Комментари хушас

25 Чÿк, 2021

Чăваш Енри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсем майĕпен çĕнелсе пыраççĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çĕнĕ центрсен пĕрлехи ĕç стандартне тĕрлĕ категорири граждансен интересне шута илсе хатĕрлеме сĕннĕ.

«Пирĕн паянхи куна вакансисем ĕçсĕррисенчен 4 хут нумайрах. Çав вăхăтрах эпир ĕçсĕррисене урăх енпе хатĕрлес тĕлĕшпе нумай ĕç тăватпăр. Тата пирĕн çынсене пулăшакан социаллă контракт пур. Çак программăсене хăйсен хушшинче шайлаштармалли, вĕсене Экономика аталанăвĕн министерствин /пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарасси/, Ял хуçалăх министерствин ĕçĕсен енĕсене хушасси пирки эпĕ пĕрре мар каланă», — тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Çавăн пекех вăл Чăваш Республикин экономикине тата социаллă сферине кирлĕ квалификациллĕ кадрсем хатĕрлесси пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă.

«Кăçал халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба укçипе тĕрлĕ енпе миçе специалист хатĕрленине, вĕсем мĕнле ĕçе вырнаçнине тишкерме ыйтатăп. Пĕтĕмлетĕве кура малашне çынсене халĕ ытларах кирлĕ профессисене, ĕçпе тивĕçтерекенсен заявкисене шута илсе хатĕрлемелле. Эпир ку ĕçе пуçăннă ĕнтĕ, ăна тата вăйлатмалла, анлăлатмалла», — палăртнă Олег Николаев.

Чӳк уйăхĕн 8-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче иртнĕ канашлура ЧР ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова республикăри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсене модернизацилес ĕçпе паллаштарнă. Çĕнĕлĕхсем ĕç мелĕсене кăна мар, учрежденисен тулашри сăн-сăпатне те пырса тивеççĕ.

«2019 çултанпа Канашри центра çĕнетрĕмĕр, кăçалхи чӳк уйăхĕнче Улатăрти çĕнелнĕ кадр центрĕ алăкĕсене уçĕ. 2022 çулта Çĕмĕрлери халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра модернизацилеме палăртнă. Унта здание юсĕç, çывăхри территорие хăтлăлатĕç, сывлăх енчен хавшак çынсемшĕн кĕрсе тухмалли меллĕ вырăн пулĕ. Кунсăр пуçне центра техникăпа тивĕçтерĕç. Паянхи кун тĕлне подрядчике палăртнă, унпа патшалăх килĕшĕвĕ алă пуснă. Ĕçсем 2022 çулхи кăрлач уйăхĕнче пуçланĕç», — каласа кăтартнă министр.

Алена Елизарова пĕлтернĕ тăрăх, çĕнелнĕ центрсен уйрăмлăхĕ — гражданинăн пурнăçри лару-тăрăвне тата ĕçпе тивĕçтерекенĕн бизнес лару-тăрăвне кура электрон форматпа пулăшу кӳресси. Ку клиентсен вăхăтне перекетлĕ. Пĕтĕм центр «Работа России» Пĕрлехи цифра платформинче ĕçлĕ.

Палăртмалла: Чăваш Республикинче паянхи кун тĕлне, 2021 çул пуçламăшĕпе танлаштарсан, ĕçсĕррисен йышĕ 15,4 пин çынран 5,8 пин çын таран чакнă. Регистрациленĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ 2,5%-ран 0,96% çитнĕ. Пĕтĕм тĕнчери ĕç организацийĕн методикипе /МОТ/ шутласан ĕçсĕрлĕх шайĕ, пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан, 2% чакнă, 4,4%-па танлашнă. Çулталăк пуçланнăранпа 29,8 пин ытла çынна ĕçе вырнаçтарнă. Паянхи кун тĕлне Чăваш Енри ĕç паракансем халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсене 24 пин ытла ваканси пирки пĕлтернĕ. Çав шутран 6200-шĕ патшалăхăн мар рекрутинг агрегаторĕсен.

Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвне пурнăçласа Чăваш Республикинчи халăх ĕçлевлĕхне пандемичченхи кăтартусем патне илсе çитернĕ.

www.hypar.ru

Реклама.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.