Халăх шанăçне тӳрре кăларассишĕн тăрăшĕç
«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш регион уйрăмĕ суйлав кăтартăвĕсене журналистсемпе ирхи апат вăхăтĕнче пĕтĕмлетрĕ.
Сасăлав кăтартăвĕсене тишкернĕ май парти суйлава ăнăçлă ирттерни куçкĕрет. Çакнах Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Алена Аршинова та çирĕплетрĕ. Вăл каланă тăрăх, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» представителĕсем палăртнине пурнăçланă: Чăваш Республикин çиччĕмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕнчи 44 мандатран 30-шне йышăнма пултарнă. Çавăн пекех РФ Патшалăх Думинче те пысăк йыша упраса хăварнă. Апла тăк парти суйлав умĕн халăх сĕнĕвĕсене шута илсе хатĕрленĕ программăна туллин пурнăçа кĕртме пултарать. «Эпир 60 пин ытла сĕнӳ йышăнтăмăр. Халăх шанăçне тӳрре кăларассишĕн çине тăрса тăрăшăпăр. Парти членĕсем суйлавçăсемпе хăйсен ĕçĕсемшĕн намăсланмасăр тĕл пулма пултарччăр, — терĕ Алена Аршинова. — Эпир çавăн пекех çулсерен çынсене çулталăкра тунă ĕçсем пирки каласа кăтартма тĕллев лартатпăр. Çав вăхăтрах халăх программине çĕнĕ сĕнӳсемпе те анлăлатсах пырăпăр».
Парти членĕсем Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем чи малтан татса пама палăртнă ыйтусем пирки те пĕлтерчĕç. «Халăх программине хатĕрленĕ чухнех суйлавçăсене уйрăмах пăшăрхантаракан ыйтусене палăртнă. Пирĕн вĕсене татса памаллах, — терĕ партин ЧР Патшалăх Канашĕнчи фракцийĕн ертӳçи Николай Николаев. — Хальхи вăхăтра патшалăх влаç органĕсен тата общество организацийĕсен умĕнче тăракан пĕрлехи тĕллев вăл — короновируспа кĕрешесси, коллективлă иммунитета çирĕплетесси». Николай Николаев малашлăхри ĕç-хĕл шутĕнче çавăн пекех халăхăн пенси ыйтăвĕсене татса парассине, медицина колледжĕнчен вĕренсе тухакансене аслă шкулсене тĕллевлĕ вĕренме кĕме майсем туса парассине тата ыттине те палăртрĕ.
Валентина БАГАДЕРОВА сăн ӳкерчĕкĕсем