Комментари хушас

21 Юпа, 2021

Çамрăксен хаçачĕ 41 (6389) № 21.10.2021

Лагерьте ачасене чăвашла ташлама-юрлама вĕрентет

Федерацин Атăлçи округĕнчи студентсен отрячĕсен XI слетĕнче Ирина Тимофеевăна «Студентсен отрядĕнче хастар ĕçленĕшĕн» хисеп паллипе чысланă. Вăл çак юхăмра 6 çул тăрăшать. Чылайăшĕ вожатăйсене хатĕрлекен чăн чăваш пики сăнĕпе ази çынни пек тесе шухăшлать.

Вăрçса мар, лăпкăн ăнлантарать

Ирина Тимофеева Комсомольски районĕнчи Дубовкăра çуралса ӳснĕ. Кĕçĕн классене ялти пĕлӳ çуртĕнчех вĕреннĕ. «5-мĕш класа Комсомольскинчи 1-мĕш шкула кайрăм. Ача чухне эпĕ учитель тата сутуçă профессийĕсене килĕштереттĕм. Ӳснĕçемĕн шухăш улшăнчĕ. Математика предмечĕ килĕшме пуçларĕ. Экономист специальноçне алла илме палăртнăччĕ. Кайран акăлчан чĕлхине тăрăшса вĕрентĕм. Учитель хавхалантарнăран куçаруçă пулас шухăшпа çунатлантăм. Анчах ку енĕпе аслă пĕлӳ илме кĕреймерĕм. И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн историпе филологи факультетне çул тытрăм. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ магистратурăра вĕренетĕп», — хăйĕнпе паллаштарчĕ Каçал ен пики.

Ирина 1-мĕш курсрах вожатăйра ĕçлеме тытăннă. Каникулсене лагерьсенче ирттернĕ. «Мана ачасемпе ĕçлеме питĕ килĕшет. 2016 çулта вожатăйсен шкулĕнче ăс пухрăм. Çав çулах ĕçлеме тытăнтăм. Чи малтан Сĕнтĕрвăрри районĕнчи «Шурă чулсем» лагере ячĕç. Халĕ унта çӳренĕ ачасем шкул та пĕтернĕ ĕнтĕ. Хăшĕ-пĕри ман пекех вожатăйра ĕçлет. 2016 çултанпа вожатăйсене хатĕрлетĕп. 2017 çулта Шупашкарта иртнĕ «Студентсен отрячĕсен чи лайăх боецĕ» конкурса хутшăнтăм. Призерсен йышне кĕтĕм, мана Пĕтĕм Раççейри студентсен отрячĕсен слетне хутшăнма путевка пачĕç. Вăл Якутире иртрĕ. Унта студентсен отрячĕсен пурнăçĕпе çывăхрах паллашрăм. 2017 çулта университетра штаб уçрăмăр. Унта вожатăйсен, проводниксен отрячĕсен хастарĕсем кĕчĕç. Тепĕр çулхине аслă шкулта малтан йĕркеленнĕ «ЧЕРДАК» отряда çĕнĕрен ĕçлеттерме тытăнтăмăр. Çакăн хыççăн пирĕн университет студенчĕсем Краснодар крайĕнчи тĕрлĕ лагерьте вожатăйра ĕçлеме пуçларĕç.

Малтанах эпир «Восток» лагерьпе тачă çыхăнураччĕ. Шел те, кăçал вăл хупăнчĕ. Халĕ çулла Джубга поселокĕнчи «Радость» лагерьте ĕçлетпĕр. Пушă вăхăтра Сочие, Туапсене çитсе килтĕмĕр. Халĕ эпĕ — лагерь ертӳçи. Малтанхи çулсенче ĕçлеме йывăртарахчĕ. Уйрăмах аслă ӳсĕмри ачасен отрядĕнче ĕçлени асра. Хамран икĕ пуç чухлĕ çӳллĕрех каччăсене вăрçма тиветчĕ. Вĕсем йĕркене пăсма хăтланатчĕç, итлесшĕнех марччĕ. Тарма шухăшланисем те пурччĕ. Кĕçĕнреххисемпе ĕçлеме çăмăлрах. Вĕсем суйма пĕлмеççĕ. Çĕрле пĕр-пĕрне шăл тасатмалли пастăпа сĕрнине пĕлсен ачасене вăрçса мар, лăпкăн ăнлантарса пама тăрăшаттăм. Халĕ вожатăйсен ĕçне йĕркелесе пынă май урăх йывăрлăхсемпе тĕл пулатăп», — чунне уçрĕ çамрăк. <...>

Любовь ПЕТРОВА.

♦   ♦   


Кĕрхи каникул икĕ эрнене тăсăлĕ

«Пĕр эрнере коронавируспа çыхăннă лару-тăру лайăхланмасан хушма мерăсем йышăнма тивĕ», — палăртнă ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтернĕ тăрăх, чирлекенсен шучĕ ӳснĕрен больницăсенче хушма койкăсем хатĕрленĕ. Çĕнĕ Шупашкарти медцентрĕн ача-пăча стационарĕнчи 80 койкăна «хĕрлĕ зонăна» куçарнă. Улатăр районĕн тĕп больницинче те 25 койка хушăннă. Хальхи вăхăтра коронавирус уйрăмĕсенче 3335 ытла çын сипленет, вĕсенчен 105-шĕ ИВЛ-аппаратпа сывлать. 8072 çын медицина пулăшăвне килте илет.

Иртнĕ эрнере вакцинациленекенсен шучĕ нумайланнă. Малтан пĕр кунра 1,5 пин çын прививка тутарнă пулсан халĕ вĕсен йышĕ 5 пин таран ӳснĕ. Хальлĕхе халăхăн 62 проценчĕ прививка тутарнă. Шел те, аслă ӳсĕмрисем вакцинациленме васкамаççĕ. Патăрьел, Канаш, Муркаш, Шупашкар, Етĕрне районĕсенче ку енĕпе ыйтусем çук.

Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Надежда Луговская пĕлтернĕ тăрăх, юлашки вăхăтра ковидпа чирлекенсен йышĕ 14 процент ӳснĕ. Яланхи пекех аслăрах çултисем ытларах нушаланаççĕ. ОРВИпе чирлекенсен йышĕ те унчченхи пекех пысăк, иртнĕ эрнере аптăраса ӳкнĕ 9540 çынна шута илнĕ. Вĕренӳ учрежденийĕсенче те лару-тăру япăхланнă. 126 организацире чир тупса палăртнă, çавна май 174 класпа ушкăна дистанци мелĕпе вĕренме куçарнă. Садиксенчи хăш-пĕр ушкăна карантина хупнă, Çĕмĕрлепе Шупашкар районĕсенчи икĕ шкула вăхăтлăха ĕçлеме чарнă.

Ларура ачасен каникулне икĕ эрнелĕхе тăсас ыйтăва та çĕкленĕ. Вĕрентӳ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Дмитрий Захаров шкулсенче чирлекенсен йышĕ, иртнĕ эрнерипе танлаштарсан, 25 процент ӳснине палăртнă. Олег Николаев шкул ачисен каникулне тăсас шухăша ырланă. Çавна май кĕрхи каникул юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕччен тăсăлĕ. <...>

Геннадий МОИСЕЕВ, Шупашкар хули, 65 çулта:

— Эпĕ хамăн ирĕкпех прививка тутарма кайрăм. Малтан терапевт патĕнче пултăм.Прививкăн иккĕмĕш компонентне тутарнăранпа виçĕ уйăх иртрĕ. Пĕрремĕшĕ хыççăн çĕрле ӳт температури хăпарчĕ. Малтан 37,8-ччĕ, кайран 39-ах çитрĕ. Тепĕр кунхине вара хама лайăхах туйрăм.Иккĕмĕш укола йĕркеллех чăтса ирттертĕм. Манăн мăшăр прививка тутармасăр чылайччен иккĕленсе пурăнчĕ, тухтăрсене мар, çынсем мĕн каланине ĕненчĕ. Нумаях пулмасть вăл та тусĕпе вакцинациленме кайрĕ. Ыттисене те прививка тутарма сĕнетĕп. Халĕ хама шанчăклăрах туятăп. Эпĕ коронавируспа чирлемен. Прививка йывăр чире çăмăлрах ирттерсе яма пулăшасса шанатăп. 

Любовь ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


«Пите тăм илесрен хур е сысна çăвĕ сĕреттĕмĕр»

«2006 çулта пулса иртрĕ ку. Хĕллехи каç 86-ри аннепе вăрçă вăхăчĕ пирки калаçса лартăмăр. Çавăн чухне тин вăл Хусан çывăхĕнче окоп чавнине пĕлтĕм. Кун пирки унччен сăмах хускатман. «Вĕсем окоп чавнă», — тесе калатпăр-ха, анчах çак ĕç мĕнле йывăр пулнине пĕлместпĕр», — шухăшлăн каларĕ ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, Чăваш наци конгресĕн хастарĕ Геронтий Никифоров. Унăн амăшĕ Перасковья Захарова Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă вăхăтра 22-ре пулнă. Вăл ялти ытти хĕр-хĕрарăмпа окоп чавма кайнă.

Хăрушă хыпара уйра пĕлнĕ

«Ял çумĕнчи уйра викăпа хутăш сĕлĕ улăмĕ пуçтараттăмăр. Кăнтăрла тĕлне ялтан çынсем хашкаса чупса килчĕç те вăрçă тухнине пĕлтерчĕç. Хăрушă хыпар пурне те хăратса ӳкерчĕ. Ĕçе пăрахрăмăр та çĕр çине лартăмăр. Хамăр макăратпăр. Кăшт лăплансан бригадир: «Паян текех ĕçлеместпĕр, киле кайăр», — терĕ», — вăрçă пуçланнине çапла аса илетчĕ анне.

Тепĕр кунхине ирех арçынсене фронта илсе кайма пуçланă. Ялта салтаксен хурлăхлă юрри илтĕнсе тăнă. Каччăсене кашни кун Октябрьскинчи çар комиссариатне лавпа ăсатнă. Вăйлă та тĕреклĕ лашасене те вăрçа илсе кайнă. Колхозра вăкăр кӳлме тытăннă. Мăйракаллă выльăха ĕçе хăнăхтарма йывăр пулнă.

«1941 çулхи юпа уйăхĕн вĕçĕнче окоп чавма ярасси пирки пĕлтерчĕç. Ăшă тумтир, апат-çимĕç хатĕрлеме хушрĕç. Ун чухне самани урăхлаччĕ, каланине итленĕ. Турткалашса тăмасăр килĕшрĕмĕр. Чӳк уйăхĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Чăнкасси, Чĕнер ялĕсем патĕнче шартлама сивĕре траншейăсемпе окопсем чавма пуçларăмăр. Пире бригадăсене уйăрчĕç. Ĕçлекенсен йышĕнче — таврари ялсенчен çитнĕ хĕрсемпе хĕрарăмсем, салтака кайма ят тухман каччăсемпе ватă арçынсем», — каласа пачĕ анне.

Килтен ирех тухса утнă. Ĕç хатĕрĕсене пĕрле йăтса çӳренĕ. Вунă çын валли 8 тимĕр кĕреçе, 3 лум, 3 пуртă, 2 калун, 1 пăчкă илмелле пулнă. Ĕç вырăнне çитсен мĕн чухлĕ чавмаллине палăртнă.

«Ăшă тумтир пулман. Шăнас мар тесе килте мĕн пуррине тăхăнаттăмăр. Урара çăпатаччĕ. Алса тулĕ çитместчĕ. Ĕçлекенсене кăштах та пулин ăшăнмашкăн хуралтăсем те пулман. Лумпа калун алăран кайман. Çăм алсиш, çăпата наччасра çĕтĕлетчĕç. Пит-куçа тăм илесрен хур е сысна çăвĕ сĕреттĕмĕр. Ир тата каç килтех апатланаттăмăр. Кăнтăрла пăтă çитеретчĕç. Ăна уйрах пĕçеретчĕç. Каннă вăхăтра кăвайт çумĕнче ăшăнаттăмăр, кĕл ăшĕнче пиçнĕ çĕр улмипе сăйланаттăмăр, сиплĕ курăк чейĕ ĕçеттĕмĕр.

Ĕç йĕрки çирĕпчĕ. 10 сехет окоп чаваттăмăр. Канмалли кунсем пирки шухăшламан. Шартлама сивĕ çанталăк тăратчĕ, 30-40 градусчĕ. Çĕр чул евĕр хытăччĕ. Çав çул юр та самаях çурĕ. Малтан ăна хырса тасататтăмăр, шăннă çĕре кăвайт хурса ăшăтаттăмăр та лумпа таклаттараттăмăр. Катăлнă тăпрана кĕреçепе çӳлелле ывăтаттăмăр. Иртен пуçласа сĕм тĕттĕмчченех ĕçлеттĕмĕр. Йĕпеннĕ тумтире, çăпатана, чăлха-тăлана кăмака çине хурса типĕтеттĕмĕр», — каласа кăтартрĕ анне.

Йывăрлăхсене халăхпа пĕрле чăтса ирттернĕ. Хырăм выçсан та, шартлама сивĕре шăнсан та нăйкăшман, хуçăлса ӳкмен, Çĕнтерĕве çывхартас тесе халăхпа пĕрле ырми-канми ĕçленĕ. Йывăр пулсан та чун хавалне çухатман.

Виçĕ уйăхра окоппа траншейăсене чавса пĕтернĕ. 2-3 кун кансан анне Йĕпреç районĕнчи Буинск тăрăхне çул тытнă. Хĕрарăмсем хĕлĕпех пăчкăпа вăрман каснă. Пĕр метр тăршшĕ пĕренесене хăйсемех тиенĕ. Унта та ир пуçласа каçчен ĕçленĕ.

«Фронтра салтаксене тата йывăртарах», — тесе хавхалантарнă пĕр-пĕрне. Вăрман касакансем малтан — Йĕпреçре çын патĕнче хваттерте, унтан баракра пурăннă. «Икĕ хутлă йывăç нар çинче çывăраттăмăр. Тимĕр кăмакана çĕрĕпех хутаттăмăр. Вутă хурса ларакан дежурнăйăн çывăрма юрамастчĕ. Кĕрт ашса йĕпеннĕ тăлăпа, кĕпе-тумтире çĕрĕпе типĕтеттĕмĕр. Çуркунне киле таврăнтăмăр», — аса илчĕ анне. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

♦   ♦   ♦


Ывăлĕ хыпарсăр çухалнине пĕлсен унăн çырăвĕсене çунтарса янă

Амăшĕ Антонина Благоразумова вăрçа кайнă ывăлĕнчен 1941 çулхи çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче çыру илнĕ. Тепĕр икĕ кунран Валентин патне çыру вĕçтернĕ. Анчах вăл ывăлĕ патне çитеймен, каялла çаврăнса çитнĕ. Çĕмĕрле районĕнчи Хутар ялĕнче пурăнакан Маргарита Иконникова çак икĕ çырăва упрать.

Салтакран — вăрçа

«Валентин Разумов — манăн аннен пиччĕшĕ. Малтан вăл Благоразумов пулнă. Ку — тĕн çыннисен хушамачĕ. Çав вăхăтра кунашкал хушаматлă çынсен çулĕ уçăлман, çавăнпа Валентин ăна улăштарнă, «Разумов» тесе çыртарнă. Çак икĕ хушамата арпаштарнăран вăл вăрçăра хыпарсăр çухалнă текенсем те пулнă. Валентин çак ялтах, Хутартах, 1915 çулта çуралнă, кунтах ӳснĕ. 1936 çулта вăл шкултан вĕренсе тухнă, тепĕр икĕ çултан ăна салтака илсе кайнă. Çар тивĕçне Украинăри Шепетовка хулинче пурнăçланă, радист пулнă. Валентин салтакран киле таврăнайман, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан тӳрех фронта лекнĕ», — калаçăва пуçларĕ Маргарита Николаевна.

Благоразумовсем вырăссем пулнă. Антонинăн ашшĕ Николай Михайлович Хутарти чиркӳре тиечук шутланнă. Çемье чиркӳ çумĕнче пурăннă. Антонина Николаевна ывăлне салтака ăсатнă чухне ку вĕсен юлашки тĕлпулăвĕ пулни пирки шухăшлама та пултарайман.

Тăван килне 1941 çулхи çурлан 3-мĕшĕнче çитнĕ çырура Валентин акă мĕн çырнă (вăл ăна вырăсла шăрçаланă): «Салам, хаклă анне, атте тата Леля! Фронтран сире салам. Хăвăра мĕнле туятăр? Ахăртнех, эсир мана тахçанах вилнĕ тесе шухăшларăр. Куратăр пулĕ, эпĕ сывах-ха, малашне те сывă пуласса шанатăп. Маншăн ан пăшăрханăр. Пĕтĕм шалăва сире ярса паратăп, хаклă тăванăмсем. Мана кунта укçа ним тума та кирлĕ мар. Хам валли 750 тенкĕ çеç хăваратăп. Хальлĕхе урăх çырмăп. Тепĕр çырура нумайрах çырăп, хальлĕхе адреса çеç пĕлтерĕп». Ку Валентин Разумовран килнĕ юлашки хыпар пулнă… <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

♦   ♦   ♦


Водителе çĕçĕпе чикнĕ хĕрарăмăн лăпкăлăхĕ тĕлĕнтернĕ

Шупашкарти 43-мĕш маршрутка водителĕ Алексей Никандров ĕçтешĕ пулăшу ыйтнине илтсен çухалса кайман. Вăл çитнĕ вăхăтра шар курнă арçыннăн мăйĕнчен юн юхнă. Алексей ăна малти ларкăч çине вырттарнă, часрах аптечка патне чупнă… Телее, шăп çав самантра васкавлă медпулăшу машини иртсе пынă. Алексей ăна чарнă, водителе пулăшу кирлине пĕлтернĕ.

Ӳсĕр пассажир шиклентерет

Ку юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче Шупашкарта пулса иртнĕ. «Богдан Хмельницкий урамĕ» чарăнура микроавтобуса водительпе юнашар хĕрĕнкĕ хĕрарăм кĕрсе ларнă. Маршрутка 150-200 метр çеç кайма ĕлкĕрнĕ — пассажир водителе мăйĕнчен çĕçĕпе чикнĕ. Салонра пассажирсем пулнă, маршрутка Сăкăт кĕперĕ çинче пынă. Юрать, суранланнă арçын транспорта чарма ĕлкĕрнĕ. Вăл тӳрех раципе пулăшу ыйтнă.

43-мĕш маршрутка водителĕ Алексей Никандров ун хыççăнах пынă. Вăл ĕçтешĕ патне çитсен чарăннă. Иртсе пыракан машинăри видеорегистратора пăхсан вăл хыпаланса ӳкни курăнать. Çав вăхăтра пассажирсем салонран васкамасăр тухнă та çул хĕррине кайса тăнă. Мĕн пулса иртнине тӳрех ăнланман-ши вĕсем? Водителе çĕçĕпе чикнĕ хĕрарăм маршрутка чарăнсанах тухнă, чарăну еннелле кăшт утнă та каялла çаврăнса килнĕ. Вăл Алексей 23-ри Петра мĕнле пулăшнине çул хĕрринче çӳçне аллипе яката-яката пăхса тăнă. Аманнă водителĕн телейĕ пулнах-тăр. Тепĕртакран инкек вырăнне иртсе пыракан реанимаци машини чарăннă.

Васкавлă медпулăшу суранланнă водителе больницăна илсе кайсан Алексей Никандров хĕрарăма сăнанă. Ӳсĕрскер хăйне питĕ лăпкă тытнă, çав вырăнтах уткаласа çӳренĕ. Йĕрке хуралçисем çитсен çеç хăйĕн айăпне туйнăн пуçне пĕксе ларнă.

«Маршруткăра 2008 çултанпа вăй хуратăп. Шкултан вĕренсе тухсан çара кайрăм, унтан таврăнсан заводра слесарьте вăй хутăм. Общество транспорчĕн водителĕнче ĕçлеме ирĕк паракан категори илтĕм те руль умне лартăм. Эпĕ эрех-сăра пачах ĕçместĕп. Ӳсĕр пассажирсенчен асăрханатăп. Хĕрĕнкĕ çын харкашма, ытти пассажира чăрмантарма пултарать. Хăйне алăра тытман çынна кабинăна лартма та шикленмелле. Унăн пуçне мĕнле шухăш пырса кĕнине пĕлме çук», — терĕ Алексей. Ĕçтешĕпе, Вăрнар районĕнчи Петьăпа, вăл 3-4 уйăх каялла туслашнă. Юрать, çĕçĕ юн тымарне лекмен, çакă тата вăхăтра медпулăшу пани унăн пурнăçне çăлса хăварнă.

«Малтанах мĕн пулса иртнине ăнланмарăм. Ларкăч çинче юнланнă çĕçĕ выртатчĕ. Медиксем питĕ хăвăрт ĕçлерĕç. Больницăна илсе çитерсенех Петьăна операци тунă. Реанимацирен палатăна куçарсан вăл ман пата шăнкăравласа тав турĕ. Петя хăвăртах вăй илессе шанатăп», — терĕ Алексей Никандров. Кунашкал лару-тăрăва вăл пĕрремĕш хут маар лекнĕ. Пĕррехинче канмалли кун ялтан таврăннă чухне аварие лекнĕ çынсене пулăшнă. Кашни кун руль умне ларакан Алексея водительсен культура çукки кулянтарать.

«Мускавра шоферсем лăпкăрах. Вĕсем пĕр-пĕрне, уйрăмах — общество транспортне, çул параççĕ, хăваламаççĕ. Пирĕн патра темшĕн ун пек мар. Эпир халăха илсе çӳренине манаççĕ-ши?» — ыйтуллăн тинкерчĕ Алексей.

Ольга КАЛИТОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.