Комментари хушас

14 Юпа, 2021

«Чăваш хĕрарăмĕ» 40 (1217) № 14.10.2021

Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать

Элĕк районĕнчи Çирĕккасси ялĕнче шăнкăртатса çăл юхать паян. Тутлă та сиплĕ шывĕпе ялти халăха авалах, ĕлĕкех вăй-хал хушнă вăл. Анчах вăхăт иртнĕ май ун пирки пурте маннă темелле. 94 çулти Раиса Михайлова аса илнĕ çăл çинчен. Тыл ветеранĕ тăрăшнипех ун таврашне тасатса хăтлăх кĕртнĕ. Александр атте пилĕпе çăла сăвапланă, купель вырнаçтарнă. Халĕ ял халăхĕ çăлтан ĕçсе савăнма кăна мар, шыва кĕрсе чунне тасатма та пултарать. Таврара çывăхра чиркӳ çуккипе пушшех паха ку тесе шухăшлать Раиса Андреевна.

— Вăрçă хыççăн çынсен савăт- сапи те питех пулман-тăр. Кам кăкшăмпа, кам чейникпе йăтатчĕç çăлри шыва. Мучисем кĕреçесĕр анмастчĕç, çăл таврашне тирпейлесе хăваратчĕç. Шыв çийĕн тăтăшах асамат кĕперĕ вылятчĕ. Сыр завочĕ пурччĕ ялта. Никита Степанович машинист ĕçлетчĕ унта. Салтак фляжкипе пилĕкĕнчен ялан çав шыва çакса çӳретчĕ — нихăçан та татмастчĕ ăна. Завода та йăтса пыратчĕ. «Çав шывпах пурăнатăп», — тетчĕ. Эпир те çав çăлран ĕçеттĕмĕр. Çавăнпах ăна тасатас килчĕ те. Ялти çамрăксем те тутлăскерне ĕçсе вăй-хал хушчăр, — каласа кăтартать Çирĕккасси кинĕ.

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Чурпай ялĕнче çуралса ӳснĕ Раиса Андреевна. Вăрçă пуçлансан амăшĕ 6 ачипе тăрса юлнă. Раиса асли пулнă.

— Выльăх-чĕрлĕх чылай усраттăмăр эпир. Витесем те пĕчĕкех марччĕ. Аннене 38 пĕчĕк пăру пăхма пырса пачĕç. Ай-уй, пыйтлансах кайнăччĕ хăйсем! Мĕнле тасатмалла? Çемçе тир ăшне кĕре-кĕре ларнăччĕ, пӳрнепе те чакалаттăмăр вĕсене, сирпĕне-сирпĕне тухатчĕç. Юманпа çăка вутти хутăш çунтарса кĕл тăватчĕ анне. Паян каçхине чĕртнĕ хĕлхемлĕ кăвара ыран ирхине тимĕр алапа пăрусем çине аллатчĕ. Эпир выльăхсене тытса тăраттăмăр. Пыйтăран такки тасатрĕ анне пăрусене. Вылякан та пулчĕç хайхискерсем. Наччасрах çитĕнчĕç. Уйра курăклă лайăх вырăн та уйăрса пачĕç вĕсене. Анне аллинче выльăх каятчĕ çав. Вилме выртнăскер те тăрса утатчĕ пуль, — аса илет иртнине вăрçă ачи.

Гликерия Григорьевна вăрçă чарăнсан та фермăра ĕçленĕ. Кил хуçи Андрей Михайлович 4 çул та 9 уйăх çӳренĕ вăрçăра.

— Çынсем килеççĕ, пирĕн атте çаплах çук. Контузи пулнăран Çĕмĕрлене хирĕç кайса илме тиврĕ ăна. Мускав урлă, Куликово уйĕ урлă тухнă вăл вăрçăра. Шăннăран алă пӳрнисем çукчĕ, ура пӳрнисем те татăлса ӳкнĕччĕ. Питĕ хытă шăннă чухне ниçта кĕрсе лармалли пулманран юр айне пытанса ăшăннине те каласа паратчĕ.

Нушине чăннипех те пайтах куртăмăр. 94 çула çитетĕп тесе нихăçан та шухăшламан. 6-мĕш класра вĕренеттĕм-ха ун чухне. Анна Степанова бригадирта ĕçлетчĕ. «Раис, сан патнах килтĕм. Арçын ачасем итлемеççĕ. Эсĕ харсăртарах, пултараятăн пуль», — тесе мана повестка тыттарчĕ. Владимир Герасимов салтакран тин таврăннăччĕ ун чухне. Икĕ ăйăра икĕ касăллă плуга кӳлсе хире ĕçлеме тухнăччĕ вăл. Ăна-кăна ăнланмасăр хир тăрăх вĕçтерсе кăна пыратăп. «Ман патах килетĕн пуль тесе шухăшларăм çав», — кĕтсе илчĕ салтак. Манпа пĕрле пĕр-икĕ хутчен çаврăнчĕ. Мĕнле ĕçлемеллине вĕрентрĕ. Хăй вăрçа тухса кайрĕ те — таврăнаймарĕ. Эпĕ те суха туса пĕтереймерĕм — лашасене фронта илсе кайма икĕ салтак килчĕ. Ăйăрсене шăкăрт- шакăрт тăварчĕç вĕсем. Лашасем мана хăнăхса кăна çитнĕччĕ. Саппун çине йытпырши татса мĕн чухлĕ çитермен-ши? — каласа кăтартать ăш пиллĕ хĕрарăм.

1943 çулта Раиса Михайловăна тракторпа çӳреме вĕренмешкĕн яраççĕ. Виçĕ хĕр каять тивĕçлĕ ĕçе хăнăхма. МТС директорĕ, Михеев хушаматлăскер, хĕрсем çине пăхать те: «Лаша шанса пама та пĕчĕкрех-ха эсир. Трактор лаша кăна та мар», — тет. «Ячĕç те — килтĕмĕр эпир. Вĕренсе тухиччен татах çитĕнетĕп-ха», — тет хăюллăн хĕр. Çапла 8 çул тăрăшать вăл тракторпа — çĕнĕ йышши техника тухсан ку ĕçе пăрахать вара. <...>

Татьяна НАУМОВА.

♦   ♦   


Шанчăксăр хутшăну

Ку калаçăвăн вĕçĕ-хĕрри çук тейĕн, мĕншĕн тесен ултавçăсен серепине лекекенсен йышĕ кунран-кун пысăкланса пырать. Асăрхаттарса калани пуш сăмаха çаврăннăнах туйăнать.

Сăтăр тăвакансем хальхи технологисем урлă кирек кампа çыхăнма пултараççĕ. Шанăçа кĕрсе кирлĕ информаци ыйтса пĕлеççĕ. Унашкаллисем ман пата та пĕрре мар шăнкăравланă. Хăшĕ-пĕри ят-шыва тĕрĕс палăртать. Ытларах чухне ултавçăсем хăйсемпе банк ĕçченĕ пек паллаштараççĕ. Кăткăслăх сиксе тухнă евĕр йăлтах тĕпчеççĕ. Çынна шăнман пăр çине лартса ярасси ним те мар вĕсемшĕн. Çакăн хыççăн усал шухăшлисем йĕп пек çухалаççĕ: телефон тытмаççĕ, çыхăнăва тухмаççĕ.

Кăçалхи юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче кăна республикăра телефон-интернет урлă тунă 11 преступление шута илнĕ. Ултавçăсем çынсене вĕсен ячĕпе саккунсăр майпа кредит илнине ĕнентернĕ. Ку хыпар, ахăртнех, кашнин чунĕнче шиклĕх туйăмĕ çуратать. Ара, кивçене татма çăмăл-и? Преступлени çулĕ çине тăнисем банкпа çыхăнтаракан кăтартусене тĕпчесе пĕлеççĕ те укçасăр хăвараççĕ. Çапла майпа Чăваш Ен çыннисем пĕр кунра 1,5 миллион тенкĕсĕр юлнă. Шар курнисен йышĕнче программист та, бухгалтер та, ача сачĕн воспитателĕ те, айăплава пурнăçлакан службăн ĕçченĕ те пур.

Тепĕр тĕслĕхре Шупашкарта пурăнакан 45-ри хĕрарăмăн 2 миллион тенкине вăрланă. Пухăннă укçана тухăçлă хывма сĕнекен пĕлтерĕве çу пуçламăшĕнче социаллă сетьре курнă вăл. Ссылкăпа усă курса хăйĕн кăтартăвĕсене хăварнă. Каярах унпа «консультантсем» çыхăннă. Укçа куçарма ӳкĕте кĕртнĕ, кĕске вăхăтрах пысăк тупăш илме шантарнă. Шаннă кайăк йăвара пулман теççĕ-и-ха? Хĕрарăм темиçе уйăхран тин ултавçăсен вăлтине лекнине ăнланнă. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

♦   ♦   ♦


Куç курманни — чăрмав мар

Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденлĕ Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществин республикăри уйрăмĕн хастарĕсем ирех канашлăва пухăннă. Вĕсем грант проекчĕпе килĕшӳллĕн йĕркелекен мероприятисене сӳтсе яваççĕ. Илем конкурсĕ тавра калаçни хăлхана кĕчĕ. Итлетĕп те — куç курманнисемшĕн нимĕнле чăрмав та çук тейĕн. Ку йыш пурнăç уттипе тан пырать.

«Çамрăксен калейдоскопĕ: çĕнĕ шухăшсем, çĕнĕ йышăнусем» проект Президент гранчĕсен фончĕн конкурсĕнче кăçал çĕнтернĕ. Çакăн евĕрлине 2018 çултах федераци шайĕнче тĕревленине палăртса хăвармалла. Хальхи проект — пуçланă ĕçĕн тăсăмĕ. «Грант пулăшăвĕ çамрăксене çул çӳреме, фестивальсене, конкурссене хутшăнма май туса парать. Сăмахран, ятарлă программа тăрăх куç курманнисем Пензăна çитсе килĕç. Юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче «Кĕркуннехи чиперкке» конкурсра хĕрсем пултарулăхне кăтартĕç. Ку проект ăсталăха аталантарма пулăшать. Тĕслĕхрен, супăнь пĕçерме вĕренмешкĕн май пур. Çавнашкалах куç курманнисене форумсене чĕнетпĕр», — палăртать проект координаторĕ Олеся Гавриленко.

Куç курманнисен обществин хастарĕсем, чăн та, ĕçсĕр ларма хăнăхман. Ку эрнере «Пултарулăх фейерверкĕ» конкурс йĕркелеме палăртнă. Ачасем юрлас, ташлас, музыка инструменчĕпе калас, ал ĕç тăвас ăсталăхĕпе паллаштарĕç. Çак тĕл пулу тĕрлĕ ӳсĕмрисемшĕн уява çаврăнĕ.

Общество организацийĕн «Чăваш Енри куç курман сусăрсен комплекслă реабилитацийĕ» проекчĕ нумаях пулмасть тепĕр гранта тивĕçнĕ. Унпа килĕшӳллĕн, харпăр хăйĕн ĕçне йĕркелеме пулăшаççĕ, сĕтелçи теннисла выляма хăнăхтараççĕ, сенсор экранлă хатĕрпе усă курма вĕрентеççĕ.
Пĕр çемьери пек

Общество организацийĕн ертӳçи Эдуард Егоров куç курманнине пăхмасăрах карас телефонĕпе усă курать, ком-пьютерпа ĕçлет, сĕтелçи теннисла вылять... Электрон почта урлă çыхăну тытать, СМС-çыру ярать. Çурт хăпартас ĕçе хутшăнать. Мускава ним мар хăй тĕллĕн çитсе килет. Ĕненместĕр-и?

Халĕ куç курманнисен республикăри уйрăмĕнче — 2352 çын. Эдуард Анатольевич ертӳçĕ тилхепине тытнăранпа 5 уйăх кăна çитнĕ. Апла пулин те кĕске çак вăхăтра йыша 30 çын хушăннă. Сăмах май, канашлу пынă вăхăтра чăрмантарас мар тесе стендсемпе паллашрăм. Куç курманнисен гимнĕн йĕркисем асра юлчĕç. Унта пĕр çемьери пек пурăнмалли çинчен каланă. «Общество организацийĕн йышне кĕни усă кӳмест», — алă сулма пăхать хăшĕ-пĕри. Ĕлĕкрех куç курманнисем çăмăллăхсемпе усă курнă. Тĕслĕхрен, общество транспортĕнче тӳлевсĕр çӳренĕ. Вĕсене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтернĕ. Унтанпа йĕрке улшăнчĕ. Çапах общество организацийĕн сумĕ çухалман. Грант проекчĕсене пурнăçа кĕртнине каларăмăр ĕнтĕ. Унсăр пуçне куç курманнисене Мускаври культурăпа спорт комплексĕнче, реабилитаци центрĕнче йышăнаççĕ. Çавнашкалах «Реакомп» институтра пĕлӳ шайне ӳстерме май пур. Ытти хулара та — Волоколамскра, Бийскра, Железногорскра — реабилитаци курсĕ витĕр тухма пулать. «Унта суккăрланнисене утма, апат пĕçерме, çĕр улми шуратма... вĕрентеççĕ», — хăй тĕллĕнлĕхе хăнăхни кашни çыншăн мĕнешкел пĕлтерĕшлине палăртать Эдуард Анатольевич.

Куç курманнисем ятарлă пĕлӳ илсе хăйсен ĕçне йĕркелеме май тупаççĕ. Унашкаллисем кайăк-кĕшĕк, хурт-хăмăр тытма пултараççĕ. Ал ĕçне вĕреннĕ Владимир Маркова тĕслĕх вырăнне илсе кăтартрĕ ертӳçĕ. Ăста Красноармейски районĕнче пурăнать. Йывăçран тĕрлĕ япала касса кăларать. Унăн хатĕрĕсене ярмăрккăсенче курма пулать. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

♦   ♦   ♦


Кашни кун вăл… руль умĕнче

Чăваш тени пĕр-пĕринчен питех уйрăлса тăмасть темелле — юнĕ пĕрех-çке. Анчах ялăн-ялăн пачах урăх вырăнтан килсе янă тейĕн хăшĕ-пĕрне. Çак сăмахсенех Канаш районĕнчи Матьшӳсем çинчен калас килет. Ялĕпех туслă пурăннипе уйрăлса тăраççĕ вĕсем ыттисенчен. Пĕрлешӳллĕ хуçалăхсем саланса кайнă хыççăн нумай çĕрте «кашни чăваш хăй пĕр патша» патне таврăнса пурăнма пуçларăмăр. Мĕн пулса иртет кӳршĕре? Никама та кăсăклантармасть ку. Ку кăна мар, ялти çитменлĕхсем пирки те вырăнти тата аякри влаçа кăна вăрçнипе çырлахатпăр. Телее, пур çĕрте те апла мар. Пĕрлешӳллĕ ĕçсене ĕлĕкхилле, нимелле, пурнăçлакан тăрăх та чылай-ха чăвашра.

«Ялта пурте хисеплекен, итлекен, чăн-чăн пуçаруçă кирлĕ, — тет Канаш районĕнчи Матьшӳ ялĕнче пурăнакан Владимир Тимофеев. — Вăл ыттисене хăй хыççăн ертсе пыма пултартăр. Вара ял нихăçан та пĕтмест. Пирĕн тăрăхра пур ун пеккисем. Тен, çавăнпа та çуралнă тăрăха çӳресех килет. Хулара çурт та, пахча та пулсассăн та кашни канмалли кун яла вĕçтеретпĕр. Кунти илемпе, таса та уçă сывлăшпа киленсе тăранма çук. Çапла, тăрăнса кайиччен ĕçлетпĕр. Анчах мунча кĕрсе лайăх кăна вĕриленсе тухсан çакă йăлтах иртсе каять.Чун канать, чун…»

Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче çуралнисенчен кам пуласси пирки ыйтсан нумайăшĕ уçлăхпа сĕмленнине палăртать. Çук, Тимофеевсен аслă ачине тӳпе илĕртмен, вăл ачаранах çĕр çынни пулнă, ашшĕ-амăшне пулăшма тăрăшнă. Владимир Иванович мĕн ачаран шофер пулма ĕмĕтленсе ӳснĕ. Ялта ун чухне вĕсем нумайăн та пулман. «Аннем асапланнине ас тăваттăм, — таврăнать ачалăха Владимир Иванович. — Çавăнпа шкултан вĕренсе тухсан ДОСААФ Канаша водителе вĕренме кайма сĕнсен хаваспах килĕшрĕм. Çарта та Инçет Хĕвел тухăçĕнче автобата çаклантăм. 1982-85 çулсенче салтак атти хывман темелле. Çартан таврăнсан та шăпа руль умнех çавăрса çитерчĕ».

Çул юхать, юхать…

Чи малтанах Ворошилов хулине çула тухнине ас тăвать вăл. Мĕн илсе кайнă? Асра юлман ĕнтĕ. Пурте ас тăваççĕ: иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче пысăк çулсем çинче хурахсем Кариб тинĕсĕнчинчен пĕрре те кая марччĕ. Фурăсене ним юлми çаратни те пулнă. Хĕç- пăшаллăскерсене хирĕç мĕнпе тăрăн? Çавăнпа та çирĕплетсех калать Владимир Иванович: пĕр вăхăт телевизорпа кăтартнă «Дальнобойщики» сериалра нимĕн те ӳстермен, йăлт пурнăçри пекех. Ун пек лару-тăрăва хăй те пĕрре мар çакланса курнă. Калăпăр, Щелково хули Мускаврах темелле. Апла пулин те, машина чарăнсанах таçтан пĕр ушкăн çамрăк сиксе тухнă, компьютерсене сĕтĕрме пуçланă. Пăхса тăратăн — нимĕн те тăваймастăн. Тепĕр тесен, тавара сыхласси водитель ĕçĕ-им? Хайхисем кайса ĕлкĕреймен, каялла таврăннă — клавиатура кирлĕ-мĕн. Унтан монитор кирлĕ пулса тухнă. Çаратакан ушкăн компьютер пайĕсене хăйсем те пĕлсе пĕтереймен курăнать. Унтан, унтан вара… пĕр кĕтмен çĕртен милици машинисем çитсе ларнă. Кам пĕлтернĕ? Щелково тăрăхĕнче урамри лару-тăрăва сыхлама питĕ нумай камера вырнаçтарнă иккен. Тавара йăлт каялла тавăрса панă. <...>

Маргарита ИЛЬИНА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.