Экологи вăййи – çут çанталăкшăн
Юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа чӳкĕн 22-мĕшĕччен Чăваш Енре «Хĕрлĕ кĕнеке — Хĕрлĕ» экологи вăййи иртет.
Конкурса 5-6, 7-8, 9-10-мĕш класс ачисем тата 1-2-мĕш курс студенчĕсем хутшăнма пултараççĕ. Вĕсем икĕ енпе ăмăртĕç. Пĕрремĕшĕ — онлайн викторина. Иккĕмĕшĕ — «Хĕрлĕ кĕнекен страницисем тăрăх» класс тулашĕнчи мероприятисен конкурсĕ.
Çак ăмăрту чи нумай пĕлекенсене палăртма çеç мар, ачасене çут çанталăка юратма та хăнăхтарать.