Хастар водителе чысларĕç
Шупашкарти 43-мĕш маршрутра ĕçлекен Алексей Никандров ĕçтешĕ пулăшу ыйтнине илтсен сехĕрленсе ÿкмен. Вăл çитнĕ вăхăтра шар курнă арçыннӑн мăйĕнчен юн юхнă. Алексей ăна кабинăран кăларнă та çĕр çине вырттарнă, каялла аптечка патне чупнă... Шăп çак вăхăтра васкавлă медицина пулăшăвĕ иртсе пынă. Алексей ăна чарнă, мĕн пулса иртнине каласа панă.
Ĕç-пуç юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче Шупашкарта пулса иртнĕ. Чарӑнура кӗнӗ хĕрарăм кĕтмен çĕртен водителе çĕçĕпе чикнĕ. Суранланнă арçын микроавтобуса чарнă, раципе пулăшу чĕннĕ. Пулăма соцсетьре сÿтсе яваççĕ, пулăшу пама çитнĕ водителе мухтаççĕ.
Паян ЧР ШĔМĕн министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Алексей Веселовский полици полковникĕ Алексей Никандрова министерствăн Тав çырăвĕпе чысларĕ. ШĔМ çумĕнчи Общество канашĕн хастарĕсем Сергей Степанов, Кирилл Лукин тата Руслан Махмудов та хăюллă водителе саламларĕç, Общество канашĕн ятарлă паллине парнелерĕç.
www.hypar.ru Ольга КАЛИТОВА сăн ÿкерчĕкĕсем