«Хыпар» 119 (27852) № 22.10.2021
Чирлекенсене те йывăр, тухтăрсене те
Коронавирус хаяр чир пулнине илтмен çын çуках. Унран вилеççĕ, йывăррăн сывалаççĕ. Çапах ытларахăшĕ — 80 процента яхăн — чире çăмăллăн чăтса ирттернине палăртаççĕ специалистсем. Кун пек пациентсен килтех сипленмелле, изоляци йĕркине пăхăнмалла. Сиплев ĕçне республикăра епле йĕркеленине тишкерер-ха.
Аптекăна каймасăр май килмест
«Амбулатори мелĕпе сипленекенсем патне эмелсене икĕ майпа çитереççĕ. Пĕрремĕшĕ — пациент пулăшу ыйтма килсен терапевт е пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕ, е фельдшер ăна эмелпе тивĕçтереççĕ. Иккĕмĕшĕ — тухтăра киле чĕннĕ чухне ковид паллисене асăрхасан е диагноз çирĕпленсен препаратсене медĕçченсем е волонтерсем çав кунах пырса параççĕ», — çулталăк каялла çапла ăнлантарнăччĕ халăха ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕн пĕрремĕш çумĕн тивĕçĕсене пурнăçланă Алексей Кизилов. Ун чухне чирлекенсем хальхинчен чылай сахалрах пулнă. Халĕ вара «çĕнĕ коронавирус инфекцийĕ» диагноз çирĕпленнисене кăна эмелсене тӳлевсĕр параççĕ.
Сунас, ӳслĕк ерсен, ӳт температури хăпарнине сиссенех килте лармалла, тухтăра чĕнмелле — çапла сĕнеççĕ паян. Коронавирус ерни çирĕпленсен эмелсене пырса параççĕ, рецептпа аптекăна кайса çӳремелле те мар — çирĕплетсех калаççĕ çийĕнчен... Йĕрки тăрăх çапла пулмалла та, анчах чăнлăхра ун пекех ансат мар. Аптекăна каймасăр пурпĕр май килмĕ, мĕншĕн тесен тухтăр çырса панă пур эмеле тӳлевсĕр памаççĕ. Пыр ыратнишĕн, сăмса питĕрĕннишĕн ку таранччен «больничнăй» илсе курманччĕ. Анчах халĕ урăхла лару-тăру. Вирус сарса çӳрени — килпетсĕр хăтлану. Сунаслама тытăнсан, ӳт температури хăпарсан эпĕ те поликлиникăри регистратурăна шăнкăравларăм. Çав кунах тухтăр килчĕ, ПЦР-теста илекен бригада та çитрĕ. «Больничнăй» уçрĕç, эмелсем çырса пачĕç. Виçĕ кунран электрон почтăна Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнчен тест результачĕ çитрĕ: коронавирус ернĕ. Тест кăтартăвĕ пирки тухтăра шăнкăравласа каларăм. «Сире эмелсем пырса парĕç», — терĕ вăл хама мĕнле туйнипе кăсăкланнă май. Вируспа кĕрешекен эмеле çав кунах илсе килеймерĕç. «Чирлекен нумай, курьер ĕлкĕреймест», — ăнлантарчĕ тухтăр. «Больничнăй» уçнăранпа 6 кун иртрĕ, кайран типĕ ӳслĕк аптăратма тытăнчĕ. Тухтăр антибиотик çырса пачĕ. Чирлĕ çыннăн сипленмелле-çке, тăхтама вăхăт çук. Ӳслĕк эмелне, ингаляци тумалли хатĕрсене, антибиотике аптекăранах туянтăм. Тӳлевсĕррине тепĕр виçĕ кунран кĕртсе пачĕç. Килте сипленнин лайăх енĕсенчен пĕри — больницăна кайса çӳремелле марри. Хальхи вăхăтра унта халăх йышлă, тухтăр патне хăвăртах кĕрсе тухма çук. Терапевт кун сиктерсе тенĕ пек киле пырса ӳпкене итлерĕ. Ӳслĕк иртменнине кура васкавлă медпулăшу машинипе КТ тума та илсе кайрĕç. Пневмони пуррипе çуккине тĕрĕслерĕç. <...>
Алина ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
Чăваш çĕрне юратни пĕрлештерсе тăтăр
Шăматкун Шупашкара çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчен, чикĕ леш енчен йăхташăмăрсем йышлăн килсе çитрĕç. Çав кун К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академии драма театрĕнче Чăваш наци конгресĕн XI Аслă Пухăвĕ уçăлчĕ. Кун йĕркинчи ыйтусемпе килĕшӳллĕн конгресăн 2017-2021 çулсенчи ĕç-хĕлне тишкерсе хак пачĕç, малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕç, çĕнĕ президента суйларĕç.
Аслă Пухăва республикăри районсемпе хуласенчен, Раççейри чăвашсем йышлă пурăнакан 26 регионтан 300 яхăн делегат килнĕ. Съезда Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ. Вăл Чăваш наци конгресĕн тăван халăх культурипе йăли-йĕркине аталантарас тĕлĕшпе туса пыракан ĕç-хĕлне пысăк хак пачĕ, хальхи саманара организаци тĕнче тăрăх саланнă чăвашсене пĕрлештерес енĕпе пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине палăртрĕ.
«Чăваш наци конгресĕ 29 çулта чăваш халăхне пĕр чăмăра пухас, çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнче чăваш сăмахĕ, юрри хăватлăн янăратăр тесе нумай ĕç турĕ. Малашне те чăваш халăхĕн маттур ывăлĕ-хĕрĕ хастар, тăван халăхшăн тăрăшса ырă ĕçсем тăвассине шанса тăратăп», — терĕ республика ертӳçи.
Конгресăн тăватă çулти ĕçĕ-хĕлĕ çинчен ЧНК президенчĕ Николай Угаслов каласа кăтартрĕ. Доклад анлă та тарăн пулчĕ, мĕншĕн тесен Николай Федорович юлашки вăхăтра тунă ĕçсене аса илнисĕр пуçне чăваш тĕнчи умĕнче тăракан çивĕч ыйтусене те хускатрĕ. Вăл шкулсенче чăваш чĕлхи сехечĕсен шучĕ чакни, чăвашла вĕрентӳ пособийĕсем çителĕксĕрри, ашшĕ-амăшĕ ачисене тăван чĕлхепе калаçтарманни пирки пăшăрханса каларĕ: «Халăхăн пысăк йышне чăваш чĕлхин паянхи шăпи пăшăрхантарать. Чăваш чĕлхине шкулта вĕрентме уйăракан сехетсен шучĕ чакни уйрăмах шухăшлаттарать. Çакă тăван чĕлхене вĕрентес ĕçе йывăрлатать. Республика тулашĕнчи шкулсене чăваш чĕлхипе литературин тата тăван ен культурин вĕренӳ кĕнекисен электронлă варианчĕсемпе тивĕçтерессине пурнăçа кĕртмелле».
Николай Угаслов тăван чĕлхене аталантарма пулăшакан мелсене те палăртрĕ. Уйрăмах тухăçли — унăн пĕлтерĕшне ӳстерни. Çавна май шкултан вĕренсе тухакансене чăваш чĕлхипе экзамен тыттармалли, патшалăх учрежденийĕсене ĕçе вырнаçакансен вырăс чĕлхипе танах чăвашла та пĕлмеллине аса илтерчĕ. Наци интеллигенцине хатĕрлес тĕлĕшпе ятарлă вĕрентӳ учрежденийĕ кирли çинчен те асăрхаттарчĕ. «Çакă тăван чĕлхепе культурăна аталантарассинче тата чăваш чĕлхи вĕрентĕвне çĕнетес енĕпе тунă пысăк тепĕр утăм пулĕччĕ», — терĕ вăл. Чăвашлăх ĕçне парăннă çынсем ку таранччен тăрăшни сая кайманнине те, вĕсен ĕçĕн ырă çимĕçĕсем пуррине те палăртрĕ Николай Угаслов.
Чăваш наци конгресĕнче тăрăшакансем, чăннипех те, халăхпа çывăх çынсем. Яланах халăх хушшинче пулнăран вĕсем чăваш мĕнле сывлăшпа сывланине лайăх ăнланаççĕ. Çавăнпа кирек мĕнле ыйту çĕклесен те — вăл тăван халăх ыйтăвĕ, наци ыратăвĕ. «Республика ертӳлĕхĕ чăвашлăха аталанма кирлĕ майсем туса пама тăрăшни питĕ пĕлтерĕшлĕ. 2020 çулта республика Правительстви чăваш чĕлхине сыхласа хăварса аталантарас енĕпе хушма программа йышăнчĕ, Чăваш тĕррин уявне çирĕплетрĕ. Çакă — çынсем хускатакан ыйтусене татса пама хатĕррине кăтартнин, наци ыйтăвĕсемпе тĕллевлĕ ĕçленин ырă палли. Çак программăсене йышăнни пире малашлăха шанма, хастартарах ĕçлеме хистет», — терĕ Николай Угаслов.
Чăваш наци конгресĕн тĕп тивĕçĕ — тĕнчери чăвашсене пĕрлештересси, чăвашлăха упрассишĕн тĕллевлĕ ĕçлесси. Йăхташăмăрсем кирек ăçта пурăнсан та Чăваш Ене хăйсен Тăван çĕршывĕ тесе йышăнаççĕ. Акă Тюмень облаçĕнчен Аслă Пухăва делегат пулса килнĕ Николай Герасимов, Тюмень облаçĕнчи чăвашсен «Тăван» ассоциацийĕн ертӳçи, çакна çирĕплетсе хавхалануллăн калаçрĕ: «Чăваш Ене яланах ăшă кăмăлпа килетпĕр. Кунта лайăх çынсем пурăннине пĕлетпĕр, вĕсемпе тĕл пулса калаçма яланах хавас. Эпир аван пурăнатпăр, хамăр тăрăхра чăвашлăха аталантарассишĕн тăрăшатпăр, тăван халăхăн авалхи йăли-йĕркине тытса пыратпăр, уявĕсене йĕркелетпĕр. Çĕнĕ çула кĕтсе илнинчен пуçлатпăр та... Сурхурие, Çăварнине, Акатуя, Питрава, Кĕр сăрине, ытти уява паллă тăватпăр. Çавăн пекех облаçри мероприятисене те хутшăнатпăр. Чăваш наци конгресĕн ырă витĕмне эпир аякра пурăнсан та витĕр курса-туйса тăратпăр».
Тăван халăх культурине, чĕлхене, йăла-йĕркене сыхласа хăварса аталантарасси — паянхи ăрушăн пысăк яваплăх. Çавна май Чăваш наци конгресĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан чăвашсене тăванла пулăшса пырассине пысăка хурать, вĕсене хăйсен пĕрлĕхĕсене йĕркелеме, чăваш уявĕсене ирттерме пулăшать. Николай Угаслов йăхташăмăрсене хăйсем пурăнакан тăрăхра чăваш чĕлхине, йăли-йĕркине упрассишĕн, Раççей çирĕп те туслă çĕршыв пултăр тесе тăрăшнишĕн тав турĕ.
Конгресăн тĕп пуянлăхĕ, паллах, йышра алла-аллăн пĕр тĕллевпе вăй хуракан хастарсем. Шăпах вĕсем тăрăшнипе юлашки çулсенче Чăваш наци конгресĕн ят-сумĕ палăрмаллах ӳсрĕ. Унăн ĕçĕсене республикăра çеç мар, Раççейре те, чикĕ леш енче те пĕлеççĕ. «Сакăр çул хушшинче эпир пĕр-пĕрне сăмахсăрах ăнланса ĕçлеме хăнăхса çитрĕмĕр. Пĕрлехи ĕçе кашни хăйне майлă усă пама пултаракан пуян чунлă ентешсене пĕрлештерме пултартăмăр. Пултаруллă тата йывăрлăхсене пăхмасăр тăрăшакан хастарсен ушкăнне салатса ярас марччĕ. Чăваш çĕршывне юратни, авалхи халăх пулнипе мăнаçланни пире паян та, малашне те пĕрлештерсе тăтăр!» — терĕ Николай Угаслов вĕсене тав тунă май. Çак сăмахсем малашлăхра ăнăçу сунса калани те пулчĕ. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Пĕр кун туслă çÿренĕ – 40 çул пĕрле пурăнаççĕ
«Юрату — мăнаçлă туйăм. Вăл нацие те пĕлмест. Уншăн нимĕн те чăрмав мар. Юратрăн тăк — пурăнатăн», — терĕ çирĕппĕн Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артистки, Чăваш халăх артистки Валентина Смирнова-Геворкян. Çак сăмахсене вăл пĕлмесĕр каламасть. Икĕ чĕрене пĕрлештерекен туйăма хĕмленсе вăй илме пĕр кун та çитет иккен. Çакна çирĕплетекенни — вĕсен пурнăç историйĕ.
Гастрольте паллашнă
«Эпир пĕр кун туслă çӳренĕ — 40 çул пĕрле пурăнатпăр», — çапла каласа тĕлĕнтерчĕ Валентина Владимировна.
Ун чухне вăл Чăваш патшалăх филармонийĕнче «Çавал» ансамбльте ĕçленĕ. 1981 çул хи чӳк уйă хĕ н пуç ламăшĕнче коллектив Самар облаçĕнчи Пысăк Константиновка ялне гастроле кайнă. «Ăна, залра ларакан хура сăнлă, çӳллĕ ӳт-пӳллĕ яша, сцена çинчен — унтан умри алă тупанĕ çинчи пекех курăнать-çке — асăрхарăм. Кăнтăрлахи концертра та пурччĕ вăл. Каçхине те ларать. «Çав йĕкĕте чăваш юррисем питĕ килĕшнĕ пулмалла», — тетĕп хĕрсене. Вăл урăх халăх çынни пулни пит-куçĕнченех палăрать вĕт. Концерт хыççăн клуб заведующине Шурăна асăрхаттарса хăвартăм: «Ой, çавна чăваш саламĕ кала-ха», — çамрăклăхне аса илчĕ Валентина Владимировна.
Хура сăнлă каччă эрмен пулнă. Самарти политехника институчĕн студенчĕ Пысăк Константиновкăра стройкăра ĕçленĕ. Яла концерт килнĕ тесен вăл та клуба пынă. Чăваш юррисем те, ăна шăрантаракан артистсем те ăна питĕ килĕшнĕ. Уйрăмах хура вăрăм çӳçлĕ юрăç унăн канăçне пĕтернĕ...
«Ирхине хăна çуртĕнче çывăрса тăрсан коридора тухрăм. Хайхи хура каччă тăрать. Мана хирĕç Иван Христофоров утать: «Валя, сан патна килнĕ». «Эй, ан калаç-ха», — терĕм те пӳлĕме кĕрсе кайрăм. Çав кун хайхи арçын артистсене пурне те хăна турĕ. Унччен маларах, кăнтăрла, мана каларĕ: «Валя, лавккана пĕрле пыратăн-и?» Кайрăмăр, çӳрерĕмĕр. Мана темĕн тĕрлĕ парне илсе пачĕ. Эпĕ ăна килĕшнĕ иккен. Хам çакăн пек шухăшласа илтĕм. Анчах çакна никама та кăтартмарăм-ха. Эпир, хĕрсем, сĕтел хушшинче нумай лармарăмăр, Лариса Васильевăпа çывăрма кайрăмăр. Ир енне, 3-4 сехетре, алăкран шакканипе вăрантăмăр. Лариса уçрĕ. Каллех çав арçын. «Сирĕнпе уçăлса çӳреме юрать-и?» — терĕ. Питĕ кăмăллă çын пек туйăнчĕ те килĕшрĕм. Икĕ сехете яхăн урамра çӳрерĕмĕр. Ирхине ултă сехетре пирĕн тухса каймалла. Дживан манăн чăматансене йăтса автобуса ларма пулăшрĕ. «Сана илме пыратăп», — терĕ сыв пуллашнă чухне», — аса илчĕ кил хуçи арăмĕ.
Сцена çинчи артистсем, сăмахран, мана пурте пĕр сăнлă пек туйăнаççĕ. Дживан çав йышран Валентинăна мĕне пăхса ĕмĕрлĕх мăшăр пулма уйăрса илнĕ-ха? «Вăрăм çӳçлĕ, чипер. Эпĕ ăна питĕ тимлĕ сăнаса лартăм. Çав тери сăпайлă çын пек туйăнчĕ», — терĕ Дживан. «Кайран чылай çул пурăнсан асăрхарăм: эрменсен сăнасси тĕпре. Вĕсем «курнă та — ярса илнĕ мар», — сăмахне тăсрĕ Валентина. Дживан хĕр пирки артистсенчен те ыйтса пĕлме ĕлкĕрнĕ. Пĕри те тепри ун çинчен лайăххине кăна каланă.
Савнине шыраса Чăваш Ене килнĕ
Шупашкара таврăнсан артистсене виçĕ кун канма ирĕк панă. Çакăнпа усă курса Валентина тăван ялне — Вăрнар районĕнчи Кӳлхĕррине — тухса вĕçтернĕ.
«Çапла урампа утса пыратăп. Хирĕç такси килет. Тĕлĕнсех кайрăм. Пирĕн ялта та такси çӳрет-и? Ман пата çитсен чарăнчĕ. Алăк уçăлса кайрĕ те... йăмăкăн упăшки тухса тăчĕ. Воспати, мĕн пулнă-ши? Машинăра тата Дживан ларать. Эпĕ ăна адрес та парса хăварман-çке. Вăл филармони урлă йăмăка шыраса тупнă. Унăн упăшкине мана яла кайса илме тархасласа ыйтнă. Çапла майпа пирĕн яла пырса çитнĕ вĕсем», — каласа кăтартрĕ Валентина Владимировна.
Эрмен каччи Чăваш Ене çирĕп шухăшпа авăрланса килнĕ: хĕре хăйĕн Тăван çĕршывне илсе каймалла. Анчах Валентина унпа пĕрле тӳрех тухса каяйман-ха. «Çавал» ансамбль Правительство çуртĕнче концерт кăтартнă хыççăн çеç çула тухма пултарассине пĕлтернĕ. Анчах филармони директорĕ тем пек тархасласан та ĕç кĕнекине пама килĕшмен. Мĕн тумалла? Тепĕр кунхине Дживан Валентинăн паспортне илнĕ те билет туяннă. «Ĕç кĕнеки юлать. Атте-анне пĕлмест. Алăра — чăматан, унта икĕ-виçĕ япала хунă. Кайрăмăр. Краснодара çитрĕмĕр. Унтан пуйăспа Грузи урлă Армение кайрăмăр. Краснодара çитрĕмĕр те юр çук. Ереванта çумăр çăвать. Кунта Чăвашра юр вĕçтеретчĕ. Çавăн чухне тĕлĕнмелле самант маншăн нумай пулчĕ», — калаçрĕ Валентина Владимировна.
Дживан тăванĕсем патне шăнкăравласа иккĕн килесси пирки систерсе хунă. Çамрăксем малтан аслă аппăшĕ патне кĕнĕ. Питĕ кăмăллăн кĕтсе илнĕ вĕсене. Каçхине пурте пĕрле пуçтарăнса /Дживанăн иккĕ аппăшĕ тата икĕ йăмăкĕ/ ашшĕ-амăшĕ патне кайнă. Сĕтел тулли эрмен апат-çимĕçĕпе кĕтсе илнĕ вĕсене. Çĕнĕ çынна пĕри те тепри хăналама, чи тутлине çитерме тăрăшнă. «Вăт çакăнтан пирĕн пĕрлехи пурнăç пуçланса кайрĕ. Раштавăн 26-мĕшĕнче туй турăмăр. Йăмăкпа упăшки пычĕç», — каласа кăтартрĕ Валентина. Унăн ашшĕпе амăшĕшĕн хĕрĕ эрмене качча тухни чăн кĕтменлĕх пулнă. Ăçта кайрĕ? Унта мĕнле пурăнĕ?.. Çакăн пек ыйтусем вĕсене канăç паман. Ахалех пăшăрханнă. Дживан хăй те, унăн тăванĕсем те ырă кăмăллă, лайăх воспитани илнĕ çынсем пулнă. Каярахпа хăйсем те çакна курса ĕненнĕ.
Кашнин хăйĕн вырăнĕ
1983 çулта ывăлне çуратнă хыççăн Валентина час-часах чирлеме пуçланă. Юн пусăмĕ вылянă. Армени климачĕ унăн сывлăхне çапла сиенлĕ витĕм кӳнĕ.
«Эпир унтах пурăнма шут тытнăччĕ. Анчах мăшăрăм кунран-кун хавшаса пынине курса тăма питĕ йывăр пулчĕ. Ăна Чăваша куçса кайма сĕнтĕм», — калаçăва хутшăнчĕ Дживан. Килнĕ вĕсем. Малтанхи кунсенче Кӳлхĕрринче пурăннă. Дживан Валентинăн ашшĕпе амăшне тӳрех килĕшнĕ. Вĕсене çеç те мар, пĕтĕм кӳршĕ-аршă кăмăлне кайнă вăл.
«Вăл тӳрех ĕçе пикенчĕ. Хăй ĕмĕрĕнче пĕрре те утă çулса курман. Манпа пĕрле çаран çине пычĕ. Ĕç йĕркине пĕлменскер çавана хуçрĕ те пăрахрĕ. Çапах çулма вĕрентрĕмĕр. Аттепе анне Дживана «ылтăн кĕрӳ» тетчĕç. Атте пирĕн чĕлхесĕрччĕ. Вăл аллипе кăтартса: «Галстуклă, пуçлă /ăслă-тăнлă/ çынна качча тух», — тетчĕ. Вăл калани чăна килчĕ. Кӳршĕсем те килĕштерчĕç ăна. Яла каймассерен кашнинчех: «О, Дживан килнĕ!» — тесе пирĕн пата пухăнатчĕç», — терĕ Валентина. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Ишевçĕ кире пуканĕ йăтать
Шăмăршăра пурăнакан Константин Кусаинов çамрăк чухне ишевçĕсен йышĕнче чи пултаруллă спортсменсенчен пĕри пулнă. Хула чемпионачĕн çĕнтерӳçи спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă. Ар шутне кĕрсен вăл кире спорчĕпе туслашнă.
Константин Куандыкович Душанбе хулинче çуралса ӳснĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Таджикистанра граждан вăрçи пуçлансан Кусаиновсем амăшĕн тăван ялне — Куславкка районĕнчи Чашламана килнĕ. Çав тапхăрта каччă Таджикистанри педагогика институтĕнче вĕреннĕ, Чăваш Ене килсен Шупашкарти педагогика институтĕнче пĕлĕве тарăнлатнă. Унта вăл пулас мăшăрĕпе, Шăмăршă хĕрĕпе, паллашнă. Филолог дипломне алла илнĕскерсене Шăмăрша ĕçлеме янă. Константин Кусаинов Карапай Шăмăршăри ача-пăча санаторийĕ çумĕнчи шкулта вырăс чĕлхипе литературине 14 çул вĕрентнĕ. Ăна хупсан вăл район центрĕнчи физкультурăпа спорт комплексне куçнă, тренерта ĕçленĕ, ишевçĕсене хатĕрленĕ. Çав тапхăрта физкультура енĕпе пĕлӳ илнĕ.
— 2011 çулта мана район чысне республикăри çуллахи ял спорт вăййисенче /вăл Валерий Ярдын тăван тăрăхĕнче иртнĕччĕ/ хӳтĕлеме ыйтрĕç, унта кире спорчĕ те пурччĕ. Ăмăртăва хатĕрленнĕ май кире пуканне пĕрремĕш хут алла тытрăм. Эпĕ ун чухне виççĕмĕш вырăн йышăнтăм. Çав тапхăртах республикăри чи маттур спортсменсемпе Юрий Карповпа тата Борис Глинкинпа туслашрăм. Вĕсем хавхалантарса пынипе кире пуканĕ йăтма тытăнтăм, — аса илчĕ Шăмăршă пăхаттирĕ.
Ун хыççăн вăл Юрий Попов йĕркелекен турнирта хăйне тĕрĕсленĕ, пурăна киле «Хыпар» ăмăртăвĕн помосчĕ çине тухнă. Константин Куандыкович Пĕтĕм Раççейри турнирта çĕнтерӳçĕ ятне виçĕ хутчен çĕнсе илнĕ, темиçе хут та призер пулнă. Хĕллехи ял спорт вăййисенче, республика чемпионачĕсенче малти вырăнсене йышăннă. Шăмăршă арçынни 2013 çулта Архангельскра иртнĕ «300 спартанец» ăмăртура ытти спортсменпа пĕрле кире пуканĕ йăтса Гиннесс рекорчĕсен кĕнекине кĕнĕ, ылтăн медале тата ятарлă сертификата тивĕçнĕ. 2017 çулта Казахстанра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери кире спорчĕн фестивалĕнчен икĕ «ылтăнпа» таврăннă. Унта вăл 100 килограмлă виçере вăрăм циклта снаряда çур сехетре 385 хут тĕртсе тĕлĕнтернĕ, виçĕ енлĕ кĕрешӳре те лайăх результат кăтартнă. Тепĕр çулхине кире спорчĕн триатлонĕ енĕпе иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери олимпиадăра палăрнă. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
«Пултарулăх кăна мар, асамлăх та пурччĕ унра»
Вера Кузьминична Кузьмина. Çак ят пирĕншĕн çывăх, тăван. Иван Яковлева, Константин Иванова, Çеçпĕл Мишшине, Петĕр Хусанкая, Андриян Николаева тата ытти паллă çыннăмăра мĕнле хисеплетпĕр, пултаруллă актрисăна Вера Кузьминана та çаплах юрататпăр. Тата 24 кунран 98 çул тултармаллаччĕ пирĕн юратнă çыннăмăрăн, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ, РСФСР халăх, СССР халăх артистки Вера Кузьмина. Театрти аслă ăрури актерсемшĕн вăл пултаруллă, опытлă ĕçтешчĕ, вăтам çултисемшĕн — сăпайлă та кирек хăш вăхăтра пулăшма хатĕр амăшĕ, çамрăксемшĕн мăнукĕсемшĕн тем тума хатĕр асаннекукамай вырăнĕнчеччĕ. Çак кунсенче кăна-ха вăл театрăн пысăк «çемйин» йышĕнчеччĕ.
Эпир ăна сцена çинчи сăнарĕсенчен пĕлетпĕр. Каçарăр та, пĕлеттĕмĕр теме чĕлхе çаврăнмасть. Тахçанах çĕр урлă каçнă вĕсен шучĕ. Кашнине хăйĕн чĕри витĕр кăларса, ун пурнăçĕпе пурăнса пирĕн ума тухать артистка. Кашнинче урăхла кăмăл-шухăш, характер. Вера Кузьминан сцена çинчи пултарулăхĕпе пуçласа иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче паллашнăччĕ. Кӳршĕ ялти — Тутарстанри Пăва районне кĕрекен Мăкăр ялĕнче — Çамрăксен театрĕ Николай Терентьевăн «Сансăр пурнăç çук» /Çĕпĕр дивизийĕ/ пьесине кăтартрĕ. Хветура ролĕнче Вера Кузьминаччĕ. Пĕртен-пĕр ывăлне вăрçăра çухатнă амăшĕн юлашки сăмахĕсене итленĕ чухне тытса чарайми куççулĕ юхрĕ. Хăйĕн чун тĕпренчĕкне çухатнă хĕрарăмшăн çак самант мĕн тери йывăр пулнине Вера Кузьминична чăннипех ĕненмелле кăтартса пачĕ. Çав çулах Чăваш академи драма театрĕ «Кай, кай Ивана» камитпе кӳршĕри тепĕр яла — Лаш Таяпана — гастроле пынăччĕ. Хальхинче Кузьминан Кĕтерукĕ мĕн-мĕн хăтланмарĕ пулĕ. Анчах пурте виçеллĕ. Пурнăç хуçсан та хуçăлман, телейсĕр, шăпăлтирех чăваш хĕрарăмĕн сăнарĕ халĕ те куç умĕнчех. Малтан култарать, кайран шухăша ярать. Кузьминан сăнарĕсем яланах çаплаччĕ.
Ун çинчен иртнĕ вăхăтпа калаçма йывăр. 2020 çулхи çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ Геновайте Сабаляускайте хыççăн пирĕн Вера Кузьминична çĕршывра «СССР халăх артистки» ятпа çӳрекен чи ватă çынччĕ. Шел, кăçалхи юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнче вăл пирĕнтен яланлăхах уйрăлчĕ. Иртнĕ вырсарникун унпа тăван Чăваш театрĕнче сыв пуллашрăмăр.
Актрисăн тупăкĕ — сцена çинче. Кунта вăл 74 çул хушшинче кам кăна пулса тухман пулĕ: малтанхи тапхăрта арçын ача ролĕнче те вылянă, унтан пикесен сăнарĕсене калăпланă, ытларах вара Амăшĕ пулнă. Çирĕп кăмăллăскер, ачисемшĕн тем тума хатĕрскер…
Сыв пуллашăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ. Вăл та халăх артисткин пултарулăхĕнче чăваш хĕрарăмĕн, Амăшĕн сăнарĕ тĕп вырăнта пулнине аса илчĕ: «Вера Кузьминична куракан асĕнче яланлăхах юлакан сăнарсем калăпланă. Вĕсенче пурнăçăн тĕрлĕ енне туллин уçса панă. Çапла тума актриса хăй те пурнăçа лайăх пĕлни, çынна юратни, хисеплени кирлĕ. Вера Кузьминична кашни сăнарĕнче çав пахалăхсене туллин уçса панă. Хĕрарăмăн, Амăшĕн ролĕсене калăпласа калама çук пысăк ăсталăх кăтартнă. Амăшĕн туйăм тĕнчи ăна çывăх пулнă, çавăнпах вăл хăй те театрти ачисемшĕн, мăнукĕсемшĕн, вĕсен пуласлăхĕшĕн чăннипех пăшăрханнă. Эпир Вера Кузьминапа, Чăваш театрĕн легендипе, тивĕçлипех мăнаçланатпăр, унăн ятне вилĕмсĕрлетес тĕлĕшпе те ĕçлĕпĕр».
ЧР культура министрĕ Светлана Каликова Раççей культура министрĕн Ольга Любимовăн хурлăхлă телеграммипе паллаштарчĕ. Телеграммăра Вера Кузьмина ячĕпе ырă сăмахсем, унăн пултарулăхне тивĕçлĕ хак панă йĕркесем шăрçаланнă. «Вера Кузьминан пултарулăхри пурнăçĕ — юратнă ĕçе, театра парăнса вăй хунин ырă тĕслĕхĕ. Вăл куракана хăйĕн тĕлĕнмелле пуян таланчĕпе, çуталса тухакан вăйĕпе, илĕртӳлĕхĕпе яланах тыткăнланă. Унăн çутă сăнарĕ пирĕн асăмăрта упранĕ», — тенĕ телеграммăра.
ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов палăртнă тăрăх, Вера Кузьминична чылай артистшăн, уйрăмах çамрăксемшĕн, наставник, çывăх юлташ пулнă. Чăваш театрĕн ренессансĕ. Театрăн илемлĕх ертӳçин, СССР халăх артисчĕн Валерий Яковлевăн сăмахĕсем Вера Кузьминичнăн пурнăçне, пултарулăхне туллинрех ăнланма, чуна хывма пулăшрĕç.
«Вера Кузьминична хăйпе пĕрле чăваш театрĕн ренессансне, театрăн çĕкленĕвне илсе кайнăн туйăнать. Ĕçтешĕмĕр — тăван театра çав çӳллĕ шая çĕклекенсенчен пĕри. Пултаруллă артист нумай, анчах хăшне-пĕрне Турă ним шеллемесĕр ăсталăхне çӳлтен сапса панă. Пултарулăх кăна мар, асамлăх та пурччĕ унра. Выляман чухне те тыткăнлама пултаратчĕ вăл çынна. Çав асамлăх куçтăрччĕ театрти çамрăксене, пĕтĕм халăха. Вера Кузьминична чăваш театрĕн мухтавĕ çеç мар, вăл — чăваш халăхĕн мухтавĕ те. Тав Турра, театрта паян Вера Кузьмина пек Аннесем пур-ха. Ăруран ăрăва куçса пыччăр вĕсем», — терĕ Валерий Николаевич.
Сăмах илекенсем татах пулчĕç: Раççей халăх артисчĕ Морис Яклашкин, Раççей тава тивĕçлĕ художникĕ Праски Витти, Чăваш патшалăх филармонийĕн пултарулăх ертӳçи Николай Казаков, Тăвай районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов, ыттисем. Кашниех пирĕн юратнă çыннăмăрăн ырă енĕсене — ăшă кăмăлĕпе чунĕн вăй-хăват çирĕплĕхне, тăван çĕрне-шывне чун-чĕререн юратнине — палăртрĕç.
СССР халăх артисткине театртан тăвăллăн алă çупса ăсатрĕç. Ăна Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамĕнчи масарăн Паллă çынсен аллейине, мăшăрĕпе, Чăваш халăх поэчĕпе Петĕр Хусанкайпа, юнашар пытарчĕç. Вăл пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Пуçра вара шухăшсем, аса илӳсем, халăх артисткипе тĕл пулса калаçнă самантсем тухса тăчĕç.
«Театр — манăн шăпа». Çак шухăшпа пурăнатчĕ Вера Кузьмина. Тен, ку сăмахсене хăшĕ-пĕри пылак та ниме тăман сăмахсемпе танлаштарĕ. Вера Кузьминан çак сăмахĕнче вăл театра пĕтĕм чун-чĕререн юратни сăнланнă.
Никам та актер пулса çуралмасть. Кам витĕм кӳнĕ-ха ăна пархатарлă та йывăр çак çула суйлама? Чи малтанах вĕрентекенĕсем. Камсем пулнă-ха? Студи ертӳçи — МХАТ актерĕ, СССР халăх артисчĕ Михаил Тарханов. Актер ăсталăхне Мария Орлова, сцена çинчи пуплеве якатма Людмила Шокерова, Вера Кузьминичнăн чи юратнă предмечĕсенчен пĕрне — фехтование — Аркадий Немировский вĕрентнĕ. Ăс паракансен йышĕнче Кузьминан ентешĕ те — чăваш чĕлхипе пĕлӳ паракан Дмитрий Данилов — пулнă.
1947 çулта диплом илнĕ хыççăн Вера Кузьмина К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ĕçленĕ. Çĕр ытла роль калăпланă тăван пулса тăнă сцена çинче. Тĕрлĕрен пулнă вĕсем: героикăллă, кулăшла, трагедиллĕ, сатирăллă.
Вера Кузьмина калăпланă Ульяна Громова /«Çамрăк гварди», А.Фадеев/, Таня /«Таня», А.Арбузов/, Цветаева тата Хĕр /«Мещенсем», «Старик», М.Горький/, Надя /«Мĕн-ши вăл телей?», Н.Терентьев/, Нина /«Никита Бичурин», В.Романов/, Марта /«Ту çинчи ăмăрт кайăк», Ю.Коженевский/, Кĕтерук /«Кай, кай Ивана», Н.Айзман/, Анисья /«Тĕттĕмлĕх тытăмĕнче», Л.Толстой/, Леди Мильфорд /«Хаярлăхпа юрату», Ф.Шиллер/, Амăшĕ /«Юнлă туй», Ф.Г.Лорка/, Хветура /«Çĕпĕр дивизийĕ», Н.Терентьев/, Сайте /«Хура çăкăр», Илпек Микулайĕ/, Клавье /«Пушар лаши», Н.Трентьев/, Ильинична /«Лăпкă Дон», М.Шолохов /, Амăшĕ /«Çатан карта çинчи хура хăмла çырли», Б.Чиндыков/, Ненила /«Лар, аннеçĕм, юнашар», Ю.Гладких/ тата ытти вун-вун сăнар куракана савăнтарнă, кулянтарнă, тыткăнланă, тарăхтарнă, лайăхпа усала уйăрма пулăшнă. <...>
Надежда СМИРНОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...