Комментари хушас

30 Авăн, 2021

Тантӑш № 37 (4756) 30.09.2021

Чуна витермелле юрлать

Унăнни пек пуян портфолио ку таранччен пĕр ачанне те курма тӳр килменччĕ. Диплом, тав тата хисеп хучĕн шучĕ çук! Кубокпа медаль та шкап туллиех. Пултаруллă та кĕмĕл сасăллă Даша Моранькова вĕсене юрлас ăсталăхшăн тивĕçнĕ. Куславккари 3-мĕш шкулта 8-мĕш класра ăс пухаканскерпе çак кунсенче калаçрăмăр.

Тăваттăра сцена çине тухнă

Мораньковсен 3 ачи те юрă-кĕвĕ тĕнчинче çитĕннĕ, пурте Куславккари искусствăсен шкулĕнче юрлас ăсталăха аталантарнă, музыка инструменчĕ калама хăнăхнă. Марина Святославовна каланă тăрăх, Даша та калаçма вĕреничченех юрăсем ĕнĕрленĕ. Амăшĕ аслă хĕрне хушма пĕлӳ паракан çурта илсе çӳренĕ май кĕçĕннине те хăйĕнчен хăварман. Аппăшĕ юрланине куç илмесĕр сăнакан пĕчĕк Даша хăй те сăмахсене, кĕвве ас туса юлма тăрăшнă. Виççĕри пултаруллă хĕрачана искусствăсен шкулĕнче вăй хуракан та асăрханă, унпа ĕçлеме тытăннă. Çулталăкран Даша пĕрремĕш хут сцена çине тухнă.

— Миçере пулнă-ши, калаймастăп, анчах çакă асра: сцена çине тухрăм, залра çын нумай, пурте ман çине тинкереççĕ. Хумханнине пытарса юрă пуçларăм. Вăл вĕçленсен куракансем тăвăллăн алă çупрĕç. Çакă хавхалантарчĕ, — пĕрремĕш концерта куç умне кăларчĕ 13-ри хĕрача.

Даша — нумай конкурс çĕнтерӳçи. Пĕтĕм тĕнчери «Калейдоскоп талантов», «Мы вместе», «Высшая лига», «Голоса Чувашии», «Прояви себя», «Зимняя симфония» фестиваль-конкурссен 1-мĕш степень лауреачĕ — ку вăл çитĕнӳсен пĕчĕк пайĕ кăна. Раççей, республика шайĕнчи миçе конкурсра кăна палăрман хĕрача! Даша яланах чи маттуррисен йышĕнче, пĕр пултарулăх ăмăртăвĕнчен те пушă алăпа таврăнмасть, яланах малти вырăн йышăнать.

Хĕрача конкурссене хутшăнса тĕрлĕ хулана çитнĕ. Хусан, Мускав, Санкт-Петербург… Раççей поэчĕн Юрий Энтинăн пултарулăх каçĕнче те юрланă вăл, паллă артистсемпе те тĕл пулнă. 2019 çулта Даша çĕршывăн тĕп хулине Кремль Елкине кайма тивĕçнĕ. Ун чухне кĕçĕнрех пулнă тĕк пысăк автобуспа хула курса çӳренине, чаплă уявра савăннине лайăх ас тăвать.

Хĕрачана юрлас ăсталăха алла илме пулăшаканĕсем тата хавхалантараканĕсем — Куславккари искусствăсен шкулĕн ĕçченĕ Диляра Стулова тата амăшĕ. Вырăнти хресчен фермер хуçалăхĕнче вăй хуракан Марина Моранькова хĕрне яланах пулăшу кӳме, ăшă сăмахпахавхалантарма хатĕр. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

♦   ♦   ♦


На выставке «Внутри человека»

Я мечтаю стать врачом. Мне интересно, как устроен человеческий организм, как работают внутренние органы. Чтобы лучше узнать об этом, мы с семьей посетили выставку «Внутри человека», которая находится в Чебоксарах в Центре современного искусства.

Здесь можно увидеть различные органы человека: ухо, глаз, сердце, мозг, язык, ротовую полость, кровяные тельца и пр. Есть макеты нервной и кровеносной систем. Можно попробовать собрать все внутренние органы в макете человека, откопать в песке скелет, увидеть различные типы суставов, познакомиться с формированием ребенка в утробе матери. Мы узнали, насколько сильны человеческие волосы и насколько длинный тонкий кишечник, о том, какая часть мозга отвечает за различные функции, какая часть языка чувствует тот или иной вкус. Было интересно посмотреть, что происходит с микробами, когда мы чихаем, послушать, какие звуки издает человек, узнать, на голос какого животного похож твой голос.

Особенность этой выставки в том, что тут можно все потрогать. Практически около каждого экспоната есть кнопки, нажимая которые можно понять, что за какую работу отвечает. Кроме этого, вначале экскурсии экскурсовод знакомит с каждым экспонатом и рассказывает о его особенностях.

Выставка мне понравилась. Я стала больше понимать строение человека. Конечно, для того, чтобы стать врачом, мне надо много учиться, но я считаю, что начало уже положено. <...>

Татьяна ЧЕЛТЫКИНА.

♦   ♦   ♦


Фестиваль грибов

В этом году Фестиваль грибов прошел восьмой раз. Несмотря на хмурое небо, темные тучи и дождь, собралось немало гостей и участников. А это говорит о том, что традиционный праздник, посвященный его Величеству Грибу, стал желанным. Событийное тематическое мероприятие прошло на поляне активного отдыха «Липовый край» на территории Баскакского участкового лесничества.

За несколько часов до начала праздника самые ранние любители «тихой охоты» бродили в поисках грибов с надеждой выиграть конкурсный марафон и стать обладателем самой полной корзины. Торжественное открытие самого фестиваля началось с приветственных слов, поздравлений и костюмированного грибного хоровода. А музыкальную атмосферу создавали творческие исполнители центрального Дворца культуры и сельских поселений. Также в программу фестиваля вошли различные тематические конкурсы, игры, лотереи, выставки, работали интерактивные площадки.

Особое место было уделено Грибной ярмарке. Предлагали не только грибную продукцию, но и травяные чайные сборы, лекарственные травы, мед, ягоды, банные веники, варенье из лесных ягод, домашние закрутки с соленьями, сувениры с изображением грибов, разнообразную сельскохозяйственную продукцию. На фотовыставке «Знакомьтесь: грибы съедобные и не очень...» посетители учились распознавать и различать грибы, проверяли свои микологические знания, интеллект и смекалку.

На выставке кулинарных изделий «Грибное пиршество» в меню вошли разнообразные блюда и кулинарные изделия, имеющие в рецептуре грибы, либо внешне их напоминающие. На празднике грибов был отмечен еще один профессиональный праздник – «День работников леса», и поэтому не обошлось без награждений и красивых поздравлений в адрес сотрудников национального парка «Чăваш вăрманĕ».

Наградой всем участникам стало традиционное массовое поедание наваристого грибного супа, приготовленного работниками общепита. Все участники праздника получили от национального парка«Чăваш вăрманĕ» дипломы и призы.

Надеемся, что неповторимая праздничная атмосфера надолго оставит в памяти приятные и яркие впечатления. <...>

Cветлана ЛАРИОНОВА.

♦   ♦   ♦


Аппаран тĕслĕх илетĕп

Шкулта тăрăшса вĕренмеллине, кĕнекепе туслă пулмаллине учительсем çеç мар, атте-анне те пĕрмаях калаççĕ. Эпĕ вĕсемпе килĕшетĕп. Унсăр пуçне предмет олимпиадисенче, конкурссенче хастар пулсан, интернетра тĕрлĕ хăнăхтару пурнăçласан ăс-тăн çеç мар, тавра курăм та аталанать.

Аппа та шкулта лайăх вĕренме хистет. Вăл маншăн тĕслĕх вырăнĕнче. Аппа пурнăçне стоматолог профессийĕпе çыхăнтарасшăн. Халĕ медицина факультетĕнче ăс пухать. Аслă шкулта вĕренме йывăр, çавăнпа шкултах тăрăшмалла. Эпĕ те аппа пекех çанă тавăрса вĕренсе пурнăçа хама килĕшекен профессипе çыхăнтарасшăн.

«Ĕç çынна илем кӳрет», — теççĕ ваттисем. Паллах, вĕсемпе килĕшмесĕр май çук. Ĕçлени нихăçан та пăсмасть. Эпĕ çуллахи каникулта пушă вăхăта сая ярас мар тесе вăрлăх сухан çумлама, кăларма çӳрерĕм, хама валли укçа ĕçлесе илтĕм. Куншăн питĕ савăнтăм. Атте-аннене те пулăшрăм: кĕтӳ кĕтрĕм, пахчара ĕçлерĕм тата ытти те. <...>

Ангелина МАКАРОВА.

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.