Комментари хушас

12 Юпа, 2021

«Хыпар» 113 (27846) № 12.10.2021

Чăваш Ен экспорта пысăклатать

Чăваш Ен экспорта пысăклатсах пырать: çулталăк пуçланнăранпа чикĕ леш енне ăсатнă продукци самаях, 15-20%, хушăннă. Патшалăх пулăшнипе республикăри производительсем ют çĕршывсене 16,4 миллион долларлăх продукци ăсатнă, ку пĕлтĕрхинчен ултă хут (!) нумайрах. Ытларах та ытларах компани ют çĕршывсен рынокне тухнине палăртма кăмăллă: пĕлтĕр ЧР Экспорта пулăшакан центрĕ тĕревленипе 22 компани экспорт енĕпе ĕçлеме тытăннă пулсан [контрактсен виçи 2,71 миллион долларпа танлашнă , кăçалхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче экспорт контракчĕсене 32 компани тунă. Çулталăк маларах ЦЭП Чăваш Енри экспорта тухас тĕллевлĕ пĕчĕк тата вăтам 126 предприятие пулăшнă, 2021 çул пуçланнăранпа вара çак списока 215 МСП субъекчĕ кĕнĕ.

Инçетри Китай питĕ çывăх

Çак цифрăсене «Манăн бизнес» центрта журналистсене Экспорта пулăшакан центр ертӳçи Григорий Данилов кăçалхи виçĕ квартал кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме пухнă пресс-конференцире пĕлтерчĕ. Раççей бизнесĕ паян Китайпа тачă çыхăну тытать, çав шутра — Чăваш Енри компанисем те. Вĕсем çак çĕршыва ăсатакан продукци калăпăшне ӳстерсех пыраççĕ. Унта халăх йышĕ питĕ пысăк – ĕçлемелĕх пур. Китаецсем чăваш апат-çимĕçне тивĕçлипе хаклаççĕ, çавна май Китай Чăваш Енрен ăсатакан экспорт калăпăшĕпе Узбекистанран та иртнĕ ĕнтĕ — виççĕмĕш вырăна, Казахстанпа Беларуç хыççăн, çĕкленнĕ.

ЦЭП ертӳçи пытармасть: нумайăшĕ хăйсен таварне Европăна кăна ăсатасшăн. Çакна, ун шучĕпе, ырлама çук: «Тавара ăçта ыйтаççĕ, кĕтеççĕ — унта ăсатмалла». Пирĕн продукцие паян ытларах хăй вăхăтĕнче Совет Союзне кĕнĕ çĕршывсенче /Беларуç, Казахстан, Армени, Киргизи — вĕсемпе ĕçлемешкĕн таможня пошлинисем те чăрмантармаççĕ, тавара чикĕ урлă каçарасси кăткăс мар/, Кăнтăр-Хĕвел тухăç патшалăхĕсенче хапăл тăваççĕ. Тепĕр тесен, Европăра та пĕлмеççĕ мар. Григорий Данилов темиçе ăнăçу историйĕпе, пирĕн бизнес Европа алăкне уçнипе çыхăннăскерсемпе, паллаштарчĕ. Çав шутра — Шупашкар районĕнчи «Энергия» компани тĕслĕхĕ — вăл çыхакан ĕçлемелли перчеткесене Европăра кăна мар, Пĕрлешӳллĕ Штатсенче те хапăл туса туянаççĕ. Е тата — «Ясень» компани: вăл туса кăларакан йывăç паркет хăйĕн потребителĕсене Швецире, Бельгире тупнă.

Хими, машинăсем тата… чăх урисем

Чылай чухне хăш тавар ăнăçу кӳрессине малтанах пĕлсе тăма та май çук. Калăпăр, эпир авăн уйăхĕнче хамăрăн хаçатра паллаштарнă Канашри çăматă тăвакан фабрика продукцийĕ нимĕçсене килĕшесси пирки унччен кам шутлама пултарнă? Нумаях пулмасть Канашсем çăмран йăваласа тунă тапочкисен пĕрремĕш партине Германие ăсатнă. Пĕрремĕш хыççăн партисем татах та татах пуласса шанатпăр.

Чăх урисемпе çыхăннă истори тата! Пирĕн патра производство каяшĕ теме те пулать, Китайра вара деликатес вырăнĕнче иккен. Пирĕн чăх-чĕп ĕрчетекен отрасль çак тавара унта ăсатса лайăх тупăш илет. Ĕçмелли шыв экспорчĕ пирки те çавнах каламалла. Республикăран чикĕ леш енне ăна маларах та ăсатнă-ха, анчах, Григорий Данилов каланă тăрăх, халь ют çĕршывсене каякан «шыв юххи» чăннипех пысăк: кăрлач-çурла уйăхĕсенче савăтсене тултарнă шыв экспорчĕ 10 хут пысăкланнă — çĕр-çĕр тонна, 276 пин долларлăх.

Апла пулин те чикĕ леш енне тиесе ăсатакан продукци калăпăшĕн рейтингĕнче çӳлте — пачах урăх отрасль продукцийĕ. Сăмах хими промышленноçĕ пирки. Унăн чăваш экспортĕнчи тӳпи 38,6% танлашать. Унтан кăшт кăна сахалрах, 31%, машиностроени тӳпи: машинăсем, оборудовани, транспорт… Çав вăхăтрах апат- çимĕç продукцийĕн — хайхи чăх урисенчен тытăнса кондитер изделийĕсем таран — тӳпи те экспортăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕнче курăмлă — 14,3%. Çак виçĕ отрасле Григорий Данилов хăватлă локомотивсемпе танлаштарать: экспорта ӳстерсе вĕсем пĕтĕм экономикăна малалла туртаççĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   


Конкурса Шупашкарта пĕтĕмлетрĕç

Иртнĕ эрнере федерацин Атăлçи округĕнчи журналистсем Чăваш Енре пуçтарăнчĕç. Вĕсем Пĕтĕм Раççейри «СМИротворец-2021» конкурсăн Атăлçи тапхăрне хутшăнчĕç.

Хăнасене тĕлĕнтерме пĕлет

Чăваш Ен хăнасене тĕлĕнтерме пĕлет. Çакна федерацин Атăлçи округĕнчи журналистсем те çирĕплетрĕç. Калем ăстисем юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Енĕн паллă вырăнĕсенче пулчĕç, культурипе, йăли-йĕркипе, наци апат-çимĕçĕпе паллашрĕç.

Чи малтанах хăнасем Шупашкарти Çĕнтерӳ паркне çитрĕç. Экскурсие «Хула халапĕсем» çул çӳрев агентствин ĕçченĕсем ирттерчĕç. Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен çитнĕ журналистсем Атăл илемĕпе киленчĕç. Вĕсене хула кунçулĕ кăна мар, чăвашсем çак тăрăхра тĕпленнин сăлтавĕ те кăсăклантарчĕ. Ахальтен мар Шупашкар Раççейри «Чи хăтлă хула» ăмăртура 2 хут çĕнтерӳçĕсен йышне кĕнĕ. Хула урамĕсене курса киленнĕ хăнасем Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлти А.Г.Николаев космонавт летчикăн мемориал комплексне çул тытрĕç. Унта Совет Союзĕпе Раççей космонавчĕсен сăн ӳкерчĕксен галерейипе паллашрĕç. Стендсем çинче тĕнче уçлăхĕнче пулнă кашни паттăрăн сăн ӳкерчĕкĕсĕр пуçне — тулли биографийĕ, вĕçев мĕн вăхăт тăсăлни, миçе хут уçлăха çĕкленни тата космоса миçе хут тухни. Журналистсем Таса Андрианпа Наталья часавайне кĕрсе çурта çутрĕç, музейре Совет Союзĕн виççĕмĕш космонавчĕн кун-çулне пĕлчĕç, хаклă экспонатсемпе паллашрĕç. Экскурсоводсем Андриян Григорьевичăн мăнукĕсем пирки та каласа кăтартрĕç. Кĕçĕнни — Андрей — кукашшĕ пекех тĕнче уçлăхне хăпарасшăн иккен.

Çĕрпӳри хĕрарăмсен Тихвин мăнастирĕнче те журналистсене хапăл пулчĕç. Сăваплă вырăнта пĕр чарăнми кĕлĕ вулаççĕ. Мăнастир республикăри чи паллă чиркӳсенчен пĕри. Унта килсе çӳрекен те ытларах. Çамрăксем те Çĕрпӳри мăнастире тăтăшрах çитеççĕ иккен.

Чăвашпотребсоюз ĕçченĕсем хăнасене чăваш халăх апачĕпе паллаштарчĕç, какай шӳрпипе, шăрттанпа, хуран куклипе, сиплĕ курăк чейĕпе хăналарĕç. Чăваш Енпе паллашасси кунпа вĕçленмерĕ-ха. Калем ăстисем Кӳкеçри «Бичурин тата хальхи самана» тата Шупашкарти чăваш тĕррин музейĕсене çитрĕç. Экскурси тавралăх тĕттĕмленсен Тĕп хуламăрти Арбатра вĕçленчĕ. «Хунар çутиллĕ Шупашкар тата асамлăрах курăнать», — пĕтĕмлетрĕç хăнасем. <...>

Ольга КАЛИТОВА, Марина ТУМАЛАНОВА.

♦   ♦   ♦


Вакцинациленни çĕнтерме пулăшать

«Коронавирус юлашки вăхăтра тата хаярланчĕ. Чирпе пурте пĕрле кĕрешсен тата прививка тутарсан кăна çĕнтерме пулать», — çапла палăртрĕç ĕнер ЧР Правительство çуртĕнче вакцинаци ыйтăвĕсемпе ирттернĕ брифингра. Унта ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин штатра тăман тĕп специалисчĕсене, коронавирусран прививка тутарнă пациентсене чĕннĕ.

«Пирĕн республикăра халăха 2021 çулхи кăрлач уйăхĕнчех вакцинацилеме тытăннă. Анчах хăшĕ-пĕри прививка тутарасшăн мар. «Пулăшмасть вăл. Сывлăха хавшатать», — текенсем те пур. Çапла майпа вĕсем чирлеме пултараççĕ, çывăх çыннисене те чир ертес хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Çакă пире, медиксене, питĕ пăшăрхантарать. Хальлĕхе республикăра пурăнакансенчен 44 проценчĕ кăна ковидран прививка тутарнă. Грипран вара аслă ăрурисен — 16, ачасен 25 проценчĕ укол тутарнă. Чăваш Енре коронавирусран тăватă вакцина та пур, çителĕклĕ. Прививка тутармасăр каварлă çак вируса çĕнтерме çук», — палăртрĕç брифингра шурă халатлисем.

Республикăн тĕп акушер-гинекологĕ Татьяна Дерипаско палăртнă тăрăх, вакцинацисĕр пуçне урăх çул çук. Татьяна Васильевна пĕлтернĕ тăрăх, малашне ача кĕтекен хĕрарăмсене те 22 эрнинчен вакцинацилеме пуçлĕç. «Шел те, хальлĕхе кăкăр ĕмĕртекен ача амăшĕсене ковидран прививка тутараймастпăр.

Кăçал уйăх çурăри тата 3 уйăхри пепкесене çухатрăмăр. Шел те, вĕсене амăшĕсенчен коронавирус инфекцийĕ ернĕ пулнă», — паллаштарчĕ Татьяна Дерипаско. Нина Рассказова аллерголог-иммунолог пĕлтернĕ тăрăх, аллерги чирĕсем ковидран прививка тутарма чăрмав кӳмеççĕ. Енчен те пациентăн организмĕ эмелсене йышăнмасть пулсан кăна вакцинациленме тăхтамалла. Е çуркуннехи вăхăтра чечек тусанĕ вĕçнĕ чухне укол тутарассине урăх вăхăта куçармалла. Нина Леонидовна палăртнă тăрăх, пĕверпе пӳрен йывăр чирĕсем аталаннă вăхăтра та прививка тутарма тăхтамалла.

Шурă халатлисем пĕлтернĕ тăрăх, шел те, юлашки вăхăтра ачасем те коронавируспа йывăр чирлеме тытăннă. Малашлăхра ача-пăчана та 12 çултан пуçласа ковидран прививка тума тытăнасси куçкĕрет. Никамшăн та вăрттăнлăх мар — аслă ăрурисем йывăр чирлекенсен йышĕнче. Çавăнпа та, республикăн тĕп гериатрĕ Нина Сидорова палăртнă тăрăх, ватлăх коронавирусран прививка тутарма чăрмав мар. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Йывăç та лартать, вутă та çурать

— Староста ĕçĕ шкулта вĕреннĕ вăхăтрах «çыпăçрĕ» ман çума. Шкул пурнăçĕнче хастар пулнăран малтан класра старостăна суйларĕç. Ĕç  килĕшетчĕ. Дисциплинăна йĕркелесси, тĕрлĕ конкурс-мероприятие хутшăнасси малти вырăнта пулнă. Ачасем мана итлетчĕç. Спорт ăмăртăвĕсене час-часах хутшăнаттăмăр. Эпĕ ялан команда капитанĕччĕ. Аслă классенче вĕреннĕ чухне комсомол секретарĕнче те ĕçлерĕм, — ыттисемшĕн тăрăшасси, ырă ĕç тăвасси мĕнле туптаннине каласа кăтартрĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Карапаш ялĕн старости Рената Самойлова.

Пĕве урлă — кĕпер

Рената Михайловнăна ял старостине 2019 çулта çеç суйланă-ха. Апла пулсан та халăхпа пĕрле чылай ĕç пурнăçланă вĕсем. Çынсемпе пĕр чĕлхе тупса пĕр-пĕр ĕçе йĕркелеме вара пĕртте çăмăл мар.

— Ял пухăвĕнче староста суйланă чухне манăн ята асăнсан хăраса ӳкмерĕм. Ял илемлĕ, тирпейлĕ, халăха пурăнма хăтлă пултăр тесе тĕрлĕ ĕçе йĕркелекен, ертсе пыракан кирлĕ вĕт-ха. Ял тăрăхĕн администрацийĕпе канашласа пĕрле ĕçлемелле. Камăн та пулсан çак ĕçе пуçăнмаллах. Пĕри «эпĕ мар» тетĕр, тепри çапла калатăр — ун пек ял аталанайĕ-и, малалла каяйĕ-и? — калаçу малалла сыпăнчĕ ял старостипе.

Рената Самойлова çирĕп чунлă хĕрарăм. Кăмăл пăсăлнине ирттерес тесе ĕçпе лăпланма хăнăхнă вăл. Вăхăт иртнĕ май çынпа пĕр чĕлхе тупмалли вăрттăнлăхсене те ăса хывнă. Субботник ирттермелле-и е пĕр-пĕр пысăк урăх япала тумалла-и — яланах ĕçе ирех тытăнса кăнтăрла валли вĕçлеме палăртать.

— Ял çыннин кил хуçалăхра ĕç сахал мар. Çав шутрах манăн та. «Кăнтăрлаччен тухса ĕçлетпĕр, ун хыççăн килтисене пурнăçлатпăр», — тетĕп çынсене. Манпа пĕр сăмахлă пулса килĕшеççĕ. Çапла туслă ĕçлетпĕр. Ялти пурнăç хăтлăрах пултăр тесе ĕмĕтленекенсем пур, яланах çавсем тăрăшаççĕ. Ял çумĕнчи пĕве урлă каçса çӳреме кĕпер çукчĕ. Пысăк çак ĕçе тытăнма хăрамарăмăр. 40 метр ытларах тăршшĕ кĕпере хывма никамран та пĕр пус та ыйтмарăмăр. Пĕтĕмпех хамăр вăйпа турăмăр.

Ĕçе ятарласа хĕлле пурнăçларăмăр. Мĕншĕн тесен çулла пыма май çук. Свайсем çапмалла. Пăр çине кĕрсе ĕçленĕ. Ялти хастар арçынсем пулăшрĕç. Ытларах кӳршĕсем ĕнтĕ. Ял ырă çынсемсĕр мар. Уйрăмах Дмитрий Артемьев, унăн ашшĕ Петр Артемьев, Роберт Бахмутов, хамăн ывăл Павел тата мăшăр Владислав Геннадьевич тăрăшрĕç. Мĕн те пулсан кирлĕ чухне упăшка килтен йăтрĕ. Килте çуккине хамăрăн укçапа туяннă. Ун чухне ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Алаев пулнă, вăл тата Петр Агатеев кăштах укçа-тенкĕ парса пулăшрĕç, — чунне уçрĕ ĕçчен хĕрарăм. Ялта ырă ĕç çинчен калаçакан çук мар. «Плотина урлă каçса çӳреме питĕ меллĕ кĕпер, тавраран çаврăнмалла мар», — теççĕ. Сăмах май, вĕсем килĕрен укçа пуçтарса асфальт «тĕпренчĕкĕ» туяннă та хăйсен урамне çул сарнă.

Мăшăрĕ хавхалантарать

Карапашри пĕр урамри çăл куç патне пымалли кĕпер çĕрсе йăваннă. Рената Михайловнăн ăна курмассерен чунĕ ыратнă. Ялти колонкăсенче шыв пĕтесси те пулать, халăх ирĕксĕрех кĕвентепе витре çакса çăл куç патнелле утать. Староста унта пыма кĕпер тăвас ĕçе те йĕркеленĕ. Тепĕр çырмари çăл куç патне те ял çынни çӳремест мар. Анчах çĕрнĕ валашкана, хăмасене вăхăт иртнĕ май улăштармах тивет. Çапла тунă та — çăл куç йĕри-тавра тасатнă, хăтласа бетон плитасем хунă. Дмитрий Артемьев яланхиллех техникăпа пулăшнă. Лайăх ĕçлекен староста ял халăхне мĕн канăçсăрлантарнине пуринчен аван пĕлет.

Карапаш ялĕ пĕчĕк çырмасемлĕ вырăнта ларать. Çавăнпа кунта кĕперсĕр йывăртарах. Пĕр пĕвине татса янă хыççăн вĕсем ун урлă каçса клуба çӳреме меллĕ пултăр тесе плита хунă.

Ватăрах çынсене вара тытса каçмашкăн карлăк та кирлĕ. Кун пирки аслă ӳсĕмрисем старостăна пĕлтернĕ. Рената Михайловна çитес вăхăтра çак ĕçе пурнăçлама палăртнă. <...>

Елена ЛУКИНА.

♦   ♦   ♦


Стационар участокĕсем уçăлаççĕ

Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Раççейре Пĕтĕм халăх çыравĕ пуçланать.

Пĕрремĕш хут цифра технологийĕсене тĕпе хурса йĕркелекен çак çырава тĕрлĕ меслетпе хутшăнма пулать. Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа чӳк уйăхĕн 8-мĕшĕччен Чăваш Енре пурăнакансем Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче хăйсем тĕллĕн ыйтусене хуравлама пултараççĕ. Çыруçăсем юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнчен килĕрен çӳреме пуçлаççĕ. Вĕсем граждансен хуравĕсене планшетра паллă тăваççĕ.

Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче республикăри районсемпе хуласенче стационар çырав участокĕсем ĕçлеме пуçлаççĕ. Пĕтĕмпе Чăваш Енре çакăн евĕрлĕ 370 пункт пулĕ. Кунсăр пуçне тата нумай функциллĕ центрсенче те çырава хутшăнас текенсене йышăнаççĕ. Унта чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕччен 8-20 сехетсенче кайма, çырав ыйтăвĕсене хуравлама май пулĕ.

Светлана АСАМАТ, Чăваш халăх поэчĕ:

— Çырав — халăх шăпине татса паракан пулăм. Çавăнпа та эпĕ унта хутшăнмасăр, шухăша палăртмасăр тăрса юлма пултараймастăп. Çырава хутшăнса хамăр чăваш пулнине кăтартмалла. Пирĕн йыш мĕн чухлĕ пысăкрах — эпир çавăн чухлĕ вăйлăрах, хăватлăрах. Çĕр çине чăваш пулса килнинчен мĕншĕн вăтанмалла? Çут тĕнчене мĕнле ятпа килнĕ — çав ятпах ĕмĕре ирттересчĕ. Пĕлĕшсен, тăвансен чылайăшĕн ачисем аякри хуласенче тĕпленнĕ. Вĕсене те çырава хутшăнмалли, хăйсене чăваш халăх ывăлĕ-хĕрĕ тесе палăртмалли çинчен асăрхаттарсах тăратăп. Хамăн ачасене те çаплах каласа хунă. Пирĕн хамăрăн хăвата упраса хăвармаллах.

Валентина БАГАДЕРОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.