-тăн енчен аташма пуçлакансем те пур-мĕн. «Чылай чухне упăшкипе арăмне «хĕрлĕ зонăна» пĕр харăсах илсе килеççĕ. Коронавируспа çемйипех чирлени лару-тăрăва тата çивĕчлетет. Çитменнине, çывăх çыннисем вилни те пулать. Сипленекенсем вĕсене пытарма та тухаймаççĕ. Пациентсене çумри çынни пурнăçран уйрăлни пирки пĕлтерме çав тери йывăр. Тата чылай чухне чирлисем килте юлнисемшĕн пăшăрханаççĕ. Вĕсем килĕсенче аслашшĕ-асламăшĕпе хăварнă ачисемшĕн кулянаççĕ.

Ватă çыннисем чирлесе ӳкни те пулкалать. Пăшăрханни, хуйхăрни чире йăл илме пулăшать. Больницăран кăларсан та вĕсен астăвăмĕ начар. Илтнине, пĕлнине хăвăрт манаççĕ. Вăхăт иртсен çакă майĕпен йĕркене кĕрет», — ăнлантарчĕ тухтăр. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Эмелпе кăна мар, ăшă сăмахпа та сиплеççĕ

Илĕртӳллĕ çак вырăна ура ярса пуссан хăвна килти пекех туятăн. Хăтлă, илемлĕ, çутă... Сăмахăм — Шупашкарти Чечеклĕ (Цветочная) урамра вырнаçнă «Тандем» медцентр çинчен. Ир енне ĕмĕт тĕллеве çаврăннă. «Тандем» медицина центрĕ кăçалхи çурла уйăхĕнче кăна уçăлнă-ха, апла пулин кĕске вăхăтрах пациентсем ăна килĕштерме ĕлкĕрнĕ.

«Пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче «Надежда» санаторире кантăм. Мана, хăй вăхăтĕнче Афган вăрçинче пулнăскере, путевка панăччĕ. Унта барокамерăра сипленнĕ май Татьяна Андреевăпа паллашрăм. Çĕнĕ йышши сиплев кăмăла кайрĕ. «Ку барокамерăна киле илсе лартмалла та сипленсе пурăнмалла», — тенĕччĕ ун чухне Татьяна Алексеевнăна. «Манăн çамрăкрах чухне халăх валли процедура, физиосиплев пӳлĕмĕсем уçас шухăш пурччĕ. Шел те, ку таранччен ĕмĕтĕме пурнăçа кĕртме май килмерĕ», — пытарманччĕ Татьяна Андреева. Унпа калаçни асăмра çырăнса юлчĕ. Киле таврăнсан та çак калаçу асран тухмарĕ. Маларах «Стройхозтовары» лавка уçнăччĕ. Анчах çуртăн иккĕмĕш хутне хута яманччĕ, пушахчĕ вăл. «Вырăнĕ пур, кунта медицина центрĕ уçмалла мар-ши?» — шухăшларăм ăшăмра. Çак ĕмĕт ир енне тĕллеве çаврăнчĕ. Тепĕр кунхине Татьяна Андреева патне шăнкăравларăм, курса калаçма кăмăл пуррине систертĕм, иккĕмĕш хутри 230 тăваткал метр йышăнакан пӳлĕме килсе пăхма ыйтрăм. Лав вырăнтан хускалчĕ. Лицензи илсе, юсав ĕçĕсем туса, оборудовани вырнаçтарса тăватă уйăх иртрĕ», — каласа кăтартрĕ «Тандем» медцентрăн коммерци директорĕ Анатолий Васильев.

Черетре ларса хăшкăлмалла мар. «Тандем» медицина центрĕн директорĕ Татьяна Андреева медицинăра чылай çул ĕçленĕ май халăха мĕн ыйтнине лайăх пĕлет. Мĕнле процедура витĕмлĕ пулăшнине те, хăшĕн усси сахалраххине те ăнкарать. Çакна тĕрлĕ оборудовани туяннă чухнех шута илнĕ. «Халĕ, коронавирус инфекцийĕ сарăлнă вăхăтра, нумайăшĕн иммунитечĕ хавшанă. Пытарма кирлĕ мар: пысăк больницăсенче халăх нумай, тухтăр патне лекес тесен черетре чылай лармалла. Тепĕр чухне тухтăр сиплев çырса парсан та система ларттарма май килмест. Çавăнпа çынсем медицина центрĕсене çӳреççĕ — вĕсенче хăвăртах сипленме пулать. Пирĕн те пациентсем валли мĕн пур услови пур… Медцентра мĕншĕн «Тандем» ят патăр тетĕр-и? Çакă эпир, пысăк квалификациллĕ, опытлă специалистсем, пĕр командăра пĕр шухăш-тĕллевпе ĕçленине пĕлтерет. Пациентсене пĕрле канашласа тĕрлĕ енлĕн пулăшу кӳретпĕр. Санаторирен хампа пĕрле массажиста, медсестрана тата ытти специалиста илĕртсе килтĕм. Эпир эмелпе кăна сиплеместпĕр, çынсене хавхалантарса, пулăшса пыратпăр, кирлĕ чухне ăшă сăмахпа та йăпататпăр. Иккĕмĕшĕнчен, «Тандем» янăравлă, астуса юлмалли ят», — калаçăва сыпăнтарчĕ Татьяна Алексеевна.

Мĕнле пулăшусем параççĕ? «Тандем» медцентрта озонпа сипленме, капельница ларттарма, укол тутарма май пур. Çавăн пекех физиосиплевпе, магнитотерапипе, Fohow биоэнергомассажерпа, электросиплевпе усă курма пулать. Çав вăхăтрах шăмă сыпписене те витĕмлĕ сиплеççĕ. Гастроэнтерологи программисем те пур. Вĕсен шутне хырăмлăх шăтса юхасран сыхлакан «АнтиЯзва», пĕвер чирĕсенчен сиплекен «Восстановление печени», самăрлăх чирĕ аталансан пĕвер ĕçне пулăшакан «Поддержка печени при жировой болезни» программăсем кĕреççĕ. «Тандем» çĕнĕ меслет те — карбокси сиплевне — сĕнет. Тĕрлĕ массаж — алăпа та, оборудованипе те — тăваççĕ. Унсăр пуçне сиплев тата косметика массажĕсем сĕнеççĕ. Пациентсем барокамерăра та выртма пултараççĕ. Вăл питĕ хăйне евĕр сиплев: çыннăн иммун тытăмне çирĕплетет. «Карбоксиукола çынсем питĕ мухтаççĕ. 3-4 укол тунă хыççăнах вĕсем хăйсене лайăхрах туйма тытăнаççĕ. Эпир çав программăсене невропатологпа, терапевтпа канашласа йĕркеленĕ. Маларах пирĕн пата терапевт килсе çӳретчĕ. Халĕ вăл кашни кунах йышăнать.

«Çивĕч ăс-тăн», «Сывă çурăм», «Ирĕклĕн сывла», «Çирĕп чĕре», «Сахăр диабечĕ чухнехи профилактика», спортсменсене пулăшакан «СилаВит» программăсене тĕпе хурса ĕçлетпĕр. Халăх «Çирĕп чĕре» тата «Çивĕч ăс-тăн» программăсемпе килĕшӳллĕн ытларах сипленет. Паянхи эмел хакĕсене шута илсен çак программăсем йӳнĕ. Ку кăна та мар, юн тымарĕсене сарма хăлха хыçĕнчен укол тăватпăр. Кун пек процедурăна Чăваш Енре пирĕнсĕр пуçне «Надежда» санаторире кăна тăваççĕ. Мĕнле программăна суйламаллине, хăшĕ юрăхлине пĕлмесен пациента тӳлевсĕр консультации паратпăр. Ытти больницăри тухтăрсем çырса панă сиплеве шута илсе те сиплетпĕр», — ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ Татьяна Алексеевна. Вăл каланă тăрăх, «Тандем» медцентр пирки ытларахăшĕ кунта сипленнисенчен пĕлеççĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Хăйĕн ратнине вунă сыпăк таран тĕпченĕ

Иртнĕ, паянхи пурнăç, çывăх çынсен кун-çулĕ, тăван ялăн, хутлăхăн историйĕ кирек кама та тыткăнлаççĕ, шухăша яраççĕ. Муркаш районĕнчи Исетерккĕре пурăнакан Александр Макаровăн кил хушшинче мучукĕн Павел Макаровăн пĕчĕк пӳрчĕ ларнă. Павел Макарович — политика репрессийĕн тĕпсĕр авăрне лекнĕ çын. Соловкинчи, Воркутари, Магаданри тĕрмесенче 25 çул ирттернĕ. Мĕншĕн? Шăпах çак ыйту канăç паманни Александр Лаврентьевича Чăваш патшалăх истори архивне илсе çитернĕ.

Тăванĕсен шăпи

— Александр Лаврентьевич, сирĕн тăванăр мĕне пула çавăн пек айăпа кĕнĕ?

— Павел Макарович — манăн аттен пиччĕшĕ. Вăл 1906 çулта çуралнă. Вĕсем йышлă ачаллă çемьере çитĕннĕ. Тĕрмере нуша курни пирки кăштах каласа кăтартатчĕ, анчах мĕншĕн лартни пирки хăй вăхăтĕнче ыйтса пĕлмен, хăй те каламан. Пенсие тухсан, вăхăт ирĕклĕреххипе усă курса, архива кайрăм.

— Вара мĕн пĕлтĕр?

— Унăн уголовлă ĕçне тупса пачĕç. 1923 çулта чиркӳ икĕ енне пайланнă, пĕри — чăн-чăн православи чиркĕвĕ — Тихон патриарх çунатти айĕнче пулнă, тепри Совет влаçне майлă тăнипе уйрăлса тăнă. Чăн православи тĕнне ĕненекенсем совет чиркĕвне çӳреме пăрахнă. Исетерккĕ çыннисем те çаплах тунă, ялти чăн ĕненекен çын патĕнче пухăнма пуçланă. Унта Турă кĕнекисене вуланă. Николай Кондратьевăн ушкăнне пирĕн мучук 1926 çулта хутшăннă. Çĕвĕç ĕçне пĕлнĕ май вăл унта çи-пуç та çĕленĕ. Кайран хăй те Турă кĕнекисене вулама пуçланă. Çаксене «сектантсем» теме тытăннă. Вĕсем совет влаçне хирĕçле ĕç тăваççĕ имĕш.

— Çапла çуралнă эппин çăхавсем?

— 1928 çулхи нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче ОГПУн Чăваш Енри уполномоченнăйĕ допрос тума çитнĕ. Ку тĕлĕшпе 191-мĕш ĕç пуçарнă. 14 çынна следстви витĕр кăларнă. Вĕсенчен ытларах пайне, тăванĕсем хăйсен хӳттине илнипе, ирĕке янă. Ушкăнри икĕ çынна вара Шупашкар тĕрмине тытса кайнă.

— Вĕсенчен пĕри сирĕн мучукăр пулнă ĕнтĕ?

— Çапла. Тепри — Татьяна Данилова. Вĕсем иккĕшĕ те Христос тĕнне нихăçан та пăрахманнине, Турра хирĕçле влаçпа нихăçан та килĕшменнине пĕлтернĕ. Татьяна Данилова кам пулнине пĕлме тӳр килчĕ. Вăл — пурте пĕлекен Олимп чемпионкин Валентина Егоровăн ватă асламăшĕ. Совет влаçĕ ăна çука хăварнă: виçĕ арманне туртса илнĕ. Шупашкар тĕрминче мучук Элĕк районĕнчи Ефим манахпа пĕрле ларнă. Вăл Анатри Юлăш патĕнче мăнастир уçма шутланă, ун валли хыснаран 6 пин тенкĕ таран ыйтса илнĕ. Халăхран 12 пин тенкĕ пуçтарнă. Мăнастире 1901 çулта тума пуçланă, 1917 çулта вĕçлеме палăртнă. Пурăнмалли 22 çурт тата чиркӳ çурчĕ тунă. Революци хыççăн вĕсене йăлтах пăсса шкулсем тума турттарса кайнă. Ефим манах инçетри тĕрмене каяйман, кунтах чирлесе вилнĕ. Мучукпа ыттисене вара Архангельск облаçĕнчи Кемь хулинчи концлагере ăсатнă.

— Унта миçе çул ирттернĕ?

— Виçĕ çул ларса тухнă тĕле тепĕр йышăну хатĕрленĕ. Ун хыççăнхи тепĕр виçĕ çула çурçĕр тăрăхĕнче ирттернĕ. Мучук Сталин вилмесĕр те лагерьтен тухайман. Киле вăл 1953 çулта таврăннă.

Ял историйĕ кăсăклантарнă

— Çапла, революци хыççăнхи ахăр самана ним айăпсăр нумай çынна тăшман туса ну-шалантарнă. Унашкал çынсем татах пулнă-и сирĕн тăрăхра?

— 1927-1936 çулсенче Исетерккĕ ялĕнче 11 çынна тĕрĕс мар айăпланă. Çав йышра манăн тата икĕ тăван — Савин тата Емельян Макаровсем — пулнă.

— Вĕсем тата мĕншĕн айăпа кĕнĕ?

— Савин Макарович Граждан вăрçинчен таврăнсан çĕр ĕçĕпе аппаланнă. Турра ĕненнĕ май Уйкас Янасал чиркĕвне çӳренĕ, клироса та тăрса юрланă. Анчах вăл чиркĕве çӳрени такама килĕшмен. 1930 çулхи чӳк уйăхĕн 4-мĕшĕнче ăна суйлав комиссийĕ суйлав прависĕр хăварнă. Мучук вара хăйĕн айăпĕ çуккине кура ырă ятне тавăрма шухăшланă. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   ♦


«Тырă пучаха ларнă чухне çумăр çумарĕ»

Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкри Владимир Чернов хăйĕн пурнăçне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнă. Шкул хыççăн тăван ялĕнче юлнă, механи-заторта ĕçлеме пуçланă, çар хыççăн та тăван хуçалăхах таврăннă, хурçă учĕпе вăй хунă. Пултаруллă çынна малтан машинăпа трактор бригадине ертсе пыма шаннă, каярахпа Ленин ячĕллĕ хуçалăхăн тилхепи те унăн аллине куçнă. Хисеп Палли орденĕн кавалерĕ, Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Чернов 2008 çулта хресчен-фермер хуçалăхне чăмăртанă.

Йывăр тапхăр

— Владимир Федорович, сирĕн ĕç биографийĕ 1976 çулта трактористра вăй хума пуçланинчен тытăннă. Ку енĕпе ăçта пĕлӳ илтĕр?

— Тракторист специальноçне ун чухне вăтам шкулти ĕç урокĕнчех алла илме май пурччĕ. Хуçалăхра ĕçлеме пуçласан мана чи малтан гусеницăллă тарактор шанса пачĕç. Вунă çул тракторпа, комбайнпа ĕçленĕ хыççăн мана коллектив трактор бригадин бригадирне суйларĕ. Çак тивĕçе 16 çул пурнăçларăм. Çĕнĕ должноçра — механикре — чухне пайтах çул çӳреме тиврĕ: Чаллă Çырти, Волгоградри трактор завочĕсенчен техникăн саппас пайĕсене турттартăм.

— Çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче сире Ленин ячĕллĕ хуçалăх ертӳçине суйланă. Пуриншĕн те паллă: çав вăхăт нихăш енĕпе те ăмсанмалла марччĕ.

— Хуçалăх хавшанăччĕ, малтанхи чапне, вăйне çухатма пуçланăччĕ ĕнтĕ. Председателе лариччен пĕр çул коммерци ĕçĕпе аппаланса пăхрăм. Çак ĕçе те тĕрлĕ хуçалăха техника пайĕсемпе тивĕçтерессипе çыхăнтарнăччĕ. 2001 çулта хуçалăх ĕçченĕсем ертӳçе улăштарас шухăшлă пулчĕç. Мана, ĕмĕрĕпех вырăнта вăй хунă механизатора, унтан механикре ĕçленĕскере, ЯХПК председательне суйларĕç. Çичĕ çул тар тăкрăм. Кусем те йывăр тапхăра лекрĕç. Специалистсем, механизаторсем, фермăра ĕçлекенсем çитместчĕç, пурте тенĕ пекех вăрăм укçа шыраса Мускава, ытти тăрăха ĕçлеме çӳретчĕç. Ĕçлекенсене вă-хăтра шалу пама чăнахах майсем çукчĕ, бартерпа аппаланма тиветчĕ. Ял хуçалăх таварĕсем питĕ йӳнĕ пулчĕç. Хуçалăх тытăнса юлтăр тесе тĕрлĕ майпа ĕçлеме тăрăшрăм: Шупашкарти сăра завочĕпе çыхăну йĕркелерĕм, унта тата ытти предприятие урпа сутса тытăнкаласа тăтăмăр. Çав çулсем хуçалăхшăн чăннипех питĕ йывăр пулчĕç.

— Хуçалăх арканчĕ-и?

— Çук, хуçалăх пĕтмен, çапах манран парăмсемпе юлчĕ. Пултарнă таран çичĕ çул туртрăм хуçалăха, анчах ун хыççăн председательтен хам ирĕкпе тухрăм. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   ♦


Ачасене ыталасан ывăнни те иртет

Вĕсен ĕç кунĕ ирхи 3 сехет иртсен пуçланать. Унччен пĕр сехет малтан тутлă ыйхăран вăранаççĕ. Пит-куçа çуса тирпейленнĕ хыççăн машинăна хускатса кӳршĕ яла ĕне сума вĕçтереççĕ. Сĕтне вара пысăк бидонсене тултарса тепĕр урам вĕçне трактор курки çине лартса леçеççĕ — çул япăхланнăран сĕт пуçтаракан машина ферма умне пыраймасть.

«Газель» сутса лашасем туяннă

Патăрьел районĕнчи Шăхач ялĕнче хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ Сергейпе Ирина Сулагаевсем — çамрăк мăшăр, Анат Чакăра пурăнаççĕ. Çăмăл машина унтан Шăхача 15 минутра çитерет. Икĕ аппарата авăрласа упăшкипе арăмĕ ирхи сăвăма пуçлаççĕ. 5 сехет çурăра Именкассинчи Гладковсем сĕт пуçтарма çитеççĕ. Унччен Ирина аппарата, ытти хатĕр-хĕтĕре çуса хума ĕлкĕрет. Сергей выльăха апат пама тытăнать. Ирхи ĕçсем вĕçленсен Ирина киле каять. Унта ăна икĕ пепки — 4-ри Максимпа 1-ри Милена — кĕтет. Паллах, ачасене пĕччен хăвармаççĕ, вĕсене кукашшĕпе кукамăшĕ пăхаççĕ. Ку питĕ пысăк пулăшу. Ĕнесем кăна мар, лашасем те усраççĕ Сулагаевсем. Сергей кунĕпех фермăра. Выльăх-чĕрлĕхе кунне виçĕ хутчен апат парать, шăварать. Çĕнĕ витере шалти ĕçсем вĕçленменччĕ те стенасене ăшă тытмалла тăватчĕ кил хуçи, хăмасем çапатчĕ. Кăнтăрла Ирина упăшкине апат çитерме пырса каять. Хальтерех пăруланă ĕнесене те суса хăварать вăл. Тем самантра урамра тĕттĕмленме тытăнать. Садике ывăлне илме каймалла хĕрарăмăн, унтан каçхи ĕçсене пуçăнма фермăна чупмалла. Юрать, алă айĕнче çăмăл машина пур. Çывăрма выртнă тĕле çĕрлехи 11 сехет те çитет... Çакăн пек кун йĕркине Иринăпа Сергей хăнăхнă ĕнтĕ. Вĕсемшĕн кану кунĕ çук. Кăнтăрла кăштах выртса кăтăш пулни те сайра хутра кăна. «Ачасене курсан ывăнни иртет. Киле çитетпĕр те пĕри те тепри: «Анне! Атте!» — тесе чупса пыраççĕ. Вĕсене ыталаса илетĕн те темĕнле начар кăмăл та çĕкленет, ывăнни иртет», — ăнлантарчĕ Ирина Валерьевна.

Сулагаевсем яла куçса киличчен Шупашкарта пурăннă. Сергей хулара маршруткăпа чупнă. Малтан ăна Иринăн аппăшĕ хăйĕн «Газелĕн» водительне ĕçе илнĕ. Кайран Иринăпа Сергей хăйсем те çавăн йышши автомашина туяннă. Пĕрлехи транспорт картти /ЕТК/ вăя кĕнĕ май Сергейăн маршруткăпа ĕçлес кăмăлĕ сӳнсе пынă. Вăл яла куçма, унта пĕр-пĕр ĕç пуçарма шухăшланă. Чунĕ яланах яла туртнă. Хайхискер «Газе-ле» сутнă та тихасемпе лашасем туяннă. Вăл мĕн пĕчĕкрен çак выльăха юратнă, ача чухне килĕнче те ашшĕ-амăшĕ лаша тытнă. 4 çул каялла Сергей ялта пурăнма тытăннă. Кăштахран çемйине те илсе килнĕ.

Лашасене усрамашкăн малтанах условисем пулман. Вĕсене килти витере тăратнă. Патшалăхран грант илессе шанса Сулагаевсем документсем пуçтарнă. Анчах пулăшу вĕсене тивĕçмен. Çапах çамрăк хресчен-сем пуçланă ĕçе пăрахас темен. Банкран 1,5 миллион тенкĕ çăмăллăхлă кредит илсе ангар тума пуçланă. Ăна çĕклесе лартни кăна çителĕксĕр, шалта та ĕç пайтах. Пĕрремĕш çулхине вĕсен техника та пулман. Утă хатĕрленĕ чухне çынсене укçа тӳлесе ĕçлеттерме тивнĕ, тăванĕсемпе юлташĕсем пулăшнă. Йывăрлăхсем кашни утăмрах тухса тăнă пулин те вĕсем парăнман. Халĕ Сергей Юрьевичăн субарендăна илнĕ çĕрсем самай пысăк лаптăк йышăнаççĕ. Шăхачра 60 гектар — курăк, 22 гектар çинче урпа ӳстереççĕ. Аслă Чемен ялĕ çывăхĕнче арендăна илнĕ 40 гектар ытла çĕр çинче сĕлĕ туса илеççĕ. Кĕçĕн Чемен патĕнчи уйра та тыр-пул акса ӳстереççĕ. Пурĕ 100 гектара яхăн сухаланă вĕсем. Çынсен хăйсен çĕр пайĕсене те вĕсене усă курма панă. Тракторпа преса Сергей лизингпа туяннă, техникăн ытти хатĕр-хĕтĕрне укçан илнĕ. Валерий Порфирьевичпа Галина Петровна Бахмисовсем ку тĕлĕшпе кĕрĕвĕпе хĕрне пысăк пулăшу кӳнĕ. «Банк умĕнчи парăмсене тӳлесе пымалла. Лаша кашни кун тупăш памасть. Шутларăмăр та, вĕсен йышне кăштах чакарса ĕнесем туянтăмăр. Пĕлтĕр Димитровград çывăхĕнчи пĕр фермер патне кайса ăратлă 15 ĕне илсе килтĕмĕр. Унта çити кайнăшăн ӳкĕнмерĕмĕр. Сĕт лайăх паракан ĕнесем пулчĕç. Ку выльăх вăтамран 55-60 пин тенкĕ тăрать. Ыттисене ялсенчен пуçтартăмăр. Усрама пăрахас текенсем те хăйсен ĕнине туянма сĕнчĕç», — каласа кăтратрĕ Ирина Валерьевна. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Пурнăçĕнче икĕ хутчен кăна макăрнă

Хăй каланă тăрăх, Емельян Пугачев юнĕ ăна лăпкăн пурăнма паман, кашни ĕçре кĕрешӳ, хирĕç тăрупа тĕл пултарнă. «Влаçа юрама пултарнă тăк тахçанах кăкăр тулли наградăпа çӳреттĕм», — тет 70 çул тултарнă Михаил Сержантов. Пурнăçĕнчи хăш-пĕр самант пирки вăл пирĕн вулакансене каласа кăтартма килĕшрĕ.

Ывăлне пула «виççĕ» илнĕ

Михаил Николаевич Пăрачкав районĕнчи Полибино ялĕнче çуралса ӳснĕ. Тĕрĕссипе, вăл чӳк уйăхĕн 13-мĕшĕнче кун çути курнă, анчах паспортра урăх дата — кăрлачăн 8-мĕшĕ. Вĕсен йăхĕнчи яшсен вырăс мар халăхсен хĕрĕсене качча илме юраман. Юнашар чăвашсем, тутарсем, ирçесем пурăннăран юна хутăштарттарман. Михаил та, унăн пиччĕшĕ те тăван тивекен пикесене качча илнĕ. Ку йĕркеллĕ пулăм шутланнă. Михаилăн арăмĕ — амăшĕн виççĕмĕш сыпăкри йăмăкĕ. Халĕ ĕнтĕ çемье çавăрас тĕлĕшпе ун пек йăла çук.

Амăшĕ мĕн виличчен те Миша куççуль кăларнине курман. Ача чухнех çирĕп кăмăллă пулнă вăл. Нихăçан та амăшĕнчен укçа ыйтман, хăй ĕçлесе илме хăнăхнă. 4-мĕш класранпах колхозра лашапа ĕçленĕ. Ӳсерехпе трактор, комбайн шанса панă ăна. Çамрăк чухне вăл çемье çавăрса ялта тĕпленес ĕмĕтпе пурăннă. Çавăнпах çар тивĕçне пурнăçласа таврăннă хыççăн ял хуçалăх институтĕнче /халĕ – аграри университечĕ/ инженер-механик профессине илнĕ. 1-мĕш курсранпах ĕçленĕ. Каçхине кафе, столовăй хуралланă, заводра грузчикре тăрăшнă, кăнтăрла вĕреннĕ. Стипенди те тӳленĕ, шалу та аван илнĕ. Çамрăклах авланнăскерĕн çемйине тăрантармалла пулнă. 1-мĕш курсра чухне, сесси вăхăтĕнче, унăн ывăл çуралнă. Мăшăрĕ патĕнчен больницăран чупса килсе экзамена кĕрсе ларнă хайхискер. Математика унăн юратнă предмечĕ пулнă, анчах кая юлса килнĕскере преподаватель «3» лартса панă. Студент çур сехет каялла ашшĕ пулса тăнине пĕлсен палла тӳрлетме хапăл тунă. «Кирлĕ мар, ăна пула «3» илнине ывăл астуса пурăнтăр», — хирĕçленĕ Михаил.

Институт хыççăн ăна аспирантурăна яма палăртнă, 170 ытла çынран суйланă. Çулла вăл калăма — Канашри кайăк-кĕшĕк фабрикин Йĕпреç районĕнчи витине юсанă çĕре — тухса кайнă. Çĕрĕн-кунĕн ĕçлесе пĕр уйăхра 700 тенкĕ илнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче ку питĕ пысăк укçа пулнă. Унтан таврăнсан куратор хыпар пĕлтернĕ: Михаил вырăнне аспирантурăна урăх çынна йышăннă. Ăна вара Ярославль облаçне ярасшăн. Мăшăрĕ, ашшĕ-амăшĕ аякка кăларса ярас темен. Çамрăк арçын Кӳкеçри «Сельхозтехника» предприятие çул тытнă. Вĕреннĕ чухне вăл кунта практика тухнă. Унăн ертӳçи Геннадий Романов института пырсах Михаил Сержантова чĕннĕ, хăйĕн вырăнне хăварма йĕркеллĕ çын шыранă. Автомобильсен батальонĕнче çарта тăнă яш техникăна аван пĕлнĕ. Рота старшини пулнă май 103 çын пăхăннă ăна. Стройотряд комиссарĕ пулнă. Кирпĕч хунă, бетон çăрнă... «Сельхозтехникăра» икĕ ваканси пулнă: МАЗсен мастерĕ тата реставраци инженерĕ. Çамрăк специалист юлашкине суйланă. Шалу 150 тенкĕ тӳлени ăна тĕлĕнтернĕ паллах. Ара, вăл студент чухнех кунран нумайрах ĕçлесе илнĕ вĕт. Çапах килĕшнĕ. Çав вăхăтрах каçсерен Кӳкеçри СПТУра вĕрентме тытăннă. Пулас трактористсемпе, комбайнерсемпе практика ирттернĕ. Виçĕ уйăхран ăна директор çумне лартнă. Çур çултан, Геннадий Васильевича райкомăн пĕрремĕш секретарьне куçарсан, директор тилхепине Михаил Сержантова панă. 400 ытла çын вăй хуракан предприяти коллективĕ ун çине малтан шанмасăртарах пăхнă. Çынсем вăл Геннадий Романовăн тăванĕ тесе шухăшланă. Ярославль облаçне ĕçлеме кайманшăн Михаил Николаевича шыраса прокуратурăран килнĕ. Геннадий Васильевич ăна справка туса панă: чире пула аякка кайса çӳреме юрамасть имĕш. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


10 пин тенкĕ аякран тĕкет

Салам пултăр! Эпĕ хăй вăхăтĕнче журналист пулма ĕмĕтленнĕ çын. Анчах атти-апи питĕ ир качча панăран вĕренесси пулмарĕ. Кайран ача-пăча çуратнă, колхозра ĕçленĕ. Çапла вара манăн ĕмĕт пăчланчĕ. Ватлăхра та пулин çак таранччен пытарса пурăннă таланта çиеле кăларас тетĕп.

«Хыпар» хаçата кашни çулах çырăнатăп. Вăт каçарăр та эсир мана, хаçат пи-итĕ «çерьезный» пек туйăнать. Статйисем интереслĕ-ха, шӳт-кулă сахалрах. Çак çитменлĕхе пĕтермеллех. Ытти хаçатра Чан Тарукĕ, Хресчин ав епле çавăрттараççĕ! Ман вĕсем пекех яка пулаймасть. Çапах шăккалат çисен манăн пуç мими «ничаво» ĕçлесе каять. Çакна эпĕ пĕрре мар асăрхарăм. Мĕнле те пулин ыйту татса памалла тăк тӳрех çав пылак çимĕçе хыпатăп. Вара мимери «шариксем» кăлтăр-кăлтăр тусах çавăрттарма тытăнаççĕ. Лавккара шăккалата час-часах акципе йӳнĕрех хакпа сутаççĕ. Çавăн чухне харăсах темиçе те илсе хуратăп. Ялта ун пеки çук, туянма ятарласа хулана каятăп.

Эпĕ — «современный» карчăк. Телефонĕ те манăн йăкăр-йăкăр шуçтармалли. «Одноклассники», «Контактра» соцсетьсене кĕме вĕрентĕм. Килтен тухмасăрах кӳршĕ-аршăн ачисемпе мăнукĕсем ăçта канни, мĕн çисе пурăнни таранчченех пĕлсе тăратăп. Ара, пĕтĕмпех халăх умне кăларса хураççĕ те халĕ. Хама кирлине те тупатăп çав сетьсенче. Яка пырланма юрататăп çав, пĕçерме ӳркенместĕп. Çĕнĕрен çĕнĕ рецептсем куç тĕлне пулаççĕ. Паян удон текеннине янтăларăм. Пахча çимĕçпе пĕрле ăшаланă аша вермишельпе хутăштармалла кăна. Блюдо ячĕ мĕне тăрать — удон! Акă тата мĕн пĕлтĕм: çĕнĕ мода халĕ — харпăр хăйне çуралнă кунпа саламлаççĕ. Чи хитре сăн ӳкерчĕк вырнаçтараççĕ, хăйсем хăçан çуралнине, епле маттур çын пулса ӳснине веçех çыраççĕ. Вĕçĕнче: «Саламсем кĕтетĕп», — теме манмаççĕ. «Манăн телефон номерĕ банк карттипе çыхăннă», — çырнă пĕри. Укçа куçарса парне тумаллине пĕлтерет ĕнтĕ ку. Вăт маттур э! Эпĕ темĕн чухлĕ шăккалат çисен те çакăн патне шухăшласа çитеймен. Тепĕр çуралнă кунра хам та çапла çырса хурас тетĕп-ха. Атту сăмах вĕççĕн саламлани çеç «интереснă» мар. Юрĕ, унччен пурăнса çитмелле, çуралнă кунччен — тепĕр çур çул. Кам пĕлет, вăн халăх епле тăкăнать, çавапа çулнă пек...

Коронавирус ерессе кĕтсе пурăнтăм. Суйлавччен Путин пенси çумне хушса панă 10 пин тенке те тĕкĕнмерĕм. Хам эпĕ укçана питĕ хытă тытакан çын мар, мĕн çиес тенине те, тăхăнас тенине те илме хытмастăп. Пĕрре пурăнатпăр. Хальхинче вара тăрук больницăна выртма е эмел туянма кирлĕ пулĕ тесе чăлха ăшне пĕтĕрсе чикнĕччĕ. Чир çулăхмарĕ. Хулана темиçе те кайса килтĕм. Шип-шивуях-ха хальлĕхе. Хайхи 10 пин тенкĕ мана лăпкă пурăнма памасть, аякран тĕкет те тĕкет. Ăна пĕтермесĕр чун канмасть. Хулари супермаркетра саркаланса утас килет манăн. Ачасем ура çинче çирĕп тăраççĕ, вĕсене укçан пулăшмалла мар, кирлĕ пулсан хăйсем куçарса паркалаççĕ. Эпĕ ыйтмастăп, мана хамăн пенси те çитет. Асли Швецарире пурăнать, вăталăххисем иккĕшĕ — Шупашкарта, кĕçĕнни — Мускавра. Çи-пуçĕ манăн темĕн чухлех, пĕр шкапа вырнаçмасть. Хĕрсемпе кинсем илсе килсе тултараççĕ. Майра сумки те тем чухлех. Çамрăк чухне ăçта пулнă вĕсем? Капăр тумланас килетчĕ, çукчĕ! Çурт лартнă, ачасене е вăл, е ку кирлĕ пулнă. Халĕ кашни кун улăштармалăх тум пур. Пĕр кунхинче шкапа тирпейленĕ май ятарласа шутларăм: 24 юбка! Епле тăхăнса пĕтерес? Капăр тумлантăм та кайрăм хулана. <...>

Ялти ПРАСКИ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.