Комментари хушас

24 Раштав, 2013

Уявсен вăхăтĕнче тимлĕхе çухатмалла мар

Ĕнер ЧР Правительствин Председателĕ Иван Моторин республикăн, федерацин влаç органĕсен территори управленийĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Патшалăх ĕçлев инспекцийĕн ертÿçи Валентин Воронов строительствăпа автомобиль транспорчĕн организацийĕсенче ĕçлев саккунĕсем ыйтнине мĕнле пăхăннин тĕрĕслевне пĕтĕмлетнĕ. 48 организацире транспорт хатĕрĕсене хăрушлăхсăр ĕçлеттермелли требованисене, ĕç условийĕсене тата сыхлавне, çавăн пекех ют çĕр-шыв çыннисене явăçтармалли йĕркене мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ. Вĕсене пĕтĕмлетсе ĕçлев саккунĕсене тата норматив право акчĕсене пăснă 507 тĕслĕхе палăртнă, вĕсене пĕтересси çинчен 67 предписани панă. Должноçри 54 çынна тата юридици сăпатĕнче тăракансене /2/ администраци тĕлĕшĕнчен явап тыттарнă - 343,8 пин тенкĕлĕх штрафланă.

Правительство членĕсем Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсене мĕнле хатĕрленнине сÿтсе явнă. ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов пĕлтернĕ тăрăх - Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсен вăхăтĕнчи утренниксене, концертсене, тĕрлĕ акцие республикăри 187 пин ытла ача хутшăнать.

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче 2013 çулхи раштав уйăхĕн 25-30-мĕшĕсенче ачасем валли Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Çĕнĕ çул елки 4 хут иртет. Хĕллехи каникул кунĕсенче физкультурăпа спорт комплексĕсем, шкулсенчи спорт залĕсем, хушма пĕлÿ паракан учрежденисем, вулавăшсемпе музейсем, катоксемпе стадионсем, йĕлтĕр трассисем ĕçлĕç. Вĕренÿ учрежденийĕсенче сывлăха çирĕплетмелли, пултарулăха ÿстермелли мероприятисем, конкурссем, уçă сывлăшра вăйăсем йĕркелеме пăхнă.

Иван Моторин Çĕнĕ çул тата Раштав вăхăтĕнче граждансен хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе тимлĕ пулмаллине палăртнă.

ЧР Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсен вăхăтĕнче пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтермелли мерăсем çинчен пĕлтернĕ. Вăл палăртнă тăрăх - кашни çулах кăрлач уйăхĕн пĕрремĕш вунă кунлăхĕнче пушарсен шучĕ, çынсем вилесси 1,5-2 хут ÿсет. Тĕслĕхрен: 2012 çулхи раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа 2013 çулхи кăрлачăн 10-мĕшĕччен 51 пушар тухнă, вут-çулăмра 7 çын вилнĕ. Вениамин Петров Çĕнĕ çул уявĕсен вăхăтĕнче профилактика ĕçне тивĕçлипе йĕркелени инкек-синкекрен хăтăлма пулăшнине каланă.

Олимп çулăмĕн эстафетине кĕтсе илме хатĕрленни çинчен ЧР физкультурăпа спорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Шелтуков пĕлтернĕ.

А.ЛЬВОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.