Комментари хушас

18 Юпа, 2021

Ача сачĕсем те каникула кайĕç

Çĕршыври эпидемипе çыхăннă лару-тăру çивĕччине палăртрĕ паянхи канашлура Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. Çав шутра — Чăваш Енре те. Çавна май потребитель рынокĕнче ĕçлекенсен хушшинче вакцинациленнĕ йыш пĕчĕккипе ниепле те çырлахма юрамасть.

Олег Алексеевич прививка тунисен пĕчĕк проценчĕллĕ районсемпе хуласене ятран асăнсах çак кăтартусене тӳрлетме тăрăшмалли пирки асăрхаттарчĕ. Вĕрентӳ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Дмитрий Захаров вара шкулсенче чирлекенсен шучĕ пысăкланнине çирĕплетрĕ. Çавăнпа кĕркуннехи каникула вăрăмрах тума йышăннă — вăл икĕ эрнене, юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнчен тытăнса чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕччен, тăсăлĕ. Ача сачĕсенче те çак тапхăрта кану кунĕсем пулĕç.

www.hypar.ru
 

Рубрика: