«Хыпар» 110 (27843) № 05.10.2021
Кинозал - çемье канăвĕн: тус-юлташсен тĕлпулăвĕсен центрĕ
Комсомольски районĕнчи Урмаелте пурăнакансем, вĕсем çеç мар, республикăри тĕслĕх шая тивĕçнĕ кинозала çӳрекенсем пĕтĕм тĕнчепе пĕрле Голливуд блокбастерĕн 3D-па тата! премьерине пăхма пултараççĕ.
2017 çулхи раштав уйăхĕнче ялти çĕнех мар клубра /ăна 1960 çултах çĕклесе лартнă/ пилĕк миллион тенкĕпе хальхи йышши аудио- тата видеохатĕрсем, сарлака форматлă экран тата 3D куçлăхсем, çавăн пекех хăтлă креслăсем туяннă. Çĕнĕ зала ял ятне панă — «Урмай». Ял çыннисем хăйсене хулара пурăнакансенчен нихăш енĕпе те катăк туймаççĕ. 12 колонкăран килекен сасă тата 3D куçлăхсем, попкорн, пылак «мамăк» вĕсене фильм «авăрнех» çавăрса кĕреççĕ тейĕн. Билет хакĕ кăна хуларинчен йӳнĕрех — 150 тенкĕ. Урмаеле вырăнтисем кăна мар, çывăхри ялсенчен те, çавăн пекех юнашар районсенчен те пырса çӳреççĕ.
Республика хăтлă /модернизациленĕ/ кинозалсем уçас тĕлĕшпе Раççейре малта пыракан регионсен шутĕнче. ЧР Культура министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, 2016 çултанпа паянхи куна çитиччен çакнашкал 20 кинозал уçăлнă. Çак ĕçсене пурнăçлама 100 миллион тенкĕ кирлĕ пулнă. Вĕсенчен чи пĕрремĕшĕсен йышĕнче — Çĕмĕрлери культура керменĕнчи. Раççей Кино çулталăкĕнче ăна ĕçлеттерсе яма пулăшаканĕ — РФ Культура министерстви тата 100 пин çынран сахалрах пурăнакан ял-хула халăхне Тăван çĕршывра ӳкернĕ фильмсене кăтартас тĕлĕшпе ĕçлекен федерации фончĕ /Кино фончĕ/. Ăна уçасси Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери 9-мĕш кинофестиваль ĕçленĕ вăхăтпа пĕр килчĕ. Çав кун Çĕмĕрле çыннисемшĕн Раççей халăх артисчĕ Александр Пятков /«Дерсу Узала», «В зоне особого внимания», «Бульварный роман», ытти фильмра вылянă/, Марина Коровина актрисăпа Дмитрий Перкулов продюсер та хĕпĕртерĕç.
2016-2019 çулсенче кино курма çӳрекенсен шучĕ самаях пысăк пулнă. Сăмахран, виçĕм çул республикăри çĕнетнĕ кинозалсенче 20,6 пин киносеанс ирттернĕ, унта 148,2 пин çын пырса курнă /республикăра пурăнакансенчен кашни 8-мĕш çын/. Хамăр çĕршывра туса кăларнисенчен «Т-34» /режиссерĕ А.Сидоров/, «Полицейский с Рублевки. Новогодний беспредел» /И.Куликов/, «Движение вверх» /А.Мегердичев/, «Лед» /О.Торфим/, «Тренер» /Д.Козловский/, «Спасти Ленинград» /А.Козлов/, «Викинг» /А.Кравчук/, «Время первых» /Д.Киселев/, «Гоголь. Начало»/Е.Баранов/ тата ытти илемлĕ фильмра куракан уйрăмах йышлă пулнă. Ют çĕршывра ӳкернисенчен ку енĕпе «Король Лев», «Холодное сердце 2», «Мстители. Финал», «Как приучить дракона 3», «Пираты Карибского моря: мертвецы не рассказывают сказки», ыттисем палăрнă.
«Чăвашкино» патшалăх киностудии тата электронлă документацисен архивĕ хăйĕн фондĕнче упранакан лентăсене пропагандăлас тĕлĕшпе фестивальсем ирттернине те палăртса хăвармалла. 2018 çултанпа Чăваш автономи облаçне йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине хатĕрленсе ирттерсе ярассипе çыхăннă тĕп мероприятисен планне пурнăçа кĕртнĕ май «Чăвашкино» патшалăх киностуди 28 фильм хатĕрленĕ. Вĕсене те, тĕпрен илсен, çĕнĕ кинозалсенче кăтартнă. <...>
Надежда СМИРНОВА.
♦ ♦ ♦
Пайçăсен йывăрлăхĕсене татса парасшăн
Юпан 1-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче нумай хваттерлĕ çуртсене хăпартас ĕçе пая кĕрсе шар курнă çынсен прависене хӳтĕлес тĕлĕшпе ĕç-хĕле тухăçлăрах йĕркелекен ушкăнăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.
ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев строительсем çемьесен умĕнчи тивĕçе кирлĕ пек пурнăçламанран палăртнă вăхăтра хваттер илеймен тĕслĕхсем çав-çавах пуррине, çапах та чăрмавлă объектсене хута ярассишĕн Правительство малалла ĕçленине палăртрĕ.
— Граждансен республикăра пая кĕрсе строительство пурнăçлаттаракансен интересĕсене хӳтĕлекен фонд та йывăрлăха кĕрсе ӳкнĕ çуртсене туса пĕтерессишĕн ĕçлет. Çапах та пурăнмалли вырăн тумалли правăна урăх организацие парассипе çыхăннă ыйтăва тишкерсе вăхăт нумай иртет, — терĕ Олег Алексеевич. — Эпир çавна шута илсе объектсене хăвăртрах туса пĕтерессишĕн строительсемпе пĕрле çул шыратпăр. Ку ĕç ăнăçлă пынă тĕслĕх чылай. Хăш-пĕр объектра строительство чарăнса тăнăран организацие панкрута кăларма сĕнекенсемпе килĕшме тивет. Çак тапхăр федераци саккунĕсемпе килĕшӳллĕн иртет.
ЧР Пуçлăхĕ ЧР Строительство министерствине панкрута тухнă организаци хыççăн вăл е ку объекта кĕртнĕ конкурс управляющийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме чĕнсе каларĕ.
— Шăнман пăр çине лартса хăварнă пайçăсен çивĕч ыйтăвĕсене 2023 çул вĕçлениччен татса пама май пур, — терĕ Олег Николаев. — Тĕллеве пурнăçлассишĕн плана кĕртнĕ мероприятисене вăхăтра пурнăçламалла çеç.
Пайçăсен укçине явăçтарса пурăнмалли вырăна туса пĕтермелли графика епле пăхăнса ĕçлени çинчен ЧР строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Максимов доклад турĕ.
— 2020 çулта вĕсем валли чăрмавлă виçĕ объекта хута ярса 529 çын правине хӳтĕлесе хăварнă, — терĕ вăл. — 2021 çулхи иккĕмĕш кварталта пĕрре ĕçе кĕртсе 428-шĕн ыйтăвне татса панă. Çав тапхăр тĕлне графикра вун тăватă объект — пурăнмалли вун виçĕ çурт /1742 пайçăпа килĕшӳ çирĕплетнĕ пулнă/ тата суту-илӳпе офис центрĕ — шутланнă. Федерацин граждансен — пая кĕрсе строительство пурнăçлаттаракансен интересĕсене хӳтĕлекен фончĕ 544 çын валли тума пуçланă çурт строительствине вĕçне çитерме тĕллев лартнă. Вăл тата 314-ăн кĕтекен икĕ объект ыйтăвне пăхса тухать. Фонд укçа уйăрмасăрах 884 çын валли пилĕк çурт туса пĕтермелле. 31,2 пин тăваткал метр пурăнмалли вырăнлăх икĕ объектăн пайçăсем çук. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Алексей ЕНЕЙКИН: Шухăшлава улăштаракан хăватлă фильм кирлĕ
Нумаях пулмасть «Чăваш Ен» ПТРК журналисчĕн Алексей Енейкинăн «Кунта тăшман ури ан пустăр» документлă илемлĕ фильмăн премьери иртрĕ. Ăна Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тунисен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкне халалланă. Фильма куракансем пысăк хак пачĕç, вăл чăн пулнине ĕнентерӳллĕн кăтартнине палăртрĕç. Çамрăк режиссерпа, сценаристпа тĕл пулнă май кино ӳкернĕ чухнехи хăш-пĕр самант çинче те чарăнса тăтăмăр.
специалист яваплă-çке.
— Алексей, фильм ӳкермешкĕн ку питĕ йывăр тема. Унпа ĕçлеме епле тĕв тытрăн?
— Хусан тата Сăр хӳтĕлев чиккисен строительствинче нуша курнисем пирки эпĕ 10 çул калаçатăп, хамăн кăларăмсенче, сюжетсенче кăтартатăп. Нумай ветерана видеокамерăпа ӳкерсе юлнă. Вĕсенчен чылайăшĕ ку тĕнчере çук ĕнтĕ. Çак тема яланах пуçра тăнă, чĕрене кĕнĕ, мĕншĕн тесен манăн асанне Пелагея Дометиановна хăй асапланни пирки нумай каласа панă. Тĕлĕнсе итленĕ ăна эпĕ. Пурăннă пулсан вăл кăçал 100 çул тултармаллаччĕ, анчах 10 çул каялла вилчĕ. Асанне каланисем, ветерансен аса илĕвĕсем чĕрере тăчĕç. Вĕсене пĕрлештерсе кĕнеке кăларма е фильм ӳкерме сĕнекенсем пулчĕç. Республика Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырупа килĕшӳллĕн пĕлтĕр «Чăвашкинона» фильм ӳкерме сĕнчĕç. Унта çур ставкăпа режиссер-сценаристра вăй хунă май ку ĕçе мана шанчĕç. Халĕ пурăнакан ветерансемпе тĕл пулса калаçнинчен ĕçе пикентĕм.
— Ăнланатăп: вĕсене тупасси пĕртте çăмăл мар.
— Ăçта кам окоп чавни пирки ял тăрăхĕн администрацийĕсенче пĕлсех кайман. Ветерансене пачăшкăсем урлă та шырама тиврĕ. Вĕсем ватăсем патне килĕрен сыптарма çӳреççĕ-çке. Тĕрлĕ района çитрĕмĕр. Каласа паракансенчен чи çамрăкки — 96-ра, чи асли — 104-ра. Фильма 12 çын аса илĕвне кĕртрĕм. Çавăн пекех архивра ĕçлеме тӳр килчĕ. Ватă çынсем каласа панисене документсемпе шайлаштарса фильмăн сценарине çыртăм. Ун чухне фильм валли 1 млн та 200 пин тенкĕ уйăрассине пĕлтернĕччĕ.
— Çапах та эсир фильма укçасăр, хăвăр вăйпа, хатĕрленине пĕлетĕп.
— Шантарнă укçа килмерĕ. К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕн режиссерĕ Наталия Сергеевăна актерсем тĕлĕшпе пулăшма ыйтрăм. Вăл сĕннĕ артистсем турткалашмасăрах тӳлевсĕр выляма килĕшрĕç. Районсенчи культура çурчĕ çумĕнчи театр коллективĕсем хутшăнчĕç. Уйрăмах Тăвай, Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай районĕсенчен йышлăн килчĕç. Елчĕксем, Сĕнтĕрвăррисем те çитрĕç. 150-а яхăн çын пухрăмăр. Фильма пĕлтĕр чӳк уйăхĕнче, юр çăвиччен, ӳкерме тытăнмаллаччĕ. Эпир раштавра пуçăнтăмăр. Ăçта ӳкересси пирки нумай тавлашрăмăр. Çине тăрсах чăн-чăн хӳтĕлев чикки пулнă вырăнта, Етĕрне районĕнчи Ильина Гора ялĕ çумĕнчи Сăр шывĕ хĕрринче, чавма шухăшларăмăр. Ӳкерӳ пуçланиччен 2 кун маларах экскаватор илсе кайса тăпрана хускатнăччĕ. Анчах çил-тăман тухрĕ те халăх килнĕ çĕре шап-шурах витсе хучĕ. Техникăна Анатолий Аксаков депутат тупса пачĕ. Вăлах артистсене хавхалантармашкăн 100 пин тенкĕ уйăрчĕ.
— Шартлама сивĕре халăха окоп чавма епле илсе тухайрăр?
— Ӳкерӳ кунне палăртнă та унтан пăрăнмарăмăр. Çанталăк 1941 çулта пирĕн асаннесем ĕçленĕ вăхăтрипе пĕр килчĕ. Ку картинăна тĕрĕс кăтартма пулăшрĕ çеç. Пурте чăтрĕç. 9 артист, вĕсем Чăваш драма, Çамрăксен, Вырăс драма, Оперăпа балет театрĕсенчен, Етĕрне районне тухса кайрăмăр. Артистсем тăла чĕркесе çăпата сырса ĕçлерĕç. Эмилия Назарова вара çире пуррипех йывăр условисенче выляма килĕшрĕ. Урисем шăннă, пырĕ шыçнă та тепĕр кунне больницăна вырттарчĕç ăна. Уншăн питĕ пăшăрхантăмăр. Камерăсем сивве тӳсеймерĕç, проводисем шăнса хытса татăлчĕç. Юрать-ха, саппас тепре чикнĕччĕ. Ӳкерӳ васкавлăн пулса иртрĕ. Массăллă сценăна пĕр кунра вĕçлерĕмĕр. Халăха тытса тăраймăн, сивĕ... Питĕ йывăррăн ӳкертĕмĕр. Халĕ пăхсан кăна ансат пек курăнать. Шухăшланипе шуралса ларассăн туйăнчĕ ун чухне. Продюсер ĕçĕ ман çине тиенчĕ. Вак-тĕвек япаласене йăлтах тĕрĕслесе тăтăм. Ĕлĕк çӳç тыттармалли резинкăсем пулман вĕт. Хĕрачан çивĕтне мĕнпе çыхасси, хальхи хĕр-хĕрарăмсен хитре чĕрнисене мĕнле пытарасси таранччен асăрхантăм. Ачак музейĕнче, Чăваш наци музейĕн çар мухтавĕн залĕнче ӳкертĕмĕр. Халăха пухасси пирки ыйту çĕклесен тӳрех асăрхаттартăм: вăрçă вăхăтĕнче тулли кĕлеткеллĕ çынсем пулман, имшеррисене чĕнмелле. Май пур таран ĕлĕкхилле курăнмалли пирки каларăм: хальхи яп- яка авăрлă хитре кĕреçесем илмелле мар. Упранса юлнă çи-пуçа та çынсем хăйсем тупрĕç. Фильмра халăх мĕнле йывăрлăхсем тӳссе ирттернине кăтартма тăрăшрăм: çимелли çук, хĕрарăма мăшкăллани те вăрттăнлăх мар. Вĕсене те кĕртрĕмĕр. <...>
Алина ИЗМАН.
♦ ♦ ♦
Чăн-чăн асамçăпа танлаштараççĕ
Ача амăшĕ пулма хатĕрленекен чылай хĕрарăм лайăх акушер патне лекме ĕмĕтленет. Куншăн тĕлĕнме кирлĕ мар, мĕншĕн тесен вĕсем хăйсемпе юнашар опытлă профессионал пултăр теççĕ. Çав вăхăтрах врач-неонатолог пирки те манмалла мар. Тин çеç çут тĕнчене килнĕ çĕнĕ чуншăн шăпах çак
специалист яваплă-çке.
«Куçа курăнман фронт кĕрешӳçи»
Неонатолог пирки «куçа курăнман фронт кĕрешӳçи» тесе каланипе килĕшмеллех. Теприсем вара асăннă тухтăрăн тивĕçĕсем пирки пĕлмеççĕ те пулĕ. Пирĕн çĕршывра «педиатр-неонатолог» текен специалистсем иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен вĕçĕнче кăна ĕçлеме пуçланă. Апла мĕнле тухтăр вăл неонатолог? Тин çуралнă ачасемпе ĕçлекенскер.
Çитĕнекен ӳсен-тăрана вăхăтсăр татсан вăл мĕнле аманса юлнине эпир пурте лайăх пĕлетпĕр. Хĕрарăм тĕрлĕ сăлтава пула йывăррăн е вăхăт çитмесĕрех çăмăллансан пепке те хăрушă лару-тăрăва кĕрсе ӳкет. Сывлама та йывăр пĕчĕкскере, ытти енĕпе те организмĕ аталанса-йĕркеленсе çитмен. Ăна пулăшаканĕ шăпах неонатолог. Вăл пепке пурнăçне сыхласа хăварас тĕлĕшпе хăйĕнчен мĕн кирлине пĕтĕмпех тăвать. Пархатарлă çакăн пек тухтăрсенчен пĕри — Чăваш Ен Сывлăх сыхлавĕн министерствин Президент перинаталь центрĕн аслă категориллĕ врач-неонатологĕ Светлана Петрова.
Светлана Вячеславовнăпа перинаталь центрĕнче тĕл пулса калаçрăмăр. 2003 çултанпа ĕçлет вăл унта.
— Центрăн ача çураттаракан çуртĕнчен, çавăн пекех республикăри ача çураттаракан пур çуртран та йышăнатпăр эпир йывăр лару-тăрăва пула çуралнă пепкесене. Вăхăт çитмесĕр çут тĕнчене килнĕскерсем тепĕр чухне йывăрăшĕпе те питĕ пĕчĕккĕ пулаççĕ. Сăмахран, пирĕн ĕçченсем йышăннă çавăн пек пĕр пепке 480 грамм кăна тайнă. Центрти опытлă тухтăрсем тăрăшса вăй хунипе, хăйсенчен мĕн кирлине пĕтĕмпех туса пынипе тата çапла тума центрта мĕн кирли йăлтах пуррипе çав ача тĕрĕс-тĕкел ӳт хушса, йĕркеллĕ аталанса çитнĕ, — центрти неонатологсен пархатарлă ĕçне аса илнинчен пуçларĕ калаçăва вăл. — Мĕншĕн педиатр кăна мар, шăпах çак специальноçа суйласа илнĕ тетĕр-и? Интернатура вăхăтĕнче республикăри ача-пăча больницин кашни уйрăмĕнче ĕçлесе пăхнă. Патологипе тата вăхăт çитмесĕр çуралнă ачасен уйрăмĕнче мĕнле ĕçленине курсан мана малалла та çак енĕпе специализациленме сĕнчĕç. Эпĕ килĕшрĕм. Пĕрре те ӳкĕнместĕп. Кану вăхăтĕнче хамăн куçарнă. Шăпах çакăнта ĕçлет те Светлана Вячеславовна. <...>
Надежда СМИРНОВА.
♦ ♦ ♦
Ĕмĕрсен «чĕнтĕрне» сирсе
Ăçтан эпир, камсем эпир? Хамăрăн йăх пуçламăшĕ пирки мĕн пĕлетпĕр? Е пирĕн тымарсем татăлнă-и? Çак ыйтусем хăçан та пулсан кирек кама та шухăшлаттараççех.
Пур енĕпе те тыткăнларĕ
Елчĕк районĕнчи Патреккелте, Вăрăмхăвара тата Кĕçĕн Патреккелте пурăнакансем ку енĕпе телейлĕ тенĕ пулăттăм. Кăçал вĕсен ялне пуçарса яраканĕ тата унта тымар ярса пурăнакан вун-вун çемьене çыхăнтарса тăракан Патирек ратни çинчен тĕлĕнмелле кĕнеке — «Байдеряков род» — пичетленсе тухнă. Кунашкал кăларăмсене пирĕн республикăри тавра пĕлӳçĕсем час-часах кăлараççĕ-ха. Анчах та Елизавета Долгова-Пчеловăн ĕçĕ калăпăшĕпе кăна мар /365 стр./, шухăшлав, тĕпчев тарăнăшĕпе те тыткăнларĕ. Елизавета Никандровна педагог, писатель, психолог пулнин витĕмĕ пур çав: вулакана, кĕнекене алла тытакана мĕн кăсăклантарнине, хăй ăна мĕн каластенине пĕлсе тăнăран çапла пулса тухнă та. Сăмахран, эпĕ те асăннă районтах ӳссе çитĕннĕ, анчах Патреккел, ун никĕсĕ çинче пуçланса кайнă ялсен кун-çулĕ тыткăнламан темелле. Асăннă кĕнеке алла лексен тата ăна вулама пуçласан тĕлĕнтермĕшсем пĕрин хыççăн тепри тухса пычĕç.
Чи малтанах, Патреккел ялĕ Чăваш Ен Вырăс патшалăхĕпе пĕрлешнĕ тапхăрăн тантăшĕ иккен. Иккĕмĕшĕнчен, унăн никĕслевçи Патирек Барзаев 1540-1550 çулсенче Хусан ханлăхне хирĕç çапăçакан ентешсен ертӳçи пулнă-мĕн. 1552 çулта Хусан ханлăхĕпе Хаяр Иван хуçаланма пуçласан Патирек тăван чăваш çĕрне, Вырăс патшалăхĕн кăнтăр чикки пулса тăнăскере, тăшмансенчен хӳтĕленĕ. Ачисем, мăнукĕсем, вĕсен ачисемпе мăнукĕсем йăх пуçĕн ĕçне малалла тăснă. «Эпир, Патирекĕн тăхăмĕсем, тăван çемьен, ĕмĕрсен тарăнăшĕнче тымар янăскерĕн, историйĕпе, вĕсем утса тухнă çулĕпе мухтанатпăр, сыхланса юлнă йăлисене хисеплетпĕр, ырă ĕçĕсене, сăнарĕсене асра тытатпăр, — тет Елизавета Никандровна. — Аваллăхпа çыхăннă чылай ыйтăва хуравлама Раççей патшалăх авалхи актсен, ЧР патшалăх истори, ТР патшалăх истори, РФ оборона министерствин, РФ ШĔМĕн Чăваш Енри архивĕсен çăл куçĕсенче упранакан документсем май пачĕç. Çавăн пекех Патшалăх Эрмитажăн, Чăваш наци музейĕн, Елчĕк районĕн историпе тавра пĕлӳ музейĕн, Самар облаçĕнчи Шикун районĕнчи Усолье хутлăхĕнчи аваллăх управçин ĕçченĕсем тата Патирек йăхĕн тăхăмĕсем тĕрлĕ енлĕн пулăшрĕç». <...>
Надежда СМИРНОВА.