Комментари хушас

21 Авăн, 2021

Аçăмçырми ачисем «Орленока» кайĕç

Паян Чăваш Республикинче шкул ачисем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ, педагогсем валли Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн пĕрлехи кунĕ иртет. Çав ятпа Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕн керменĕнче мероприяти йĕркелерĕç. Унта Чăваш Енри çамрăк инспекторсен шкул отрячĕсене пухнă.

Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – вĕрентӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Алла Салаева, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Ольга Чепрасова, ЧР Шалти ĕçсен министрĕ, полицин генерал-майорĕ Виктор Шметков тата ыттисем хутшăнчĕç.

«Çул-йĕр правилисене çав тери çирĕп пăхăнмалла. Çак ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрмалла. Мопедпа, скутерпа тата велосипедпа çӳрекен нумай çамрăк çул çинче шар курать. Çул-йĕр правилисене лайăх пĕлмелле, вĕсене çирĕп пăхăнмалла. Çулта-йĕрте яланах тимлĕ пулмалла. Çакна ашшĕ-амăшĕн те вĕрентмелле, шкулта та çирĕп ыйтмалла», - терĕ вĕренекенсене саламланă май Олег Алексеевич. Мероприятире Вăрнар районĕнчи Аçăмçырминчи «Сигнал» командăна Краснодар крайĕнче вырнаçнă «Орленок» Пĕтĕм Раççейри ача-пăча центрне кайма сертификат пачĕç. Унта вĕсем юпа уйăхĕн 5-25-мĕшĕсенче çамрăк инспекторсен Пĕтĕм Раççейри слетне хутшăнĕç.

www.hypar.ru Роза Власова сăн ÿкерчĕкĕсем
 

Рубрика: