Комментари хушас

22 Юпа, 2021

Ленинград паттăрĕсене асра тытасчĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Ленинград хулине тăшманран хӳтĕлеме 15 пин ытла чăваш салтакĕ хутшăннă, вĕсенчен 5000-ĕшĕ Питĕр çĕрĕ çинчех выртса юлнă, 1800-ĕшĕ «Ленинграда хӳтĕленĕшĕн» медале тивĕçнĕ. Шăпах çав паттăрсем çинчен материал пуçтарма тытăннă та Питĕрти чăвашсем. Акă пĕрремĕш ĕçĕ — «Мы шли на помощь к тебе, Ленинград» кĕнеке — вулакан патне çитрĕ.

Ăна Санкт-Петербургри чăвашсен наци культура автономийĕн ертӳçи Валериан Гаврилов, РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ Анастасия Бахматова, автономин çамрăк хастарĕсем Ульяна Степановăпа Николай Гаврилов пухса хатĕрленĕ. Кĕнекене вăрçă тата Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тума пуçланăранпа 80 çул çитнине халалланă. Валериан Анатольевич каланă тăрăх, ку ĕçе çар наукисен кандидачĕ Виталий Золотов пуçарнă. «Вăл пире шырав ĕçне малалла тăсма пил пачĕ, кашни салтакăн шăпине тĕплĕн тĕпчеме хушрĕ. Хăй чылайăшĕ çинчен информаци пуçтарчĕ. Шырамалли татах пур-ха. Архивсенче, библиотекăсенче ларатпăр, энциклопедисене шĕкĕлчетпĕр», — терĕ Питĕр чăвашĕ. Сăмах май, Виталий Арсентьевичăн /Элĕк чăвашĕ кăçал пурнăçран уйрăлчĕ/ килти вулавăшри чылай кĕнекине Наци библиотекине парнелерĕç. Кĕнеке авторĕсем Пискаревăри астăвăм масарĕнче пытарнă чăваш паттăрĕсен ячĕсене тупса палăртнă. Виталий Золотов тăрăшнипе унта 2012 çулта чăваш салтакĕсене асăнса плита уçнă.

Валериан Гавриловăн кукашшĕ те Ленинград çывăхĕнче пуç хунă, Мирон Иванов /1900-1942/ Пискарев масарĕнче канлĕх тупнă. Мирон Иванович Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккассинче çуралса ӳснĕ. Вăл Вăрмар райповĕнче, райкомра ĕçленĕ. Вăрçă умĕн ăна ялти потребительсен обществин председательне çирĕплетнĕ. Ивановсен пилĕк ача пулнă, вĕсем Мирон Ивановичăн йăмăкĕн ывăлне те пăхса ӳстернĕ. Мăшăрĕ Фекла Дмитриевна аса илнĕ тăрăх, кил хуçи повестка илсе килсен пуçтарăнма тытăннă, каçхине сĕтел хушшине ларсан Ленинград фронтне ăсатассине пĕлтернĕ. Унта вара хĕрӳ çапăçу пырать, Мирон Иванович каялла таврăнаймастăп пулĕ тесе каланă. Арăмне ачисене пĕлӳ пама хушнă, 16-ри ывăлне çар ретне тăмашкăн хатĕрленме сĕннĕ. Чăн та, Валериан Миронович 1944 çулта алла пăшал тытнă. Телее, вăл тăван ене орден-медальпе таврăннă. «Тепĕр кун кил хуçине ăсатма пуçтарăннă, витерен унăн юратнă лаши те тухнă», — аса илнĕ тăванĕсем.

Тĕплĕнрех "Хыпар" хаçатăн çитес номерĕнче вуласа пĕлме пулĕ.

www.hypar.ru Андрей Михайлов сăн ÿкерчĕкĕсем

Рубрика: