Комментари хушас

15 Юпа, 2021

«Хыпар» 114-115 (27847-27848) № 15.10.2021

Шур пÿрт Павăл ратти,

е Александровсем ĕлĕкхи йăла-йĕркене малалла тăсаççĕ

Ял халăхне, ачасене ырă тăвасси вĕсемшĕн чун киленĕçĕ. Çавăнпах-тăр вĕсем патне лайăххи яланах туллин çаврăнса çитет. Сăмахăм Красноармейски районĕнчи Пулайкассинче пурăнакан Регинăпа Вячеслав Александровсем çинчен. Регина Яковлевнăпа Вячеслав Алексеевич маларах Шупашкарта ĕçлесе пурăннă. 2015 çулта яла куçнă.

Кунне пĕр тенкĕ ĕçлесе илнĕ

Чатукасси ял тăрăхне кĕрекен Пулайкасси çав тери илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Ял хушшинче тата йĕри-тавра — тăватă пĕве. Юнашарах варсемпе çырмасем тăсăлаççĕ. Кил хуçи Вячеслав Александров калашле: «Çуркунне бинокльпе пăхатăн та сăвăрсене куратăн». Ялтан кирек хăш еннелле пăх – сарă, ылтăн, кĕрен тум тăхăннă пĕчĕк вăрмансем куç тĕлне пулаççĕ. Хĕвел хитре пăхнăран вĕсен капăрлăхĕ таврана тата ытларах çутатать. «Илемлĕ ку тăрăх такама та кăчăк туртмалла», — мĕлтлетрĕ шухăш капмар çуртăн алăкне уçнă май.

«Çак ялта çуралса ӳснĕ эпĕ. Аттепе апай Алексей Александровичпа Ольга Петровна колхозра ĕçленĕ. Атте — аслă конюхчĕ. Анне çамрăк чухне сурăх ферминче, каярах тырă акнă, пухса кĕртнĕ çĕрте вăй хуратчĕ. Мăн Шетмĕрен лашапа нумай çул çăкăр турттарнă вăл. Çемьере 7 ачаччĕ, эпĕ — асличчĕ. Ман хыççăн — Толя, унтан йĕкĕрешсем Генăпа Веня, Вова, Эльвира, Зина. Пирĕнпе пĕрле куккан ывăлĕ Вова пурăнатчĕ. Гена, Веня тата Вова – виççĕшĕ пĕр класра вĕренетчĕç. Апайăн пасара кайсан ачисене тумлантарма чылай япала туянма тивнĕ. «Вăл сутма туянать», — текеленĕ хăшĕсем. Аттепе апай пире мĕн пĕчĕкрен ĕçлеттернĕ. Шкултан килсен хуçалăх сеткисем — авоськăсем — çыхаттăмăрччĕ. План панă: каçчен 5 сетка хатĕр пулмалла. Пĕри 20 пусчĕ. Эпир кашниех кунне пĕрер тенкĕ ĕçлесе илнĕ. Пĕр тенкĕпе 5 буханка çăкăр килетчĕ, 20 пус юлатчĕ. Çавăнпа пире кашни ывăлнех пĕрер велосипед илсе панă. Телевизора та ялтисенчен маларах туяннă. Вырсарникунсенче вуншар сетка çыхмаллаччĕ. Çапла, пире пĕрре те ял тăрăх чуптарман», — çапла пуçларĕ Вячеслав Алексеевич хăйĕн çинчен каласа пама ыйтсан.

Вячеслав Александров Чатукассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн юлташĕпе Вова Ксенофонтовпа Череповецк хулинчи çар училищине вĕренме кайнă. Шел, медкомисси витĕр тухайман. Мĕншĕн тиркенĕ тетĕр-и? Килти телевизор кăтартма пăрахсан Слава ăна тӳрлетме пуçланă. Анчах ток çапнипе отвертка таçта çити вĕçсе кайнă… Ун хыççăн çамрăкăн чĕлхи кăштах çыхланма пуçланă…

Унтан салтака кайнă. Çар хыççăн 1978 çулта раштав уйăхĕнче милицие вырнаçнă. Çав вăхăтрах Елабугăри милици шкулне вĕренме кĕнĕ. Каярахпа каварлашса преступлени тăвакансемпе кĕрешекен управленире вăй хунă. Унтан Мускаври ШĔ М академийĕнче куçăн майпа вĕреннĕ. 1980 çулта Красноармейски районĕнчи Шупуç хĕрĕпе Регина Ильинапа çемье чăмăртанă. «Регинăсем 8-10-мĕш классене Чатукасси шкулĕнче вĕреннĕ. Астăватăпха: колхоз пире салтака ăсатать. Ятарлă программа хатĕрленĕ. Эпир сцена çинчен юрă юрларăмăр. Унччен те пулмасть залра пĕр хĕрача тăчĕ те: «Эсир пире сыхлăр, эпир вара сире кĕтĕпĕр», — терĕ. Ку чиперккене астуса юлтăм. Унччен те куркаланăччĕ-ха, килĕшетчĕ вăл мана. Вĕсем шкулăн интернатĕнче пурăнатчĕç. Регина Красноармейскине пырсах çара ăсатса ячĕ. Хĕсметрен çыру ятăм та — хуравларĕ. «Чуптăватăп», — тесе шăрçаларăм.

«Эпĕ те чуптăватăп», — хурав килчĕ. Туслăх юратăва куçрĕ… Вăхăт чуппи сисĕнмерĕ, 41 çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнатпăр. Икĕ ывăл — Владимирпа Димитрий — пăхса ӳстертĕмĕр. Вĕсем те çемьеллĕ ĕнтĕ. Çемйисемпе Шупашкарта пурăнаççĕ. Виçĕ мăнук пирĕн», — калаçăва сыпăнтарчĕ çемье пуçĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   


«Çĕнĕ çулта çÿç ÿсме пуçларĕ»

Илья Кутузов ытти çамрăкран нимĕнпе те уйрăлса тăман. Шупашкарти экономикăпа менеджмент институтĕнче пĕлӳ пухаканскер хăй усал шыçăпа чирлесси пирки шухăшлама та пултарайман.

Тренировка хыççăн

29-ти Илья массăллă информаци хатĕрĕсенчен пĕринче ĕçлет. Хастар каччă пурнăçпа киленсе ӳснĕ. Уçă кăмăллăскер спортпа туслă пулнă. «Эпĕ футболла выляма ăстаччĕ. Пĕррехинче тренировка хыççăн сулахай чĕркуççи ыратрĕ. 18 çулта мĕн шухăшлама пĕлетпĕр? Хăех иртсе каять терĕм», — аса илчĕ Илья. Каччă суракан вырăна маç сĕрнĕ те малалла чупнă. Малтанхи тапхăрта ыратнине ирттерекен эмел пулăшнă-ха, каярахпа чĕркуççи шыçнă, каччă ура çине пусайми пулнă. «Ирхине вăрантăм та манăн чĕркуççи хуçланмасть. Тухтăр патне çитрĕм. Вăл тыткаласа пăхрĕ те сурана çутăпа сиплеме ячĕ. Хушнине пурнăçларăм. Кăштах çăмăлланчĕ пек. Анчах уйăхран чĕркуççи каллех ыратрĕ», — каласа кăтартать Илья. Тинех ăна рентген тума янă. Тухтăрсем ӳкерчĕке алла илсен иккĕленнĕ, пациента республикăри клиника онкологи диспансерне янă. Анчах унти специалистсем диагноза палăртайман. Йĕкĕте Мускаври Н.Н.Блохин ячĕллĕ онкологи центрне çитмешкĕн направлени панă.

«Çав кунсем тĕтрери евĕр. Мĕн пулса иртнине ăнланмастăм. Тухтăрсем нимĕн те шантармастчĕç», — аса илчĕ вăл. Мускавра пĕр уйăх пурăнсан çеç Илья мĕнпе чирлине палăртнă. Уçă биопси вăхăтĕнче анализ валли тĕртĕм пайне илнĕ. Çавăн хыççăн çеç каччăн усал шыçă пулнине палăртнă. «Мана питĕ лайăх тухтăр лекрĕ. Ăна куçран тинкертĕм те: «Шанăç пур-и?» — тесе ыйтрăм. Вăл хуравран пăрăнмарĕ: «Пур. Сывалмалла», — терĕ. Ăна ĕнентĕм. Эпĕ вилместĕп тесе шухăшларăм. Тухтăр сăмахĕсене çирĕп кăмăлпа йышăнтăм. Тепĕр виçĕ сехетрен мĕнле авăра «чăмнине» ăнкарса илтĕм. Вăтанмасăр пĕлтеретĕп: макăртăм. Пит тăрăх куççуль юхрĕ. Эпĕ текех чупаймăп, футболла выляймăп, каток çинче эрешсем туса ярăнаймăп. Манăн пурнăç унчченхи пек пулмĕ…» — сăмаха малалла тăсрĕ хăрушă диагноза илтнĕскер.

Хамăра мар, пĕр-пĕрне шеллеттĕмĕр

2011 çулхи нарăс уйăхĕнче хими терапийĕн курсĕ пуçланнă. Вăл шыçă аталанассине чакарнă. Каччăн чĕркуççийĕ тинех сурма чарăннă. Препаратсен витĕмне пула чылайăшĕ вырăн çинчен тăраймасть. Илья та çак тапхăра аса илесшĕн мар. Çамрăкăн пуçĕ çаврăннă, хăсас килнĕ, апат тути улшăннă, çӳçĕ тăкăнма пуçланă. Юнри улшăнăва пула кăтартусем япăхланнă, иммун тытăмĕ вăйсăрланнă. Çавăнпах Илья чир-чĕре хăвăрт «çаклатнă». Урама уçăлма тухсан ура вăйĕ пĕтнĕ. Çăвар шыççинчен сывалсанах сунас ернĕ… Апла пулсан та Илья çын йышлă çӳрекен вырăнсене тухма шикленмен.

«Кун пирки аса илме, каласа кăтартма юратмастăп. Ыттисемпе танлаштарсан манăн чир «йăвашрахчĕ». Эпĕ сывални — тухтăрсен ĕçĕн «çимĕçĕ». Чунра питĕ йывăрччĕ. Кĕлетке, сăн улшăннине курма та çăмăл марччĕ. Пурпĕр вăя пухаттăм та ура çине тăраттăм. Хими терапийĕ хыççăн хура çăкăр хыпаттăм. Апат çимешкĕн те вăй кирлĕччĕ. Вăл вара пачах пĕтнĕн туйăнатчĕ», — каласа кăтартрĕ Илья. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

♦   ♦   ♦


Вăйсăрлăха кăтартма юрамасть

Инна онкологи диспансерне капăр сараппан, çӳллĕ кĕлеллĕ пушмак тăхăнса, вăрăм хĕрлĕ çӳçне сапаласа пынă. Сăн-пичĕ унăн йăл кулăпа çиçнĕ. «Эсир кама илсе килтĕр?» — ыйтнă унран черетре кĕтекен хĕрарăм. Йывăр диагноз пурнăç сĕткенне туртса илнине пула вăл халтан кайни палăрнă, унпа пĕрле упăшки, пĕртăванĕ ларнă. Усал шыçă тăваттăмĕш тапхăра куçнă пулсан та Инна çурхи чечек пек илемлĕ курăнни пациентсене кăна мар, тухтăрсене те тĕлĕнтернĕ. «Эпĕ пурăнатăпах, шăла çыртса, вăй-халăм юлмиччен кĕрешме хатĕр. Манăн вилме юрамасть. Пĕчĕк ывăлăма, 17-ри хĕрĕме те кирлĕ-çке эпĕ. Пулăшăр мана тархасшăн...» — тухтăртан çăлăнăç ыйтнă хĕрарăм.

«Организма тимлĕрех итлемеллеччĕ»

Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Инна ывăлĕпе пĕрле пулассишĕн ача садне кĕçĕн воспитателе ĕçлеме вырнаçнă. Хĕрĕхелле çывхараканскер садикри психолог пулас тĕллевпе куçăн мар майпа аслă шкулта вĕреннĕ. 2014 çулхи кĕркунне Инна ирсерен хырăм ыратнине туйма тытăннă. Пĕр кунхи-не кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче ĕçрен ыйтсах участокри терапевт патне кайнă, лешĕ анализсем пама хушнă. Ун чухне кутанара усал шыçă аталанасси пирки шухăшлама та пултарайман вăл. Ăна диагностикăн ятарлă процедурисĕр пĕлме май та çук. Кăкăра хыпашланă пек кутанана тытса пăхаймăн вĕт. 40-е яхăн çул ĕçлекен терапевт пациента ФГДС, колоноскопи пирки те аса илтермен. «Ку пирĕн чир мар», — тесе гинеколог патне янă. Инна пĕр специалист патне кăна çитмен. Укçине шеллемесĕр тӳлевлĕ клиникăна та кайнă. Пурте пĕр диагноз — амалăх эндометриозĕ — лартнă, гормон эмелĕсем çырса панă. Усал шыçă чухне вĕсене пачах ĕçме юрамасть-мĕн. Инна укçа тӳлесе УЗИ, МРТ тунă. Анчах усал шыççа темшĕн никам та асăрхаман. Çур çул ытла Инна чăтнă, ыратнине эмел те ирттереймен. Ирсерен хырăмĕ ача çуратас умĕнхи пек касса ыратнă, «пысăккипе» тула каяс килнĕ. «Организма тимлĕрех итлемеллеччĕ — темĕскер йĕркеллĕ маррине туйнă вĕт-ха эпĕ. Çапах проктолог патне каймарăм, колоноскопи тума шухăшламарăм. Çаплипех вăхăта тăсса пурăнтăм», — хăйнех айăпларĕ икĕ ача амăшĕ.

Çу уйăхĕнче вăл хĕрарăмсен консультацине кайнă, унта ăна онкодиспансера направлени панă. Университетра сесси пынă май экзаменсене тытса пĕтерсен тин Инна унта çитнĕ. Диагностика кунĕсене палăртнă: татах кĕтмелле иккен. Пĕр куна та сая ярас килмен хĕрарăмăн, ахаль те вăхăт нумай çухатнă-çке. Анализ илнĕ хыççăн 10 кунран усал шыçă тупăннă... «Мĕншĕн эпĕ? Ача чухне чирлемен-çке, анне манпа больничнăй та илсе курман. Мĕн те пулин тумаллах», — сехĕрленсе ӳкнĕ Инна.

Гормон эмелне пула шыçă самаях çитĕннĕ. Тӳлевлĕ клиникăра унччен тунă диагностика кăтартăвĕсене пăхнă хыççăн тухтăр пациента çапла каланă: «Шыççи /ун чухне вăл пĕчĕк пулнă/ акă-çке. Ăна 2-мĕш курс студенчĕсем те уйăраяççĕ», — тенĕ.

Хăйне «сывă» тесе ĕнентернĕ

Хуйха путнă Инна каç кӳлĕм тусĕпе Ленăпа тĕл пулса калаçнă. «Мĕн тумалла? Операциччен тата пĕр уйăх кĕтмелле терĕç. Усал шыçă клеткисем пĕвере те сиенленĕ. Пур çĕрте те «блат» кирлĕ, унсăрăн...» — чунне уçнă Инна. Лена пулăшнипе вăл больницăна тепĕр хутчен кайнă. Хайхи хитре са-раппанпа, çӳллĕ кĕлеллĕ пушмакпа.

— Хальлĕхе вырăн çук-ха, — хуравланă тухтăр.

— Коридорта та выртма хатĕр, — килĕшнĕ Инна.

Пĕр эрне коридорта выртнă вăл, çĕр каçма киле кайнă. Ывăлне Виталике ашшĕ патне яла ăсатнă. Хальччен Инна ачинчен пĕр эрнерен ытла уйрăлса курман, çавăнпа тунсăхлама ĕлкĕрнĕ. Урамра тĕпренчĕкĕсене çавăтса утакансене курсан унăн куçĕ шывланнă. Операциччен яла кайса килмешкĕн вăл тухтăртан ирĕк ыйтнă. Канмалли кунсене ывăлĕпе, юратнă мăшăрĕпе лайăх ирттернĕ, мунча хут-са кĕнĕ...

Çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче Инна хирург çĕççи айне выртнă. Йывăр операцие 5 сехет тунă. Мускавра пурăнакан амăшĕ хĕрĕпе пĕрле пулас тесе ĕçне пăрахсах килнĕ, тусĕ Лена та Инна çумĕнчен кайман. Операци хыççăн вăл хăйне питĕ япăх туйнă, кĕлеткине те, пуçне те çĕклеймен. Çапах майĕпен ларма, тăма хăнăхнă. Кайран хими терапийĕн курсĕ пуçланнă. Анчах ку пĕвере усă паманнине кура Инна Мускаври больницăна кайма направлени ыйтнă. Унта вăл ывăлне те илсе кайнă, иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕ патĕнче пурăннă.
Мускавра хими терапийĕн курсĕ хыççăн Инна хăйне лайăхрах туйма тытăннă. «Унта больницăра — халăх! Ачасене, шакла пуçлăскерсене, мĕн тери шелччĕ. Тухтăр пĕвер япăхланнине шарламарĕ. Вăл каланă тăрăх, усал шыççа пула сиенленнĕ лимфа тымарĕсене халĕ шăнтса та сиплеççĕ. Тен, мана операци те кирлĕ пулмĕ тесе ырра шанса пурăнтăм, тĕрĕс апатланма тăрăшрăм», — аса илчĕ йывăр вăхăтсене хĕрарăм. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Тупăш илни малашне те çине тăрсах ĕçлеме хистет

Республикăра кăçал тĕшĕлĕх хĕвел çаврăнăш — 3172, çав шутра Шăмăршă районĕнче 1284 гектар /40,5%/, акнă. Мĕншĕн ыттисенчен нумайрах туса илеççĕ? Хурава шырама унта çул тытрăмăр.

Культурăна В.Н.Павлов, А.П.Егоров, Е.В.Пондякова хресчен-фермер хуçалăхĕсенче, «Агротранспорт» тата «Победа» обществăсенче çитĕнтернĕ. Юпан 14-мĕшĕ тĕлне тăхăр комбайнпа 645 гектара вырса тĕшĕленĕ, В.Павлов, А.Егоров, Р.Айзатов пĕтĕм лаптăкра çапса пĕтернĕ.

— Юпан 14-мĕшĕ тĕлне пирĕн мĕн пур йышши хуçалăхсенче тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 11606 га пухса кĕртрĕç, — пĕлтерчĕ райадминистрацин ял хуçалăх тата экологи пайĕн ертӳçи Олег Алексеев. — Вăтам тухăç 19,9 центнерпа танлашрĕ /республикăра — 19,5/. Сахăр кăшманне /295 га/ кăларса пĕтертĕмĕр. Шел те, çулла çанталăк шăрăх тăнăран тухăçĕ пысăк мар. Çĕр улмине пуçтарса илтĕмĕр, халĕ лаптăксенче суха тăваççĕ. Çанталăк йĕпене кайиччен «Победа» обществăра 173 гектар сойăна пухса кĕртрĕç, вăл вăтамран 14-шар центнер тухрĕ. Ку пирĕн патра лайăх кăтарту шутланать. Çĕртме 6960 га тунă, ĕç малаллах пырать. Юпан 6-мĕшĕнче А.П.Егоров хресчен-фермер хуçалăхĕнче хĕвел çаврăнăшне тĕшĕлеме техника хире тухрĕ. Унта кайса курма кăмăл пур-и?

— Пур! — килĕшрĕ çак йĕркесен авторĕ.

Шăмăршăран кăнтăр енчен тухса хĕвел çаврăнăш çумĕпе комбайн патне васкарăмăр. Куç умне тĕлĕнмелле ӳкерчĕк тухса тăчĕ, кун пеккине нумай çул курманччĕ: ирхи сарă хĕвел пĕтĕм тавралăха, çав шутра çу юхтармалли хĕвел çаврăнăшне, ăшăтать. Пайăркисем тунисемпе пуçĕсене йĕпетнĕ сывлăм шывне типĕтнĕччĕ ĕнтĕ, тĕлĕ-тĕлĕпе кайăксем ирхи апата пуçтарăннăччĕ.

Çак культурăна пухса кĕртмелли технологи те тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене пуçтарса илмелли пекех: комбайнпа çапса тĕшĕлеççĕ, жаткăпа выраççĕ, ĕçе пикениччен ăна тата молотилкине кирлĕ пек йĕркелесе яраççĕ.

Тунисене, типсе хытнăскерсене, 40-50 сантиметр çӳллĕшĕнче жатка каскăчĕ шатăрт-шатăрт! иртет, вĕсене мотовило тӳнтерсенех транспортер пуçĕсемпе пĕрле тĕшĕлекен параппан патнелле хăпартать. Райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн тĕп специалист экспертне Николай Вазанова асăрхасан комбайнер хăватлă техникăна чарчĕ, кабинăран çĕре анчĕ. Паллашрăмăр — Алексей Павлов. Вырмана та хутшăннă. Ял хуçалăх техникипе чылай çул ĕçлет.

— Кăçалхи ял хуçалăх çулталăкĕ çăмăллăн иртмест, — терĕ вăл. — Шăрăх çул аграрисене тĕрĕслерĕ. Вăл каллех килессе сиссе культурăсене тăпрара нӳрĕк ытларах чухне акса-лартса хăварассишĕн çĕрĕн-кунĕн ĕçлерĕмĕр. Çĕре çав тапхăрта варăнтарса ĕлкĕрнĕрен паян сĕтел апат-çимĕçпе туп-тулли. Çĕртме-утă уйăхĕсенче тырра тапăннă нăрăсемпе, çурла уйăхĕнче культурăсене çумăр йĕпетиччен пухса кĕртессишĕн кĕрешрĕмĕр.

Акă комбайн патне «SHACMAN» автомашина çитрĕ, тырра пушатмалли шнек айне кĕрсе чарăнчĕ, кузова хура тĕшĕ чашăлтатса юхрĕ. Ăна йĕтеме Адик Андреев водитель турттарать. Агропромра ĕçлекен çамрăк специалистсене патшалăх тивĕçтерекен социаллă тӳлев укçипе Шăмăршă ялĕнче пурăнмалли вырăна лайăхлатнăскер, мăшăрĕпе пĕрле икĕ ача çитĕнтерет.

— Мана ял хуçалăхĕнче килĕшет, урăх отрасле куçма, лайăх шалу тесе Мускавра е ытти хулара ĕçлеме шухăшламастăп, — пытармарĕ вăл.

— Хĕвел çаврăнăшне кăçал пĕрремĕш хут тата тупăш илессе шанса 115 гектар акрăмăр, — терĕ Александр Егоров фермер. — Ăна çитĕнме ăшă çителĕклех пулчĕ, анчах çĕре нӳрĕк кирлинчен чылай сахалрах ӳкрĕ. Çавăнпа тухăçĕ республикăн нумай çулхи вăтам тухăçĕнчен пĕчĕкрех. Тĕшши юпа уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне çеç хытса çитрĕ. Çумăр çумасан кĕске хушăрах пуçтарса илетпĕр. Ăна сутса пĕтĕм тăкакне саплаштармалăх тата техника туянмалăх таса тупăш парсан çитес çулсенче те акас шухăш пур. Шел, кăçал тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем питех савăнтармарĕç. 650 га çинчен тăккаламасăр пухса кĕртрĕмĕр. Ку тухăç та лайăх. Кĕрхи тĕш тырă — начар, çурхи япăх мар пулчĕ. Тыррăн пĕрремĕш пайне сутатпăр, иккĕмĕшне выльăха çитеретпĕр. Кĕтӳре ĕне выльăх 195 пуç, çав шутра сăваканни — 70. Ăнăçлă хĕл каçарма апат çитет.

Хиртен таврăннă май А.Егоров фермине кĕрсе куртăмăр. Вăл тĕрĕссине каларĕ иккен. Чылай çул каялла тимĕр-бетон стройматериалтан тунă комплекс çирĕп, кунта сĕтпе аш производствине йĕркеленĕ. Панельтен тунă управра нумай тонна апат йăтăнса выртать. Йышлă выльăха уçăлтарма картише кăлараççĕ. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Чăрăшкасси çăкăрне техĕмлĕ пулнăран кăмăллаççĕ

Техĕмлĕ те тутлă çăкăр шăрши сăмсана урамранах кăтăкларĕ. Тин çеç кăмакаран пиçсе тухнă вăхăта çитрĕмĕр эпир. Цехра пикесем хĕрсех кĕлентĕр, пĕремĕк-печени янтăлатчĕç. Аллисенче чуста вылянса çеç тăрать. Вĕсен ăшă куçĕнченех хăйсен ĕçне чунтан юратни сисĕнчĕ.

Нимĕн те шиклентермен

Шупашкар районĕнчи Чăрăшкассинчи «Колосок» предприятие Владимир Иванов 17 çул каялла йĕркелесе янă. Чи малтан Шупашкарти «Волжанка» агро-суту-илӳ предприятийĕнче тĕп инженерта тăрăшнă вăл. Йывăр тапхăр пулнă ун чухне. Предприяти хупăнас патне çитсен Владимир Николаевич турккăсем тытса тăракан çăкăр цехне вырнаçнă. Вĕсем хăйсен технологийĕпе ĕçленĕ. Тăсăлса тăракан, хăйне хăй хуçăлакан, сийленекен çăкăр-булкăна халăх килĕштерсех кайман. Ытла нумай ĕçлеймен вĕсем, тупăш сахал килнĕрен турккăсен цеха хупма тивнĕ. Опыт пухма ĕлкĕрнĕ Владимир Николаевич нумай шухăшласа тăман, Чăрăшкассинче хăй тĕллĕн пекарня уçнă.

2004 çулта пулнă ку. Самана йĕркеленсех çитеймен, укçа-тенкĕ енчен йывăртарах вăхăт пулни те ăна шиклентермен. Темиçе çул пушă ларнă çурта илсе юсаса çĕнетнĕ, оборудовани вырнаçтарнă. Обћектра малтан газ та пулман. Электроэнергипе усă курнăран тăкаксем ӳссех пынă. Çăкăр пĕçермелли кивĕ кăмакасем те электроэнерги нумай пĕтернĕ. Çапах та темле йывăр пулин те каялла чакма шухăшламан.

Чи пахи — халăх çăкăра малтанхи кунранах аван йышăнни. Вăл сентре çинче пачах та выртман. Çынсене улталама çук, лайăххипе япăххине, мĕн аваннине хăвăрт уйăрса илеççĕ.

«Чăрăшкасси çăкăрĕ пур-и сирĕн?» — лавккасенче халăх çапла ыйтма тытăннă. Апат-çимĕç машини çитессе киле пăрахса каймасăр кĕтсе тăнă. Черет тăрсах илме пуçланă техĕмлĕскерне. Районта çапла майпа «Чăрăшкасси çăкăрĕ» ятпа тăрса юлнă вăл. Никам та мар, 17 çул каялла халăх хăй шухăшласа тупнă ят. «Чăрăшкасси çăкăрĕ» тутлă та техĕмлĕ. Ун валли çу та, кăлпасси те, нимĕн те кирлĕ мар, вĕрискерне пĕрре ларса çисе яма пулать», — Шупашкар районĕнче пурăнакансем çапла калаççĕ çак çăкăр пирки. Вăрттăнлăхĕ — Çĕпрере «Колосокра» талăкĕпех çăкăр пĕçереççĕ. Куллен 3,5 тонна хатĕрлесе кăлараççĕ, унсăр пуçне — 700-800 килограмм кондитер изделийĕ. Чи пĕрремĕш машина ир-ирех, 6 сехетченех, çăкăрпа çула тухать. Тĕрлĕ çĕре кунне темиçе рейс та тăваççĕ. Ку таранччен тавара каялла тавăрса пани пулман. Техĕмлĕ çимĕçе çынсем хаваспах туянаççĕ. Тутлă çăкăр-булкăна, печени-пĕремĕке килĕштереççĕ. «Колосок» пĕрлешӳ çимĕçне паян Шупашкара, Çĕнĕ Шупашкара, Çĕрпĕве, Кӳкеçе, Шупашкар районĕнчи шкулсемпе ача сачĕсене те ăсатаççĕ.

— Сирĕн мĕнле те пулин вăрттăнлăх пурах ĕнтĕ. Халăх Чăрăшкасси çăкăрне питĕ юратса çиет те… — ыйту памасăр чăтаймарăм Валентина Гаврилова тĕп технологран. <...>

Лена АТАМАНОВА.

♦   ♦   ♦


Çуралнă вырăн тĕнче пекех аслă

Красноармейски районĕнчи Янмурçинра пурăнакан Оксана Клементьевăпа калаçнă хыççăн çыншăн хăй çуралса ӳснĕ кĕтес темрен те хаклăраххине тепĕр хут ĕнентĕм.

«Эпĕ çак ялта кун çути курнă, кунтах телей тупнă. Манăн шухăшпа, ачалăх иртнĕ пĕчĕк çĕршыв кашниншĕн хаклă. Эпĕ тăван тăрăхсăр пурăнаймастăп. Вăл илемлĕ пултăр тесе кашни кун тăрăшатăп. Маншăн уйрăмах пĕлтерĕшли — ĕçĕм-хĕлĕмпе тăван çĕрĕм-шывăма кунран-кун пуянлатасси. Пахчара çӳреме кăмăллатăп. Унта çăтмах пекех, питĕ нумай чечек ӳсет. Йăрансене йĕркелеме, тирпей-илем кĕртме питĕ юрататăп. Çак илеме курсан пурăнас килет. Яла юлнишĕн пĕрре те ӳкĕнместĕп. Пушă вăхăтра, сăмахран, вăрмана кăмпа-çырла пуçтарма каятăп, уçă сывлăшпа сывласа киленетĕп. Хĕл валли тĕрлĕ сиплĕ курăк пухса типĕтетĕп. Çакăнтан лайăххи мĕн пултăр çĕр çинче?» — кăмăллăн калаçрĕ Оксана.

Чăнах, пахчара та, пӳлĕмре те, çурт умĕнче те вăл тĕрлĕ чечек ӳстерет. Вĕсем пĕри тепринчен хитре, куçа йăмăхтараççĕ. Ырă шăршăллă илемлĕ чечексем ача-пăчана та, аслисене те илĕртеççĕ. Оксана куллен сад-пахчине пăхса тăрать. Мăшăрĕпе иккĕшĕ йывăç-тĕме вăй илме чăрмантаракан туратсене иртеççĕ, чир-чĕртен, сăтăрçăсенчен сыхлаççĕ. Клементьевсен кил-хуçалăхĕ тирпейлĕ, таса. Пӳрт-çурчĕ те, хуралтисем те çыпăçуллă. Картишĕнче кашни япала хăй вырăнĕнче. Улмуççирен пуян сад çил вĕрмессерен таврана техĕмлĕ улма-çырла шăрши сарать.

Оксана ял пурнăçне чăннипех юратать. «Ара, хамăршăн ĕçлетпĕр вĕт: пахча çимĕç çитĕнтеретпĕр. Килти сĕтеклĕрех те, техĕмлĕрех те. Пахча çимĕçрен тĕрлĕ салат хатĕрлеме кăмăллатăп», — терĕ вăл сăмахланă май.

Общество ĕçне те хастар хутшăнать вăл. Сăмахран, вĕсен ялĕнче темиçе çул каялла пушара пула клуб юрăхсăра тухнă. Мĕн тумалла?! Куç хăрать те алă тăвать çав. Ялти ветерансен канашĕн ертӳçипе Юлия Леонидовăпа тата ял хастарĕпе Апполинария Яковлевнăпа пĕрле кивĕ фельдшерпа акушер пункчĕн çуртĕнчен ял музейĕ тума шут тытнă. «Ушкăнпа ĕçлеме питĕ хавас пулчĕ. Ку ĕçре пĕрне ырласа теприне хурлама çук, пурте тăрăшса вăй хутăмăр, — аса илет халĕ хастар хĕрарăм. — Ăна юсаса тирпейленĕ хыççăн ял халăхне пухăнма вăхăтлăх вырăн пулчĕ. Çутă, таса, ăшă пӳлĕмрен тухас та килмест. Çĕнĕ çула та ял-йышпа çакăнта кĕтсе илетпĕр. Хамăр тăрăшнипе, ял-йыш пулăшнипе тарăн «ыйхăра çывăракан» вырăна «вăратрăмăр». Пирĕн ялăн девизĕ: «Пур — пĕрле, çук — çурмалла».

Оксана Клементьева — çут çанталăк тусĕ те. Ялти пĕве хĕррине йышпа тĕрлĕ йывăç-тĕм лартнă. Ял хапхи патĕнчи лаптăка та ялан тасатса тирпейлесе тăраççĕ вĕсем. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă тата Çĕнтерӳпе таврăннă çынсене асăнса 2015 çулта вырăнти ĕçпе ветеранĕсен канашĕ тата ялти хастарсем тăрăшнипе культурăпа кану паркне йĕркеленĕ. Ку ĕçе Клементьевсем те хастар хутшăннă.

— Пирĕн ял — чи ватă ялсенчен пĕри. Унăн историйĕ те пуян. Юлашки вăхăтра çамрăк çемьесем тăван тăрăха юлса тĕпленни савăнтарать. Вĕсем çĕнĕ çуртсем çĕкленишĕн чун хĕпĕртет. Эппин, ялăн малашлăхĕ пурах. Музей уçас ĕçре те палăрчĕç вĕсем. Ырă ĕç пурнăçлама хутшăннă çынсен хушшинче хамăн тӳпе пурришĕн те хĕпĕртетĕп, — савăнăçне пытармасть çамрăк хĕрарăм. <...>

Мария РОМАНОВА.

♦   ♦   ♦


Госпитальте те литература каçĕсем йĕркеленĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче фронтра хаяр çапăçусем пынă пулин те тăшман çук çĕрте халăх спектакле, концерта, музея, вулавăша çӳренĕ. Кĕнеке йывăр вăхăтра çынсене тӳсĕмлĕх, хăюлăх панă, чун хавалне çирĕплетме пулăшнă. 1941-1945 çулсенче пичет кăларăмĕсене вулакан йышланнă. Çĕршыври юлашки хыпарсемпе паллашма чылайăшĕ вулавăша килнĕ. Шупашкарта вăл вăхăтра Чăваш Республикин М.Горький ячĕллĕ библиотеки ĕçленĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ мĕн пур халăхăнни пекех фронта пулăшассипе, тăшмана часрах аркатса тăкассипе çыхăннă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи вулавăш ĕçĕ-хĕлĕ пирки ЧР наци библиотеки наци литературипе библиографи пайĕн пуçлăхĕпе Галина Соловьевăпа тĕл пулса калаçрăмăр.

Кĕнеке йăтса — цеха

«Вăрçă вăхăтĕнчи Шупашкарти вулавăшсен пурнăçне чылай ăсчах тĕпченĕ. Вĕсен йышĕнче Тихон Сергеев, Галина Алжейкина, Екатерина Иванова тата ыттисем те. Тертлĕ вăхăтра халăх ытларах çарпа патриотизм темисене хускатнă произведенисене вуланă.

Библиотека ĕçченĕсем кĕнеке йăтса вулакан патне цеха, ток çине, çар комиссариатне, агитпункта, автостанцие тата ытти çĕре çитнĕ. Вăрçă пуçланичченех, 1938 çулта, Чăваш Республикин библиотекине М.Горький ятне панă.

Унăн çурчĕ Чăваш урамĕнчи 6-мĕш çуртра вырнаçнă. Вăл икĕ хутлă пулнă. Унта 3 вулав залĕ, Ленин пӳлĕмĕ, лекцисем ирттерме уйрăм аудитори уйăрнă. 1941 çулхи кĕркунне библиотекăн иккĕмĕш хутĕнче партин Шупашкар горкомĕн агитпунктне вырнаçтарнă.

Вулав залĕ валли пĕр пӳлĕм кăна хăварнă. Кĕнеке çӳлĕкĕсем питĕ çывăх вырнаçнă. Куравсемпе лекцисем, калаçусем йĕркелеме пӳлĕмсем çитмен. Çавна май чылай вулаканăн коридорта вырăн тупма тивнĕ», — ăсчахсен статйисем çине тайăнса калаçрĕ Галина Павловна.

Вăрçă вăхăтĕнче патшалăх

Пулăшăвĕ чакнă, кĕнеке фончĕ питĕ вăрах пуянланнă. 1941 çулта вулавăшсем валли — 9928, 1942 çулта — 4427, 1943 çулта — 5216, 1944 çулта 6026 экземпляр туяннă. 1942 çулта 60 тĕрлĕ журнал, 24 хаçат çырăнса илнĕ. Тепĕр çул журналсен хисепĕ 108-а, хаçатсен 39-а çитнĕ. 1944 çулта библиотека фондĕнче 80345 кĕнеке пулнă.

Вулавăша вутă хутса ăшăтнă библиотека ĕçĕ-хĕлĕнче чи çивĕч ыйтусенчен пĕри — квалификациллĕ кадрсем çитменни. «Вăрçă пынă вăхăтра библиотекăна тĕрлĕ çулта Августа Сергеевăпа Ольга Григорьева директорсем ертсе пынă. 1943 çулта унта ĕçлекенсем 10 çын çеç тăрса юлнă. Вĕсенчен чылайăшĕ сусăр пулнă. Тĕп ĕçсĕр пуçне вулавăш ĕçченĕсен кăмака хутмашкăн вутă çурса хатĕрлемелле пулнă. Библиографи ĕçне кашни кун пурнăçласа пыма вăхăт çитмен. Ăна 1943 çулта пуш уйăхĕнче Грудзинская библиограф пуçарса янă. Унта «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи» уйрăм та пулнă.

Хастар библиотекарьсен хушшинче Евгения Егорова-Исаковăна, Анна Петровăна, Нина Богдановăна, Мария Никифоровăна, Феврония Ефимовăна палăртса хăвармалла.
ЧР патшалăх архивĕнче вĕсем пурте 1946 çулта ӳкерĕннĕ сăн ӳкерчĕк те сыхланса юлнă», — каласа кăтартрĕ Галина Соловьева.

Библиотекăри вулав залĕ 9 сехетрен пуçласа 22 сехетчен ĕçленĕ. Кĕнекене вулакан патне çитерес тĕллевпе предприятисенче, колхозсемпе совхозсенче, госпитальсемпе çар чаçĕсенче, пристаньпе вокзалсенче, культура паркĕсенче филиалсем тата куçса çӳрекен библиотекăсем уçăлнă. <...>

Любовь ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Окопсемпе çĕр пÿрт пулнă вырăнсем халĕ те пур

80 çул каялла сивĕ çанталăкра тата калама çук йывăр условисенче хĕрсемпе хĕрарăмсем, сывлăхне кура вăрçа кайма ят тухман арçынсем, ачасем хӳтĕлев сооруженийĕсем тума хутшăннă. Тăшмана тытса чарас тĕллевпе чавнă окопсенчен нумайăшĕ халĕ çук ĕнтĕ, çав лаптăксемпе ял хуçалăх е урăх тĕллевсемпе усă кураççĕ. Çапах хăш-пĕр çĕрте окоп чавнипе пулнă варсем халĕ те сыхланса юлнă. Тĕслĕхрен, Тăвай районĕнчи Çĕнĕ Пуянкасси ялĕ çывăхĕнче.

Тумтирĕ витĕрех шăннă

Хусан хӳтĕлев чикки шăпах Тăвай районĕ урлă — Элпуç, Нӳшкасси, Пуянкасси, Тăвай, Çăлпуç, Кĕрше, Мучар, Тенеяль ялĕсем, Октябрь выçăлкки çывăхĕнче — иртнĕ. Тăвайри тавра пĕлӳ халăх музейĕн заведующийĕ Владимир Федоров пĕлтернĕ тăрăх, çак лини районта 50 ытла километра тăсăлать. Тăвай районĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ çак стройкăна куллен 14 пин ытла çын хутшăннă. Хӳтĕлев чиккисене тума ытти районта пурăнакансене те илсе килнĕ. Паллах, вĕсен кашни кун килне кайса çӳреме майсем пулман: ĕç кунĕ вунă сехете тăсăлнă, пурин те норма тултармалла пулнă. Канмалли кунсемсĕр вăй хунă. Çакна пулах ытти районтан килнĕ çынсене вырăнта пурăнакансем хăйсем патĕнче çĕр выртма ирĕк панă. Кашни çурта тенĕ пекех 7-8 çынна вырнаçтарнă, пӳрчĕ хĕсĕкрен хăшĕсен урайĕнчех выртса çывăрма тивнĕ.

Хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннисен тумтирĕ витĕрех шăннă, çĕр каçа типме ĕлкĕрейменрен вĕсен йĕпе япалисене тăхăнсах ĕçлеме кайма тивнĕ. Акă Çĕнĕ Пуянкасси ялĕнчи Матрена Степанова 1941 çулта хăйсем патĕнче Красноармейски районĕнчен окоп чавма килнĕ 4 çын пурăннине аса илет. Вĕсенчен пĕри, 26-ри Праски, окоп чавнă хыççăн кĕреçине лайăхрах пытарас тесе ыттисенчен юлнă та çултан аташса кайнă, шăнса вилнĕ. Матрена Васильевна ун чухне 12 çулта пулнă. Унăн пиччĕшĕпе инкĕшĕ Тенеяль çывăхĕнче окоп чавнă. Вĕсем унтах выртса тăнă.

Çĕнĕ Пуянкассинче пурăнакансене окоп чавма аяккарах илсе кайнă, вĕсен ялне вара çак ĕçе пурнăçлама урăх çĕрте тĕпленнĕ çынсене, çав шутрах ют районтисене те, илсе килнĕ. «Килĕсене тарса ан пĕтчĕр тесе çапла тунă ахăртнех», — теççĕ ватăсем. Елизавета Демьянова та хăйсен ял çыннисене Тенеяль çывăхне хӳтĕлев сооруженийĕсем тума илсе кайнине палăртать. «Окопсем питĕ тарăнччĕ, унта чăмасран хăраттăмччĕ. Мана, 14-ри ачана, темиçе кунран киле ячĕç. Манăн Виркка аппа, 1923 çулта çуралнăскер, хӳтĕлев сооруженийĕсем тунă çĕрте нумай ĕçлерĕ. Унта вăл хытă шăннă, ун чухне çанталăк питĕ сивĕ пулнă-çке-ха», — аса илчĕ Елизавета Федоровна. Вăл каланă тăрăх, унăн аппăшĕ Вера Федоровна çулсем иртнĕçемĕн ура ыратнипе аптрама пуçланă, 40 çултан иртсен утайми пулнă. «Окоп чавнă чухне шăнни витĕм кӳнĕ ахăртнех», — хаш сывларĕ тыл ĕçченĕ. <...>

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.