Валентина Андреева: Çынна асра тытсан вăл ĕмĕр чĕрĕ пурăнать
Паллă поэтăн ĕçне малалла тăсакансем Чăвашра çеç мар, ют çĕр-шывра та йышлă
Шупашкара Аслă Британирен, Швецирен, Норвегирен Геннадий Айхи хайлавĕсене тĕрлĕ чĕлхене куçаракансем килсе çитрĕç. Вĕсене ЧР информполитика министрĕн çумĕ Любовь Шемарина, поэтăн йăмăкĕ Ева Лисина, Айхи фончĕн представителĕсем кĕтсе илчĕç. Хăнасем Чăваш Енре авăнăн 14-мĕшĕччен пулĕç. Çитес вăхăтра Питер Франс, Анника Бэкстрем, Микаэль Нюдаль, Гуннар Вэрнесс поэтăн тăван ялне çитсе курĕç, поэтăн вил тăприйĕ умĕнче пуç тайĕç, ытти мероприятие хутшăнĕç.
Ĕнер хаклă хăнасемпе Правительство çуртĕнче ЧР информполитика министрĕ Валентина Андреева тĕл пулчĕ. Çавăн пекех ют çĕр-шыв куçаруçисем журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕç.
- Хаклă туссем! Пурсăра та салам! - Аслă Британи çыннинчен чăваш сăмахĕсене илтме питех те кăмăллă пулчĕ. Питер Франс калаçăвĕнче Айхин йăхташĕсене, унăн тăван чĕлхине хисеплени туйăнчĕ.
- Çак сăмахсене Айхи 1989 çулта самолетра Чăваш Ене килнĕ чухне хăлхаран пăшăлтатнăччĕ. Тата тепĕр хут кунта килме тÿр килнĕшĕн савăнатăп. Çав вăхăтрах чунра лăпкă мар: юнашар тусăм çук, - терĕ вăл малалла. - Геннадий Айхин пултарулăхне çеç мар, пĕтĕм чăваш поэзине тĕнчере сарас тĕлĕшпе ĕçлеме тивни кăмăла çĕклет.
Питер Франс - Британи академийĕн тата Эдинбургри Король обществин членĕ, Митта Ваçлей премийĕн лауреачĕ. 1991 çулта Г.Айхи пухса хатĕрленĕ "Чăваш поэзийĕн антологине" акăлчанла кăларнă.
Антологие шведла куçарнă пултаруллă тепĕр çын - Уппсале университечĕн /Швеци/ филологи факультечĕн хисеплĕ докторĕ Анника Бэкстрем. Айхипе вăл 1990 çулта паллашнă.
- Мана ăна ун чухне хула кăтартма хушрĕç. Пĕр кун кунĕпех пĕрле çÿресе туслашсах кайрăмăр. Пирĕн патăмăрта килте те пулчĕ вăл, мăшăрăмпа - вăл та поэт, критик - паллашрĕ, - аса илсе каласа кăтартрĕ Анника Бэкстрем. - Малтан эпĕ чăвашсем пирки нимĕн те пĕлмен. Айхирен ыйта-ыйта çак халăхпа паллашрăм. Швеци те Чăваш Ен пекех пĕчĕк çĕр-шыв. Манăн шухăшăмпа - вĕсен хушшинче пĕр пеклĕх питĕ нумай. Тусăмăр хальхи вăхăтра пирĕнпе юнашар çукки чуна пусарать паллах. Çĕр çинче çакăн пек çын пурăнни, унпа пĕрле ĕçлеме тÿр килни, ун урлă чăвашсемпе паллашма пултарни мана питĕ савăнтарать.
Халĕччен Геннадий Айхин вырăсла çырнă сăввисене 50 ытла чĕлхене куçарнă. Нумаях пулмасть чăвашла сăввисене куçарас юхăм тапраннă. Швеци поэчĕ, критикĕ, куçаруçи Микаэль Нюдаль сĕннипе поэтăн ултă сăввине акăлчанла /Питер Франс/, норвегилле /Гуннар Вэрнесс/ куçарнă. Тăватă чĕлхепе /çÿлерех асăннă икĕ чĕлхесĕр пуçне тата чăвашла, шведла/ янăракан хайлавсене уйрăм кĕнекен пичетлесе кăларнă.
- Çак кĕнеке - Айхи поэзийĕ тавра калаçас килнин çимĕçĕ. Çулталăк каялла Ева Николаевнăпа виçĕ эрнене яхăн ĕçлерĕмĕр. 36 сăвă пăхса тухрăмăр. Пĕрле вуларăмăр, Ева Николаевна эпĕ ăнланман вырăнсене уçăмлатрĕ, - ĕç-хĕл пуçламăшĕпе паллаштарчĕ Микаэль Нюдаль. - Шел, Айхи чĕррисен хушшинче çук. Унăн поэзийĕн тивлечĕпе сирĕнпе тĕл пулма тÿр килнишĕн питĕ савăнатăп.
Çакнашкал ăшă тĕл пулу Айхи сăввисем янăрамасан пушă иртнĕ пулĕччĕ. "Вун пилĕк çултан" сăвă тăватă чĕлхепе янăрĕ.
Мĕншĕн йышлă сăвăран шăпах çак улттăшне суйласа илнĕ-ха ют çĕр-шыв куçаруçисем? Микаэль Нюдаль татăклă хурав параймарĕ.
- Пĕтĕмпех туйăм шайĕнче пулса иртнĕ ахăртнех, - терĕ çеç. - Халĕччен вырăсла сăвăсемпе кăна ĕçленĕ. Вырăс чĕлхине ăнланатăп эпĕ. Çавăнпа сăвăсемпе кăнттамрах та пулаятăп. Чăвашлисемпе черченкĕрех пулма тиврĕ, мĕншĕн тесен чĕлхене пĕлместĕп. Кăнттамлăх чăваш чĕлхин кĕвĕлĕхне, сĕткенлĕхне пĕтерсе хунă пулĕччĕ.
Норвеги поэчĕ Гуннар Вэрнесс Геннадий Айхипе 2005 çулта паллашнă.
- Çак тĕл пулу маншăн пĕрремĕш тата юлашки пулчĕ, - хурлăхлăн палăртрĕ вăл. - Вăл вырăсла çеç çырманнине, унăн чăвашла çырнă сăвăсем те пуррине пĕлсен питĕ тĕлĕннĕччĕ. Çакăн хыççăн вăл манăн ăнлавра чăн-чăн поэт пек уçăлса кайрĕ. Çулталăкра пĕр хутчен Айхи ман тĕлĕке килет. Кашнинчех чĕрĕ пек. Çавăнпах вăл пирĕн ĕçе хутшăннăн туйăнать.
Гуннар Вэрнесс поэт тата редактор 2008 çулта Анника Бэкстремпа тата Микаэль Нюдальпе пĕрле Г.Айхин "Разговоры на расстоянии" хайлавне шведла куçарнă.
Юлашкинчен Ева Лисина пиччĕшне, унăн пултарулăхне сума сăвакансене, хайлавĕсене тĕнчери халăхсене вĕсен тăван чĕлхипе вулама майсем туса паракансене пысăк ĕçшĕн тав турĕ:
- Йывăр вăхăтра Гена яланах чăвашла çыратчĕ. Çавăн пек самантсенче хайланисем 18 сăвă пур. Вĕсенче унăн чунĕ туллин курăнать. Куçаруçăсем - чăн-чăн ăстасем. Пысăк тав сире!
"Çынна асра тытсан вăл ĕмĕр чĕрĕ пурăнать", - тĕл пулăва пĕтĕмлетнĕ май палăртрĕ информполитика министрĕ Валентина Андреева. Çапла пуласси иккĕлентермест: Айхи ĕçне малалла тăсакансем, унăн пултарулăхне асра тытакансем Чăваш Енре çеç мар, ют çĕр-шывсенче те йышлă.
Валентина БАГАДЕРОВА.
Сергей ЖУРАВЛЕВ
сăн ÿкерчĕкĕсем