Каллех пушар алхаснă
Иртнĕ канмалли кунсенче Канашри пилĕк хутлă çуртра пушар тухнă.
Çулăм икĕ пӳлĕмлĕ хваттере сиенленĕ. 58 çулти арçынна сĕрĕм тивнĕ, ăна медицина пулăшăвĕ кирлĕ пулнă. Пушара сӳнтернĕ вăхăтра çуртран 8 çынна илсе тухнă, вĕсен шутĕнче — 2 ача. Çав кунах Канаш районĕнчи Шăхасанта уйрăм çурт çуннă, пĕтĕм пурлăх вутпа кĕлленнĕ. Çулăм пирус туртнă чухне асăрханманнипе тухма пултарнă.
Сăмах май, çулталăк пуçланнăранпа республикăра 1404 пушар тухнă, 25 миллион тенкĕлĕх тăкак кӳнĕ. Çулăма пула 71 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 63-шĕ суранланнă. 141 çынна çăлнă.
www.hypar.ru Mchs.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕсем