Çамрăксен хаçачĕ 39 (6387) № 07.10.2021
Пьедестал çине хăпарайманни уншăн пурнăç урокĕ
Елена Герасимова 2019 çулта тĕнче чемпионатĕнче юниорсен хушшинче тупăшса икĕ ылтăн медале тивĕçнĕ. Те пĕр çулах ăна спорт гимнастики енĕпе тĕнче класлă спорт мастерĕн ятне панă. Кăçал Чăваш Ен пики Токиора иртнĕ Олимп вăййисенче Раççей чысне хÿтĕленĕ.
Тренерсем те çывăх çынсем Олимп резервĕсен 6-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăхне туптакан Еленăпа хулара чухне çыхăнма май килчĕ. Калаçу хăйĕн çинчен каласа кăтартнинчен пуçланчĕ: «Эпĕ Шупашкарта çуралса ӳснĕ. Манăн ачалăхăм та хуларах иртрĕ. Анне Светлана Алексеевна Сĕнтĕрвăрри районĕнче çуралнă, атте Анатолий Васильевич Комсомольски районĕнче çитĕннĕ. Спорт гимнастикипе эпĕ 6 çулта чухнех кăсăкланма тытăннă. Мана секцие аттепе анне çавăтса кайрĕç. Вĕсене куншăн чунран тав тăватăп. Гимнастика манăн пурнăçăн пысăк пайĕ пулса тăчĕ. Кунсерен аталанатăп. Спортра хамăн вырăна тупнă тесе шухăшлатăп. Вăл — манăн чун киленĕçĕ те, пулас професси те. Унсăрăн эпĕ хамăн пуласлăх курмастăп».
Елена гимнастика енĕпе пĕчĕк чухнех çитĕнӳсем тума тытăннă. Тантăшĕсенчен вăл ниме пăхмасăр тĕллев патне çирĕппĕн утнипе, хăй тĕллĕн нумай ĕçленипе уйрăлса тăнă. «Вăхăт питĕ хăвăрт шăвать. Тин çеç ача садне çӳреттĕм. Халĕ ав тĕнче тата Европа чемпионачĕсене хутшăнма тытăнтăм. Олимп вăййисене каясси манăн ĕмĕтре кăна пулнă. Кăçал вăл пурнăçланчĕ. Хăш вăхăтра ăсталăха ӳстерсе пысăк шайри ăмăртусене хутшăнма пуçланине сиссе те юлаймарăм. Паллах, кашни тупăшурах пьедестал çине хăпараймăн. Çакна эпĕ пурнăç урокĕпе танлаштаратăп. Ыттисем санран вăйлăрах пулнине йышăнма пĕлмелле. Кунашкал ăмăртусем хыççăн хам валли пĕтĕмлетӳсем тăватăп, хăш енĕпе ытларах ĕçлемеллине палăртатăп», — чунне уçрĕ çамрăк спортсменка.
Тренерĕсем Еленăшăн иккĕмĕш ашшĕпе амăшĕ пекех. Чăннипе, вăл вĕсене çывăх çыннисенчен тăтăшрах курать. Малтан пике Маргарита Иванова патĕнче ăсталăхне туптанă. Раççейĕн пĕрлештернĕ команди йышне кĕрсен унăн мăшăрĕпе Василий Александровичпа тупăшусене хатĕрленме тытăннă. Сăмах май, халĕ те унпах ĕçлет, çĕнĕ çĕнтерӳсем патне пĕрле талпăнаççĕ. «Тренерсем мана яланах ăнланаççĕ. Эпĕ чикĕ леш енче иртекен ăмăртусене хутшăннă чухне те вĕсен хавхалантарăвне туятăп. Талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те манн пата шăнкăравлама май тупаççĕ, сиксе тухнă кăлтăксене татса пама пулăшаççĕ. Вĕсем маншăн чăннипех те çывăх çынсем», — вĕрентекенĕсемпе паллаштарчĕ гимнастка. <...>
Любовь ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Ректор тĕслĕх кăтартать
Кăçал федерацин Атăлçи округĕнчи çамрăксен «iВолга» форумĕ онлайн мелпе иртнĕ. Унăн ĕçне çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче пĕтĕмлетнĕ. Палăртма кăмăллă: республикăри маттур çамрăксен 5 проекчĕ гранта тивĕçнĕ. Тунтикун çĕнтерӳçĕсене ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ.
Тĕлпулу И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче иртрĕ. «Çакнашкал форумсене хутшăнни паха. Сирĕн проектсем пурнăçа лайăх енне улăштарма пулăшĕç», — терĕ Олег Алексеевич. Грантсене тивĕçнĕ çамрăксем сăмах илчĕç, хăйсен проекчĕсемпе паллаштарчĕç. Дарья Спиридонова «Ачалăхри савăнăç» ĕçпе палăрнă. Даша больницăсенче вăрах сипленекен ачасен кăмăлне çĕклесшĕн. Вăл волонтерсемпе пĕрле пĕчĕк пациентсен кăмăлне хăпартмашкăн тĕрлĕ мероприятии ирттерĕ. «Эпир районсенчи больницăсене те çитме палăртрăмăр», — терĕ 180 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕскер.
Владислава Смирнова вара «ЭкоMind» вĕренӳ лабораторийĕ» проекта пурнăçа кĕртмешкĕн 650 пин тенке тивĕçнĕ. Хĕр республикăра пурăнакансен экологи шухăшлавне улăштарасшăн. Проектпа килĕшӳллĕн ăсталăх класĕсем ирттерĕç, лекцисем вулĕç. Хастарсем ĕçе пуçăннă ĕнтĕ: экологи мероприятийĕсем йĕркеленеççĕ. Владислава ЧПУ ректорне Андрей Александрова тав турĕ: «Андрей Юрьевич тĕслĕх кăтартать, субботниксене пачах сиктермест». <...>
Наталья ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
Йĕрке лавккари пекех: маскăсăр билет туянаймăн
«Республикăри больницăсенче коронавируспа чирлĕ 2000 ытла çын выртать. Вĕсенчен 70 ытла проценчĕ — аслă ăрури çынсем», — тенĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче.
Больницăна йывăр чирлисем лекеççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа республикăра 3800 çын реабилитаци тухнă. Чăваш Енре пурăнакансен 51,1 проценчĕ коронавирусран прививка тутарнă. Юлашки вăхăтра ОРВИпе чирлекенсен шучĕ ӳснĕ. Лару-тăру çивĕч пулни куçкĕрет. Шкул ачисем тĕлĕшпе кăна ĕç-пуç çăмăлланас туртăм пур. Авăн уйăхĕнче вĕренӳ çулĕ пуçланнă май ачасемпе çыхăннă лару-тăру йывăрланма пултарассине малтанах пĕлнĕ, халь вĕсем сирĕлеççĕ. Тунтикун Правительство çуртĕнче иртнĕ канашлура ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев шкулсенче ĕçлекен нумай çын чирленине каланă. Ытларах прививка тутарманнисем çак амака çаклатаççĕ.
Чир çĕнĕ вăйпа сарăлни татăклă йышăну тума хистенĕ: юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа социаллă тата культура учрежденийĕсене, кафе-ресторана çынсене вакцинациленнине ĕнентерекен QR-кодпа кăна кĕртесси çинчен пĕлтернĕ. Е коронавируспа чирлесе сывалнăранпа çур çул иртменнине, антителăсен виçи пысăккине çирĕплетекен справка пулмалла. Кинона е театра билет маларах туяннă çын сертификат çук пулсан зала кĕреймĕ.
Хăш-пĕр муниципалитета сăмах тивнĕ. Патăрьел, Комсомольски районĕсенче, Улатăрта чирлекенсен шучĕ уйрăмах пысăк-мĕн. Улатăрта пушă ковидкойкăсем çук. Çавна май чирлисене Патăрьеле илсе çитереççĕ. Олег Николаев çак районсен администрацийĕсен ертӳçисене чиртен сыхланас ĕçе вăйлатмалли пирки асăрхаттарнă. <...>
Ольга КАЛИТОВА.
♦ ♦ ♦
«Хама япăх чухне юрă яратăп та чуна сиплетĕп»
Вăл мĕн ачаран юрăç пулма шухăшланă, ĕмĕчĕ патне çине тăрса талпăннă. Тĕллевĕсене пурнăçлама хăнăхнă, нимĕнле йывăрлăх умĕнче те пуç усмасть. Темиçе çул каялла чăваш эстрадинче палăрнă, халĕ Мускавра тымар янă Лариса СТЕПАНОВА виççĕмĕш концертне Шупашкартах ирттерме палăртнă. Çак ĕçсемпе республикăн тĕп хулине килсе çитнĕ чăваш хĕрне хăнана чĕнтĕм.
Мистикăна ĕненмесен те
— Лариса, эсĕ мана халĕ: «Эпĕ паян сан умра кĕнеке пек уçăлма хатĕр», — терĕн. Апла калаçăва пуçлар.
— Эпĕ Етĕрне районĕнчи Кĕçĕн Шемертен ялĕнче кун çути курнă. Вăл пĕчĕк пулсан та маншăн чи илемли, чи хакли. Çуралнă ялăмра мана яланах аттепе анне, маçакпа мамак /асаттепе асанне/, шăллăм чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Аннерен мана çепĕçлĕх куçнă. Эпĕ атте пекех хастар, пуçланă ĕçе вĕçне çитерекен çын. «Пирĕн Лариса пĕчĕккĕ пулсан та никамран та хăрамасть», — тет вăл ялан. Мамакпа эпĕ питĕ туслă. Хĕр чухне савнийĕ ăна: «Эсĕ маншăн Нарспи», — тенĕ. Çак сăмахсене халĕ те манмасть. Вăл — питĕ ĕçчен, çамрăк чухне республика шайĕнче «Пăрусене чи лайăх пăхакан» ята тивĕçнĕ. Сăвă та çырнă вăл, хорта та юрланă. Халĕ качакасем тытать. Маçакăн алли ылтăн. Вăл çĕкленĕ тăван киле тулли кăмăлпа пырса кĕретĕп. Кунта хама лăпкă туятăп. «Мамак!» — тесе урамранах кăш- кăрса кĕретĕп. Вăл мана ыталаса илет те куççульне шăлать, тӳрех сĕтел хушшине чĕнет. Шăллăма питĕ юрататăп, аякра уншăн питĕ тунсăхлатăп.
— Хăвăн пĕртен-пĕр сăвă пуххине те эсĕ «Кĕтсе ил, тăван кĕтесĕм» тесе ят панă. Сăввусем сăнарлă, вĕсем чунунтан кĕвĕленсе тухса юрă пулса тăраççĕ. Мĕн хистет сана сăвă шăрçалама?
— Сăнарлă йĕркесем чунран хăйсемех шăранса тухаççĕ. Мĕн калас килни ăшран çиеле тухать. Сăвăсенче — манăн пурнăç, туйăмсем, чуна ыраттаракан самантсем. Ятарласа çырма лармастăп, çавăнпа вĕсем нумай мар. Манăн шухăшпа, сăвăсен шучĕ мар, вĕсен пахалăхĕ пĕлтерĕшлĕ.
— Вырăсла çырнисем те пур ав.
— Эпĕ мистикăна ĕненсех каймастăп, анчах нумай пулăма ăнлантарма питĕ йывăр. Анне аса илнĕ тăрăх, пĕчĕк чухне манăн çӳçе пĕрремĕш хут кассан ăна вы- рăс кĕнеки ăшне хунă. Тен, çавăнпа эпĕ икĕ чĕлхепе те çăмăллăнах çыратăп? <...>
Альбина ЮРАТУ.
♦ ♦ ♦
«Çурт лартса пачĕç те савăнса кăна пурăнать»
Çапла калаççĕ Ирина Николаевăна пушар мĕнне пĕлмен çынсем
Выльăха кăнтăр апачĕ панă хыççăн Ирина Николаева пӳрте кĕме тăнă. Алăка уçнă кăна — пĕчĕк хĕрĕпе ывăлĕ хирĕç чупса тухнă. Çуртра «хĕрлĕ автан» ташланă: çулăм чӳрече карринчен мачча çине куçма ĕлкĕрнĕ. Çав хĕллехи шартлама кун хĕрарăм икĕ ачапа урамра тăрса юлнă.
Пăрупа сыснасене кăларнă
Ирина Васильевна ачисемпе Вăрнар районĕнчи Аçăмçырми ялĕнче ашшĕ лартнă çуртра пурăннă. Вăл вырăнти аш-какай комбиначĕн ферминче тăрăшнă: икĕ кун канса икĕ кун ĕçленĕ. «Тавах Турра, çав кун килтехчĕ, — икĕ çул каяллахи инкеке аса илме йывăр пулсан та иртнине куç умне кăларчĕ.— Кăнтăр çутинче, 11 сехетсенче, пулчĕ ку. Ачасем пӳртре выляса юлчĕç. Тепĕр кунхине ĕçе каймалла тесе вĕсем валли икерчĕ пĕçересшĕнччĕ, кӳрше сĕт илме утрăм. Унтан таврăнсанах пӳрте кĕнĕ тĕк, тен, инкек пулмастчĕ. Эпĕ вара выльăх витинче кăштăртатрăм. Юрать, аякка кайман. Колготкă, нуски вĕççĕн чупса тухнă ачасене йăтса çӳлти урамра пурăнакан юлташ патне чупрăм. Пушарнăйсене чĕнтĕмĕр. Вĕсем киличчен çулăм ирĕке тухрĕ, йывăç çурта хăвăртах ярса илчĕ. Эпĕ пӳрте кĕнĕ чухнех стенка, тумба çунатчĕç те. Пĕр витре шывпа ăна ăçтан сӳнтерĕн? Пушар умĕн юсав ĕçĕсем ирттернĕччĕ, маччана пластик плитка çыпăçтарнăччĕ. Çулăм лексен ирĕлсе кăна пырать вăл…»
Çурт çырма хĕрринче, пралукра, ларнă. Хĕлле, çуркунне унта кĕрсе тухма çăмăл пулман. Çурт çуннине çынсем çул тепĕр енче пăхса тăнă. Юр хырманнипе пушарнăйсем çывăха пырайман. Юрать, ялти тракторист Юрий Соколов пулăшнă. Вăл часрах руль умне ларса çула юртан тасатнă. Анчах çав вăхăталла йывăç пӳртрен кĕл кăна юлнă. Ирина Васильевна ачисемпе çири тумпа, пĕр документсăр тăрса юлнă. Хăй кĕпепе, курткăпа пулнă. Вăл инкекченех выльăх нумай усранă. Хур-кăвакал йышĕ 100-тен иртнĕ. Çурт çумĕнче сарай пулнă, пушар вăхăтĕнче унран нимĕн те юлман. Пăрупа сыснасене кăларма ĕлкĕрнĕ.
«Кайран выльăха сутма тиврĕ. Ниçта усрама çук вĕт. Чăх-чĕпне çавах пăхрăм, пĕрмай апат килсе çитереттĕм, — ассăн сывланă май калаçрĕ Ирина Васильевна. — Пӳртре чӳрече карри хыçĕнче розетка пурччĕ. Пĕтĕм техника пралукне çавăнта чикеттĕм. Стенаран электрон сехет çакăнса тăратчĕ, ăна пĕртте сӳнтермен. Телевизорăн, холодильникăн пралукĕсем çав розеткăрах пулнă. Пылесоса ярсан счетчик тапса кăларатчĕ. Кĕпе-йĕм çумалли машинăна çутсан пур техника та ĕçленипе розетка вĕриленсе каятчĕ. Вара ăна сӳнтерсе пĕр вăхăт урăх ĕç тăваттăм. Пралукĕ кивĕ пулнă ĕнтĕ, улăштарма шухăшламан». <...>
Ирина КОШКИНА.
♦ ♦ ♦
«Атте вăрçăра фашистсемпе çапăçнă, халĕ эпир тăшман пулса тăтăмăр»
«2003 çулхи юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче эпĕ атте вилнĕ хыççăн юлнă эткерлĕхе, хам çуралса ӳснĕ тăван çурта, илме хирĕçлесе хут çыртăм. «Çакна тума ан васкăр, кайран ӳкĕнме пултаратăр», — терĕ нотариус. Ун чухне йăмăк П. ман пата Владивостока шăнкăравларĕ, çурта хăйĕн çине çыртарсан аттепе аннен вил тăприйĕсене тивĕçлипе пăхса тăрассине, тăван кил пирĕншĕн, пĕртăвансемшĕн, яланах уçă пулассине, ăна тирпейлĕ пăхса тăрассине ĕненмелле каларĕ. Анчах сăмахне тытмарĕ», — терĕ редакцие çитнĕ Елена Григорьева. Елена Павловна ашшĕпе амăшĕн вил тăприйĕсем çине палăк ларттарнă, хура гранит плитасем сартарнă, тимĕр карта тыттарнă. Укçине, 206 пин тенке, хăех тӳленĕ, кайран ăна виççе пайламалла пулнă. «Тепĕр йăмăк хăйĕн тӳпине тавăрса пачĕ, П. вара çук», — терĕ Елена Григорьева. Куншăн вăл ăна суда панă.
Палăк саккас пама кайсан
Вăрнар районĕнчи Вăрманкас ялĕнче çуралса ӳснĕ Елена Павловна качча кайсан Чулхула облаçĕнче пурăннă. Упăшкинчен уйрăлсан икĕ ывăлĕпе Владивостокра тĕпленнĕ. 2004 çултан пуçласа пĕлтĕрхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕччен Епхӳ хулинче амăшĕн иккĕмĕш сыпăкри йăмăкне Марийăна пăхса пурăннă. Тăван килне сайра хутра килсе çӳренĕ. Амăшĕ — 1977 çулта, ашшĕ 2003 çулхи çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче, 83 çул тултарсан, вилнĕ. 4 уйăхран унăн çуртне йăмăкĕ хăйĕн çине çыртарнă. Ашшĕ вилсен Елена Павловна ăна пытарма килеймен. Вăл унăн вил тăприйĕ çине çулталăкран çитнĕ. Ун чухне унта хĕрес çеç пулнă, карта лартман.
«2016 çулхи çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче Вăрманкас ялĕнче пĕр класра вĕреннисемпе тĕл пултăмăр. Шкул пĕтернĕренпе 50 çул çитнĕччĕ. Манăн аттепе анне учитель пулнă. Тантăшсем Çимĕкре масар çине кайнă, пирĕн çывăх çынсен вил тăприйĕсем тирпейсĕр пулнине курса тĕлĕннĕ. Тирпейлĕ пурăннă атте-анне пирки каланă çак тĕрĕс сăмахсене итлеме йывăр пулчĕ. Çав çул пуш уйăхĕнчеВладивостокра аварире манăн 45-ри ывăл Олег вилнĕччĕ. Чунра пушшех те йывăрччĕ. 2018 çулхи çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче Катăш çăви çине тепĕр хут çитрĕм. Атте-анне вил тăприйĕсем çавăн пекехчĕ. Вĕсем çине пăхса макăртăм. Вил тăприсене пĕччен йĕркене кĕртеймессине ăнланса такси тытса Вăрнара кайрăм. Виçĕ арçын пулăшма килĕшрĕ. Вĕсемпе пĕрле поселокра тимĕр карта /14300 тенкĕ/, анне валли тимĕр хĕрес /2040 тенкĕ/, 4 михĕ тăпра /600 тенкĕ/ туянтăмăр. Ятне-шывне çырмалли табличкăна Шупашкартах илнĕччĕ, Ĕпхӳре 1500 тенкĕлĕх чечек туяннăччĕ. 4 бордюр 1400 тенке ларчĕ. Ĕçлесе пулăшнă арçынсене 7500 тенкĕ патăм. Пĕтĕмпе 27940 тенкĕ пĕтертĕм. Çавăн чухнех аннен хĕресĕ çине ӳссе кĕнĕ йывăçа 20 пин тенкĕ парса кастартăм. Ку укçана эпĕ никамран та ыйтмастăп. Хĕрес çĕмĕрĕлсе пĕтнĕччĕ. Вăл атте вырнаçтарнăскерехчĕ, тимĕр картине те анне вилсен вăлах лартнă. <...>
Ирина АЛЕКСЕЕВА.