Комментари хушас

19 Чÿк, 2021

«Хыпар» 128-129 (27861-27862) № 19.11.2021

Пулас айтишниксем ăслă приложенисем ăсталаççĕ

«IT-куб» центр — хальхи цифра технологийĕсем енĕпе анлă пĕлӳ илме пулăшакан вĕренӳ тытăмĕ. Унта çамрăксем программировани чĕлхине ăса хываççĕ, виртуаллă чăнлăха ăсталама, нейронлă сетьпе ĕçлеме, тĕрлĕ приложени тума вĕренеççĕ. Канаш хулинчи ачасен цифра вĕрентĕвĕн «IT-куб» центрĕ те пулас айтишниксене хатĕрлет.

Малашлăх — цифра технологийĕсенче

Центрăн вĕренӳ енĕпе ĕçлекен ертӳçи Юлия Сергеева каланă тăрăх, центрта тĕрлĕ программăна пурнăçа кĕртеççĕ: киберследователь, робототехника, администрировани, программировани тата ытти. Çавăн пекех Яндекс, Самсунг, Интел компанисен программисемпе ĕçлеççĕ. Акă 5-8 çулсенчи ачасемех роботсем ăсталаççĕ, Scratch-программăпа усă курса мультфильм тата онлайн-вăйă проекчĕсене тăваççĕ. 2020 çулта Дмитрий Сергеев Пĕтĕм тĕнчери Scratch олимпиадăн Атăлçи тăрăхĕнчи тапхăрĕнче 2-мĕш вырăн йышăннă. Центрта программировани енĕпе тĕрлĕ чемпионат, конкурссем ирттереççĕ. 12 çултан аслăраххисем «Киберследователь тата пысăк даннăйсемпе усă курасси» про-граммăпа ĕçлеççĕ. Ку курсра ачасем интернетри хăрушсăрлăхпа çыхăннă ыйтусене /харпăр даннăйсем, интернет ултавçăсем, цифра йĕрĕ…/ тишкереççĕ, киберпреступленисен йĕрĕпе çӳрееççĕ.

Пулас система администраторĕсем компьютер «ăш-чикне» тĕпчеççĕ, вай-фай роутер уйрăмлăхĕсемпе, сеть вăрттăнлăхĕсемпе паллашаççĕ. Çавăн пекех ятарлă программăсене вырнаçтарма /калăпăр, «Ăслă çурт»/ вĕренеççĕ. VR/AR-приложенисем пулăшнипе чăн пурнăçа виртуаллă тĕнчене куçарма май пур. Профессионалсем, медиксем, летчиксем, космонавтсем, çар çыннисем валли виртуаллă тренажерсем ăсталаççĕ. Пулас виарщиксем ятарлă платформăсемпе тата программăсемпе усă курса виртуаллă тĕнчене ӳкерме вĕренеççĕ. Акă Аделя Халлиулина, Владимир Барбодкин, Эдуард Николаев тата ыттисем Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисен виртуаллă си-муляцине тунă. Пĕлтĕр Çĕнтерӳ кунĕ тĕлне виртуаллă «Вилĕмсĕр полк», Канашри тавра пĕлӳ музейĕ валли виртуаллă экспозици хатĕрленĕ.

Центрта пĕлӳ илекенсем тĕрлĕ конкурсра, ăмăртусенче палăраççĕ. Кăçал Чăваш патшалăх университетĕнче иртнĕ IT-рингра призерсем пулса тăнă. Яндекс-лицейре малтанхи çул Python чĕлхипе программăсем тума хăнăхаççĕ, тепĕр çул промышленноç программированине алла илеççĕ. Унта вĕренес тесен тест ыйтăвĕсене хуравламалла тата Яндекс-лицей представителĕпе /педагогпа/ калаçмалла, ун хыççăн кăна чи лайăххисене суйласа илеççĕ. Чи пултаруллисене тупса палăртас тĕллевпе вĕрентӳ центрĕн ĕçченĕсем Канаш хулипе районĕнчи шкулсене çитсе килеççĕ. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Монголире ĕçленĕ, Мускавра какай сутнă

Сĕнтĕрвăрри районĕнче пĕрремĕш хресчен-фермер хуçалăхне Валерий Галошев йĕркеленĕ. Ĕçе 1992 çулта Кукашни ялĕ çывăхĕнчи пушă выртакан 2,8 гектар çĕр çинче çĕр улми лартнинчен пуçланă. Çав вăхăтрах сад ӳстерме, хурт-хăмăр ĕрчетме ĕмĕтленнĕ, чун туртăмĕ те пысăк пулнă. Хурт-хăмăр ахальтен мар утмăл пилĕк вĕллене çитнĕ. «Пыл хурчĕсем – манăн киленĕç тата сывлăх», – пĕлтерчĕ Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Ют чĕлхепе калаçма вĕреннĕ Елчĕк районĕнчи Кушкă ялĕнче çуралнă Валерий Галошев хăйĕн пурнăçне ял хуçалăхне халаллани ăнсăртран мар. Унăн ашшĕпе амăшĕ ĕмĕр тăршшĕпех колхозра ĕçленĕ. Йышлă çемьере çуралнă Валерий ачаран ĕçпе пиçĕхнĕ.

1977 çулта ял хуçалăх институчĕн механизаци факультетне пĕтернĕ вăл. Çĕрпӳ районĕнчи «Динамо» чăх-чĕп фабрикинче инженерта, кайран тĕп инженерта ĕçленĕ. Ял хуçалăх министерстви ăна 1985 çулта Монголие командировкăна янă.

«Çемьепех куçса кайрăмăр, пирĕн хĕр унта çуралчĕ. Çурçĕр Монголири Селенге провинцийĕн Орхонтуул районĕнчи хуçалăхра тĕп инженерăн консультанчĕ пултăм. Пирĕн çĕршывран туяннă ял хуçалăх техникине хута яма, унпа ĕçлеме вĕрентрĕм. Икĕ çулта монголла çăмăллăнах калаçма вĕрентĕм. Палăртнă чухлĕ ĕçлесен юлма икĕ хутчен те ыйтрĕç, çавна май унта 1989 çулччен пултăм», — каласа кăтартрĕ Валерий Николаевич. Тĕлĕнмелле те, пултаруллă инженер Монголире Орхонтуул районĕн хисеплĕ членĕн ятне, медале, грамотăсене тивĕçнĕ.

Кирлĕ йышăну тунă 1989 çулта, Монголирен таврăнсан, Сĕнтĕрвăрринчи «Чувашкабель» пĕрлешĕвĕн директорĕ Валерий Николаевича унти хушма хуçалăха ертсе пыма сĕннĕ. Мал курăмлă, опытлă тĕп инженера директор пулма шаннă. Çĕнĕ хуçан умри тĕллевĕ заводра ĕçлекенсене пахалăхлă продукципе йӳнĕрехпе тивĕçтересси пулнă. Ăна пурнăçлама Монголире ĕçлесе илнĕ укçапа стройматериалсем тата машина туяннă вăл. Завод çумĕнчи столовăйсем, ача сачĕсем, кану базисем валли кунта аш-какай тата пахча çимĕç туса илме тытăннă. Тыр-пул, пахча çимĕç упрамалли хуралтăсем, теплица туса лартнă. Ĕç ăнса пынă, хуçалăх аталаннă… Анчах иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче «Чувашкабель» темиçе предприятине пайланса кайнă. Хăйсем çитĕнтернĕ продукципе тивĕçтерекен столовăйсем, ача сачĕсем, лагерьсем, хăна çурчĕсем те вĕсенчен уйрăлнă.

Хуçалăха пĕтерес ыйту та тухса тăнă. Вăя пухса тунăскере салатнине курса тăма Валерий Николаевича çав тери йывăр пулнă. Малалла аталанмалли çĕнĕ шухăшсем те пулнă-çке! Нумай пуç ватнă, куç хупмасăр çĕр каçни те пĕрре мар пулнă директорăн. Кирлĕ йышăну тунă вăл. «Чувашкабель» пĕрлешĕвĕн директорĕ патне хуçалăха хăйне хăварма ыйтса заявленипе тухнă. Телее, ирĕк панă. 1991 çулхи юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ, хушма хуçалăхăн хуралтисене тара илнĕ. «Пĕрремĕш çул чи йывăрри пулчĕ. Хама çеç шанма тиврĕ. Тавах мăшăрăма, ачасене пулăшнăшăн. Ывăл манпа танах ĕçлерĕ. <...>

Надежда КОЛЕСНИКОВА.


♦   ♦   ♦

Ялсенче ĕне усракан сахалланать

Тулли хăватпа ĕçлеме сĕт те, çынсем те çитмеççĕ

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи «Октябрьский» сĕт цехĕ туса кăларакан продукцие асăннă тăрăхра кăна мар, Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенче те лайăх пĕлеççĕ, хаваспах туянаççĕ. Çавна май продукци калăпăшĕ ӳссе пырать, общество та кунран-кун аталанать. Ăна хăйĕн ĕçне лайăх пĕлекен, тĕллеве пурнăçа кĕртме пултаракан Алексей Соловьев ертсе пырать.

Йăлт сăнаса тăрать

«Пирĕн директор – ăслă, çав тери пултаруллă, тăрăшуллă ертӳçĕ. Ĕçе куллен тĕрĕслесе тăрать. Сĕт-çăва тирпейлес, продукци туса кăларас ĕç Раççейре еплерех пулса пынине яланах сăнаса тăрать, пĕтĕмлетӳсем тăвать, аталанмалли майсене шырать. Кунта вăл тума пĕлмен ĕç çук. Хăй патĕнче ĕçлекен пĕр çынна та ку таранччен кӳрентермен. Шалăва яланах вăхăтра тӳлет. Кашнинех хаклать», – терĕ тĕп инженер Владимир Некрасов.

Сĕт цехĕ хăйĕн пĕрремĕш утăмне 1998 çулта тунă. Хуçа «Октябрьское» ял хуçалăх кооперативĕн çуртне арендăна илнĕ. Кăштахран цех çурчĕпе çĕрне харпăрлăха куçарнă. Çакăнтан ĕç кайнă вара: скважина чавтарнă, совхозран тата халăхран сĕт пуçтарнă. 2002-2003 çулсенче тăпăрчă тунă. Пĕр вăхăт Шупашкарти сĕт-сыр бази ыйтнипе сыр та кăларнă.

Тăпăрчă туса кăлараççĕ

Сĕт-çу туса кăларас ĕç аппаратлă цехран пуçланать. Вăл чĕр тавара йышăнать. Кунта хĕлле кунсерен – 7-8, çулла 10-15 тонна сĕт килет. Нумайрах упрантăр тесе сĕте палăртнă температурăна çити вĕрилентереççĕ. Çак ĕç валли Германире туса кăларнă оборудовани туяннă. Сĕтри çу шайне кирлĕ нормăна çитереççĕ. Вăл 2,5 тата 3,2 пулмалла. Сĕте тăватă пысăк тимĕр чанра /танк теççĕ вĕсене/ 1-2 талăк тытаççĕ. Танксенчи сĕт пăрăх тăрăх юхса фасовка тăвакан цеха çитет. Аппаратлă тата фасовка цехĕсем хăйсем тĕллĕн мар, пĕр лини çинче вырнаçнă. Кунсăр пуçне сĕте флягăсене те тултараççĕ. Вĕсене Çĕнĕ Шупашкар лавккисене ăсатаççĕ.

«Октябрьский» сĕт цехĕн тепĕр паха продукцийĕ – тăпăрчă. Ăна уйрăм цехра тăваççĕ, унта 4 çын ĕçлет. Кăнтăрла кунта пĕр çынах ĕлкĕрсе пырать, çĕрле виççĕн вăй хураççĕ. Вĕсем çĕр каçа хатĕрленĕ тăпăрча кăнтăрла пилĕк, пĕр тата çур килограмлă виçесем туса лавккасене яраççĕ. Çитĕнекен организмшăн усăллă та тутлă апата ача сачĕсемпе шкулсене те ăсатаççĕ.

«Эпир çак продукципе хамăр районти Октябрьски, Шĕнерпуç, Аксарин ялĕсенчи садиксене тивĕçтеретпĕр. Республикăри ытти районти ачасем те пирĕн тăпăрча юратса çинине туятăп. Эпир Шупашкара ăсататпăр, пирĕнтен туянакансем ăна Çĕнĕ Шупашкара илсе каяççĕ. Усламçăсем эпир туса кăларакан тăпăрча тендер выляса илнĕ ытти ача садне ăсатаççĕ», – ăнлантарчĕ тĕп технолог Ольга Егорова. Вăл палăртнă тăрăх, ку цехра чи маттурри – Людмила Упракина. Вăл нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн пĕлтĕр район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ. <...>

Надежда КОЛЕСНИКОВА.

♦   ♦   ♦


«Пурте пĕр шухăшлă пулнăран ĕç ăнать»

Çапла палăртать «Нива» хуçалăх ертӳçи Владимир Мурайкин

Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн хушăвĕпе килĕшӳллĕн ял хуçалăхĕнче ырми-канми вăй хуракансене, ку тытăмра пысăк çитĕнӳ тунă çынсене чӳк уйăхĕнче патшалăх наградисем парса чысларĕç. Çак йышра Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Нива» хуçалăхăн директорĕ Владимир Мурайкин тата тĕп инженерĕ Юрий Воронов та пулчĕç. Вĕсем иккĕшĕ те «ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Сенажа та — çĕнĕ технологипе

«Ĕçре çитĕнӳ тăвасси коллективран та нумай килет. Эпир çакăн пек наградăна тивĕçнинче «Нива» хуçалăхра ĕçлекенсен тӳпи пысăк. Эпĕ вĕсене кооператива ертсе пыма мана шаннăшăн, ăна пĕрле аталантарса пынăшăн тав сăмахĕ калатăп», — палăртрĕ «Нива» ЯХПКна 16-мĕш çул ăнăçлăн ертсе пыракан Владимир Мурайкин.

Мĕн пĕчĕкрен çĕр ĕçне курса-пĕлсе ӳснĕ, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн АПК тытăмĕнче вăй хунă Владимир Иванович юхăнма пуçланă хуçалăха сыхласа хăварма тата аталану çулĕ çине тăратма пултарнă. «Пĕр виçĕ çул хамăн вăя тĕрĕслесе пăхатăп та — нимĕн те пулмасан тухса каятăп», — шухăшларăм хама ертӳçĕ должноçне лартсан. Унтанпа вăхăт самаях иртрĕ, эпир хуçалăх ĕçченĕсемпе 16-мĕш çул ĕнтĕ тырă акса-туса илтĕмĕр», — иртнине куçĕ умне кăларчĕ Владимир Мурайкин.

Паллах, çак тапхăрта хуçалăх экономикине самаях лайăхлатма май килнĕ, çĕнĕлĕхсемпе усă курма тытăннă. Фермăсене юсанă. 2017 çулта çĕнĕ пăру витине хута янă. Хальхи вăхăтра мăйракаллă шултра выльăх шучĕ — 700 пуçа яхăн, çав шутран 200-ĕшĕ — сăвăнаканни. Сăвăнаканнисен шутне татах ӳстересшĕн, çавна май çитес çулсенче çĕнĕ ферма хăпартас тĕллевсем пур. «Кăçал 10 уйăхра эпир пĕр ĕнерен 5500 килограмм сĕт суса илтĕмĕр. Çулталăк вĕçлениччен вăл 6000 килограма çитет. Çакă — Хĕрлĕ Чутай районĕнчи чи лайăх кăтарту. Сăвăм, иртнĕ çулхи 10 уйăхрипе танлаштарсан, 120 тонна ытларах пулчĕ. Çĕнĕ çулччен тепĕр 250 тонна илме пултаратпăр», — лару-тăрупа паллаштарчĕ директор.

«Нива» хуçалăх кăçал 1120 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем туса илнĕ. Çанталăк условийĕсене пула тухăç пĕлтĕрхинчен сахалрах пулнă, анчах кăçал хаксем пысăкрах. Çавна май хуçалăх кассине кĕрекен укçа-тенкĕ пĕлтĕрхи шайран чакман. «Кăçал кĕрхи культурăсене 440 гектар акса хăвартăмăр. Маларахри çулсенче вĕсем валли 300-350 гектар уйăраканччĕ. Çак лаптăка мĕншĕн ӳстертĕмĕр-ха? Мĕншĕн тесен кĕрхисен тухăçĕ пысăкрах пулать: 1 гектартан вăтамран 25 центнер, çурхисен — 20. 700 гектара яхăн çĕртме туса хăвартăмăр. Кăçал çĕр пахалăхне ӳстерес енĕпе те нумай ĕçлерĕмĕр. 130 гектар лаптăка авăр çăнăхĕ сапрăмăр. Тепĕр çул извеç хывасшăн. Пусă çаврăнăшне лайăх-латас тĕллевпе нумай çул ӳсекен курăксемпе ĕçлетпĕр. Клевер акатпăр. Фацели те пур. Горчица акса туса илетпĕр. Рапспа ĕçлеме планлатпăр. Выльăх валли куккурус ӳстеретпĕр», — калаçăва тăсрĕ Владимир Иванович.

Хуçалăхра тăрăшакансем выльăх апатне хăйсемех хатĕрлеççĕ. Виççĕмĕш çул ĕнтĕ çĕнĕ технологипе ĕçлеççĕ: сенажа ятарлă пленкăпа чĕркесе хураççĕ. Ку енĕпе рулонсене чĕркемелли ятарлă хатĕрпе усă кураççĕ. Çак меслет сенажри тутлăхлă япаласене, пахалăха упраса хăварма май парать. «Ăна пула ĕнесем сĕт парасси те лайăхланать. Çапла эпир пĕрремĕш çулхине малтанхинчен — 70 тонна, кăçал вара 120 тонна нумайрах сĕт туса илтĕмĕр. Пленкăпа чĕркенĕ сенажа ĕнесене тата пушмак пăрусене çитеретпĕр», — ĕç вăрттăнлăхĕсем пирки каласа кăтартрĕ хуçалăх ертӳçи.

Машина-техника паркне те çĕнетсех пыраççĕ. Пĕлтĕр тата кăçал темиçе миллион ытла тенкĕлĕх техника туяннă: тырă пухса кĕртмелли комбайн, урапаллă трактор, кăкармалли хатĕрсем… Кĕçех çĕнĕ МТЗ трактор илсе килмелле. Юпа уйăхĕнче тырă сортлакан комбайн вырнаçтарма тытăннă, ку ĕçе кĕçех вĕçлĕç. Çĕнĕ йышшискер тĕш тырра аллать, сăвăрать, унтан ăна сушилкăна хураççĕ, типпине — кĕлете. Çапла вара çитес çултан уйран илсе килекен тырра малтан йĕтеме тăкса аппаланма тивмĕ. Çĕнĕ комбайн алăпа пурнăçламалли чылай ĕçрен те хăтарĕ. «ЧР Ял хуçалăх министерстви çĕнĕ техника туяннăшăн тăкаксен 40% тавăрса парать. Çак пулăшу питĕ кирлĕ те вырăнлă. Ку укçапа çĕнĕ техника татах туянас килет», — пĕлтерчĕ Владимир Мурайкин. <...>

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

♦   ♦   ♦


Ракран сипленнĕ хушăра упăшкине пытарнă

Патăрьел районĕнчи Сăкăтра пурăнакан Вера Кузнецова патне палламан çынсем сĕнӳканаш ыйтма час-часах шăнкăравлаççĕ. Усал шыçă канăç паман чухне хăйĕнпе пĕр нушаллă çынран лайăх ăнланаканни никам та çук. Кăкăр ракне çĕнтернĕ Вера Леонидовна кашнин валли хавхалантармалли сăмах тупать. «Çак диагноза илтсен хăраса ан ӳкĕр. Унран сипленме пулать», — тесе халăх çине тахçанах тухса калаçасшăн вăл.

Пĕр каçра

«Месерле выртмалла та виçĕ пӳрнепе кăкăра тытса пăхмалла», — телевизорпа каланине тимленĕ май 2016 çулхи çĕртме уйăхĕнчи пĕр каçхине Вера Федоровна çапла туса пăхнă. Сулахай кăкăрĕнче мăкăль алла лексен тӳрех ăнланнă: ку — рак. Вăл лăпкăлăха çухатман. Унăн севок сухан кăларас шухăш пулнă. Кайран çĕр улми пухса кĕртмелли вăхăт çывхарнă. «Пысăкрах çав ĕçсене вĕçлетĕп те больницăна каятăп», — тенĕ хĕрарăм. Ултă уйăх çывăрма выртмассерен мăкăле хыпашланă. Вăл ыратман, кĕçĕтнĕ кăна. Çиччĕмĕш уйăха кайсан, чӳк уйăхĕнче, мăкăль пĕр каçра тăрук ӳссе ларнă. Текех кĕтме юраман. Район больницинче ăна маммографи тутарнă. «Усал шыçă» диагноз çирĕпленсен те Вера Федоровна хăраман, йĕмен. Онкодиспансерти тухтăр патне тӳрех лекеймен. Пĕрре кайнă, иккĕ... Çын нумаййипе тухтăр йышăнман. Тинех вăл Светлана Иванова маммолог патне лекнĕ. Рак пысăкланнине кура пациента хими терапийĕн курсне васкавлăн кайма хушнă.

«Палатăра улттăн выртаттăмăр. Пурте хăраççĕ, çими пулнă. Çавсен кăмăлне хăпартма тăрăшрăм. Хими терапийĕн пĕрремĕш курсĕ хыççăн пĕр каç вырттараççĕ. Киле çитсен пӳрнесене хускатма та вăй пулмарĕ. Икĕ эрне ним тумасăр выртрăм. Кайран тепĕр курса кайрăм. Çӳç тăкăннăран ывăлăма шакла хыртартăм. Кунтан ним те аванмарланмалли çук. Çӳç шăтать, — аса илчĕ Вера Кузнецова. — Пурĕ хими терапийĕн 8 курсне тухрăм. Çав хушăра 12 килограмм начарлантăм, мăкăльсем пĕтрĕç. Мăшăрăм Виталий лайăх пăхрĕ. Белоклă апат ытларах ăша ямалла ун чухне. Аппетит пулманнипе ирĕксĕрлесе çитеретчĕ. Иммунитета кирлĕ шайра тытса тăмалла. Лейкоцитсем чаксан хими терапине тумаççĕ. Çавăнпа усăллă япаласем çимелле. Сăмахран, форель пулă. Ăшаланине мар, пĕçернине. Юраман çимĕç те нумай. Сывалас тесен пĕтĕмпех шута илмелле».

2017 çулхи çĕртме уйăхĕнче ăна операци кĕтнĕ. Больницăна тăтăш çӳренĕ чухне ракпа чирлисем пĕри те тепри ахлатнине, мĕскĕннĕн ларнине курнă Вера Федоровна. Çамрăк хĕрарăм хăй çут тĕнчерен уйрăлсан 6-ри йĕкĕреш хĕрĕсем тăлăха юласран кулянса калаçнă. «Эсĕ вилетĕн тесе сана кам каланă?» — чирлĕ çынна пулăшасшăн пулнă вăл. Пĕр вăхăт Вера аппа хиромантипе кăсăкланнă. Хайхискер çав хĕрарăмăн ал лаппине пăхнă та: «Пурнăç çулĕн йĕрĕ ав епле вăрăм, 94-ччен пурăнатăн!» — тенĕ. Лешĕн савăннипе пичĕ çуталнă. Нумай çынна хавхалантарнă Сăкăт хĕрарăмĕ. «Сан чĕлхӳ чĕртрĕ», — теççĕ ăна. Палатăра унпа пĕрле выртнă Сĕнтĕрвăрри районĕн хĕрарăмĕ те нумаях пулмасть шăнкăравласа тав тунă. Вăл кăкăрне каснă хыççăн мунчара вĕри шывпа пиçсе кайнă. Операци хыççăн мунча кĕме юраман, милĕкпе çапăнма пушшех те. Унăн суранне сĕрме Таса Матронăн çăвне пырса панă. «Ĕненсе сĕрсен кăна сиплет вăл», — тенĕ. Пĕр эрнерен суран тӳрленнĕ. Мускава Матронăна пуç çапма икĕ хутчен кайса килнĕ Вера Федоровна.

Алина ИЛЬИНА.


Чăваш Ене Чечняран куçса килнĕ

«Эпир мăшăрпа Чечня Республикинчи Грозный районĕнче 23 çул пурăнсан Чăваш Ене куçса килтĕмĕр. Эпĕ Заволжски ЛПУМГна вырнаçрăм, мăшăр ял хуçалăх техникин предприятийĕнче, газокомпрессор станцийĕнче вăй хучĕ», — çапла пуçларĕ калаçăва Красноармейскинче пурăнакан Елизавета Столяренко.

Ашшĕ-амăшĕн ăшши

Елизавета Петровна 1954 çулта Красноармейскинче çуралнă. Виçĕ пĕртăван ӳснĕ вĕсем: Света, Лиза, Таня.

— Ĕлĕкрех район администрацине хирĕç бараксем пурччĕ. Пирĕн çемье çавăнта пурăннă. Каярахпа вĕсене пăсса икĕ тата виçĕ хутлă çуртсем çĕклерĕç. Эпир икĕ хутлине куçрăмăр. Анне Елена Ивановна вĕрентӳ тытăмĕнче ĕçленĕ, салари çав вăхăтри пĕртен-пĕр ача сачĕн заведующийĕнче вăй хучĕ. Вăл ĕçри хастарлăхшăн медале тивĕçнĕ, ĕç тата вăрçă ветеранĕ. 89 çула çитсен пурнăçран уйрăлчĕ. Анне пире, виçĕ хĕрне, сасă хăпартса ятласа курман, куçран пăхсах итлеттернĕ, ялан ыррине суннă. Атте Петр Николаевич коопераци техникумĕнче вĕреннĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, пĕрре мар аманнă, орден-медале тивĕçнĕ. Ялта «Яка Петĕр» тетчĕç ăна. Шут ĕçĕнче, райпо тытăмĕнче, райĕçтăвкомăн пай ертӳçинче, налук инспекторĕнче, физкультурăпа спорт комитечĕн председателĕнче ĕçлерĕ, — аса илчĕ Елизавета Петровна. Унăн ашшĕне мĕншĕн «Яка Петĕр» тесе чĕннĕ-ши? Нимрен ытла мана çакă кăсăклантарчĕ.

— Кил-тĕрĕшре хура ĕç тусан анне ăна çийĕнчех таса çи-пуç тăхăнтартнă, ялан тирпейлĕ çӳретнĕ. Çавăнпа ун çумне çак ят сăвăс пекех çыпăçнă. Атте питĕ лайăх çынччĕ. Шел, 79 çулта чĕре чирне пула вилчĕ. Вăрçă суранĕсем те канăç памарĕç ахăртнех.

Астăватăп-ха: пĕррехинче атте больницăра выртатчĕ. Эпĕ ăна тутлă çимĕçпе сăйлама кайрăм. Пӳлĕмре атте трикопа кăна ларать. Питĕ тĕлĕнтĕм, мĕншĕн тесен атте çын çинче нихăçан та унашкал тумпа çӳремен. Киле кайса шурă шăлавар илсе килтĕм. Атте хускалма йывăр тесе тăхăнасшăн пулмарĕ. «Яка Петĕрех юл ĕнтĕ çынсемшĕн», — тесе çине тăтăм. Итлерĕ, шăлавара тăхăнчĕ. Орден-медалĕ кăкăр тулличчĕ унăн. Вĕсене, пирĕншĕн хаклă япаласене, халĕ те упратпăр. Атте-анне пирĕн хушăра çуккипе чун-чĕрене кичемлĕх пусать, — чунне уçрĕ Елизавета Петровна.

Шăпа ют тăрăха илсе çитернĕ

Елизавета Петровна шкул пĕтерсен Мускаври химипе фармацевтика техникумĕнче пĕлӳ илнĕ. Унтан Саранскри университета вĕренме кĕнĕ. 3-мĕш курс хыççăн Чечня Республикинчи университета куçнă, унтах диплом илнĕ. Пĕр хушă Саранск хулинчи медицина препарачĕсем кăларакан заводра мастерта ĕçленĕ.

— Шăпа мана Чечняна тепĕр хутчен илсе çитерчĕ. Пулас мăшăрăмпа Мишăпа «Учительская газета» хаçат урлă паллашрăм. Шкулта вĕреннĕ чухне эпĕ лара-тăра пĕлмен хĕрача пулнă. Тĕрĕссипе, класра та лидерччĕ. Çав çулсенче ют хула ачисемпе çыру çӳретес йăла пурччĕ. Эпир те, 7-мĕш класра пĕлӳ илекенсем, хаçат урлă хамăр валли тус-юлташ тупрăмăр. Урăх çĕршыв, ют хула ачи йышлăччĕ вĕсен хушшинче. Эпĕ Миша Столяренко тĕлĕнче чарăнтăм. Çапла вара вырăс ачипе çыру çӳретме тытăнтăмăр. Каярахпа вăл çак хаçата çырнă класс ертӳçин ывăлĕ пулнине пĕлтĕм. Вăхăт кунран-кун хăйĕн еккипе шурĕ. Красноармейски шкулне пĕтернĕ хыççăн Мускавра вĕрентĕм. Вăл Тулăра педагогика институтĕнче пĕлӳ илетчĕ. Майĕпен пирĕн туслăх юратăва куçрĕ. Кăшт вăхăт иртсен качча тухма ыйтрĕ, килĕшрĕм. Çемьеллĕ пурнăç Чечняра пуçланчĕ, — иртнине куç умне кăларчĕ Елизавета Столяренко.

Мария РОМАНОВА.


Виçĕ ачине çавăтса çичĕ ачаллă çемьене пырса кĕнĕ

Чирлĕ-и, сывă-и, ĕçлеетĕн-и, çук-и — окоп чавма килĕрен хăваланă. Патăрьел районĕнчи Вăрманхĕрри Шăхаль ялĕнчи Степанида Сăр енче окоп чавнă чухне шăнса пăсăлнăран ун вырăнне 10 çулти хĕрĕ Шура кайнă. Амăшĕ çавăн хыççăн йĕркеллĕн сывалса çитеймен.

«Атте валли» 10-ри ача... Окоп чавса пĕр хĕл каçнă вăл. Халĕ Александра Архиповна 90 çулта, Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршăра пурăнать.

Улатăр районне окоп чавма ял-ял витĕр çуран утнине вăл хальхи пек астăвать. Кивĕ Эйпеçре хваттере янă вĕсене. Унтан ĕçе çитме куллен 4-5 çухрăм утнă. Хăшĕ-пĕри, аслăраххисем, хӳшĕ туса çавăнтах çывăрнă. Кунĕпе шăннă çĕре лумпа таккаса ывăннипе утма вăйĕ юлман. Ĕçлекенсене киле яман, çимеллисене ялтан лавпа паркаласа янă. Шура пек çӳхе кĕрĕклĕ, тăла йĕмлĕ ачасем унта татах пулнă. Вĕсем тăпра муклашкисене — алăпа, ваккине кĕреçепе çӳлелле ывăтнă, айккинелле сирнĕ.

«Вăрçă ачи» çуркунне кушил йăтса крахмалланнă çĕр улми пуçтарма кайнă. Шăн ирĕличчен ĕлкĕреймесен уйран çăпатапа утса тухайман, вăл пылчăк ăшĕнчех ларса юлнă. Крахмал тупăнсан шăн ирĕлнине пăхса тăман, ытларах пухас килнĕ. Чăлхапа çăпатана хывса сивĕ пылчăк тăрăх çарран утнă вара. «Ун чухне крахмал шап-шурă выртатчĕ. Çĕр улми сорчĕ çапла пулнă-ши? Халĕ ана çинче хĕл каçнă çĕр улми пĕртте апла мар, нимĕн çимелли те çук унта», — тĕлĕнет Александра Архиповна. Унăн йăмăкĕпе шăллĕ пулнă. Асламăшĕ пăхнă вĕсене. Ашшĕ Архип Емельянович 1940 çулта Çĕмĕрлери завода ĕçлеме кайнă.

Вăрçа та ăна çавăнтанах ăсатнă. Эрхип килне çырусем ярса тăнă. 1944 çулта Житомир хулинчен вăл хыпарсăр çухалнине пĕлтерекен хут çитнĕ. Фронта ямашкăн шкулта ачасене 3 пӳрнеллĕ перчетке çыхтарнă. Шурăпа йăмăкĕ те: «Атте валли», — тесе ăмăртса ĕçленĕ.

Колхозри бригадир Шурăна лашапа çĕр улми çырма хушнă. 12-ри хĕрачан суха пуçа тытма вăйĕ çитмен. «Ĕçе колхозра вĕренеççĕ», — тенĕ бригадир. Кунĕпе ĕçлесе ывăнсан Шура киле таврăннă, апат çиме ларнă. «Анне, манăн алă тăсăлнă, кашăк çăвар патне çитмест», — чавса хуçланманнине кура çапла шухăшланă хĕрача.

Нăрваш Шăхальне вăрлăх илме кайсан громкоговоритель янăраса кайнă: вăрçă чарăннă! Çынсемпе пĕрле Шура та ташша яра панă. «Атте килет!» — тесе савăннă, çав хушăрах йĕнĕ те. Ашшĕне 3 çул кĕтнĕ. 4-5 кил çӳлерех пурăнакан кӳршĕсен вăрçа виçĕ арçын кайнă — пурте таврăннă-çке. Германирен посылкăсем ярса тăнă вĕсем: майра кĕписем, плюш пиншаксем... Кĕпесене сӳтсе хĕрĕсем хăйсем валли саппун çĕлеттернĕ. Анчах ашшĕ килмен, кайран аслашшĕ масар çине ун ячĕпе хĕрес лартнă. <...>

Арсений ТАРАСОВ.

♦   ♦   ♦


Тăшман çине бомба пăрахнă та сăн ÿкерме тытăннă

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче Шупашкарти тĕрлĕ предприятипе пĕрлех хаçат-журнал редакцийĕсен ĕçĕ те пĕлтерĕшлĕ пулнă. Калем ăстисем тылри, фронтри ĕç-пуçа çутатсах тăнă. 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Германи Совет Союзне сĕмсĕррĕн тапăнни çинчен «Чăваш коммуни» (халĕ «Хыпар») хаçат та хăйĕн черетлĕ номерĕнче çырнă. Каярахпа Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă партипе правительствăн пĕлтерĕшлĕ докуменчĕсем унта пичетленсех тăнă.

Блокнотпа хӳтĕленнĕ

Вăрçăн малтанхи кунĕсенчех редакцисенче тăрăшакан журналистсен йышĕ палăрмаллах чакнă. Сăмахран, «Чăваш коммунин» редакцийĕнче ултă пайран тăваттăшне çеç хăварнă. Çичĕ-сакăр çын вырăнне иккĕн тăрăшма пуçланă. Кун пирки Илья Алтын-Баш журналист та хăйĕн аса илĕвĕнче палăртнă.

«Коммунизм ялавĕ» /«Хыпар»/ хаçатра 19 çул ĕçленĕ, халĕ Чăваш кĕнеке издательствинче тăрăшакан Галина Матвеева иртнĕ кунсене аса илнĕ май фронтра пулнă журналистсем çинчен каласа кăтартрĕ. Михаил Якимов унăн асĕнче пуринчен те тарăнрах йĕр хăварнă. Галина Алексеевнăна фронтра пулнă журналистăн пысăк ăс-хакăлĕ, çынлăхĕ, профессири ăсталăхĕ, çав вăхăтрах сăпайлăхĕ тĕлĕнтернĕ. Унăн кашни сăмахĕ мĕне те пулин вĕрентсе каланăн туйăннă.

Михаил Николаевич Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах Хĕрлĕ çар ретне тăнă. Çарпа политика училищинчен вĕренсе тухсан ăна сывлăш-çар десантникĕсен бригадин хаçачĕн редакторĕ пулма çирĕплетнĕ, унтан — 61-мĕш арми хаçачĕн аслă литсотрудникне. Тула хули патĕнчи хаяр çапăçусенчен пĕринче йывăр аманнă вăл. Анчах нимĕнле сурана та парăнман. Михаил Николаевич каласа кăтартнинчен Галина Алексеевна çакна астăвать: тăшман пульли унăн чĕри патне чутах кăна çитеймен — ăна кăкăр умĕнчи кĕсйинчи хулăн блокнот тытса чарнă. Çапла, журналистсем çапăçу хирне пăшалпа çеç мар, блокнот-ручкăпа та тухнă.

Михаил Николаевича I степень Тăван çĕршыв вăрçин орденĕпе — икĕ хутчен, II степень Тăван çĕршывăн вăрçин орденĕпе, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, «Паттăрлăхшăн» медальпе наградăланă. Тăшманпа çапăçса Мускавран Берлина çитнĕ вăл, Эльба шывĕн леш енче Америка салтакĕсене тĕл пулнă. Çартан таврăнсан «Коммунизм ялавĕ» хаçатра ĕçленĕ: пай заведующийĕ, редактор çумĕ, 1953-1973 çулсенче — тĕп редактор. Мирлĕ ĕçре тăватă орден илме тивĕçнĕ.

— Михаил Николаевич виççĕмĕш хутри пӳлĕмре ларатчĕ, эпĕ – пиллĕкмĕшĕнче, — пĕрле ĕçленĕ çулсене аса илчĕ Галина Алексеевна. — Пĕррехинче çапла ун патне ĕçпе аннăччĕ. Вăл пӳлĕмре те урамра çӳремелли тумпахчĕ. «Ма хывмастăр курткăна? Ăшă вĕт», — терĕм. Курткине хыврĕ те кăкăр тулли орден-медальне курах кайрăм. Сăпайлăскер çакна редакцире кăтартса çӳресрен вăтаннă. «Ма аванмарланатăр?» — ыйтрăм эпĕ унран. Вăл вара мĕншĕн çапла тăхăнса тухни çинчен каласа кăтартрĕ. <...>

Лариса ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Çырла уйĕнче сывлăш та сиплĕ

Республикăри çырла çитĕнтересси юлашки çулсенче кăна вăй илме тытăнчĕ, апла пулин те производствăна самай ăнăçтаракан хуçалăхсем пур. Çийĕнчен çакна та палăртма кăмăллă: çырлаçăсем хăйсен аграри кооперативне йĕркеленĕ. Ăна Шупашкар районĕнче Хосантайра пысăк лаптăкра пылак та сĕтеклĕ çырла çитĕнтерекен фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ Арина Платонова ертсе пырать. «Чебоксарская ягода» кооперативра тăракансем тĕрлĕ ыйту сиксе тухсан пĕр-пĕрне пулăшма çăмăлраххине çирĕплетеççĕ. «Кооператив йĕркеленĕ май республика хыснинчен уйăракан гранта тивĕçме шанăç пысăкрах», — палăртрĕ Арина Игоревна.

Мĕн акатăн…

— Çĕр çырлине гектарĕ-гектарĕпе лартас ĕç мĕнрен пуçланчĕ? — юр çусан, ана каннă тапхăрта, вăхăт тупрăмăр ертӳçĕпе калаçма.

— Мăшăрăмпа Димăпа 2016 çулта пĕрлешрĕмĕр. Вăл, çемьешĕн яваплăха туяканскер, тупăш ытларах кӳрекен ĕç пуçарма ĕмĕтленетчĕ. Тутарстанри тусĕ чылай çул çырла ӳстерет. Унăн плантацийĕнче тĕрлĕ культура çитĕнет. Ăна кура Дима та çĕр çинче аппаланма шухăш тытрĕ. Çавăнпа çирĕплетсех калама пултаратăп: çĕр çырли ӳстерме мĕн чухлĕ тăкакланса еплерех тупăш илме май пуррине пуçра çавăрттараканни, шутлавсем ирттерекенни — упăшка. Вăл хулара, Çĕнĕ Шупашкарта, çитĕннĕ, çуллахи вăхăтра Сĕнтĕрвăрри районĕнче пурăнакан кукашшĕпе кукамăшĕ патне çӳренĕ. Çавăнпа çĕр ĕçĕпе ача чухнех çывăх паллашнă. Ахăртнех, «Мĕн акатăн — çавă шăтать» каларăша та аслă ăрури тăванĕсенчен ачалăх çулĕсенчех илтнĕ. Ĕç пирки калаçнă чухне вăл ăна час-часах аса илет. Шупашкар районĕнчи Пархикасси — манăн ачалăхăн сăпки. Аттепе анне Игорь Николаевичпа Валентина Владимировна эпир тăван тăрăхра пысăк лаптăк тара илсе çырла çитĕнтерме шухăш тытсан çĕр ĕçĕ пысăк тимлĕх ыйтни, тӳсĕмлĕх пайтах кирлĕ пуласси пирки асăрхаттарчĕç. Çапах шухăшланă утăмран чакмарăмăр. 2019 çулта Италире ĕрчетнĕ «Мурано» сортăн 10 пин калчине туянтăмăр. Çавăнтанпах çывăх çыннăмсем çуркуннерен пуçласа хура кĕркуннечченех пирĕнпе пĕрле уйра тăрмашаççĕ. Çемьере пиллĕкĕн çитĕнтĕмĕр. Тĕп киле шăллăм юлчĕ. Пĕртăвансемпе çывăх хутшăнса пурăнни тĕрлĕ ыйтăва сирме май парать. Çулла кашниех çемйипе уя çул такăрлатать. Аслисем çанă тавăрса ĕçе пикенеççĕ, ачасем тăраниччен çырла çисе сывлăхне çирĕплетеççĕ, хăйсем пултарнă таран вĕсем те пулăшаççĕ, — тăван килĕ çĕр кăвапи пулнине ав епле палăртрĕ Арина Игоревна.

Ачасем тенĕрен, мал ĕмĕтлĕ çамрăк çемье виçĕ пепке çитĕнтерет. Аслисем — йĕкĕреш Даринăпа Ратибор — ача садне çӳреççĕ. Çулталăк çурăри Радомир хальлĕхе амăшĕн çумĕнче аталанать. Тĕпренчĕкĕсем пĕчĕк пулин те Платоновсем вĕсене уй-хире час-часах илсе тухаççĕ. Çырла уйĕнче сывлăш та сиплĕ мар-и? Ратибор ашшĕ çумĕнче тĕрлĕ техникăн вăрттăнлăхĕсене пĕлесшĕн çунать. Ашшĕ пĕчĕк ывăлне ăна-кăна тыткаласа пăхма чармасть: çапла вăл та ял хуçалăхĕпе, çĕр ĕçĕпе çывăхланасса шанать. <...>

Ирина ИВАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.