Комментари хушас

29 Авăн, 2021

«Хресчен сасси» 37 (2875) № 29.09.2021

Паха чĕр тавартан - тутлă çимĕç

Эпир пынă чухне «Фермер шкулĕнче» тăрăшсах тутлă çимĕç пĕçерме хăнăхатчĕç. Хальхинче «Çĕнĕ технологипе сыр хатĕрлесси» специальноçа 14-ăн суйласа илнĕ. Вĕсен йышĕнче республикăри паллă пайтаçăсем, сыр ăстисем те пур: Ольга Кошелева, Наталия Вазинге тата ытти те. Сăмах май, Ольга Игоревнăн «Ӳсĕр качака» сырĕ «Раççейри чи лайăх сыр» конкурсра çĕнтернĕ. Пайтаçă малашне производствăна сарма, çĕнĕ сортсем хатĕрлесе кăларма ĕмĕтленет. Ун валли ятарлă оборудовани туянма палăртать. Бизнеса тухăçлă аталантарма, паха тавар тума опыт çителĕксĕрри тепĕр хутчен парта хушшине ларма хистенĕ вĕсене.

Халĕ Чăваш патшалăх аграри университечĕн профессорĕ, сĕт юр-варне хатĕрлессипе ĕçлекен лаборатори ертӳçи Геннадий Ларионов пулăшнипе фермерсем «Имеретинский» сыр вăрттăнлăхне алла илеççĕ. Çапла, теорие ăса хывнипе пĕрлех кунта практика ирттерме, пĕлĕве тĕрĕслеме майсем çителĕклех. Лабораторире сĕтрен сыр, мороженăй хатĕрлемелли оборудованисем вырнаçтарнă. Ăсталăха ӳстерме условисем лайăх.

— Çĕнĕлĕх çынна ялан малалла туртать. Килте апат-çимĕç пĕçернĕ май мана та сыр ĕçĕ кăсăклантарчĕ. Çавăнпа «Фермер шкулне» вĕренме килтĕм. Кунта кĕске хушăрах чылай япалана пĕлме пултартăмăр. Кунĕпех шкулта эпир: вĕренетпĕр, тĕрлĕ рецептпа сыр пĕçеретпĕр, хаклатпăр. Тивĕçтермесен тепĕр хут ĕçе тытăнатпăр. Ĕнер акă «Сулугуни» сыр тума вĕрентĕмĕр, паян вара — урăххине. Мороженăй та хатĕрлесе пăхрăмăр. Кăмăла кайрĕ. Çакă йăлтах маншăн çĕнĕлĕх. Эпĕ ял бизнесне пулăпа çыхăнтарнă.

Унран тĕрлĕ çимĕç хатĕрлесе сутатпăр. Производствăна сарнă май тавар ассортиментне сырпа пуянлатасшăн. Туянакансене илĕртесси çимĕç пахалăхĕнчен килет. Кăмăлтан тунă япала яланах тутлă пулать, — терĕ Красноармейски районĕнчи Валерий Григорьев. — Паха çимĕç валли чĕр тавар та лайăххи кирлĕ. Шывпа хутăштарнă сĕтрен йĕркеллĕ сыр пĕçереймĕн. Акă пĕрле ăс пухакан фермер каланă тăрăх, кил хуçалăхĕсенчен сĕт пуçтарнă чухне час-часах улталама хăтланни пулкалать. Халăхран ир-ирех чĕр тавар туяннă чухне çу виçи палăрмаллах чакса кайни тĕлĕнтерет ăна. «Ачасем выляса шыв ячĕç-ши?» — тесе сăлтавлаççĕ-мĕн çынсем. Ирхине 5 сехетрех ача-пăча ашкăннине халиччен курманччĕ-ха. Услам ытларах илме хăтланса унăн пахалăхне чакарни пăшăрхантарать. Çавăнпа сĕте çирĕп тĕрĕслесе илмелле. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   


 

Тухăçа чакарать

Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн специалисчĕсем уй-хирти лару-тăрăва тишкереççĕ. Хальхи вăхăтра 6,8 пин гектар тĕрĕсленĕ. Çав шутра 65 проценчĕ çинче шăши йăва çавăрни палăрнă. Кăшлакан чĕр чунсем Канаш тăрăхне ытларах кăмăллаççĕ-мĕн. Нумай çул ӳсекен курăк лаптăкĕнче уйрăмах нумай. Пĕр гектар çĕр çинче 280 шăши йăви асăрханă. Кĕр енне кĕрхи культурăсен пĕр гектарĕ çинче — 50-100, нумай çул ӳсекен курăксен лаптăкĕнче 100 -150 шăши йăвинчен ытла пулмалла мар. Кунран пысăкрах кăтарту ял хуçалăх культурисем хăрушлăхра пулнине систерет.

Шăши тыр-пул культурисене, нумай çул ӳсекен курăксене, кĕтӳ çӳретмелли вырăнсене уйрăмах сиенлет. Вăл çĕр айĕнчи тата çĕр çинчи ӳсен-тăранпа тăранса пурăнать. Талăкра хăй виçинчен 2-3 хут ытларах çиет. Хирте тухăçран юлнă апат-çимĕç те шăшие ĕрчеме майсем туса парать. Тырă, сахăр кăшманĕ, куккурус пуçтарса кĕртнĕ чухне асăрхануллă та типтерлĕ пулмалла. Лаптăкра выртса юлни сăтăрçăсене ĕрчеме, сарăлма условисем туса параççĕ. Кăшлакан чĕр чунсем — шăши, йĕкехӳре — çулталăкĕпех сăтăр кӳреççĕ. Уй шăшийĕ уйрăмах сиенлĕ. Кĕрхи тата тымар çимĕç культурисен, нумай çул ӳсекен курăксен, кĕтӳ çӳретмелли лаптăксенче ытларах йăва çавăрать вăл. Республикăри уй-хирте сентябрьте иртнĕ çулхипе танлаштарсан кăшлакан чĕр чунсем 1,5 хутчен ытларах сарăлнă. Кăтарту татах ӳсме пултарать.

— Шăши калча çитĕннĕ тапхăрта тымарне, ешĕл тунине, çулçине çиет. Çавна май ӳсентăран вăйсăрланать. Хĕлле вара пĕтме пултарать. Сиенленнĕ калчана чир-чĕр те хăвăрт ерет, — пĕлтерет Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн ӳсен-тăрана хӳтĕлессипе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Татьяна Пыркина. <...>

Лариса АРСЕНТЬЕВА.

♦   ♦   ♦


Стартра - аслă ăру çыннисем

Иртнĕ XX ĕмĕрĕн вĕçнерех пирĕн республикăри спорт ветеранĕсен союзне Константин Никишевпа Николай Скородумов ертсе пынă.

Ĕçпе спорт ветеранĕсем пирĕнтен уйрăлса кайнăранпа нумай вăхăт иртнĕ хыççăн 2012 çулта физкультурăпа тата урă пурнăç йĕркипе яланлăхах туслашнă çынсен пысăк пĕрлешĕвне хăй вăхăтĕнче Çĕрпӳ хулинчи интернат шкул директорĕнче тата Пĕтĕм Раççейри «Урожай» ирĕклĕ физкультурăпа спорт обществин регионти председателĕнче ĕçленĕ Василий Шоркина суйланă.

Василий Сергеевич пуçарăвĕпе Чăваш Енри пенсионерсен хушшинче спортпа сывлăх фестивальне йĕркелеме пуçларĕç. Унăн программинче — дартс, шашкăлла тата шахматла вылясси, пĕчĕк калибрлă винтовкăран пересси, çăмăл атлетикăн хăш-пĕр енĕсем.

Чăваш Республикинче «Урожай» физкультурăпа спорт обществине туса хунăранпа 70 çул çитнине халалланă фестиваль Хĕрлĕ Чутай салинчи «Хастар» стадионра иртрĕ. Старта 25 командăри çĕр ытла çын тухрĕ. Çĕнелнĕ стадионта хăй вăхăтĕнче спортăн тĕрлĕ енĕпе ăмăртса çĕршыв чемпионĕсем пулнă, ĕлĕк Шупашкарти чăлхапа трикотаж фабрикинче ĕçленĕ Надежда Ивановăна, Шупашкарти Мускав районĕн чысне хӳтĕленĕ ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Наталья Кузьминана, ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенне Михаил Телегина тĕл пултăмăр эпир. Пурте вĕсем 200 метрлă дистанцире лайăх кăтартусем кăтартрĕç. Фестивалĕн тĕп йĕркелӳçисенчен пĕри утă уйăхĕн пуçламăшĕнче 70 çул тултарнă Василий Шоркин вара пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Унпа пĕрле вăй виçнĕ Хĕрлĕ Чутайри Валентин Харитоновпа Красноармейски районĕнчи Виталий Егоров — иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. 70 çултан аслăрах спортсменкăсен ушкăнĕнче Красноармейски салинчи Мария Семенова çĕнтерчĕ. Вĕсенчен çамрăкрах спринтерсенчен ылтăн медале Вăрмар районĕнчи педагог Светлана Егорова çĕнсе илчĕ. <...>

Владислав СИДОРОВ.

♦   ♦   ♦


Йывăрлăхра пуç усман

«Атте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă. Вăл вилни çинчен калакан хыпар Кивĕ Ахпӳрте чи малтан çитнĕ. Анне пире, аппапа иксĕмĕре, пĕччен çитĕнтернĕ. Эпир, вăрçă ачисем, крахмал çисе ӳснĕ. Пирĕн класра хăпарту çиекен пĕртен-пĕр ача пурччĕ. Ăна ăмсанса пăхса тăраттăмăр. Анне çĕр улмине теркăпа хырса икерчĕ пĕçеретчĕ. Вĕрилле питĕ тутлăччĕ вăл. Тăхтав вăхăтĕнче икерчĕ çиме киле чупаттăм», — куç умне кăларчĕ ачалăхне Николай Кошкин.

Выçăллă-тутăллă çитĕннĕскер çăкăр хакне лайăх ăнланнă. Ахальтен мар амăшне пулăшас тĕллевпе 7-мĕш класран вĕренсе тухнă хыççăн Тутар Республикине кĕтӳ кĕтме кайнă. Уншăн ăна тырă панă. Ывăлĕ тупрапа таврăнсан мĕн тери савăннă пулĕ хĕрарăм! Паллах, куççульленмесĕр чăтайман ĕнтĕ. Ара, ачи ура çине тăни ăна савăнтарнах.

Хĕсметрен таврăнсан Николай Петрович Патăрьелĕнчи механизаторсен курсĕнчен вĕренсе тухнă. Юратнă ĕçĕнче 17 çул тăрăшнă, пĕрремĕш класлă тракторист-машинист шутланнă. Каярахпа ăна уй-хир тата комплекслă бригадăсен бригадирне суйланă. Хастарскере районти «Чи лайăх бригадир» ята та тивĕçнĕ. Ĕçленĕ вăхăтрах пултаруллă çамрăк Вăрнарти совхоз техникумран куçăн мар майпа вĕренсе тухнă, алла хĕрлĕ диплом илнĕ. Вăл вăхăтра Ленин орденлă «Гвардеец» колхоз таврара кĕрлесе çеç тăнă. «Венгрире, Германире, Чехире пулса куртăмăр, — иртнине аса илет арçын. — Эпир, бригадирсем, опытпа паллашма Беларуçа та çитсе килнĕччĕ. Унсăр пуçне Венгри халăхĕпе те туслашрăмăр. Асăннă çĕршывăн механизаторĕсем пирĕн колхоза çураки ирттерме килнĕччĕ. Каярахпа пирĕн трактористсем вĕсем патне тыр-пул пуçтарма кайрĕç. Çапла майпа вĕсемпе тăванлашрăмăр». <...>

Валентина МАКСИМОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.