Комментари хушас

15 Чÿк, 2021

Грантсем ачасене аталанма пулăшĕç

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев 2021 çул валли палăртнă ĕçсене пурнăçлас тĕлĕшпе тимлĕ пулмалли çинчен аса илтернинчен пуçларĕ. Ăçта кая юлни палăрать — Çĕнĕ çулччен юлнă уйăх çурăра ĕçе хастарлатмалла.

Ку строительство объекчĕсене те пырса тивет. Олег Николаев иртнĕ эрне вĕçĕнче хăй районсенче пулнине аса илтерчĕ. Муркаш районĕнчи Кашмашри шкула хута ярас тĕлĕшпе татса паман ыйтусем юлман темелле, Элĕкри ача сачĕ тĕлĕшпе вара апла калаймăн. Олег Алексеевич унта проектпа смета документацине улăштарма тивнине палăртрĕ — ку енĕпе чăрмавсем текех çук. Анчах унта бассейнсемпе, ФОКсемпе çынсем усă курас тĕлĕшпе канашлу ирттернĕ те, Олег Алесеевич шучĕпе, кашни ФОКра медицина офисĕсем туни вырăнсăр — ку енĕпе тивĕçлĕ сĕнӳсем хатĕрлеме хушрĕ.

Çак кунсенче «Артекра» çĕршыв шайĕнчи Президент пуçарнă «Пысăк тăхтав» проектăн черетлĕ тапхăрĕ вĕçленнĕ. Унта Чăваш Ен ачисем те йышлă хутшăннă — кун çинчен вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров каласа пачĕ. Проектра пĕтĕмпе 2,5 миллион ача хăйсен пĕлĕвĕпе пултарулăхне тĕрĕсленĕ, çав шутра пирĕн республикăран — 10 пин ача. Финала 15-ĕн тухнă, 5-шĕ çĕнтерӳçĕ ятне тивĕçнĕ. Министр кашнинех ятран асăнчĕ те — Шупашкарсемпе пĕрлех чи пултаруллисен йышне Çĕмĕрле тата Комсомольски районĕсен ачисем те кĕнине палăртма кăмăллă.

«Пысăк тăхтаври» çĕнтерӳ пысăк грантсемпе те сумлă: ачасене хăйсене 200-шер пин тенкĕпе хавхалантараççĕ, вĕсем вĕренекен шкулсем пĕрер миллион тенкĕ илеççĕ. Çавна май Республика Пуçлăхĕ çамрăк ентешсене регион чысне ăнăçлă хӳтĕленĕшĕн тав тунипе пĕрлех хайхи грантсем ачасене хăйсен проекчĕсемпе малалла ĕçлеме пулăшасси çинчен каларĕ.

www.hypar.ru
 

Рубрика: