Комментари хушас

24 Авăн, 2021

Кинотеатрсемпе кафесене QR-кодсăр кĕртме пăрахĕç

«Театрсемпе кинозалсене, кафе-столовăйсене прививка тутарнине çирĕплетекен QR-кодпа е коронавируспа чирлеменнине ĕнентерекен справкăпа кăна кĕртме пуçлаççĕ», — çапла йышăнчĕç коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче.

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев каланă тăрăх, юлашки вăхăтра коронавируспа чирлекенсен шучĕ ӳснĕ, çавăнпа больницăсенче вĕсем валли хушма 300 койка хатĕрленĕ. ОРВИпе чирлекенсен шучĕ те икĕ хут пысăкланнă. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтернĕ тăрăх, ОРВИпе коронавирус инфекцийĕсем пĕр вăхăтра ерсен сывлăха пушшех сиен кӳреççĕ. Хальхи вăхăтра стационарта коронавирусран 2500 çын сипленет, вĕсенчен 28 проценчĕ реанимаци уйрăмне лекнĕ. Килте медпулăшу илекенсен шучĕ 5000 яхăн çын таран ӳснĕ. Вĕренӳ учрежденийĕсенче те лару-тăру япăхланнă. 25 организацире чир тупса палăртнипе хăш-пĕр класпа ушкăна дистанци мелĕпе вĕренме куçарнă, ĕçлекенсем чирленипе 2 садике ĕçлеме вăхăтлăха чарнă.

Пирĕн республикăра 318893 çын /вакцинациленмеллисен 54 проценчĕ/ прививка тутарнă, вĕсенчен 104110-шĕ — 60 çултан аслăраххисем. Сăмах май, стационарсенче сипленекенсенчен 95 проценчĕ вакцинаци туман. Больницăсенче грипран та прививка тăваççĕ. Мĕнпур халăхăн 15 проценчĕ вакцинациленнĕ. Вакцинаци пункчĕсене ют çĕршыв гражданĕсем те пыраççĕ-мĕн. Шупашкарти аслă шкулсенче пĕлӳ илекен 604 студент ковидран прививка тутарнă. Хальхи вăхăтра Чăваш Енре ют çĕршывран килнĕ 4000 ытла çын пурăнать.

Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Надежда Луговская пĕлтернĕ тăрăх, Шупашкар, Канаш хулисенче, Етĕрне, Çĕрпӳ, Муркаш районĕсенче ковидпа чирлекен уйрăмах нумай. Калăпăр, Шупашкарта инфекциллисен шучĕ 18 процент ӳснĕ. ОРВИпе чирлекен йышланнă, иртнĕ эрнере 9000 тĕслĕхе шута илнĕ. Вĕсенчен 52 проценчĕ — ачасем. Пневмони 555 çынна нушалантарать.

Коронавируспа тата ОРВИпе мĕншĕн нумаййăн чирлеççĕ-ха? Тĕп сăлтавĕ — общество вырăнĕсенче хăрушсăрлăх мерисене пăхăнманни. Çынсем лавккасенче, транспортра тата ытти çĕрте маскăсăрах çӳреççĕ. Чирлекенсен шучĕ ӳснипе республикăра массăллă мероприятисене ирттерме чарнă. Олег Николаев акă шăматкун «Наци кросне» хутшăнакансен шутне чакарма хушрĕ..

www.hypar.ru

Рубрика: