Комментари хушас

7 Юпа, 2021

«Чăваш хĕрарăмĕ» 39 (1216) № 07.10.2021

Юратса пĕрлешнĕ Мăшăр

Баранов хушамат хăш-пĕр ялта тăтăшах тĕл пулать. Акă Элĕк районĕнчи Шĕмшеш ял тăрăхĕнчи виçĕ урамлă Яккушкăнь ялĕнче ултă çемье вĕсем. Вулакансене паян хĕвел анăç енчи урам вĕçнелле пурăнакан Вячеслав Петровичпа Валентина Павловна çемйипе паллаштарасшăн. Вĕсем çемье чăмăртанăранпа 47 çул çитсе пырать. Çапах та чунпа ватăлмаççĕ, юрату хĕлхемĕ хĕрсех тăрать.

Барановсен йăх-тымарĕ хĕвел тухăç урамĕнче çуралса ӳснĕ пĕртăван Константинпа Гаврилтан малалла йышланса пынă. Асли — 1889 çулта, кĕçĕнни 1899 çулта çуралнă. Гаврил кун-çулĕ 1941 çулта вăрçăра татăлнă.

Константин Павлович 71 çул пурăннă. 32-ре чухне Атай /Штанаш/ вулăсĕнчи милици уйрăмне вырнаçнă та пĕр тапхăр утпа ялсем тăрăх çӳренĕ. Ялта колхоз туса хурсан 1934- 35 çулсенче «Пробуждение» хуçалăх председателĕ пулнă.

Çăткăн Гитлер СССР çĕрне вăрçăпа кĕрсе кайсан унăн ывăлĕ Петĕр те фронтра тăшмана хăвалать. Вăрçă хыççăн Атмалкасси хĕрĕпе мăшăрланса хĕвел анăç урамĕнче çемье вучахне чĕртет. Колхозра шоферта ĕçлет. Çемьере Геннадий, Вячеслав тата Людмила ачисем ӳсеççĕ.

Совет çарĕнчен таврăнсан аслă ывăлĕ пĕр-икĕ çул «Заря» колхозра ашшĕ пекех шофер пулса çӳрерĕ, Шупашкарти Калинин районĕн шалти ĕçсен пайне вырнаçрĕ. Тăрăшнине пула служба картлашкипе çĕкленсе пычĕ. Полковник званийĕпе отставкăна тухрĕ. Шел, 71 çула çитсен йывăр чире пула вăхăтсăр вилчĕ.

Вячеслав кăçал 70 çул урлă каçрĕ. Кӳршĕри Мăн Ямаш тата Мăн Вылă вăтам шкулĕсенче пĕлӳ пухнă комсомолец Совет çарне кайиччен ДОСААФăн Çĕмĕрле хулинчи автомотоклубра шофера вĕренсе тухнă. Çар службинче икĕ çул пулнă тапхăрта ял каччи чи малтан Тула облаçĕнчи полк шкулĕнче автомеханик профессине алла илнĕ. Челябинск облаçĕнчи автобатальонта служба малалла тăсăлнă: ăна взвод командирĕн пулăшаканĕ пулма çирĕплетнĕ, комсомол организацийĕн ротăри секретарьне суйланă.
Хĕсмет хыççăн В.Баранов Çĕрпӳри ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Колхозсемпе совхозсенче механик, хăрушсăрлăх енĕпе ĕçлекен инженер пулса тăрăшнă. Шăп çав çулсенче Мăн Ямашри сакăр çул вĕренмелли /халĕ — вăтам/ шкулта Тури Выла хĕрĕ Валентина Николаева комсомолка вырăс чĕлхипе литература урокĕсем ирттернĕ. Хăйпе пĕр çулти хитре хĕр каччăна илĕртнĕ паллах. Ăна çийĕнчех хăй патне илсе кĕнĕ. Çул хыççăн çул çемьере Александр, Татьяна, Алина, Анна, Алексей çуралса пынă. Ывăлĕсем шофер профессине суйланă, хĕрĕсем — медиксем, педагогсем. Хулара пурăнаççĕ пулин те ашшĕ-амăшне манмаççĕ, яла час-часах килсе çӳреççĕ. Вĕсем пулăшнипех ĕнтĕ урам урлă икĕ хутлă тепĕр кирпĕч çурт та хăпарчĕ. <...>

Геннадий САВЕЛЬЕВ.

♦   ♦   


«Вăрçă ачисен» манăçми кун-çулĕ

Шупашкарта пурăнакан Кузьма Трифонов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Сăр хӳтĕлев чиккине тума хутшăннă. «Ун чухне эпĕ, вуннăри арçын ача, анне вырăнне ĕçе тухса кайрăм. Çывăх çыннăм чирленĕччĕ. Мана лаша шанса пачĕç. Çынсене шартлама сивĕре ĕçлесси те хăратман. Пирĕнтен кашниех хушнине тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшрĕ», — ачалăхне аса илет Кузьма Трифонович. Çав вăхăтрах хăйĕнпе пĕрле ĕçленĕ хĕрарăмсене ятран калать вăл.

Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕнче республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Шупашкарти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен комплекслă центрта пулчĕ. Пенсионерсемпе ветерансене уявпа саламларĕ. Кузьма Трифонова тата Римма Федоровăна Сăр тата Хусан чиккисене тунăранпа 80 çул çитнине халалланă медальсемпе чысларĕ. Олег Алексеевич историе аса илнĕ май ун чухне те чăваш халăхĕ пуçланă ĕçе вĕçне çитернине палăртрĕ. Вĕсен паттăрлăхĕ манăçманнине каларĕ. Хальхи ачасем «вăрçă ачисен» пурнăçĕпе кăсăкланни çине пусăм турĕ.

Комплеслă центрăн ертӳçи Ренада Федорова тĕрлĕ енлĕ проектсемпе паллаштарчĕ. Кунта тивĕçлĕ ка-нурисен вăхăта усăллă ирттерме май пур. Вĕсем сывлăха çирĕплетеççĕ, ал ĕçĕпе аппаланаççĕ. Центрта кĕлĕ тумалли пӳлĕм, музей уçнă.
ЧР ĕçлев министрĕ Алена Елизарова çыннăн ĕмĕрне тăсас тĕллевпе патшалăх программисене пурнăçа кĕртнине палăртрĕ. Центра çӳрекенсен тĕслĕхĕ те çакна çирĕплетет. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

♦   ♦   ♦


Шарпаш «вучахĕн» çути

Шупашкар районĕнчи Шарпаш ялĕнче — 70 ытла хуçалăх. Никĕсрен çурт лартакансем — темиçе çемье. Хула çывăхĕнчи ялта килсенчен çурринче çулла кăна çын кун кунлать. Ялта çамрăксем сахаллансах пыни кунта тымар янă вăй питти тата аслă ӳсĕмри йыша пăшăрхантарать. «Газ çунать, шыв килех кĕрет. Çулĕ, ĕçе хуланах çӳрес тĕк, инçе мар. Мĕншĕн тараççĕ çамрăксем ашшĕ-амăшĕ тĕпленнĕ хутлăхран?» — тĕлĕнсе хул пуççине сиктерет пĕри те тепри. Аслăрах ăрурисем тăван тавралăхрах хăйсене хăтлă туяççĕ. Ялта лавкка, социаллă ытти учреждени çук, пĕртен-пĕр клуба кăна сыхласа хăварма май килнĕ. Çавăншăн туслă ял-йыш хăй çине тăнă.

Мунчара та — купăспа

— Тăван çĕршывăн Аслă вăрçиччен, колхоз тунă вăхăтра, ку вырăнта лаша вити пулнă. Вăрçă вăхăтĕнче çак сăрт çинче 70 лаша таран тăнă теççĕ. Кайран выльăха тăвалларах янтăланă витене куçарнă — ку вăхăта хам та ас тăватăп. Ун чухне клуб ял варринчеччĕ. Вăл кивĕччĕ. Урай каштисем çĕрнĕччĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен вĕçĕнче çынсен кăмăлне шута илсе клуба çапла çакăнта куçарса килчĕç, юсарĕç. Аванах пурăнтăмăр. Тăхăр вуннăмĕш çулсенче клуб каллех кивелсе çитрĕ, — çулсем иртнĕ май çын кăна мар, çурт-хуралтă та «ватăлнине» палăртса пуçарчĕ калаçăва Людмила Матвеева, 75-е ярса пуснăскер.

«Лашине» /алăри туйине çапла калать вăл/ «çăварлăхламасăр» килтен те тапранман çулланнă хĕрарăм халăхпа пĕрле савăнма та, ĕçлеме те хапăл. Унăн мăшăрĕ Герман Григорьевич 80 çула хыçа хăварнă пулин те хастар. Клуб çумĕнче йĕркеленнĕ «Мерчен» пултарулăх ушкăнĕн купăсçи хытма пуçланă пӳрнисене вылятас тесе килĕнче те час-часах «репетици» ирттерет. Çĕнĕ юрă çеммине калама хăнăхмалла чухне кил-йыша чăрмантарас мар тесе купăс пĕрмине… мунчара тăскалать.

2017 çулта Шарпаш клубĕн юхăннă тăррине улăштарма ятарлă планпа килĕшӳллĕн пуçланă. «Мерчене» çӳрекенсемпе ялти хастарсем строительсене çурт пайне пăснă чухне асăрхануллăрах пулма, çĕрмен каштасене вакламасăр сӳтме ыйтнă. Шарпашсен çуллахи сцена тăвас ĕмĕчĕ пурнăçа кĕресси çапла пуçланнă. Надежда Матвеева, хальхи вăхăтра клуб администраторĕнче тăрăшаканскер, килĕнче юсав ирттернĕ май сӳтнĕ урай хăмисене илсе килнĕ. Арçынсем пăта, ытти вак-тĕвек йăтса пынă. Çӳхе хăма валли укçа пуçтарнă та нимелле ĕçе тытăннă. Хĕрарăмсем платник тивĕçне пурнăçлакансене тăрантарассишĕн пĕри те тепри тăпăртатнă. Харпăр хăйĕн килĕнчен илсе килнĕ çимĕçсенчен хуранпа шӳрпе пĕçернĕ. Çапла ушкăнпа йĕркеленĕ ĕç уява çаврăннă тесен те тĕрĕс. Çак ĕç хыççăн клуб çуртне шалтан илемлетме пуçланă. Чӳречесене те ырă кăмăллă çынсен укçипех çĕнетнĕ. Тахçан киномеханика хатĕр-хĕтĕрĕ вырнаçтарнă кĕтесе хывăнса тăхăнмалли пӳлĕме çавăрнă.

Хунав çумне хунав

— Клуб çумĕнче пысăк, лапсăркка туратлă чăрăшсем ӳсетчĕç. Вĕсем хупăрласа илнипе клуб курăнмастчĕ те. Юсав ирттерсен лăсăллăскерсене касрăмăр та — уçăлсах кайрĕ культура «вучахĕ». Çавăн хыççăн тулта клумбăсем йĕркелерĕмĕр, чечексем лартма тытăнтăмăр, — ăнлантарать Надежда Ивановна. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


Пĕр ĕмĕр кĕнекине мĕн çырăнать?

Шăмăршă районĕнчи Пуянкасси ялĕнче çуралнă Анна Петрова — республикăри чи аслă çынсенчен пĕри. Раççей пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, унашкаллисем пирĕн тăрăхра 53-ĕн. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Анна Павловна харăсах икĕ уява кĕтсе илчĕ. Ватăсен кунĕнче 100 çул тултарчĕ. Пĕр ĕмĕрте хăйĕн шăпинче чи паллă йĕр хăварнă самантсене аса илет. Ăс-тăн çирĕплĕхĕпе палăрса тăраканскер юрă та шăрантарчĕ. Чăн та, нуша самай тӳснĕрен хурлăхлăраххисем пуçне ытларах килеççĕ.

Çемьене — пĕр ят çĕрĕ

— Пирĕн çемье хура-шурне чăнах нумай курнă. Анне Мария Никоноровна виçĕ ывăл та çуратнă, анчах вĕсем пурăнайман. Ыттисем — çиччĕшĕ — хĕр. Ун чухне, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçиччен чылай маларах, хĕр-хĕрарăма çĕр паман. Тăхăр çынна пĕртен-пĕр атте ячĕпе кăна тивĕçетчĕ лаптăк. Тырă акмалăх ана пулман пирĕн. Мĕнле чăтса ирттернĕ-ши çав вăхăта тесе кас-кас халĕ те шухăшлатăп. Хĕрачан хырăмĕ выçмасть-им вара? Выльăх усраттăмăр-ха, аш-какай пăртак пулнă, ăна та патшалăха чылай памаллаччĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче колхоз йĕркелерĕç. Анчах часах вăл каялла саланчĕ. Атте те çемьене тăрантармалла тесе пĕрлешӳллĕ хуçалăхран кайрĕ. Килтен сурăхсем илсе кайнине ас тăватăп. Лаша çуни те, урапи те панă. Каярах «Заря» колхоз йĕркеленчĕ. Тинех пурнăç йĕркеленсе кайма тытăннăччĕ — вăрçă тухрĕ, — пулни-иртни халĕ те манăçман.

Ялта вăл чылайăшĕшĕн Павăл Анюкĕ шутланнă. Туймет Анькки тесе калакан та йышлă пулнă. Хутла вĕренме саккăрта пуçăннă Анна Павловна хăйĕн вĕрентекенĕсене те манман-ха.

— Малтанах вулама-çырма, шутлама Давид Кондратьевич хăнăхтарчĕ. Хурăнвартанччĕ вăл. Иккĕмĕш класра Яков Васильевич пĕлӳ пама тытăнчĕ. Питĕ лайăх вĕрентетчĕ. Тен, çавăнпах Виçпӳрте илсе кайрĕç ăна? Вăл каясса пĕлсен куççуль те кăлартăмăр. Ача-пăча кăмăлне тупма пĕлетчĕ. Тăхтавра-мĕнре балалайка калатчĕ, юрлаттаратчĕ. Урамра выляттарма тĕрлĕ вăйă шухăшласа кăларатчĕ. Сарăмсăр вилчĕ, питĕ шел, — вĕренӳре аван ĕлкĕрсе пынă Аннан пурнăç йывăрлăхĕсене кура пилĕк класлă пĕлӳпех çырлахма тивнĕ.

Шкула килте тĕртнĕ пир çи-пуçпа çӳренине калать Анна аппа. Йĕтĕн çиппинчен шурă тăрăха майлаштарма хăй те пĕчĕкрен аппаланнă-мĕн.
— Вĕренме Виçпӳрте çӳренĕ чухнех аппа вырăнне станок умне ларкалаттăм. Çипписене таткаласа пĕтерни те пулнă. «Вĕренетĕп ĕнтĕ майĕпен», — теттĕм пĕртăванăм вăрçкалама тытăнсан. Пур ĕçе те аппасем хыççăн хăнăхнă çапла, — калаçу çăмхи малаллах тăсăлать. <...>

Ирина ИВАНОВА.

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.