«Шоу» малалла пырать!
Кÿршĕ республикăран саккас йышăннă май Чул хулари тĕрлĕ уяв-шоу йĕркелекен фирмăра пулас мероприяти сценарине вĕсемсĕрех тĕплĕ хатĕрлени пирки шухăшлама та пултарайман.
Клиентсем телефонпа ăнлантарнă: Атăл леш енчи санатори комплексĕн территорийĕнче корпоратив ирттересшĕн. Фирма ертÿçисене саккаса сÿтсе явма хайхи санаторие чĕннĕ. Водитель предпринимательсене Чăваш Ене хăйĕн «Ауди» автомобилĕпе илсе килнĕ, санаторирен инçех мар вĕсем таврăнасса кĕтнĕ.
Малалли - чăн-чăн кĕтменлĕх. Шофер патне икĕ арçын пынă. Ăна машинăран сĕтĕрсе кăларнă та хĕнесе пĕтернĕ. Пĕри - 50-55 çулсенче, 160-165 см çÿллĕш, кĕрнеклĕскер, кĕске тĕксĕм çÿçлĕ. Иккĕмĕшĕ çамрăкрах - 30-35 çулсенче. Çÿллĕрех, типшĕм кĕлеткеллĕ, çÿçĕ кĕске, çутă. Чул хула çынни, çапла пулса тухасса кĕтменскер, ним туса та ĕлкĕреймен. Самантлăха вăл тăнне те çухатнă. Куçне уçнă - машина çук. Унпа хурахсем ларса кайнă. Кăштахран унăн клиенчĕсем те, бизнесменсем, таврăннă, санаторире вĕсене никам та кĕтмен иккен. Тĕл пулма калаçса татăлнă клиентсене телефонпа шăнкăравланă - вĕсем сас паман.
Кăштахран тапăну вырăнĕнчен пĕр километрта çунса кайнă «Аудие» /сăн ÿкерчĕкре/ тупнă. Автомобиль фирмăн мар, унпа пачах та çыхăнман, анчах оперативниксем хурахсем шăпах фирма ертÿçисене çапла усал меслетпе асăрхаттарнă пуль теççĕ. Сиен тÿсни - водитель, çухатăва 430 пин тенкĕлĕх хакланă. Ăна медучреждение илсе кайнă, телее, суранĕсем хăрушă мар - аяк пĕрчи хуçăлнă, çавна май ăна килне янă.
Сыщиксем вара иккĕленмеççĕ: преступлени йĕрĕсене Чул хулара шырамалла, вăл тем тесен те уявсем йĕркелекен фирма ĕç-хĕлĕпех çыхăннă. Сас-хура тăрăх - унăн ертÿçисем хăйĕн ĕçтешĕсен умĕнче парăма кĕнĕ. Лешсем кусене çапла майпа асăрхаттарнă-тăр. Тĕл пулмашкăн Сосновка поселокне суйласа илни те ăнсăртран мар: вырăнĕсем улах - çын çÿремест. Тен, вĕсен кунта тусĕсем те пур пуль...
Сăмах май, уголовлă шырав ĕçченĕсем тепĕр вăрттăнлăха та уçăмлатнă: бизнесменсене кÿршĕ республикăна йыхравламашкăн преступниксем вăрланă кĕсье телефонĕпе усă курнă. Тĕпчев пырать, çавна май сыщиксем ку тĕслĕхпе «интереслине» татах та тупĕç-ха.
Ольга ПАВЛОВА