Комментари хушас

9 Авăн, 2014

Газ çителĕклĕ

Авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Шупашкар-3» ГРСран Шупашкар районĕнчи Хыркассинчи пысăк пусăмлă газопровод патне пыракан газопровода савăнăçлă лару-тăрура уçма хутшăннă.

Сăмах илнĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ газ отраслĕн ĕçченĕсене професси уявĕ ячĕпе саламланă, газификаци енĕпе республика ытти регионпа танлаштарсан ăнăçлă ĕçленине палăртнă. «Юлашки çулсенче «Газпромăн» инвестици программипе килĕшÿллĕн газопроводсем хывма, АГРС-3 строительстви валли 1,3 млрд тенкĕ уйăрнă. Шупашкар хулин центрĕнче газ çителĕксĕрччĕ, кăçалтан унти потребительсене газпа туллин тивĕçтеретпĕр. Бизнес аталанăвĕ валли пĕтĕм услови пулать, мĕншĕн тесен газ дефицичĕ текех пулмĕ», - тенĕ вăл. Михаил Васильевич çулталăк вĕçĕнче Атăл леш енне газификацилемелли проектпа смета документацине экспертизăна парасси çинчен пĕлтернĕ, çавна май кĕçех унта та ĕçлеме пуçлĕç.

«Газпром межрегионгаз Шупашкар» ООО гендиректорĕ Кияметдин Мифтахутдинов пĕлтернĕ тăрăх - ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата «Газпром» АУО правленийĕн председателĕ Алексей Миллер калаçса татăлнипе килĕшÿллĕн республикăна газификацилемелли программа çирĕплетнĕ планпа килĕшÿллĕн пурнăçланать. Ĕнер хута янă 4,3 км тăршшĕ пысăк пусăмлă газопровод вара Шупашкар районĕнчи предприятисемпе çурт-йĕре сенкер топливăпа тивĕçтерме май парĕ.

К.ПЕТРОВ.

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.