Чăваш литературине вĕрентмелли çĕнĕ пособисем тухнă
Чăваш кĕнеке издательствинче тăван литературăна вĕрентмешкĕн çĕнĕ кĕнекесем тухнă.
1-мĕш класс ачисем валли кăларнă «Литература вулавĕ» кĕнекен авторĕсем — В.И. Игнатьева, Н.Н. Чернова тата Л.В. Николаева. Пĕчĕккисем валли вĕсем тĕрлĕ йышши хăнăхтарусем хатĕрленĕ. Кашни хайлав хыçĕнче çĕнĕ сăмахсене тата сăмах майлашăвĕсене вырăсла куçарни пур. Кашни темăрах — мĕнле те пулин çĕнĕлĕх.
5-мĕш класс ачисем валли хатĕрленĕ «чăваш литератури» кĕнекере вара — 7 тема. Кашнин умĕнчех — ваттисен сăмахĕ, вăл вĕренес темăна палăртать. Кĕнекере çыравçăн кĕске биографине, хайлавне, словарь панă, çĕнĕ сăмахсене чăвашла тата вырăсла ăнлантарнă. Çавăн пекех пултаруллă шухăшлава аталантармалли хăнăхтарусем те кĕртнĕ. Кĕнекен авторĕсем — А.А. Ядрицова, И.В. Ядранская, М.Г. Михуткина, Р.А. Мазикова. Вĕсемех 6-мĕш классен «Чăваш литературине» те хатĕрленĕ. Унта Марфа Трубинан, Георгий Орловăн, Геннадий Мальцевăн тата ытти çыравçăн пултарулăхĕпе тата хайлавĕсемпе паллаштарнă.
7-мĕш классем валли хатĕрленĕ «Чăваш литератури» кĕнекене «Тĕрлĕ халăх литератури чăвашла янăрать – Литература народов России звучит на чувашском» çĕнĕ ярăм кĕртнĕ.
10-мĕш класс ачисем валли те «Тăван литература» кăларăм хатĕрленĕ. Авторĕ — А.Ф. Мышкина. Кĕнеке вĕренӳ пособийĕнчен тата хрестоматирен тăрать.
Унсăр пуçне чăваш чĕлхине тăван чĕлхе пек вĕрентекен пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулсенчи кĕçĕн классем валли ĕç тетрачĕсем те кăларнă.
www.hypar.ru Чăваш кĕнеке издательствин сăн ÿкерчĕкĕ