«Хресчен сасси» 41 (2879) № 27.10.2021
Ĕçченсене чысланă
Уй-хир пушаннă, пӳлме «сарă ылтăнпа», управ пахча çимĕçпе тулнă хыççăн ĕç-хĕле пĕтĕмлетме, хастар ĕçченсене палăртма та вăхăт. Иртнĕ канмалли кун Канаш районĕнче агропромышленноç комплексĕнче вăй хуракансене чысларĕç.
Уçырмари культура çурчĕ ир-ирех хаваслă юрă-кĕвĕпе тулчĕ, ĕçченсене уява йыхравларĕ. «Культура вучахĕ» умĕнчи пысăк лапамра ял хуçалăх продукцийĕн куравне йĕркеленĕ. Мĕн кăна çук-тăр унта: пахча çимĕç, улма-çырла, пыл… Вĕсенчен вун-вун тĕрлĕ тутлă апат-çимĕç хатĕрленĕ. Кăмăл тăвакансем тутанса пăхма та пултарчĕç. Кунтах улма-çырла йывăç-тĕмĕ, ытти культура та сутрĕç. Пĕлтерĕшлĕ мероприятирен ача-пăча та юлман, «Кĕр парни» конкурса хутшăнса пахча çимĕçрен тĕрлĕ япала ăсталанă. Пултарулăх ăстисем çĕр ĕçченĕсен, тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансен кăмăлне юрă-ташăпа çĕклерĕç.
Уява уçнă май Канаш районĕн ертӳçисем Владимир Степановпа Сергей Шерне, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, яваплă ытти çын ял хуçалăхĕнче тăрăшакансене пархатарлă ĕçшĕн тав турĕç, ăнăçу сунчĕç. Министр уява пуçтарăннисене республикăри ял хуçалăхĕнчи лару-тăрупа паллаштарчĕ, умри тĕллевсене палăртрĕ. Чăваш Енри агропромышленноç комплексĕн аталанăвне Канашсем те пысăк тӳпе хываççĕ.
— Ялта ĕçлесе пурăнакансене тав! Района аталантарма вăй-хăват, майсем пур, — палăртрĕ Сергей Артамонов.
Канашсем кăçал 24,1 пин гектар çинчен тыр-пул пухса илнĕ. Гектарти вăтам тухăç 23,5 центнер пулнă. Çĕр улмине, пахча çимĕçе 267 гектар çинчен пуçтарса кĕртнĕ. Ку тăрăхра рапс, хĕвел çаврăнăш, хура тул та туса илеççĕ. Горчица кăна 1750 гектар йышăннă. Вĕсен лаптăкĕсем те пушаннă ĕнтĕ. <...>
Лариса НИКИТИНА.
♦ ♦ ♦
«Хире тухсан чун савăнать»
«Пурнăçри ĕç-хĕле тепĕр хут суйласа илме май пулсан эпĕ çĕр ĕçĕпех вăй хунă пулăттăм. Маларах тунă йăнăшсене вара тӳрлетсе пырăттăм, — тет Патăрьел районĕнчи Çăл Атăкра пурăнакан Борис Емельянов фермер. — Пĕр вăхăт Мускава ĕçлеме кайрăм пĕлĕшĕмпе. Январь уйăхĕнче будкăра пурăнма тӳр килчĕ. Ĕçрен хăрамастăп эпĕ, пурăнмалли условисем тивĕçтермерĕç мана. Çавна май килте пурăннине, çĕр çинче ĕçленине нимĕн те çитмест тесе шухăшларăм».
Вĕренни çăкăр ыйтмасть
Борис Петрович çĕр ĕçне кăмăллать. Ахальтен мар хăй вăхăтĕнче Мускав облаçĕнчи Коломнăри ял хуçалăх техникумĕнче /халĕ Н.Козлов ячĕллĕ аграри колледжĕ/ агроном профессине алла илнĕ. Мĕншĕн унта çитиех кайнă-ха вăл? Çак хулара унăн тăватă аппăшĕ пурăнать иккен. Емельяновсен ачисем çав тери туслă çитĕннĕ. Раиса Ивановнăпа Петр Алексеевич 5 хĕрпе 1 ывăла кун çути парнеленĕ. Хăйсем те ача-пăчаллах хăр тăлăх ӳснĕрен çăкăр хакне лайăх ăнланнă. Ачисене те пĕчĕкренех ĕçпе çитĕнтернĕ. «Шкулта вĕреннĕ чухне юлташсем вырсарникуна питĕ кĕтетчĕç. Эпĕ вара çак куна кăмăлламастăм. Пурте урамра вылянă вăхăтра манăн фермăна аннене пулăшма каймаллаччĕ, — пулни-иртнине куç умне кăларать Борис Петрович.
Турханти вăтам шкул хыççăн ют тăрăха тухса кайма шухăшламан каччă. Пĕртен-пĕр ывăл ашшĕ-амăшĕшĕн тĕрек пулмаллине чунпа йышăннă. Çавна май пĕр вăхăт вырăнти хуçалăхра ĕçленĕ, унтан — вĕреннĕ. Колхозра агрономра, ял тăрăхĕнче çĕр виçекенре тăрăшнă вăл. Иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çулсенче, колхозсем хавшанă вăхăтра, фермер ĕçне пуçăнма шут тытнă. «Ун чухне самана çапларахчĕ: хуçалăх пĕтсе пырать, пахча ĕçĕсене тума техника çукчĕ. Çавăнпах ĕнтĕ трактор туянтăм, каярахпа вара плуг, ытти хатĕр-хĕтĕре. Çур гектар çĕртен ĕçе тытăнтăм. Ăна майĕпен ӳстерсех пытăм. Малтанласа çĕр улми лартрăмăр. Ку культурăна туса илме техника çеç мар, çын алли те кирлине ăнлантăм. Агрегатсене пĕтĕмпех пухса çитернĕччĕ. Тухăç аван пулсан «иккĕмĕш çăкăра» упрама пысăк путвал е управ та кирлĕ. Кĕркунне сутни тупăш кӳмест. Çак пахча çимĕç хăй хаклăхне аран саплаштарса пынине туйрăм. Çавна май вара тыр-пул çитĕнтерме шут тытрăм», — малалла тăсăлать калаçу çăмхи.
2007 çулта Борис Петрович хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Вăл палăртнă тăрăх, çак çул «Знамя» вырăнти хуçалăх саланнă май унăн тыр-пул управĕсене, йĕтеме туянма май килнĕ. Паллах, хуралтăсене юсама тивнĕ. Техника паркне те çĕнетме шухăшланă: комбайн, сортировка, тырра кĕлете кĕртмелли пневмотранспортер туяннă. Халĕ мĕн кирли — пурте пур унăн. Хуçалăх çултан-çул ерипен аталанать. Паянхи кун Емельяновсен çемйи 170 гектар ытла çĕр çинче тĕрлĕ культура çитĕнтерет, çав шутра арендăна илнĕ çĕр — 24 гектар, ытти вара ял халăхĕн пай çĕрĕсем. Ытларах урпа, тулă акаççĕ. Çĕр улмипе пахча çимĕçе, севок сухана та пăрахăçа кăларман. Вĕсене çуркунне сутмашкăн путвала хунă. Мĕншĕн тесен кăçал пахча çимĕç хакĕ ӳсрĕ, çуркунне енне татах хăпарасса шанаççĕ.
Кĕрхи туллăн тухăçĕ самай пулнине кура уй-хире те шуратса хăварнă. Шел, çанталăк шăрăх пулнăран кăçал тыр-пул питех савăнтарман: гектартан вăтамран 20 центнер тухнă. Иртнĕ çул вара — 38-40 центнер.
«Пучахсем аванахчĕ, — тет Борис Петрович. — Çурхи тулă та тухăçпа савăнтарасса кĕтрĕмĕр, анчах сортланă чухне ала айне нумай тухрĕ. Шăрăх пулнăран тырă типшĕрсе пĕчĕкленнĕ. Ăна выльăх валли тесе тепĕр хут алларăмăр».
Паллах, тухăç вăрлăхран чылай килнине лайăх ăнланать фермер. Çитменнине, вăл агроном-çке. Çавна май вăрлăха малтанхи çулсенче çĕнетсе пыма мехел çитернĕ. Халĕ вăл хакланнăран хăй хатĕрленипе усă курать. Çитес çуркунне вара элита е суперэлита туянса акасшăн. Çакна та асăнма кăмăллă: Борис Петрович «çĕр тухтăрĕ» пулнă май ытти фермера та сĕнӳканаш парать. «Агроном профессине алла илни ĕçе тухăçлă йĕркелеме пулăшать. Пĕлӳ нихăçан та ытлашши мар», — кăмăллăн палăртать вăл.
«Ĕмĕтсем малта»
«Тыр-пул енĕпе кăна ĕçлени фермершăн тупăшлă-и?» — ыйтрăм эпĕ кăсăкланса. «Хушма хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх та тытатпăр. Сăвăнакан виçĕ ĕне пур, унсăр пуçне самăртакан вăкăрсем. Выльăх-чĕрлĕхе пăхма та çăмăл мар. Çавăнпа пĕр енĕпе ĕç-пуç каймасан, тепри пулатех пулĕ тетпĕр», — хуравларĕ арçын. Паллах, пысăк хуçалăха тытса тăма çăмăл мар. Çемйипех ĕçлеççĕ вĕсем, çав шутрах амăшĕ Раиса Ивановна та. Вăл сакăр теçетке çула çывхарса пырать пулин те ачисене кил-тĕрĕшри ĕçсене пурнăçлама пулăшать. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Справка: QR-код…
Прививка кама юрамасть?
Коронавирусран пурин те прививка тутарма юрамасть. Сăмахран, «КовиВак» препарата 60 çултан иртнисене тумаççĕ. «ЭпиВакКорона» — юн чирĕпе аптăракансене. Хальхи вăхăтра «Спутник V» вакцина чи ăнăçлисенчен пĕри темелле. Унпа ача кĕтекен хĕрарăмсен те прививка тутарма юрать. Çывăх вăхăтра, тĕпчев вĕçленнĕ май, çул çитменнисене «Спутник V» препаратпа вакцинацилеме тытăнасшăн.
Вакцинациленме юраманни çинчен калакан яланлăх справкăна /медотвод/ çак çынсене параççĕ:
— вакцинăн кирек хăш компоненчĕ организмшăн сиенлĕ пулсан;
— аллерги вăйлă аталансан;
— пепке кĕтекен тата ачине кăкăр ĕмĕртекен амăшĕсене;
— 18 çул тултарайманнисене;
— ковидпа чирленĕренпе 6 уйăх çитейменнисене.
Вăхăтлăх справка:
— йывăр чирлесен /çав шутра шăнса пăсăлсан/;
— шала кайнă чир çиеле тухсан.
Справка илмешкĕн пурăнакан вырăнти поликлиникăна каймалла. Кирлех пулсан анализсем пама тивет. Тухтăр вĕсене пăхса пĕтĕмлетет. Шала кайнă чир аптăратсан е сасартăк чирлесе ӳксен прививка тутарма юраманни пирки вăхăтлăх справкăпа /медотвод/ тивĕçтерет. Вăл 30 кун вăйра тăрать.
Илме май пур-и?
Справкăпа QR-код памаççĕ. QR-код виçĕ мелпе илме пулать: чирлесе ирттерсен, прививка тутарсан, коронавируспа чирлеменнине çирĕплетекен ПЦР-тест пулсан. ПЦР-тест 72 сехетлĕх кăна, палăртнă вăхăт иртсен каллех çĕннине илме тивет. Справкăпа культура, спорт учрежденийĕсене, общество апатланăвĕн заведенийĕсене кĕртмеççĕ. Вăл QR-кода улăштараймасть, ПЦР-тест тумалла. Прививка тутарнисен те общество вырăнĕсенче маскăпа çӳремелле.
Çакна аса илтеретпĕр: юлашки вăхăтра республикăра вакцинациленнине çирĕплетекен суя справкăсемпе усă курма тытăнни палăрать. РФ Уголовлă Кодексĕн 327 статйипе килĕшӳллĕн сертификат хатĕрлесе сутакансене — 2, ăна туянакансене 1 çул таран ирĕкрен хăтарма пултараççĕ. <...>
Александр САМЫЛКИН, Чăваш Енри АПК ветеранĕсен союзĕн председателĕ:
— Республикăри АПК ветеранĕсен союзĕн членĕсем — аслă ăру çыннисем. Ковид сарăлнă тапхăрта уйрăмах асăрханма тивет. Çакна нумайăшĕ ăнланаççĕ, прививка тутараççĕ. Эпир çивĕч ыйтусене яланах сӳтсе яватпăр, кăсăкланатпăр, çынсене вакцинациленме сĕнетпĕр. Эпĕ хам та прививка тутарнă. Хĕрĕм тухтăр пулнă май «хĕрлĕ зонăра» ĕçлет. Медицина ĕçченĕсене, чирлекенсене коронавируспа кĕрешме мĕнле йывăррине аван ăнланатăп. Куллен çĕршывра, республикăра вун-вун çын усал амака пула пурнăçран уйрăлать. Çавна май вакцинациленмеллех. Эпир çемйипех прививка тутарнă. Халĕ ревакцинациленме те килĕшрĕм.
Лариса АРСЕНТЬЕВА.
♦ ♦ ♦
«Эпир чунпа çамрăк-ха»
Чăваш Енри АПК ветеранĕсен союзне йĕркеленĕренпе часах вунă çул çитет. Çак тапхăрта вăл палăрмаллах аталаннă. Аслă ăру республикăри ял хуçалăхĕнче курăмлă тӳпе хывать. Общество организацийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе унăн председателĕ Александр Самылкин паллаштарать.
— Александр Петрович, Çĕршывра АПК ветеранĕсен союзĕ Чăваш Енре кăна темелле. Хисеплĕ ватăсене, аграрисене пĕр йыша пуçтарас шухăш ăнсăртран çуралман-тăр?
— Тивĕçлĕ канăва тухсан хисеплĕ ватăсене час-часах манăçа кăлараççĕ. Çулсем иртсен те эпир чунпа çамрăк-ха, пурнăç таппинчен юлас килмест. Аслă ăрăвăн пуян опычĕ çамрăксемшĕн паха. Вунă çул каялла республикăри пĕр мероприяти хыççăн Аркадий Айдак, Петр Ивантаев, Анатолий Фадеев, Виктор Костин, Николай Иванов, Василий Шадриков, паллă ытти çын пуçтарăнса çивĕч ыйтăва сӳтсе явнă. Пĕр саслăн Чăваш Енри АПК ветеранĕсен союзне йĕркелеме йышăннă, пуçару ушкăнне туса хунă. Çак ĕçе районсенчи хастарсене те явăçтарнă. 2012 çулхи мартăн 26-мĕшĕнче союзăн пĕрлехи пухăвĕ иртнĕ, общество организацийĕн уставне, ертсе пыракан органĕсене — председательпе çумĕсене, правлени членĕсене, ревизи комиссине — суйланă. Союзăн пĕрремĕш председателĕ Василий Шадриков, çумĕсем Петр Ивантаевпа Николай Иванов пулнă. 2016 çулччен ăна Василий Шадриков ертсе пычĕ. Ун хыççăн — Петр Ивантаев. Вăл пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă хыççăн кăçалхи февралĕн 16-мĕшĕнче çак ĕçе мана шанса пачĕç.
Союз — общество организацийĕ, нимĕнле партире те тăмасть. Çак ĕçе хамăр ирĕкпе туса пыратпăр. Пирĕн тĕллев — пĕр-пĕринпе хутшăнасси, республикăри, районти АПК аталанăвне тӳпе хывасси, çамрăксене патриотизм воспитанийĕ парасси, çут çанталăка упрама, юратма вĕрентесси. Союз ветерансен прависене хӳтĕлет, вĕсене социаллă ыйтусене татса пама, ытти енĕпе пулăшать. Патшалăх, муниципалитет органĕсемпе çыхăну тытать.
— АПК ветеранĕсен союзĕн йышĕ çулсерен ӳсет. Унта республикăра палăрнă хисеплĕ ватăсем ытларах темелле. Ĕмĕрĕпе çĕр çинче ĕçленĕ хресченĕн союза кĕрес шанăç пур-и?
— Союз ĕçĕ-хĕлне 60 çынран пуçарса янă. Каярахпа ăна районсенче те йĕркеленĕ. Малтанхи тапхăрта вĕсем 2-3-шер хастартан тăнă. Хальхи вăхăтра правленире кăна 38-ăн эпир. Пурĕ йышра 453 член. Унсăр пуçне хулара чĕр тавар тирпейлекен предприятисен ветеранĕсен союзĕ 67 çынна пĕрлештерет. Вунă çулта районсенче те йыш палăрмаллах хушăнчĕ. Муркаш, Канаш, Çĕрпӳ, Комсомольски, Патăрьел тăрăхĕсенче пĕрлĕхсем уйрăмах пысăк.
Уставпа килĕшӳллĕн союза ял хуçалăх аталанăвне пысăк тӳпе хывнă, ырă тĕслĕх кăтартнисене йышăнаççĕ. Общество организацине республика, район ертӳçисем, яваплă вырăнта вăй хунисем кĕнĕ. Сăмахран, Илья Прокопьев, Валентин Агафонов тата ытти те. Пирĕн йышра Раççей, Чăваш Ен, район шайĕнчи депутатсем, ĕçре палăрнăшăн орден-медаль, хисеплĕ ята тивĕçнисем самай. Паллах, пĕрлĕх вăй илнĕ май ял хуçалăхĕнче — уй-хирте, фермăра тата ытти çĕрте — вăрах вăхăт тăрăшса ĕçленĕ, ялти хисеплĕ çынсене те союза илме палăртрăмăр. <...>
Лариса НИКИТИНА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...