Комментари хушас

3 Чÿк, 2021

«Хыпар» 122-123 (27855-27856) № 03.11.2021

Сергей АРТАМОНОВ: Пĕрле ĕçлекенсенчен пуçарулăх кĕтетĕп

Кашни çулах кĕр мăнтăрĕпе Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне паллă тăватпăр. Савăнăçлă мероприятии паян, чӳк уйăхĕн 3-мĕшĕнче, Шупашкарти Оперăпа балет театрĕнче иртет. Йăлана кĕнĕ тăрăх уяв умĕн ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕпе — ял хуçалăх министрĕпе Сергей Артамоновпа тĕл пултăмăр. Уншăн пĕр ыйту та кĕтменлĕх пулмарĕ, кашнинех туллин хуравларĕ. Вăл мĕн пур цифрăна асра тытнинчен тĕлĕнтĕмĕр. Чăннипех те, пысăк опытлă ертӳçĕ хăйĕн вырăнне тупнă тесе çирĕппĕнех калама пулать.

— Çулталăк хресченшĕн çăмăл пулмарĕ. Çанталăк типĕ тăнине пула пӳлмене тырпул, управа çĕр улми палăртнинчен сахалрах кĕчĕ...

— Кашни калаçăва çулталăк çăмăл пулмарĕ тесе пуçлатпăр. Тĕрĕссипе, пирĕн çанталăка пăхмасăр ĕçлеме вĕренмелле, улшăнусене яланах хатĕр пулмалла. Çакна ăнланакансем типĕ тăнине пăхмасăрах пĕлтĕрхинчен кая мар пахча çимĕç туса илчĕç. Мелиораци аталанăвĕн программи паян шăвармалли оборудовани туяннăшăн тăкаксен 70% таран саплаштарма май парать. Унпа усă курса пысăк тухăç илме пулать. Паллах, тыр-пул анисене шăвараймастăн. Пĕлтĕр кашни гектартан 33 центнер тĕш тырă илнĕ пулсан, кăçал кăтарту самай сахалрах — 19,6 центнер. 2020 çулта рекордлă виçе — 961 пин тонна — тĕшĕлерĕмĕр. Паянхи кун ампар виçипе 540 пин тонна тыр-пул пухса кĕртнĕ. Çĕр улми тухăçĕ — 190 центнер, пĕлтĕр пĕр гектартан 230 центнер илнĕччĕ. Тухăç пĕчĕккине пула тыр-пул, пахча çимĕç хакĕ хăпарчĕ. Çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсем, удобрени хакĕ ӳснине пăхмасăр кăçал хуçалăхсем хăйсене лайăх туяççĕ. Анчах тыр-пул, утă-улăм туса илмесĕр выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен предприятисене çăмăлах пулмĕ. Чăх-чĕп ĕрчетекен предприятисем çакна уйрăмах туйса илĕç.

— Çавна пулах аш-какай туса илесси чакмĕ-и?

— Пĕлтĕр чăх какайĕ туса илессипе кăтарту начарччĕ, кăçал лару-тăру улшăнасса кĕтетпĕр. Тинех «Чăваш бройлерĕ» предприятин хуçи тупăнчĕ, çуркунне кунта чăх-чĕп ĕрчетме тытăнмалла. «Юрма» предприятире те улшăнусем пулмалла. Тĕрĕс ĕçлесе кайсан аш-какай ытларах туса илĕпĕр. Паян выльăх апачĕ йӳнĕ мар: 1 килограмм 3-мĕш класлă тулăшăн 17,7 тенкĕ ыйтаççĕ, фуражлăх тырăшăн — 18-19 тенкĕ. Кăçалхи çĕнĕлĕх: патшалăх мăйракаллă шултра выльăх тытакан хуçалăхсене апат туянса тăкакланă укçатенке 50% таран саплаштарать. Çак тĕллевпе федераци бюджетĕнче 104 миллион тенкĕ пăхса хунă.

— Хушма хуçалăх тытакансене патшалăх ĕне усранăшăн субсиди парса пулăшать. Çак çăмăллăхпа пурте усă курчĕç-и?

— Республикăра мĕн пур сĕтĕн çуррине хушма хуçалăхсенче туса илеççĕ. Ку виçе çултан-çул чакса пырать, çавăнпа ĕне усракансем пирки манмалла мар. Ытти çулта хушма хуçалăхсенче выльăх шучĕ 3-4% чакнă пулсан пĕлтĕр, субсиди пама тытăнсан, çак кăтарту 0,9%-па танлашрĕ, кăçал 1%-ран нумай пулмалла мар тесе шухăшлатпăр. Аса илтеретĕп: пĕр ĕнешĕн патшалăх — 2400, иккĕшĕн — 3400-шар, виççĕ е ытларах пулсан 4400-шар тенкĕ тӳлет. Бюджетра хушма хуçалăхсене пулăшма 171 миллион тенкĕ пăхса хунă. Паянхи куна 33 пин çынран 30 пинĕшĕ субсидиллĕ пулнă.

— Техника кивелни çĕр ĕçченĕсене пысăк чăрмав кӳрет. Ăна çĕнетес енпе мĕнле ĕçсем пурнăçланаççĕ?

— Техника туяннипе çыхăннă тăкаксене саплаштарма республика бюджетĕнчен пĕлтĕр 467 миллион тенкĕ уйăрнăччĕ, çавна май хуçалăхсем пĕр çулталăкрах юлашки 3 çулти чухлĕ çĕнĕ техника туянма пултарчĕç. Кăçалхи юпа уйăхĕ тĕлне хуçалăхсем çăмăллăхпа усă курса туяннă трактор-комбайн, ытти агрегат шучĕ 1203-пе танлашрĕ. Тăкаксене саплаштарма 690 миллион тенке яхăн субсиди тӳленĕ. Кăçал илейменнисем патне укçа-тенкĕ çитес çул пуçламăшĕнче куçĕ.

— Иртнĕ канашлура эсир патшалăх пулăшăвне ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермерсем патне 84% çитернине пĕлтертĕр. Ку министерство лайăх ĕçленине е хуçалăх ертӳçисемпе фермерсем документ хатĕрлеме вĕренсе çитнине кăтартать-и?

— Вăл та, ку та темелле. Тата лайăхрах ĕçлеме пултараттăмăр, ĕç хучĕсене тĕрĕслеме вăхăт нумай кирлĕ. Патшалăх ял хуçалăх продукцине туса илекенсене 51 тĕрлĕ пулăшу кӳрет. Республикăра çĕр улми, пахча çимĕç, сĕт, аш-какай хамăра кирлинчен ытларах туса илетпĕр, чĕр тавара ытти региона ăсататпăр. Пирĕн тĕллев — тирпейлекен промышленноç тӳпине пысăклатасси. <...>

Татьяна ВАШУРКИНА, Вера ШУМИЛОВА калаçнă.

♦   ♦   


Хăрушă диагноза илтнĕ хыççăн… парикмахерскине чупнă

«Эсĕ мĕншĕн тутăрпа çӳретĕн?» — Жанна Антиповăран ыйтнă çынсем. «Çӳç тăкăнать. Манăн рак», — никамран та пытарман вăл. Шăмăршă районĕнчи Ярăслав ялĕнче пурăнаканскер уçă чунлă пулни, калас тенине ăшра тытса çӳременни йывăр чире парăнтарма пулăшнине палăртать.

Лайăххине кăна курать

Вăл виçĕ хĕр амăшĕ. Аслисем шкултан вĕренсе тухнă хыççăн тĕп хулана çул тытнă. Пĕрремĕшĕ Камилла 20-ре ĕнтĕ, техникум хыççăн куçăн мар майпа аслă пĕлӳ илет, ĕçлет. Иккĕмĕшĕ Настя медколледжра 3-мĕш курсра вĕренет. Упăшки аякри хулара ĕçленĕ хушăра Жанна кĕçĕннипе, 8-ти Лизăпа, йăпанать. Йывăр вăхăтсенче ун пирки шухăшлани амăшне вăй кĕртнĕ.

Чăвашра сайра тĕл пулакан Жанна ята асламăшĕ, ирçе хĕрарăмĕ, тупса панă. Вăл калани килтисемшĕн саккун пулнă. Жаннăн амăшĕ — чăваш. Ашшĕ ирçе чĕлхине ăнланнă, анчах калаçман. Килте вĕсем ачисемпе ытларах вырăсла пупленĕ. Асламăшĕ пурăннă чухне Жанна та ирçелле пĕлнĕ.

Шкул пĕтерсен ытти чылай яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç пекех Жанна та Шупашкара професси илме кайнă. Садикре логопед пулас тĕллевпе педучилищĕре вĕреннĕ. Унăн çамрăклăхĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсемпе килнĕ. Вăл вăхăтра садиксем хупăнма тытăннă. Диплом илнĕ хыççăн хĕр ĕç тупайман. Хулара пурăнмалли кĕтес пулман пирки вăл яла таврăннă. Малтанах почтальонкăра ĕçленĕ, кайран библиотекăра... Жанна пулас мăшăрĕпе Андрейпа пĕр ялтан. «Эпĕ сана 3-мĕш класранпа юратса пурăнатăп», — çапла каланă каччă хĕрпе çӳреме тытăнсан.

«Питĕ ир пĕрлешрĕмĕр: эпĕ — 21-ре, Андрей — 20-ре. Хамăрăн кĕтес çукки, йĕркеллĕ ĕç тупăнманни йывăрлăхсем кăларса тăратрĕç. Е ман аннесем патĕнче, е хуняма патĕнче пурăнкаларăмăр. Хамăр ялтах кивĕ çурт туянса стройка пуçларăмăр. «Çамрăк çемье» программăна кĕрсе укçа илме пултарнишĕн савăнатăп», — пурнăçĕпе паллаштарчĕ Жанна. Пысăк çурт, йĕритавра хуралтăсем тытса çавăрнă вĕсем. Çавăнпа арçын нумай çул Мускавра ĕçленĕ. Çемйи те пĕчĕк мар — укçапа тивĕçтермелле. Халĕ мăшăрĕ Питĕрте коттеджсем тунă çĕрте платникре вăй хурать. «Эпир пĕрлешнĕренпе 20 çул çитрĕ. Çавăн çуррине кăна упăшкапа çума-çумăн пурăнса ирттернĕ», — терĕ Жанна. Темĕн те пулнă: укçа çукки те, тунсăх та, куççуль те... Пурпĕр Жанна пурнăçра лайăххине курма тăрăшнă. Халĕ те çавах. Мăшăрĕ Мускавра чухне вăл килте ачасем ӳстернĕ. Выльăх нумай усранă вĕсем, вăл шутра ĕне тытнă. Халĕ питех ĕçлеме юрамасть, çапах пĕр кĕтӳ сурăх, качакасем, сыснасем, чăхсем усраççĕ.

Корпоратив умĕн

«Хама эпĕ нуша курнă хĕрарăм теместĕп. Пурнăçра пысăк çухатусем тӳсмен, çывăх çыннăмсене пытарман. Пăшăрханмалли самантсем пулкалаççĕ-ха, эпĕ вĕсене хăвăрт парăнтаратăп. Пирĕн йăхра усал шыçăпа аптăракансем вара пур. Манăн мĕншĕн кăкăр ракĕ пулнине эпĕ çапла кăна ăнлантараятăп. Виçĕ ачана та эпĕ 2-шер çула яхăн кăкăр çитернĕ. Мастит таврашĕ те нушалантарман», — палăртрĕ хĕрарăм.

2018 çулта, 39-та чухне, ăна диспансеризацие янă. Тухтăр Патăрьелти больницăна кайса маммографи тухмаллине каланă. Жанна çине тăрсах турткалашнă: «40-ре кăна каймалла вĕт унта, мана мĕн тума яратăр?» Маммолог пăхнă хыççăн УЗИ тума хушнă. Анчах ку специалист патне часах лекме çук: е черет кĕтмелле, е врач отпускра. Çавăнпа вăхăт тăсăлнă. Пĕрле ĕçлекен хĕрарăм Жаннăна онкодиспансера çырăнма ӳкĕте кĕртнĕ. Тепĕр уйăх черет çитессе тăхтамасăр вăл тĕрĕслевсене укçа тӳлесе тухнă. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Хĕрĕм, эпĕ сана пулăшнине туятăн-и?

«Çак сăмахсем хăлхана пырса кĕрсен куçа чалтах уçса ятăм. Атте сасси... Анчах хăй курăнмасть. Унталла-кунталла пăхма пуçа пăрас терĕм — пĕр чĕптĕм вăй та çук. Вара тин хам ăçта выртнине чухласа илтĕм», — çапла ашшĕн сасси Вера Алексеевнăна çут тĕнчене таврăнма пулăшнă... Унччен вăл операци хыççăн икĕ эрне ытла тăна кĕреймесĕр выртнă.

Парăнман

«Аттенни пек чир тупăнсан тĕнче пĕтнĕ пекех туйăнчĕ», — терĕ Вера Алексеевна. «Аттенни пекки» вăл — шыçă чирĕ. Унăн ашшĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен вĕçĕнче хырăм ыратнипе аптăрама пуçланă. «Анне армути шывĕ вĕретсе ĕçтеретчĕ те пĕр хушă лăпкăнах пурăнатчĕ. Унтан каллех тапранатчĕ. Урайне выртса йăваланатчĕ вĕт. Ялти больницăра сипленчĕ, анчах усси пулмарĕ. Килте пĕр эрне пурăннă хыççăн пасара каякан кӳршĕ çула майлă тенĕ пек лашапа район центрне лартса кайрĕ. Больницăра вунă кун выртса килчĕ. Вăл питĕ тарăхса таврăнчĕ: унти тухтăрсем те пулăшайман ăна. «Кашни кун рентген турĕç, чире тупаймарĕç», — çапла кала-кала сурчăк сирпĕтсех кăшкăрашрĕ вăл ун чухне, — каласа кăтартрĕ Вера Алексеевна. — Ленинградра пурăнакан аппа отпуска килнĕччĕ. Атте нушаланнине курса вăл ăна хăйĕнпе пĕрле илсе кайрĕ. Аякри хулари тухтăрсем аттен хырăмĕ мĕншĕн ыратнине пĕлнĕ вара».

60 çултан иртнĕ арçыннăн апат хуранĕн ракĕ пулнă. Ăна çийĕнчех операци сĕтелĕ çине вырттарнă, шыçă сиенленĕ вырăнсене касса илнĕ. Çакăн хыççăн арçыннăн ыратни иртме пуçланă, хăй вăй илсе пынă. Анчах сиплев вĕçлениччен тӳсеймен вăл, больницăран тухса тарнă.

«Ирхине ĕне суса ларакан аннене чутах тăнсăр туса хуман вăл, — малалла калаçрĕ Вера Алексеевна. — Витере сасă илтсе тӳрех унта пынă. Анне вара çав вăхăтра никама та кĕтменскер — аттене пушшех те — питĕ хăраса ӳкнĕ. «Унта пурин те рак. Ман вĕсен хушшинче мĕн туса выртмаллаччĕ ара?» — тетчĕ вăл хăйне тӳрре кăларса». Хăйĕн те çак чирех пулнă-ха.

Ашшĕ хыççăн тепĕр виçĕ кунран яла аслă хĕрĕ те персе çитнĕ. Аллинче больницăран панă справка пулнă. Унта мĕнле чирне те, мĕнле операци тунине те, малашне мĕне пăхăнса пурăнмаллине те тĕплĕн çырса кăтартнă. Çавăн пекех хĕрлĕ пысăк сас паллисемпе «Хăйне алла памалла мар» тесе чĕркелесе хунă. «Çакăн пек вăрттăнлăх сехĕрлентернипе хыпкаланса ӳкнĕ анне хут таткине атте курасран хăраса асанне арчине чиксе хучĕ. Пирĕн атте килте япала шыраса çӳрекенскерех марччĕ. Анчах хальхинче асанне арчинче тем кирлĕ пулнă ăна — çав хут таткине туртса кăларнă», — каласа кăтартрĕ Вера Алексеевна. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


«Ял-йыш умĕнче пите хĕретес марччĕ»

Республика аграрийĕсем паян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне паллă тăваççĕ, 2021 çулхи иртнĕ тапхăрти производство кăтартăвĕсене хак параççĕ. Уява Комсомольски районĕнчи «Урожай» колхоз делегацийĕ те хутшăнать.

Йывăр суха

Коллектив кăçалхи тĕллевсене ăнăçлă пурнăçлать. Тырă кĕлетсенче ĕнтĕ. Ăна пухса кĕртнĕ хыççăн ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 1661 гектар çĕре сухаланă. «Ку ĕçе тума çăмăл пулмарĕ, — пĕлтерчĕ колхоз председателĕ Юрий Егоров. — Çулла çанталăк шăрăх тăнăран çĕрĕн 20-30 сантиметр тарăнăшĕнчи сийĕ хытрĕ. Хире тракторсем сухалама тухрĕç те мекĕрленсе «мăрьерен» хура тĕтĕм кăларчĕç. Хытă çĕре плугпа çавăрса пăрахма йывăр. Тĕрен виçĕ-тăватă кунранах çӳхелчĕ — трактористсем ăна пĕрмай улăштарчĕç. Лайăх тĕренпе нормативра палăртнă тарăнăша сухаласан, начарри вара çиелтен кăна шăйăрттарсан ана тикĕс выртмасть. Кун пек чухне трактор дизтопливо нумайрах пĕтерет тата пĕрмай ванать. Механизаторсене çав чăрмав ура хучĕ пулин те вăхăтра сухаласа пĕтертĕмĕр».

Кĕрхи культурăсене акнă чухне те вĕсен ĕç хушăннă. Сухаласа пăрахнă катрам-катрам çĕре тăпралантарса çитерессишĕн ытти çулхинчен ытларах вăй хума тивнĕ. Малтан ăна — дисклă сӳрепе, кайран — культиваторпа, виççĕмĕш-тăваттăмĕш хутĕнче кăçал туяннă катакан-ватакан катокпа çемçетнĕ. «Муклашкаллă хире сеялкăпа кĕрсе аксан вăрлăх пĕр пек тарăнăша варăнмасть, тĕлĕ- тĕлĕпе тăпра çине выртса юлать, — калаçăва хутшăнчĕ Владимир Макаров тĕп агроном. — Вĕтетсе çитерес тесе хайхи катокпа икĕ хут ватрăмăр та «СЗ-6» сеялкăпа акрăмăр. Вăл тикĕс те кăпăшка çĕре юратать».

Пĕлтĕр акнă кĕрхи культурăсем начар хĕл каçнăран, çу уйăхĕнче ула-чăла лаптăка пăсса çурхисене акнă пирки тăкак икĕ хут тӳснĕрен хăш-пĕр хуçалăхра кăçал кĕрхисен лаптăкне пĕчĕклетрĕç. «Урожайра» та иртнĕ кĕркунне варăнтарнă тырă пуссине ватса çуртрисене акма тивнĕ. Çапах кĕрхисем килес çул лайăх тухăç парасса шанса лаптăкне иртнĕ çулхинчен чакарман, вĕсене акнă чухнех хутăш минерал удобренийĕпе апатлантарнă. Ăна кашни га пуçне 1,5 центнер /йывăрăшне шутласан/ панă.

«Пĕтĕм лаптăкăн пысăкрах пайне «ЗЕТОР» тракторпа «СЗ-6» сеялка кăкарса, çуркунне çĕр путакан вырăнсенче икĕ «Т-150» тракторпа виçĕ «СЗ-3,6» сеялка çаклатса акрăмăр, — ăнлантарчĕ председатель. — Колхозăн нумай çулхи вырма кăтартăвĕсем кĕрхисем çурхисенчен пысăкрах тухăç панине çирĕплетеççĕ. Хуçалăх усă куракан çĕрĕн пĕр пайне кĕркуннех акнăран çур акине тăпрари нӳрĕк хисепĕ пысăк чухне вĕçлеме май парать». <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Шÿрпе çиес килсен Ванюшкассине вĕçтереççĕ

«Эпĕ... тăван çĕр техĕмлĕхне чунпа туйса çитĕннĕ те. Ял хуçалăхĕнчи ĕçсĕр пуçне ытти професси пирки шухăшлама та пултарайман», — васкамасăр, кашни сăмаха уçăмлăн татса калаçрĕ Александр Терентьев. Паян вăл — Красноармейски районĕнчи ăнăçлă ĕçлесе пыракан фермерсенчен пĕри. Анчах ку ĕçе пуçарса çитĕнӳ тăвасси пачах çăмăл пулман.

700 тенкĕпе илĕртнĕ

Ванюшкассинче çуралса ӳснĕ вăл. Кĕçĕн Шетмĕре 8 класс пĕтернĕ хыççăн Çĕрпӳри техникума çул тытнă. Унта ăна экзаменсăрах вĕренме илнĕ. «Ял хуçалăх ĕçĕ пултăр тенĕрен кайрăм унта, — аса илчĕ Александр Ильич. — Икĕ специальноçе вĕренме май пурччĕ. Ялта пурăнсан та электричествăна кашни кун юсамастăп-ха тесе шухăшларăм. Машина-трактор вара вĕçĕмсĕр ванать, çак ĕçе пĕлмеллех. Çапла майпа 1986 çулта техник-механике вĕренсе тухрăм».

Ку ĕçе вĕренни лайăх та пулнă. Диплом илсенех Ванюшкасси ачине салтака илсе кайнă. Тăван килĕнчен вăл 1986 çулхи юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче, шăп хăйĕн çуралнă кунĕнче, тухса кайнă. «Чăваш ачисем Канашран питĕ нумаййăн кайрăмăр. Салтаксене илме килнĕ командирсем «Кăнтăра каятăр, пограничник пулатăр» тесе хавхалантарчĕç. Пуйăса ларсанах чун Чăваш çĕрĕнчен кайнăшăн питĕ хытă хурланчĕ. Ăçта лекетĕп-ши? Çак шухăш пуçран каймарĕ», — аса илчĕ çĕнĕ пĕлĕшĕм. Çав çулсенче вара... Афган вăрçи пынă. Чăвашран тапранса тухнă каччăсен çулĕ шăпах унталла выртнă.

Александр Терентьева, техникум пĕтернĕскере, сержантсен шкулне вĕренме янă. Унтан миномет управленине лекнĕ вăл. Мазари-Шариф хулине çитнĕ... Александр Ильич Афганистанра икĕ çул интернационалла тивĕçе пурнăçланă.

Çарта чухне те чăваш каччи ял хуçалăхĕнче ĕçлес шухăшне пуçран кăларман. Техникумра вĕреннĕ чухне тăван «Нива» совхозра практика тухнă, комбайнпа та, тракторпа та ĕçленĕ. «Салтакран килсенех ĕçе кайрăм. 700 тенкĕ «подъемный» укçа та пачĕç. Çамрăксем яла юлччăр тенĕ ĕнтĕ. Хуçалăхра ĕçленĕ вăхăтра аслă пĕлӳ илес килчĕ те Шупашкарти коопераци институтне экономиста вĕренме кĕтĕм. Диплом илсен ку профессипе ĕçлесе пăхма шухăшларăм. Налук инспекцине вырнаçрăм. Туятăп: чун выртмасть. Кăмăл-туйăм ял хуçалăхнех туртать. Унтан тата çул-йĕр мастерне вĕренсе тухрăм. «Воддорстрой» организацие ĕçе вырнаçрăм, çул тума пуçларăмăр. Кăштахран тата хамăр тăрăхра объект сахалланчĕ, ытти хулана командировкăсене яма пуçларĕç. Манăн килте никам та çук — хуçалăха пăрахса хăвараймастăп. Эпĕ кайманнипе рабочисем те çӳремеççĕ. Ку ĕçе пăрахрăм вара», — каласа кăтартрĕ Александр Ильич. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Темиçе минутлăх фильм чи пысăк тупра пек хаклă

Шупашкарта çуралнăшăн Анастасия Кутузова чунтан савăнать, мĕншĕн тесен хăй вăхăтĕнче унăн тăван хули Аслă Çĕнтерĕве çывхартма тӳпе хывнă. Кăçал, акă, Шупашкара «Ĕç паттăрлăхĕн хули» ятпа чысларĕç. «Ку пире Чăваш Енĕн тĕп хулипе мăнаçланма çеç мар, хамăра малашне паттăрла ĕçсемпе палăрма та хавхалантарать», — çĕкленӳллĕн калаçрĕ Настя. Вăл пархатарлă ĕçе хутшăнсан çунат хушăннине туйнă. Вăрçă ветеранĕсемпе калаçса унччен илтменнине самай пĕлнĕ, çакна пулас ăру валли те упраса хăвармаллине ăнланнă, ĕçе пуçăннă.

Вера Грачевăран пуçланнă…

— Пирĕн хуламăр мăнаçлă ята тивĕçнĕшĕн питĕ савăнатăп. Истори манăçмасть. Шупашкар ĕç паттăрлăхĕн хулин ятне тивĕçни çак пулăма яланах асра тытма, пирĕн халăх мĕн тӳссе ирттернине çитĕнекен ăрăва та пĕлтерме хистет. Мăн асаттесем мĕншĕн çапăçнине манмалла мар, çавнашкал вăрçă тепĕр хут сиксе тухасран асăрханмалла, — калаçăва пуçларĕ Настя. Вăл И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн технологипе экономика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Халĕ Мускавра ăс пухать.

— «Астăвăм яланлăх» проекта пурнăçа кĕртес шухăш пилĕк çул каялла Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕпе Вера Грачевăпа калаçса курсан çуралчĕ, — терĕ историпе кăсăкланакан хĕр. — Вăл Шупашкарта пурăнатчĕ. Вăрçа хутшăннă чухне питĕ çамрăк пулни пирки каласа кăтартрĕ. 1942 çулхи ака уйăхĕнче Вера Павловна сывлăшран сăнакан 101-мĕш уйрăм батальона лекнĕ. Çав вăхăталла аэроклубран вĕренсе тухнă, летчик пулма ĕмĕтленнĕ, анчах май килмен. Вера Павловнăна вăрçа чĕнсе илнĕ. Хусанта нимĕç самолечĕсене мĕлке тăрăх, вĕçнĕ чухнехи сасăран уйăрса илме виçĕ уйăх вĕреннĕ вăл. Унтан Тăван çĕршыва тăшманран хӳтĕлеме тытăннă. Вера Павловна каласа кăтартни, унăн ырăлăхĕ мана шухăша ячĕ. Ун пирки тата тăван çĕре хӳтĕлеме хутшăннă ытти салтак шăпи çинчен пуç ватма тытăнтăм.

Унччен вăл вăрçа хутшăннă çынсемпе калаçса курман, халăхăн пурнăçĕнчи йывăр вăхăта шăпах Вера Павловна урлă туйса илнĕ. «Мĕншĕн эпир ветерансемпе сахал хутшăнатпăр? Мĕншĕн вĕсем каласа кăтартнине итлеместпĕр?» — ыйту хыççăн ыйту килнĕ унăн пуçне. Настьăн шухăшĕпе, пĕр çын шăпине пĕлни те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи халăхăмăр кун-çулĕнче мĕнле йĕр хăварнине уçăмлатма май парать. Çак ĕçе çине тăрсах кӳлĕннĕ вара вăл, ветерансемпе тĕл пулса кĕске видеороликсем ӳкернĕ. Пĕтĕмпе 22 ĕç хатĕрленĕ. Унăн геройĕсем Шупашкарта çуралса ӳснĕ паттăрсем çеç мар, республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан тыл ĕçченĕсем те. <...>

Лариса ПЕТРОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.