Патăрьел хĕрĕ «Модный приговор» кăларăма хутшăннă
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/title/2021/11/img-29196-16357791992677.jpg)
Чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнче Пĕрремĕш каналăн «Модный приговор» кăларăмĕнче чăваш тумĕллĕ хĕре кăтартнă. Вăл – Патăрьел салинче пурăнакан 33 çулти Людмила Алешева. Видеопа 1tv.ru сайтра паллашма пулать.
Тахçан Людмила сцена çинче юрлама, пысăк хулара пурăнма ĕмĕтленнĕ. Анчах çемьеллĕ пулсан ялта пурăнма пуçланă.
Çак кăларăма ăна пиччĕшĕ илсе килнĕ. Вăл йăмăкĕ хăйне пăхманнипе, унчченхи пек илемлĕ тумланманнипе кăмăлсăр. Людмила хăйĕн пурнăçĕ çинче каланă, чăвашла юрă шăрантарнă. Унтан кăларăм ертӳçисемпе стилистсем ăна палламалла мар улшăнма пулăшнă. Вăл çăлтăр пекех пулса тăнă.
www.hypar.ru cheboksari.bezformata.com сăн ÿкерчĕкĕ