Комментари хушас

18 Авăн, 2021

Августа Уляндина: "Хамӑн яваплӑха туятӑп, ҫавӑнпа суйлава хутшӑнтӑм"

Чӑваш халӑх артистки Августа Уляндина суйлавӑн 1-мӗш кунӗнчех сасӑлава хутшӑннӑ. Хӑйӗн ӗҫӗсемпе васканӑ май хӑвӑрт ҫеҫ суйлав участокне кӗрсе тухнӑ.

"Ҫынсем тӗрлӗрен, кашнин хӑйӗн суйлавӗ, - тет Августа Васильевна. - Анчах, манӑн шухӑшпа, кашни ҫыннӑнах хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫламалла. Эпӗ Раҫҫей гражданинӗ пулнӑ май, Чӑваш Ен ҫынни пулнӑ май, хамӑн тӑван ен умӗнчи яваплӑха туятӑп, ҫавӑнпа суйлава хутшӑнтӑм. Ыттисене те ҫакна калас килет: суйлава ҫӳресси ырӑ йӑлана кӗтӗр, уяв пек пултӑр. Эпир пурте пӗр тӗнчере пурӑнатпӑр. Суйлав вара яланах пулнӑ, пур, пулать те".

www.hypar.ru Августа Уляндина архивĕнчи сăн ÿкерчĕк