Комментари хушас

8 Юпа, 2021

Çĕрпÿ районĕнче агропарк тăвасшăн...

Паян Дмитрий Краснов вице-премьер Çĕрпÿ районĕнче пулчĕ. Вăл агропарк пулмалли вырăнпа паллашрĕ. Агропарк валли Туçи ялĕ çывăхĕнче 51 гектар уйăрнă. Унта ял хуçалăх продукцийĕсене çитĕнтермелли, тирпейлемелли, упрамалли сооруженисем тумалла. Хальхи вăхăтра пулас паркăн проектпа смета документацийĕсене хатĕрлеççĕ. Строительствăна 2022 çулта пуçлама палăртнă.

Анчах, Дмитрий Иванович каланă тăрăх, документсене вăхăтра хатĕрлейменнипе ку ĕçе каярах хăварма пултарĕç.

Андрей Михайлов сăн ÿкерчĕкĕсем

www.hypar.ru