Комментари хушас

6 Авăн, 2014

Чăнкă Муркашсем

"Чăнкă" тесе ку таранччен хаçат-журналта кăнтăр енчи район çамрăкĕсем пирки ытларах çыратчĕç. Авăнăн 15-мĕшĕнче пулса иртнĕ ĕç-пуç хыççăн çак сăмах Муркашсемшĕн кăтартуллăрах пек туйăнчĕ... Юрĕ, эсир пирĕнпе пĕрле пулман, апла тăк нимĕн те курман, çавăнпах йăлтах йĕркипех каласа кăтартам.

Хăнана-мĕне чĕнекен тупăнсан хăрах уран сиксе таçта çитме хатĕр эпĕ. Муркаш районĕнчи Йÿçкассинче пурăнакан тăхлачă çуралнă кунне паллă тума йыхравласан çавăнпах турткаланса-пăркаланса - хака ÿстерсе - тăмарăм: ара, текех эпĕ те 17-ри чиперкке мар, тăванăм та яш каччă мар, ÿкĕтлемессе те пултарать вĕт. Пĕтрĕ вара ура хуçса ташласси, ури авăнакан сĕтел хушшинче сăйланасси!

Палăртнă кун хăвăртах çитет вăл. Çурла уйăхĕ кăна пулнине пăхса тăмарăм - хур чĕпписем пит тĕрекленсех çитмен-ха та ĕнтĕ, çапах тытрăм та пĕрне кучченеçлĕх чикрĕм. Хутаçра пылак ытти çимĕç çумĕнче йÿççи те вырăн тупрĕ. Ăна, тĕрĕссипе, темиçе хут та тĕрĕслерĕм. Пĕр кунхи пек пулса тухассинчен шикленетĕп-çке-ха. Ара, пĕрре çапла хĕрĕн çемйипе хăнана пуçтарăнтăмăр. Мĕн кирлĕ пеккине ун чухне те хутаçа йăлт ярăнтартăмăр: парни-кучченеçне нимĕн те манса хăвармарăмăр. Пыратпăр çапла урампа саркаланса. Мăнукăм - ах, çав пиллĕкри мăнукăм-шĕвĕрĕм ытла та темĕн те пĕлет-çке манăн! - урам варринче хĕвĕшекен çынсен хушшинче тăп! чарăнчĕ те: "Эрех илме манмарăр-и?" - терĕ. Тахçан пĕрре çапла чăнах та маннăччĕ те çавна ниепле те асĕнчен кăлараймасть мар-и? Çавăнтанпа халĕ хутаçа тĕ-ĕплĕн тĕрĕслетĕп килтен тухиччен.

Хальхинче чиперех çитрĕмĕр Йÿçкассине. Мăнукăн та пире асăрхаттармалли сăлтав тупăнмарĕ. Хăнисем килсе тулнă тăхлачăн! Мускавран та çитнĕ. Пурте ăшă сăмах каларĕç. Тăхлачă хăй те пурне те ăшшăн тав турĕ. Эй, килнĕ хăнан çурăмĕ хитре тенине мансах ташă кĕввипе силлентĕмĕр анчах. Сĕтел тулли ĕçме-çимине шеллесе темиçе хутчен те лара-лара тухрăмăр. Çапах та киле каймаллах вĕт. Пирĕн вара Шупашкара çитмелле.

Урама тухрăмăр та - ай-уй! çын пырса çапсан та палласа юлас çук: сĕм тĕттĕм! Мĕнле çÿреççĕ кунта?! Тĕп хулара пурăнса цивилизацие хăнăхнă çав... Урапа пускаласа, куçа чаркаласа, алăпа хыпашласа пырса машинăна аран шыраса тупрăмăр вĕт. Çур çул шикленсе пытăм - хамăр машинăнах лартăмăр-ши, çынăнне вăрласа каймарăмăр-ши тесе... Киле çитичченех пăшăрханаттăм пулĕ те, Муркаша пырса кĕрсен хăрамалли урăх сăлтав тупăннипе кун çинчен туххăмрах манса кайрăм. Тĕп урампа шăхăрса пыраканскерсене пире такамсем пÿлчĕç. Умра - темиçе машина. Малтанах инкек пулнă ĕнтĕ тесе сехре хăпрĕ. Куçа хĕскелесе пăхатăп та - сарлака урам варринче халăх хĕвĕшнĕ пек курăнать. Мĕн амакĕ? Пире пĕр çамрăк - хăранипе лайăхах сăнаймарăм çав, те инспектор тумĕпеччĕ, те çавăн евĕрлипе кăна - сулахаялла пăрăнма хистесех хушать. Кунта, эпир кăнтăрла килнĕ çулпа, кайма май çуккине калать. Эпĕ вара, турăшăн та калатăп, сулахаялла чупма хăнăхман. Мĕн тумалла? /Маларах сиксе ÿксе калам-ха: çав сулахаялла пăрăнманни пурнăçра усăллă кăна-мĕн - пирĕн Шупашкара çитмешкĕн сулахаялла мар, сылтăмалла пăрăнмалла пулнă, юрать çав ачана итлесе тÿрех вăл кăтартнă еннелле çаврăнмарăмăр/. Машина рульне шĕкĕр хуламăр еннелле пăриччен хайхи чăнкă çамрăкран çапах та ыйтса пĕлес килчĕ: мĕн пулса иртет кунта? "Корпоратив", - хуравлама ÿркенмерĕ тата ку. Корпоратив??? Çакăншăн Шупашкар çулне - тĕп çула тесе вула - картламашкăн камăн ирĕк пур вара? Ах, тарăхрăм та. Пуç тÿпекинчен пăс тухрĕ ахăр. Пĕрре - çĕрле, капла та нимĕн те курăнмасть. Тепре - тавра каймалли çулне пĕлместпĕр. Кун пек чухне инкек сиксе тухасси те часах. Муркашсемшĕн пулсан вара - икĕ айкки те тăвайкки.

Çакă кăна кăсăклă: Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе вырăнти тĕп паишник пĕлеççĕ-ши çамрăксем çĕрле мĕн хăтланнине? Те вĕсем яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа алă пусса пичет çапсах чунтан савăнмашкăн ирĕк параççĕ-ши? Çак ыйтăвăн хуравне "ЧХ" вулаканĕсемпе пĕрле питех те пĕлес килет.

Çĕрлехи Муркашран Шупашкара чĕррĕнех çитнĕ ХĔРЕСТИН.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.