Комментари хушас

8 Чÿк, 2021

Сольфеджио конкурсĕнче – 3-мĕш

Чулхулари П.И. Чайковский ячĕллĕ ача-пăча музыка шкулĕ «Solfegno corretto» Уçă конкурс ирттернĕ.

Раççей шайĕнчи конкурса Шупашкарти В.П. Воробьев ячĕллĕ ача-пăча музыка шкулĕн вĕренекенĕ Александра Николаева хутшăннă. Вăл пултарулăх ăмăртăвĕн икĕ турне тухса 3-мĕш степень лауреачĕ пулса тăнă. Палăртмалла: конкурс онлайн мелпе иртнĕ, çавăнпа унта хутшăнакан кăçал тата ытларах пулнă.

www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: