«Чăваш хĕрарăмĕ» 44 (1221) № 11.11.2021
Юрату капкăнĕнче
Интернет пирĕн пурнăçа ытларах та ытларах кĕрсе пырать. Аякри те çывăхри тус-тăванпа, пĕлĕш-тантăшпа калаçмалли-хутшăнмалли ансат меслет кăна мар ку паян. Çĕнĕ йышши технологисемпе усă курса пин-пин тĕрлĕ информаци шыратпăр тĕнче тетелĕнче. Кулленхи пурнăçра та пысăк вырăн йышăнчĕ вăл: кунтах канатпăр, кунтах ĕçлетпĕр. Юрату та çакăнтах шыракан сахал-и тата?..
Тĕрлĕ сайтпа, социаллă сетьпе усă курса çамрăксем те, аслă ӳсĕмрисем те тĕрлĕ кĕтесре вырнаçнă çынсемпе хутшăну йĕркелеççĕ. Çапла туслăх çуралать, тепĕр чухне — юрату та. Анчах хăть те мĕнле медалĕн те икĕ ен пур-çке. Телей тупнипе пĕрлех инкек те тӳсет чылайăшĕ. Ара, шăпах интернет урлă улталасси анлă сарăлнă паян. Савни шыранă май шар курнисем пирки сăмах пуçарас килет. Пушшех те, юлашки вăхăтра кунашкал тĕслĕхсем çинчен ШĔМ пресс-служби те час-часах пĕлтерет.
Акă Карелире пурăнакан хĕрарăм пĕр сетьре тĕрлĕ ятпа «çӳренĕ». Чăваш Енре пурăнакан арçынна икĕ хутчен те улталанă вăл. Красноармейски районĕн 32 çулти каччи Мускавра пурăнакан хĕрпе интернетра çулла паллашнă. Чиперккене шăпа парни вырăнне хурса ăна ашшĕ-амăшĕпе паллаштарма хăнана чĕннĕ. Хирĕçлемен пике, анчах çул укçи ярса пама ыйтнă. 4 пин тенке илсенех çыхăнăва татнă вăл. Каччă пулса иртни çинчен полицие пĕлтерме васкаман-ха. Каярах яш Чулхулара пурăнакан хĕрпе пĕр чĕлхе тупнă. Тĕлĕнмелле те — ăна та васкасах качча тухма ыйтнă. Ку пике те арăм пулма хирĕçлемен. Çапах каччă тăкаксене саплаштарма 8700 тенкĕ куçарса парсан та çула тухма васкаман вăл.
Районти полици ĕçченĕсем шырав йĕркеленĕ май каччăна икĕ хутĕнче те Карелире пурăнакан 26 çулти пике улталанине палăртнă, служба командировкине кайсан ăна тытса чарнă. Чиперук социаллă сетьсенче тĕрлĕ ятпа регистрациленнĕ, арçынсенчен укçа ыйтса илмелли хăйне евĕр «бизнес» йĕркеленĕ.
Тепĕр тĕслĕхре вара Нигери арçынни айăпа кĕнĕ. Пысăк укçапа çыхăннă ултавшăн айăпланă ăна. Шупашкарта пурăнакан хĕрарăмпа иккĕшĕ интернетра паллашнă. Çыру çӳретнĕ май хĕрарăма хаклă япаласем, капăрлăхсем тултарнă посылка ăсатнине ĕнентернĕ. Çак ĕçе пурнăçланă май сиксе тухнă кăлтăксене сирме хĕрарăмран çур миллион тенкĕ ытла укçа ыйтса илнĕ те… çухалнă. ЧР ШĔМ уголовлă шырав управленийĕн ĕçченĕсем Нигерире çуралса ӳснĕ 29 çулти каччă йĕрĕ çине ӳкнĕ, Мускав облаçĕнчи Балашихăра тытса чарнă ăна. <...>
Татьяна НАУМОВА.
♦ ♦ ♦
Кун та иртет, çĕр те…
Сакăр теçетке урлă каçнă, тăхăр теçеткене çывхаракан кинемей çапла тĕрĕс те илемлĕ çырма пултарнине малтанах «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие йĕркелекенсем ĕненесшĕн те пулман. 87 çулта пулнă ун чухне Валентина Ивановна. Радио умне вырнаçнă та текста шăрçаласа хут çине куçарса кăна пынă вăл. Кинĕ шкултан таврăнсан ăна кирлĕ çĕре яма ыйтнă. Акци иккĕмĕш çул иртнĕ чухне пулнă ку. Çакăн хыççăн диктанта сиктермен хисеплĕ ватă. Кăçал кăна хутшăнман унта — алли япăх вылянăран çыру илемсĕр пулассăн туйăннă ăна.
Комсомольски районĕнчи Элпуçĕнче пурăнакан Валентина Димитриева /хĕр чухне Самарина/ халĕ — 95 çулта. 1926 çулхи юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Çатракасси ялĕнче вăтам хресчен çемйинче çуралнă вăл.
— Кунта та, Сĕнтĕрвăрринче те мар — Октябрьски районĕнче çитĕннĕ эпĕ, — тет шӳт туйăмне çухатманскер. — Атте-аннепе ӳснĕ эпир. Çут тĕнчене килекен ачисем тата та йышлăрах пулнă-ха, тăххăрăшĕ пурăннă. Эпĕ — тăваттăмĕш. Пысăк йышпа вылянă та, çапăçнă та пуль. Ĕçре те тунсăх пусман. Атте ватăччĕ те ăна фронта илсе кайман. Аслă пичче вăрçăчченех салтака кайнă, тăшманпа Белоруссире çапăçнă, кайран унтах пурăнчĕ, унтах вилчĕ. Ман умĕнхи пиччене çара 1942 çулта илсе кайрĕç. Аманнăскер Польшăра госпитальте вилнĕ. 9 ачаран пĕчченех юлтăм халĕ.
Шкул хамăр ялтахчĕ. 7 класс таранах вĕрентетчĕç унта. Таçта аякка çӳремен эпир. 8-мĕш класа вара 15 çухрăмри Шĕнерпуçне кайрăм. Октябрьски çывăхрахчĕ, 9-мĕшне унта çӳреме тĕв тунăччĕ, анчах вăрçă тухрĕ те вĕренесси пулмарĕ. Пире, çамрăксене, Сĕнтĕр районĕнче çул тунă ĕçе явăçтарчĕç. 1942 çул çитсен хамăр ялти пилĕк-ултă хĕр Сĕнтĕрвăрри хулине фельдшерсен шкулне вĕренме тухса кайрăмăр. Виççĕмĕш çулхине ăна Шупашкара куçарчĕç. Вĕренсе пĕтернĕ тĕле арçын ачасем юлмарĕç те — вĕсене фронта ăсатса пĕтерчĕç. 1945 çулхи çу уйăхĕнче вăрçă чарăнчĕ, çĕртме уйăхĕнче ятарлă пĕлӳ илни çинчен калакан хутсене пачĕç. Унпа пĕрле — направлени те, — каласа кăтартать пурнăçра хура-шур самай курнă Валентина Ивановна.
Çапла çамрăк фельдшер Комсомольски районĕнчи тĕп больницăна лекнĕ. 3-4 уйăх медсестрара ĕçленĕ вăл, кун хыççăн тата 3-4 уйăх — Кĕтне Пасарĕнче. 1946 çулхи нарăс уйăхĕнче Элпуç тăрăхне янă ăна.
— Килтĕм те: икĕ ялĕ — чăваш, пĕри — тутар. Ĕçлеме ятарлă çурт та, хут та çук. Малтан хваттерте ĕçлекелерĕм. Унтан мечĕтре вырăн пачĕç. Ял канашĕ пĕчĕк йывăç çуртра вырнаçнăччĕ. Унта вăй хуракансем хăйсене валли урăх çурт тупрĕç те — мĕн фельдшер пункĕ тăвичченех çак кĕтесре кăштăртатрăмăр.
Малтанах, ĕçлеме пуçласан, ай-яй! çăмăл марччĕ. Хальхи пек тасалăх пулман ун чухне. Ĕне пăруласан ăна пӳрте кĕртсе сунă. Ун айĕнче путексем чупнă. Пыйтăпа кĕрешме тиветчĕ. Шкулта ачасене тĕрĕслесех тăраттăмăр. Трахома мĕнне паянхи çамрăксем пĕлмеççĕ — ун чухне вăл та асаплантарнă халăха.
Вăрçă чарăнсан арçынсем пĕчĕккĕн таврăнма пуçларĕç те — пĕрин хыççăн тепри йыш хушăнма пуçларĕ. Чăваш та, тутар та ача йышлă çуратнă. Пиллĕкрен кая пулман кашни килте. Пире акушерство вĕрентмен-çке. Мĕн тумалла? Ача çуратма пулăшмалла вĕт. Хĕрарăмсене çăмăлланма пулăшакан эпи карчăк пурччĕ. Ăна та, мана та чĕнетчĕç. Унран куркаласа хăнăхса кайрăм та — 38 çулта мĕн чухлĕ ача çураттарнă! Темĕн те курнă. Пĕр каçра икшер хĕрарăм патне çитни те пĕрре мар пулнă, — аса илет ĕç ветеранĕ.
Валентина Ивановна хăй виçĕ хĕрне кун çути парнеленĕ. 7 мăнукĕпе, 11 кĕçĕн мăнукĕпе савăнса пурăнать паян. <...>
Татьяна НАУМОВА.
♦ ♦ ♦
Юратать, юратмасть...
...Çул çитмен çамрăк килтен тăтăш тухса каять. Вăл ăçта кампа çӳренине çывăх çыннисем те пĕлмеççĕ. Хайхискер амăшĕ ăса вĕрентнине итлесшĕн мар. Аçаçури калани пуш сăмах вырăнĕнчех уншăн.
«Статистикăна пăхас тăк — ятарлă органсенче шута илнĕ çул çитмен çамрăксенчен нумайăшне тăван мар ашшĕ е амăшĕ çитĕнтерет. Вăхăт иртнĕçемĕн килте тĕрлĕ сăлтава пула хирĕçӳ сиксе тухать. Тен, çывăх çыннăн юлташ тупăнни, унпа пĕрле пурăнма лекни килĕшмест ачана? Юттине йышăнасшăн мар вăл. Паçăрхи тĕслĕх патне каялла таврăнса çакна палăртас килет: ку çемьепе психолог ĕçлет. Килти лару-тăрăва лайăх енне улăшта-рас тĕллевпе ШĔМ ĕçченĕсене те, медицина тытăмĕн специалисчĕсене те явăçтаратпăр», — каласа кăтартать Шупашкарти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен комплекслă центрăн çемьепе тата ачасемпе ĕçлекен уйрăмăн ертӳçи Алла Дмитриева. Кунта «Çемье çыхăну центрĕ» грант проектне пурнăçа кĕртеççĕ. Çак ĕç йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене пулăшу кӳрекен фондăн конкурсĕнче çĕнтернĕ.
Тăватă ачаллă тулли мар çемье, сăмахран, республикăн пĕр районĕнчен Шупашкара тинтерех куçнă. Тĕпренчĕксен амăшĕ саккунсăр упăшкапа пурăннине, ку йыш хваттер тара илнине, хĕрарăм ĕçкеленине социаллă центра пĕлтернĕ. Çавăнпах специалистсем ку çемьене хăйсен хӳттине илме тĕв тунă. Амăшĕпе телефонпа çыхăннă. Вăл малтан калаçма килĕшнĕ, кайран çыхăнăва татнă. Центр ĕçченĕсем йышлă çемье пурăнакан хваттере çитнĕ. Ун чухне хĕрарăм эрех ĕçни палăрнă. Çавăнпах çак çемьене куçран вĕçертмеççĕ вĕсем. Çитменнине, ачасен амăшĕ урăх хваттер шыранине пытарман. Ăна, чи малтанах, нарколог пулăшăвĕ кирлĕ.
Алла Владимировна йывăр лару- тăрăва лекнĕ, нумай ачаллă çемьесенчи пепкесене, йĕркене пăсма пултаракан ушкăнри тĕпренчĕксене социаллă центрта вăхăта усăллă ирттерме пулăшнине калать. Вĕсене ал ĕç тума хăнăхтараççĕ. Тĕрлĕ ӳсĕмрисем валли викторина, конкурс, спорт ăмăртăвĕсем йĕркелеççĕ. Ачасемпе психологсем ĕçлеççĕ.
Ывăл-хĕрĕн çывăх çыннисене те айккинче хăвармаççĕ. Проектпа килĕшӳллĕн, «Çемье А-ран пуçласа Я таранччен» клуб уçнă. Çакăнта çемье пурнăçне ырă витĕм кӳрекен специалистсене ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулăва чĕнеççĕ. Тĕслĕхрен, нарколог сăмах илет. Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланиччен шкул ачисен çывăх çыннисемпе психолог тĕл пулнă. Ыйту-хурав форматпа калаçу йĕркеленĕ.
Социаллă центрти волонтерсем те çак ĕçе хăйсен тӳпине хываççĕ. Халăх йышлă çӳрекен вырăнсенче брошюрăсем валеçеççĕ. Унти сĕнӳ-канаш инкекрен сыхланма пулăшасса шанас килет.
Ку тытăмри специалистсем нумай программăна пурнăçа кĕртнине каласа хăвармалла. Сăмахран, декретри амăшĕсемпе тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Пепкесем валли ăсталăх лаççисем ĕçлени витĕмлĕ. Çакăнта, сăмахран, тĕрлĕ мелпе ӳкерчĕк хатĕрлеме май пур. <...>
Марина ТУМАЛАНОВА.
♦ ♦ ♦
Киле пăхса кин пырать
Патăрьел районĕнчи Туçа ялĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ вăхăтра хĕр, паллах, аслă пĕлӳ илме ĕмĕтленнĕ. Çак çутă ĕмĕтех ăна И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне илсе çитернĕ. Вăл вăхăтра аслă шкулта тӳлевлĕ майпа вĕренес йĕрке çукчĕ-ха. Çавăнпа хăвăн вăйна, ăс-тăнна кăна шанма тиветчĕ. Шкулта аван ĕлкĕрсе пынă пулин те вĕренме кĕмелли экзаменсем ай-яй! шиклентеретчĕç /иртнĕ ĕмĕрĕн сакăр вуннăмĕш çулĕсенче Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем пирки тĕлленмен те/. Шкулта илнĕ çирĕп пĕлӳ хĕре студентсен йышне лекме пулăшнă — Галина Салмина /хĕр чухнехи хушамачĕ/ çапла историпе филологи факультечĕн библиографи уйрăмĕнче ăс пухма пуçланă.
Çамрăклăх
Çунатлă çамрăклăх… Малтан мала, çӳлтен çӳле чĕнет вăл. Çунатсăрах вĕçес, сăлтавсăрах кулас-юрлас килет. Начарри пирки никам та шухăшламасть. Чир- чĕре никам та ыйтса илмест те… Кĕтмен-туман çĕртен сывлăхĕ хавшанипе Галина больницăна çакланать, урине операци тума лекет. Академи отпускĕ илсе хăйĕн курсĕнчен каярах юлать вăл, çапах та çине тăрсах вĕренет, алла диплом илет.
Пĕр шухăшласан, мĕн тери кăсăклă вăл — пурнăç. Тепĕр чухне пач кĕтмен еннелле çавăрттарать урапине. Ял пурнăçне курса, йывăр ĕçре пиçĕхсе ӳснĕ хĕрсем хулара пурăнма ĕмĕтленеççĕ. Анат енчи районсен çамрăкĕсем пушшех хулари хăтлă хваттерте тĕпленме ăнтăлаççĕ пек туйăнать. Ара, ачалăх сухан йăранĕ çинче пилĕк авсах иртет вĕт. Çакă çăмăл тетĕр-и? Галинăран вăхăтĕнче миçе гектар çинче сухан ӳстернине ыйтрăм та, вăл аллипе кăна сулчĕ. «Ай-уй, кам шутланă ăна ача чух? Вĕçĕ-хĕрри курăнмастчĕ — çавна лайăх ас тăватăп. Тата аннем Зоя Игнатьевна калани асра. «Ачамсен ачисен сухан çинче ĕçлемелле ан пултăр», — тетчĕ». Çак сăмахсенченех çĕр ĕçĕ мĕн тери йывăрри палăрать. Хальхи пек техника аталанман вĕт ун чух. Ытларах алă вĕççĕн пурнăçлама тивнĕ. Çавăнпа та çамрăксем ун чухне хулана туртăннинчен тĕлĕнме кирлĕ мар-тăр. Паллах, çанта-лăк условийĕсем чипер пулсан, çимĕçе йĕркеллĕ вырнаçтарсан тупăшне самаях парать сухан — ахальтен мар ку тăрăхри кил-çурт мĕн авалтан капмарлăхĕпе палăрса тăрать. Галинăна та хула пурнăçĕ илĕртнĕ-тĕр. Чăваш чĕлхи уйрăмĕнче вĕреннĕ пулсан та библиотекăра хăть Мускавра ĕçлеме пулать вĕт. Пушшех те — ыратакан урапа ялта çăмăлах пулмĕ. Ах, çав шăпа тени! Юлташĕсем Шупашкарта ĕç тупса вырнаçса юлаççĕ, Галинăн вара яла çул тытма лекет. Мăшăрĕ Николай — Шупашкар районĕчи Мамка ялĕн каччи, тĕпкĕч. Унтан та ытла, хунямапа, хуняçапа пурăнма лекет çамрăк арăмăн. <...>
Маргарита ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
Йăлтăрти куçра — савăнăç
Шупашкарта пурăнакан Вера Иванова, 93 çулти ĕç ветеранĕ, хăйĕн патне çамрăк волонтерсем хăнана пыма кăмăл тусан хирĕç пулман. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Çамрăк гвардийĕн» хастарĕсем Андрей Шакуловпа /организацин регионри уйрăмне хальхи вăхăтра шăпах вăл ертсе пырать/ Мария Иванова хисеплĕ ватă патне Асанне-кукамайсен тата асатте-кукаçисен пĕтĕм тĕнчери кунĕнче, юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче, пырса çитнĕ. Пушă алăпа та мар: Вера Ивановнăна волонтерсем хальхи йышши пылесос парнеленĕ. Унпа кавир-паласа çума та май пур. Çийĕнчен йăлара усă куракан хатĕр çăп-çăмăл. Унпа мĕнле ĕçлемеллине çамрăксем кăтартса парсанах ӳсĕмĕпе пĕр ĕмĕр еннелле сулăннă хĕрарăм «асамлă моторпа» хваттерти тусана савăнсах пуçтарма пуçланă. Пурнăçра вара кил-çуртра тасатмалли-тирпейлемеллипе танлаштарсан чылай кăткăсрах ĕçе пайтах пурнăçлама тивнĕ чăваш хĕрарăмĕн.
Хаклă парне
Красноармейски районĕнчи Арçунакасси ялĕнче кун çути курнăскер Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Çĕрпӳри ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ. Çавăн чухне хĕр Хусан хӳтĕлев чиккине тăвас ĕçе те хутшăннă. «Анне окоп чавни çинчен каласа паратчĕ. Çамрăкрах чухне эпир траншейăсем мĕн тума кирлине пуçа та илмен, ыйту парса ытлах тĕпчесе те пĕлмен. Халĕ аннен сывлăхĕ хавшанă май пурнăçра пулнă чылай самант манăçнă», — вăхăт хăйĕнне илнине палăртать тыл ĕçченне ватлăхра тимлĕхсĕр хăварман хĕрĕ Алевтина Ивановна. Вăл та «Çамрăк гварди» хастарĕсен кăмăллă парнишĕн амăшĕнчен кая мар хĕпĕртенине палăртрĕ. Ватă çынна чылай ĕçе хăй тĕллĕн пурнăçлаттарма тăрăшнипе мар, шăм-шакне хускатмалли хушма мел тупăннипе савăннă вăл.
«Вера Ивановнăна кӳнĕ евĕр тимлĕхпе эпир çамрăк ăру аслисем çинчен манманнине, вĕсене хисепленине палăртасшăн. Паллах, ватă çынсене тĕрлĕ пулăшу кӳресси — пирĕн тивĕç. Балкон-чӳрече çуса, лавккаран апат-çимĕç çитерсе паратпăр-и — кĕмĕл ӳсĕмрисен кирек мĕнле пуçарăва пурнăçа кĕртсен те кăмăлĕ лайăхланнипе куçĕ шывланать», — волонтер ĕç-хĕлĕн пĕр енне сӳтсе явнă май уçăмлатать общество пурнăçне 3-4 çул питĕ хастар хутшăнакан Андрей Шакулов.
Новосибирскра çуралса ӳснĕ йĕкĕте шăпа Чăваш Ене пачах ăнсăртран çавăрса килмен. Андрейăн ашшĕ-амăшĕ пирĕн тăрăхра çуралса ӳснĕ. Ашшĕ Андрей Егорович çар çынни пулнă май служба тивĕçĕсемпе тĕрлĕ çĕре çитнĕ. Тăван тăрăха кайма хушу пулсан çемье те Шупашкара куçнă. Хулари 2-мĕш лицейре юридици класĕнче пĕлӳ илнĕ хыççăн Шакуловсен ывăлĕ Андрей Мускаври Правосу-ди академине вĕренме кĕнĕ. Магистратура хыççăн çамрăк И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче аспирантурăра пĕлĕвне тата тарăнлатма тĕв тунă.
Йĕкĕт «Çамрăк гварди» йышне лекнин — хăйĕн историйĕ. Шупашкар хула пĕр депутачĕн пулăшуçинче тăрăшнăскер малтан республикăри çамрăксен парламенчĕн ĕç-хĕлне, каярах «Пĕрлĕхлĕ Раççей» çумĕнчи яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç юхăмне иленнĕ.
Кăçалхи ака уйăхĕнче «Çамрăк гвардин» ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçласа пыма сĕнсенех Андрей Шакулов малаллахи ĕçе йĕркелесси çинчен шухăшлама тытăннă. Малтанхи проекта — юрăхсăра тухнă батарейкăсене пуçтарассине — Мускаври Тĕп штаб ырласа йышăннă. Республикăри кашни районтах администраци çуртĕнче çакăн валли ятарлă савăт вырнаçтарнă. Çулталăк вĕçĕнче пухăннă батарейкăсене Челябинска ятарлă завода ăсатĕç. <...>
Ирина ИВАНОВА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...