Комментари хушас

17 Чÿк, 2021

«Хресчен сасси» 44 (2882) № 17.11.2021

Ĕçе тупăшлă йĕркелеме пулăшĕ

Чăваш Ен кăçал иккĕмĕш хутчен «Фермер шкулĕ» проекта хутшăнчĕ. Иккĕмĕш тапхăрпа вĕренме кĕнисем сĕтрен юр-вар хатĕрлессине, пулă ĕрчетессине алла илчĕç. Иртнĕ эрнекун вара вĕсем хăйсен проекчĕсене хӳтĕлерĕç.

«Фермер шкулĕ» Раççей ял хуçалăх министерствин, регионсен, аслă шкулсен, пысăк бизнеспа фермерсен АПК валли кадрсем хатĕрлемелли майсене пĕрлештермелли пĕрремĕш площадка шутланать. Çакна палăртмалла: пысăк мар республикăра фермерсен йышĕ ӳссех пырать. Çав шутран 80 проценчĕ Раççей ял хуçалăх банкĕпе ĕçлĕ çыхăну тытать. Хăйсен бизнесне тытса пыракансем, уçма хатĕрлекенсем «Фермер шкулĕ» проекта регионта ырласа йышăннă. Чăваш патшалăх аграри университетĕнче ун валли ятарлă пӳлĕм йĕркеленĕ, вĕренӳ оборудованийĕпе пуянлатнă.

Теорие ăса хывнипе пĕрлех ял бизнесне аталантаракансем республикăри тата ун тулашĕнчи паллă предприятисенче, фермер хуçалăхĕсенче пулса ĕç-хĕлпе паллашнă. Курни-илтнине ăса хывса кашниех бизнеспроект хатĕрленĕ.

«Фермер шкулĕнче» пĕлӳ илнисенчен нумайăшĕ бизнесра опыт пухнăскерсем. Кунта ял хуçалăх таварне туса илекенсем те, чĕр тавара тирпейлекенсем те пур. Вĕсем ĕç-хĕлне сарнă май шкулта вĕреннипе туллин усă курасшăн. Çĕнĕ специальноçа алла илни бизнеса тупăшлăрах йĕркелеме пулăшĕ.

Умри çул-йĕре, ĕç-хĕле витĕр курса-пĕлсе тăраççĕ пулин те бизнес-проекта хӳтĕлекенсем пăлханнине пытармарĕç. Вĕсенчен чылайăшĕ Чăваш патшалăх аграри университетĕнчен вĕренсе тухнă. Темиçе çул иртсен каллех парта хушшине ларма, комисси умĕнче проекта хӳтĕлеме тивни хумхантарать.

— 2012 çулта эпир çемье фермине уçрăмăр. Унччен сурăхсем усранă. Майĕпен качакасем те ĕрчетме тытăнтăмăр. 2014 çултанпа эпĕ аттен Леонид Ивановичăн фермер хуçалăхĕнче зоотехник пулса ĕçлетĕп. Вăхăт иртнĕ май çакна ăнлантăм: аш кăна туса илнипе аталанма йывăр. Ял хуçалăхĕнче тупăш тумалли майсем татах пур. Сăмахран, сурăх, ĕне, качака сĕчĕсенчен те сыр пĕçерме пулать. Çакна тума условисем çителĕклĕ. «Фермер шкулĕнче» сĕт юр-варне хатĕрлессипе пĕлĕве ӳстертĕм. Пире, фермерсене, çак ĕçе алла илме пулăшакансене, бизнеса тупăшлă йĕркелеме çул уçакансене — Раççей ял хуçалăх банкне, ЧР Ял хуçалăх министерствине, Чăваш патшалăх аграри университетне — тав тăвас килет, — терĕ Красноармейски районĕнчи Денис Посадский.

— Шкулта эпир сыр хатĕрлемелли технологие кăна мар, хамăр ĕçе мĕнле йĕркелесе тытса пымаллине те, продукцие тупăшлă сутмаллине те вĕрентĕмĕр. Пĕр шухăшлă ĕçтешсемпе паллашма та кăмăллă пулчĕ. Малашне те вĕсемпе çыхăну тытасса шанатăп. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   ♦


«Ĕçсĕр юласран хăрамастăп»

Çурçĕр, Мускав, Шупашкар… — пысăк шалуллă ĕç шыраса ăçта кăна çитмен Денис Борисов. Чун-чĕри вара тăван тăрăхах туртнă. Çамрăк Йĕпреç районĕнчи Пĕчĕк Упакассине таврăннă, фермер хуçалăхĕ йĕркелесе ĕне выльăх ĕрчетме тытăннă.

Тăван ял туртăмĕ

— Шупашкарта аслă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн ĕç шырама пуçларăм. Шел, тăван тăрăхра вырнаçайманран аякка çул тытма тиврĕ. Шалу вăхăтра, лайăх тӳлесен те чун-чĕрере лăпкă мар, Пĕчĕк Упакассинех таврăнас килет. «Пысăк укçа хыççăн хăваласах пурнăçăм иртет. Тăвансемпе те йĕркеллĕ курнăçаймастăп», — пуçран тухма пĕлмерĕ шухăш. Эпир çемьере виççĕн — икĕ хĕрпе пĕр ывăл — çитĕннĕ. Вĕсем, хулара тĕпленнĕскерсем, яла куçасси иккĕлентерет. Кун пек тĕп кил пушанса юлмĕ-ши? Ялта вара ĕçсĕр пурăнаймăн. Çавăнпа тăван енрех тупăш илмелли çулсем шырарăм. Çывăх çынсемпе хушма хуçалăха аталантарма тытăнтăмăр. Ĕнесен йышне ӳстерсех пытăмăр, сăвăнаканнисем 5 пуçа çитрĕç. Анчах кĕтӳ пысăкланнă май витере тăвăрланчĕ, вырăн çитми пулчĕ. Утă-улăм упрама та кансĕрччĕ, — пĕлтерчĕ Денис Сергеевич.

Çамрăк тĕплĕ шухăшланă хыççăн фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ, ялтах тымар янă. Тăванĕсем те пуçарăва ырласа йышăннă. Пĕри те тепри тухса кайсан Пĕчĕк Упакассинче ватăсем кăна юлĕç. Халĕ те çамрăксем ытларах аякка ĕçлеме çӳреççĕ.

— Ял хуçалăхĕпе кăсăкланакансем те пур. Пĕлĕшĕм акă хушма хуçалăхра сурăхсем ĕрчетет. Малашне, тен, фермер хуçалăхĕ йĕркелĕ-и? — терĕ Денис Борисов.

Фермер «Путиловка» хуçалăхăн кивĕ сысна фермине арендăна илнĕ. Вăрах вăхăт усă курманран витесем юхăнсах çитнĕ: алăкĕ-чӳречи те пулман. Йĕпе-сапара çурт тăрринчен шыв аннă. Çапах умри йывăрлăх çамрăка хăратман. Кивĕскерсене йĕркене кĕртме укçа-тенкĕ, вăй-хал самай хывма тивессине пăхмасăр ĕçе пикеннĕ.

— Малтанлăха пĕчĕк витене юсаса хушма хуçалăхри ĕнесене куçартăмăр. Выльăхсем хушăннă май каллех тăвăрланнăран пысăкрах витене йĕркене кĕртрĕмĕр. Халĕ унта та хĕсĕнчĕ, кĕтĕве хĕл каçарма тăвăрланчĕ. Çавăнпа юнашар çурта тăрăшсах юсатпăр. Çанталăк шăнтса яриччен хута ярасчĕ. Мĕн тăвăн, вун-вун çул хуçасăр ларнă фермăра юсамалли-тӳрлетмелли пайтах çав. Халĕ куçман пурлăха харпăрлăха куçарма документсем хатĕрлетпĕр, — ăнлантарчĕ фермер.

Хуçалăха аталантармашкăн патшалăх пулăшăвĕ курăмлă тĕрев пуласса аван ăнланнă вăл. 2018 çулта «Фермер ĕçне пуçăнакан» программăпа грант илме документсем тăратнă.

— Анчах конкурсра çĕнтерме балл çитменрен грант тивмерĕ. Йăнăшсене шута илсе 2019 çулта каллех документсем пуçтартăм. Хальхинче ăнчĕ, фермер хуçалăхне йĕркелеме патшалăх пулăшăвне — 3 млн тенкĕ — тивĕçрĕм. Укçапа трактор, пресс-подборщик, косилка, комбайн, ултă тына пăру туянтăмăр. Çĕнĕ трактор илнĕ, ытти хатĕр — усă курни. Йĕркеллех ĕçлеççĕ, — палăртрĕ вăл. Хăватлă техникăна типтерлĕ тытма тăрăшаççĕ. Кĕрхи ĕçсем вĕçленнĕ май комбайна çуса тасатнăран çĕнĕ пекех курăнать. Ытти оборудование те хĕле хирĕç тасатса управа лартнă.

Денис Борисовăн усă куракан çĕр 20 гектар ытла. Лаптăкра тырă, утă, кăшман, кавăн çитĕнтереççĕ. Уй-хирте туса илни йăлтах выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма каять. Малашне татах аталантарма, пай çĕрĕсене арендăна илме палăртать çамрăк. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   


Çемье савăнăçĕ

Патăрьел районĕнчи Анат Чакă ялĕнчи Наталия Елисеева фермер хуçалăхĕнче çак кунсенче 100 пуç выльăх вырнаçмалăх ферма уçăлнă.

Çĕнĕ ферма

Савăнăçлă пулăма Патăрьел районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Аслă Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Наталия Ермошкина, районти депутатсен пухăвĕн депутачĕ Николай Романов, ял çыннисем, районти ытти фермер хутшăннă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Сергейпе Наталия Елисеевсене пĕлтерĕшлĕ обћект уçнă ятпа саламланă май малашлăхри тĕллевсене пурнăçлама суннă. Ял хуçалăх предприятийĕсене, фермер хуçалăхĕсене, ял çыннисене патшалăх пулăшнине палăртнă. Хăйсен ĕçне пуçаракансенегрантсемпе, субсидисемпе тивĕçтернине пĕлтернĕ.
«Çакнашкал ферма хута янă май эсир çемьешĕн, ачăрсемшĕн малашлăха çул уçатăр. Вĕсем çитĕнсен тăван тăрăхрах тĕпленĕç, сирĕн ĕçе малалла тăсĕç. Ял мĕн авалтан çакăн пек аталаннă, пирĕн пуласлăх — çамрăксенче», — тенĕ вăл.

Фермăна хĕрлĕ хăю касса уçнă. Çак тивĕçе Елисеевсен кĕçĕн ывăлĕ Елисей пурнăçланă. «Елисей фермăна хута ярасса чăтăмсăррăн кĕтрĕ, — тенĕ çемье пуçĕ Сергей Николаевич.

— Вăл яланах пире пулăшма тăрăшать. Эпĕ те ачаран выльăх-чĕрлĕхе юрататăп. Астăватăп: шкулта вĕреннĕ чухне конюх пулма ĕмĕтленеттĕм. Çак юрату халĕ те çухалман, вăл малашне те упранса юлĕ. Ку ĕçре пĕччен нимĕн те тăваймастăн, çемйипех тăрăшатпăр. Витене хута яма тăвансем, юлташсем нумай пулăшрĕç. Вĕсене те тав тăватпăр». Фермер хуçалăхĕсене аталанма майсем туса панăшăн Елисеевсем район, республика ертӳçисене тав тунă, çитес вăхăтрах витене ĕне выльăхпа тултарма шантарнă. Фермăна вĕсем пĕлтĕр тума пикеннĕ. Иртнĕ çулах çемье фермине аталантарма паракан гранта тивĕçнĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе вырăнлă усă курнă. Обћектăн хакĕ 12,5 млн тенкĕпе танлашнă. Çĕнĕ вите паянхи пурнăç условийĕсене тивĕçтерет, тислĕк кăлармалли транспортер та вырнаçтарнă. Малашне Елисеевсем 6 ĕç вырăнĕ йĕркелесшĕн.

Патшалăх пулăшăвĕ

Сергей Николаевич та, Наталия Михайловна та нумай ачаллă çемьере çуралса ӳснĕ. Сăмах май, вĕсем пĕр урамрах, пĕрле выляса çитĕннĕ. Çапла, 25 çул пурнăç сукмакĕпе алла-аллăн тытăнса утать мăшăр. «Атте-анне нихăçан та выльăхсăр пурăнман. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп усранă. Пире пĕчĕкренех ĕçе юратма вĕрентнĕ. Ачаранах колхоз уй-хирĕнче лашапа утă-улăм турттараттăмăр. Ун чухне ытларах алă вĕççĕн ĕçленĕ. Çапах ĕлкĕрсе пынă. Паллах, аслисемпе пĕрлех ачасем те вăй хунă. Ман шутпа, ĕç çамрăка воспитани пама пулăшатех. Çавăнпа хамăр ачасене те пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтаратпăр», — пуçларĕ хăйĕн калаçăвне çемье пуçĕ.

Елисеевсен вити яланах тулли пулнă. Хăй вăхăтĕнче 3 лаша, 5 пуç ĕне, вăкăр, сысна йышлă усранă. Ĕçчен çемье кил-тĕрĕшре те, ĕçре те ĕлкĕрсе пынă. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.