Комментари хушас

7 Юпа, 2021

Аваллăха упраса вăхăт таппинчен юлмаççĕ

Чăваш патшалăх истори архивне йĕркеленĕренпе кăçал — 80 çул. Паян çавра çула халалласа «Архивсен цифра трансформацийĕн условийĕсенчи ыйтăвĕсем тата вĕсене татса парас çулсем» ăслăлăх-практика конференцийĕ иртрĕ. Унта Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова та хутшăнчĕ.

Пленарлă ларура конференцие пухăннисем архивистсен ĕç-хĕлĕ çĕршыв, регион, район, ял-хула, çемье историйĕшĕн паха пулнине палăртрĕç, тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç. Чулхула облаçĕн, Мордва, Пушкăрт республикисенчен, Мари Элран килнĕ истори архивĕсен ертӳçисем Чăваш Енри ĕçтешĕсемпе тачă çыхăну тытнине, пĕр-пĕрин опычĕпе тăтăш паллашса ĕç тухăçлăхне пысăклатма тăрăшнине пĕлтерчĕç. Çавра кунпа архив ĕçченĕсене Чăваш Енри партнер организацисем те, аваллăха документ хальлĕн упракан çурта пулăшу ыйтма пыракан уйрăм çынсем те саламларĕç. Германире пурăнакан Кристиане Смирнов, тĕслĕхрен, видео мелĕпе çыхăнчĕ, хăйсен ĕçне парăннă архивистсене ăшшăн тав турĕ.

Конференци иккĕмĕш пайĕнче унта пухăннисем секцисене пайланчĕç. Тухса калаçакансем хускатнă ыйтусем хальхи пурнăçра архивсем вăхăт таппипе тан утма тăрăшнине ĕнентерчĕç.

Ирина ИВАНОВА сăн ÿкерчĕкĕсем

www.hypar.ru

Рубрика: